Ака уйӑхӗн 27-мӗшӗнче Етӗрнери 3-мӗш шкулта 1-мӗш класра вӗренекенсем, «Искорки» ҫамрӑк патриотсен шкулне ҫӳрекенсем, Етӗрнери ача-пӑча вулавӑшӗ ирттернӗ «Чӑваш культурин еткерӗ» таврапӗлӳ сехетне хутшӑннӑ.
Ачасем Иван Яковлев пирки пӗлнӗ. Ҫавӑн пекех шӑпӑрлансем Константин Иванов пултарулӑхӗпе пурнӑҫӗпе паллашнӑ. Пӗчӗкскерсем вулавӑш ӗҫченӗ чӑвашсен паллӑ ҫыннисем пирки каласа панине тимлӗн итленӗ. Иван Яковлев Чӗмпӗрте шкул уҫнине, унта Константин Иванов вӗреннине пӗлнӗ.
Ачасем «Силпи — поэзи ҫӑлкуҫӗ» электрон хӑтлав урлӑ Ивановӑн Слакпуҫӗнче иртнӗ ачалӑхӗпе, унӑн сӑввисемпе, сӑнӳкерчӗксемпе паллашнӑ.
Ачасем К.Ивановӑн «Сентти» пуххинчи сӑвӑсене, И.Яковлев пирки вуланӑ. Таврапӗлӳ сехечӗ «Илемлӗ, илемлӗ…» юрӑпа вӗҫленнӗ.
Ака уйӑхӗн 15–23-мӗшӗсенче Чӗмпӗрте «Чӗмӗпӗр кӗнеки — 2015» облаҫри XII курав-конкурс иртет. Унта Чӑваш кӗнеке издательстви те хутшӑнӗ. Вӑл хӑйӗн ӗҫне ыран, акан 21-мӗшӗнче, электрон хӑтлав урлӑ кӑтартӗ.
Пирӗннисен экспозицине 2013–2015 ҫулсенче кун ҫути курнӑ 100 ытла кӗнеке кӗнӗ. Стенд ҫинче «Замечательные люди Чувашии», «Из опыта народных мастеров», «Чувашское народное творчество», «Библиотека Президента Чувашской Республики» кӗнекесем, «И.Я. Яковлев в изобразительном искусстве» кӗнеке-альбом, И.Я. Яковлевӑн халалӗ, 4 томлӑ Чӑваш энциклопедийӗ, М. Скворцовӑн икӗ томлӑ вырӑсла-чӑвашла словарӗ, «Чувашские народные сказки», «Старые Чебоксары. Памятники деревянного и каменного зодчества XVI – XX веков» ӳкерчӗксен альбомӗ, «Чуваши Присвияжья», А. Твардовскин «Василий Теркин» чӑвашла куҫарнӑ поэми, Мӑтри Кипекӗн «Паттӑрсем хыпарсӑр ҫухалмаҫҫӗ» кӗнеки тата ыттисем вырӑн тупнӑ.
Ака уйӑхӗнче яланхи пекех Чӑваш Енре «Кӗнеке урлӑ — халӑхсен килӗшӗвӗ патне» наци кӗнекисен фестивалӗ иртет. Ӑна ЧР Культура министерстви, ЧР Наци вулавӑшӗ йӗркелет.
Кӑҫал ака уйӑхӗн 15–25-мӗшӗсенче тӗп мероприятисем Шупашкарта, Улатӑрта, Чӗмпӗрте, Элӗк, Вӑрнар, Муркаш, Пӑрачкав районӗсенче иртӗҫ.
Ҫав кунсенче Раҫҫей патшалӑх ӳнер вулавӑшӗн коллекцийӗнчи курав, пӗтӗм тӗнчери канашлу уҫӑлӗҫ.
Фестивальпе килӗшӳллӗн итальян тата чӑваш, православи, экологи тата ӑслӑлӑх кӗнекисене халалланӑ тематика кунӗсем пулӗҫ. Уяв йӗркелӳҫисем пурне те чӑваш ҫыравҫи Илпек Микулайӗ ҫуралнӑранпа 100 ҫул ҫитнине халалласа ирттерекен литература каҫӗнче, СССР халӑх артистки Вера Кузьмина ячӗллӗ ӳнер конкурсӗн пӗтӗмлетӳ тапхӑрӗнче тата «Чӑваш Ен литератури: 2013 ҫулхи чи вуланакан кӗнеке» республика конкурсӗн ҫӗнтерӳҫисене чысланӑ ҫӗрте кӗтеҫҫӗ.
Муркаш районӗн ҫыннисемпе Чӑваш халӑх поэчӗ Валери Туркай тата Ольга Туркай тӗлпулу ирттерӗҫ. Элӗк районне вара Лидия Сарине тата Сергей Павлов ҫитӗҫ.
Пушӑн 26-мӗшӗнче Чӗмпӗрти квалификацие ӳстермелли институтра Раҫҫейри Литература ҫулталӑкне, Ҫентерӳ пулнӑранпа 70 ҫул ҫитнине халалланӑ вӗренӳ проекчӗсен инноваци куравӗн ярмӑркки иртнӗ. Унта Чӑваш кӗнеке издательстви те хутшӑннӑ.
Чӑваш кӗнеке издательствин директорӗн ҫумӗ Наталья Яхатина палӑртнӑ тӑрӑх, Чӑваш Ен делегацийӗ чӑваш чӗлхипе литературин учителӗсемпе иртнӗ ҫавра сӗтеле хутшӑннӑ, институт ректорӗсемпе тӗл пулнӑ.
Чӑвашла тата вырӑсла кӗнекесен экспозицийӗ чылайӑшне илӗртнӗ. Вӗрентекенсем Чӑваш кӗнеке издательствин ҫӗнӗ продукцийӗпе хаваспах паллашнӑ. Уйрӑмах К.Ивановӑн «Нарспи» кӗнекине килӗштернӗ.
Кун пек ярмӑрккӑна ҫулсерен ирттереҫҫӗ. Кӑҫал унта Хусанти, Чуллӑ ҫырти, Теччӗри вӗренӳ организацийӗсен элчисем те хутшӑннӑ.
Пуш уйӑхӗн 28-мӗшӗнче Чӗмпӗрти И.А.Гончаров ячӗллӗ историпе асӑну центрӗнче Таврапӗлӳҫӗсен кунне паллӑ тума йышӑннӑ. Ку уява пӗрремӗш хут ирттереҫҫӗ.
Чӑнах та, Пулӑҫ, Вӑрманҫӑ кунӗсем, Медицина ӗҫченӗсен кунӗ пур. Таврапӗлӳҫӗ кунӗ вара ҫук. Таврапӗлӳҫӗсенчен чылайӑшӗ ҫак ӗҫе тӳлевсӗр туса пырать.
Вӗсем шырав ӗҫӗсем ирттерсе авалхи документсене тупаҫҫӗ, музейсене экспонатсемпе пуянлатаҫҫӗ. Ҫак ҫынсем шкул ачисене тӑван тавралӑхпа, историпе, культурӑпа паллашма пулӑшаҫҫӗ, вӗсене тӗрлӗ ӗҫе явӑҫтараҫҫӗ.
Чӗмпӗр облаҫӗнче таврапӗлӳпе ҫыхӑннӑ мероприяти чылай иртет. Анчах ун чухне пурте пӗр ҫӗре пухӑнаймаҫҫӗ. Таврапӗлӳҫӗ кунӗнче вара кашниех хӑйӗн ӗҫӗсемпе паллаштарма, кӗнекесемпе ӑслӑлӑх ӗҫӗсен куравӗсене йӗркелеме, опычӗсем пирки каласа кӑтартма пултарать.
Николай Казаков таврапӗлӳҫӗ Сергей Морозов кӗпӗрнаттӑр тата Чӗмпӗр хула пуҫлӑхӗ Марина Беспалова патне ҫыру ҫырнине пӗлтерет. Унта вӗсем таврапӗлӳҫӗ кунне паллӑ тума ыйтса ҫырнӑ. Кӑрлачӑн 27-мӗшӗнче музейсен канашӗн ларӑвӗнче ҫак уява паллӑ тума йышӑннӑ. Кӑҫал вӑл пушӑн 28-мӗшӗнче пулӗ.
Чӗмпӗр облаҫӗнче «Наци ялӗ» проекта пурнӑҫлама тытӑннӑ. Унта регионта пурӑнакан халӑхсен культурине кӑтартакан картишсем пулӗҫ. Пӗтӗмпе — 9 лапам. Чӑваш культурине автономийӗ хӑйӗн лапамне пӗрремӗш хӑтлӑлатма тытӑннӑ.
Ҫулла картиш пӗрремӗш хӑнасене йышӑнмалла. Кунта музей комплексӗ, конференци залӗ, наци апачӗ пӗҫӗрекен кафе, хӑна ҫурчӗ пулӗҫ. Вӑхӑт ирнӗҫемӗн ҫак вырӑн наци йӑли-йӗркисен центрӗн статусне тивӗҫмелле.
Чӑваш картишне Федоровсен ҫемйи, ашшӗ тата ывӑлӗсем, тума тытӑннӑ. Йывӑҫ ҫуртра музей экспозицийӗ пулӗ. Кунсӑр пуҫне мунча, ҫӑл пур. Анчах тумалли татах пур-ха.
Ку кӗтесре тӑван культурӑпа паллашма, унӑн илемӗпе киленме май пулмалла. Проект ҫак тӗллевпе пурнӑҫланать те.
— Эпир ӗҫлетпӗр, вун-вун ҫултан эпир пулмастпӑр, анчах чӑваш халӑхӗ валли ҫакнашкал кӗтес пулать. Унта ҫынсем музее кайма, наци ҫимӗҫне тутанма, канма пултараҫҫӗ, — тенӗ Артем Федоров.
Специалистсем Шупашкарти ҫурт-йӗр Раҫҫейре чи хаклисен йышӗнче пулнине пӗлтереҫҫӗ. Ҫӗршыври 46 хула йышӗнче вӑл 6-мӗш вырӑн йышӑнать-мӗн.
2014 ҫулта иккӗмӗш йышши ҫуртсен хакӗ 9% ӳснӗ иккен. Ҫӗнӗ хваттерсем 4,3 процент хакланнӑ. Шупашкарта иккӗмӗш йышши хваттерсен пӗр тӑваткал метрӗ 48690 тенкӗпе сутӑнать, ҫӗнни — 45287 тенкӗ.
Паллӑ ӗнтӗ: чи хаклӑ хваттерсем — Мускавра. Унта пӗр тӑваткал метршӑн 217730 тенкӗ тӳлемелле. Иккӗмӗш вырӑнта — Питӗр, унтан — Сочи.
Ставропольте чи йӳнӗ хваттерсем: 1 тӑваткал метрӗ — 37713 тенкӗ. Брянскра — 40676 тенкӗ, Чӗмпӗрте — 42652 тенкӗ.
Чӳкӗн 26-мӗшӗнче «Хӗрлӗ хапха» академи проекчӗн эстафетине Шупашкар йышӑннӑ. Чӑвашсем те Раҫҫей ӳнер академийӗ ирттернӗ пулӑма курса юлнӑ.
Проектпа килӗшӳллӗн регионсем хушшинче «Юхӑма хирӗҫ» академи конкурсӗ иртнӗ. Суйлав комиссине 500 ытла ӳнерҫӗн 6000 ытла ӗҫӗ килнӗ. Вӗсене ӳнерӗн тӗрлӗ тӗсӗпе хатӗрленӗ.
Эксперт канашӗ тата жюри 27 финалиста палӑртнӑ. Вӗсем пурте диплома, премие тивӗҫӗҫ. Жюри пӗтӗмлетнӗ тӑрӑх, Раҫҫей ӳнер академийӗн живописҫи, графикӗ, ЧР халӑх ӳнерҫи, ЧР тата РФ тава тивӗҫлӗ ӳнерҫи, К.Иванов ячӗллӗ патшалӑх премийӗн лауреачӗ Н.П.Карачарсков И.Е.Репин академи премийӗн лауреачӗ пулса тӑнӑ.
2014 ҫулта академи проектне Атӑлҫи федерацийӗнчи 12 регионти ӳнерҫӗсем хутшӑнаҫҫӗ. Чӑваш патшалӑх ӳнер музейӗн экспозицийӗнче 100 яхӑн ӳнерҫӗн ӗҫӗсем пулӗҫ. Вӗсем — Хусантан, Сарӑтуран, Саранскран, Самартан, Тольяттирен, Ижевскран, Кировран, Пермьрен, Пензӑран, Шупашкартан, Чӗмпӗртен, Ӗпхӳрен, Чулхуларан, Мускавран, Питӗртен. «Юхӑма хирӗҫ» конкурса Чӑваш Енри 28 ӳнерҫӗ хутшӑннӑ, вӗсенчен 14-шӗ конкурс витӗр тухнӑ. Вӗсен ӗҫӗсене Ӳнер музейӗнче кӑтартӗҫ.
Чӑваш патшалӑх гуманитари ӑслӑлӑхӗсен институтӗнче паян Кашкар Махмучӗ ячӗллӗ 3-мӗш литература конкурсӗн ҫӗнтерӳҫисене чысларӗҫ. Мероприятине институт директорӗ Юрий Исаев уҫрӗ. Сас-хура пӗлтернӗ тӑрӑх маларах ку чыслав наци вулавӑшӗнче иртмелле пулнӑ, анчах чӑрмавсем кӳнине пула юлашки вӑхӑтра ҫеҫ мероприяти вырӑнне тупма пултарнӑ.
Чыслава Турцирен килнӗ хӑнасем килчӗҫ. Вӗсем ҫӗнтерӳҫӗсене ӗнентерӳ хучӗсемпе тата хаклӑ парнесемпе чысларӗҫ. Асилтеретпӗр, пӗрремӗш вырӑна (чӑваш тапхӑрӗнче) Илле Ивановӑн «Durak» калавӗ тухнӑ. Иккӗмӗш вырӑн Елена Мустаевӑн «Ҫылӑх» калавӗ йышӑннӑ, виҫҫӗмӗшӗ — Евгений Турханӑн «Лаша ӑҫта ҫухалнӑ?» калавӗ. Унччен эпир пӗлтернӗ тӑрӑх виҫҫӗмӗш вырӑна Анатолий Смолинӑн «Касу, е Хӗвел тымарӗ» калавӗ тухни пирки калаҫу пыратчӗ, анчах каярах ҫак хайлав маларах пичетленни пирки пӗлнӗ те ӑмӑртуран кӑларнӑ. Илле Ивановӑн «Durak» калавӗпе вара ҫитес вӑхӑтра («Салам» хаҫатра пичетленсе тухнӑ хыҫҫӑн) эсир пирӗн электронлӑ вулавӑшра паллашма пултаратӑр.
Кашкар Махмучӗ — Махмут ибн ал-Хусейн ибн Муххамад ал-Кашгари — 1008 ҫулта Кашкар хулинче ҫуралнӑ, 1101 е 1126 ҫулта вилнӗ.
Эрне пуҫламӑшӗнче Чӗмпӗр облаҫӗнчи тата Чӑваш Республикинчи икӗ команда Атӑл урлӑ ишсе каҫнӑ.
Ӑмӑрту Чӗмпӗр облаҫӗнче иртнӗ. Спортсменсем пӗтӗмпе 4 ҫухрӑм парӑнтарнӑ. Шыв ӑшах пулман — 2 градус ҫеҫ. Сывлӑш температури 3 градус ӑшӑ таран хӑпарнӑ.
Ишев Атӑлӑн сулахай енче 11 сехетре пуҫланнӑ. Малтан Владимир Кузьменко старта тухнӑ. Вӑл — Чӗмпӗрти сивӗ ишев федерацийӗн председателӗ. Унпа пӗрлех сивӗ ишев енӗпе икӗ хут тӗнче чемпионки Татьяна Александрова та старта тухнӑ.
Ӑмӑртӑва 20 ҫын хутшӑннӑ. Кашни спортсменӑн 400 метр ишмелле пулнӑ. Чӗмпӗрсем шупашкарсене кӑшт ҫеҫ выляса янӑ. Чӗмпӗрсен командинче 12 морж ишнӗ. Вӗсен йышӗнче — Берингов шыв пырӗнче ишнӗФ спортсмен та.
Атӑл урлӑ ишсе каҫас кӑмӑллисен йышӗ ҫулсерен ӳсет. Вӑрӑм дистанцисене ишме пултаракансен хисепӗ те ӳсет. Ҫитес ҫул Чӗмпӗрте юбилейлӑ ишев йӗркелеме палӑртаҫҫӗ-мӗн.
Шупашкарта ҫывӑх вӑхӑтра (07.06.2025 03:00) уяр ҫанталӑк, атмосфера пусӑмӗ 751 - 753 мм, 15 - 17 градус ӑшӑ пулӗ, ҫил 3-5 м/ҫ хӑвӑртлӑхпа кӑнтӑр-хӗвелтухӑҫ енчен вӗрӗ.
| Айдак Аркадий Павлович, паллӑ ҫӗрйӗркелӳҫӗ ҫуралнӑ. | ||
![]() | Пулӑм хуш... |