ЧР ШӖМӗ пӗлтернӗ тӑрӑх, Чӗмпӗрте пурӑнакан арҫын Чӑваш Енри темиҫе лавккаран укҫа вӑрланӑ. Вӑл Чӗмпӗртен пирӗн республикӑна ҫынсене турттарнӑ.
Юпа уйӑхӗн 12-мӗшӗнче 13 сехет те 40 минутра хайхискер Патӑрьел районӗнчи Шӑнкӑртам ялӗнчи лавккана кӗнӗ, сутуҫа рис виҫсе пама ыйтнӑ. Лешӗ аппаланнӑ вӑхӑтра ку сентре айӗнчи курупкана йӑтса тухса тарнӑ. Унта вара 10 пин тенке яхӑн пулнӑ. Сутуҫӑ ӑна хӑваласа ҫитме хӑтланнӑ, анчах кӑлӑхах. Юрать, ҫынсем ҫав арҫын ларса тарнӑ машина номерне астуса юлнӑ.
Ҫак преступление тӑвиччен арҫын Канашри лавккаран 3500 тенкӗ йӑкӑртма ӗлкӗрнӗ. Патӑрьел тата Чӗмпӗр полицейскийӗсем пӗрле тӑрӑшнипе ӑна тытса чарнӑ. Палӑртмалла: арҫын унччен те вӑрланӑшӑн, ҫаратнӑшӑн, ҫын сывлӑхне йывӑр сиен кӳнӗшӗн, пуҫтахланнӑшӑн судпа айӑпланнӑ.
Арҫын хӑйӗн айӑпне йышӑннӑ. Ӑна хальлӗхе арестленӗ.
Кӑҫалхи кӑрлач-утӑ уйӑхӗсенче федерацин Атӑлҫи тӑрӑхӗсенчи регионсенче 236 пин те 912 ҫын вилнӗ. Халӑх шучӗ вӗсенчен пӗринче те естествӑлла майпа (ҫуралакансем вилекенсенчен ытларах пулнине кура) ӳсмен имӗш. Шел те, анчах вилекенсен шучӗ йышланнӑ.
Чулхула облаҫӗнче кӑҫалхи ҫичӗ уйӑхра 10 738 ҫын пурнӑҫран уйрӑлнӑ, Самар тата Сарту облаҫӗсенче — 7,2-7,7 пин ҫын, Пенза облаҫӗнче — 5 110 ҫын, Киров облаҫӗнче тата Пермь крайӗнче — 4-4,1 пин, Ӗрӗнпур тата Чӗмпӗр облаҫӗсенче — 3,3-3,6 пин, Мордва тата Пушкӑртстан республикисенче — 2,5-2,6 пин, Удмурт тата Чӑваш республиксенче — 1,2-1,7 пин, Мари Элта — 928 ҫын, Тутарстанра — 101 ҫын.
Асӑннӑ цифрӑсене статистика органӗсенче ӗҫлекенсем пӗлтернӗ.
Чӗмпӗрти Наци культурисене чӗртсе тӑратас тата аталантарас енӗпе ӗҫлекен центр хӑйӗн пултарулӑх сезонне уҫнӑ. Унта чӑвашсем те сцена ҫине тухса юрра-ташша пултарнине кӑмӑлтан кӑтартнӑ.
Концерта «Камерата» академи вокал халӑх ансамблӗ, «Новый день» ача-пӑча вокал студийӗ, мӑкшӑ ачисен «Каргине» театр студийӗ, «Огонек» (чӑв. Ҫулӑм) ташӑ ансамблӗ, «Идель» юрӑпа ташӑ ансамблӗ, тутарсен театр кружокӗ, мӑкшӑ юррин «Эрзянь Койть» ансамблӗ, «Хыял тамчалары» тутарсен ача-пӑча вокал ансамблӗ, мӑкшӑсен «Тештине» ташӑ ушкӑнӗ, еврейсен «Хавӑ юрринерот» хореографи ушкӑнӗ, чӑваш юррин «Сарнай» ансамблӗ, эременсен «Ван» хореографи ушкӑнӗ хутшӑннӑ. Вӗсене куракансем ӑшшӑн йышӑннӑ, алӑ ҫупса хавхалантарнӑ.
Авӑнан 9-мӗшӗнче Раҫҫейре Пӗрлехи суйлав кунӗ иртмелле. Ҫав шутра Чӗмпӗр хулин Думине те депутатсене суйламалла. 15-мӗш Сӗвехыҫри пӗр мандатлӑ суйлав округӗнчи кандидатсен йышӗнче Олег Мустаев чӑваш пур.
Кандидатсен йышӗ пурӗ тӑватӑ ҫынран тӑрать. Олег Мустаева «Пӗрлӗхлӗ Раҫҫей» парти тӑратнӑ. Унсӑр пуҫне ЛДПР Алексей Цибаркова, РФКП Яков Панкова, Раҫҫей коммунисчӗсем коммунистла партийӗ Олег Новгородский кандидатурӑсене суйлава кӑларнӑ. Тӑватӑ ҫынран хӑшне суйласси чӗмпӗрсенчен килет.
Аса илтеретпӗр, Олег Мустаев Чӗмпӗр облаҫӗнчи чӑваш наци культурин пӗрлӗхӗн ертӳҫи, «Пӗтӗм халӑх фрончӗ» пӗрлӗхӗн пайташӗ, Чӑваш наци конгресӗн вице-президенчӗ. Арӑмӗ, Елена Мустаева, хальхи вӑхӑтра Чӗмпӗр облаҫӗнче тухса тӑракан «Канаш» хаҫатӑн редакторӗ.
Чӗмпӗрте чӑваш Енри ӳнерҫӗсен куравӗ уҫӑлнӑ. Аркадий Пластов музейӗнче 65 ӳнерҫӗн 100 яхӑн ӗҫне вырнаҫтарнӑ.
Вӗсен йышӗнче Константин Кокелӗн, Константин Долгашевӑн, Михаил Григорянӑн, Николай Андреевӑн, Геннадий Козловӑн ӗҫӗсем пур. Чӑваш живопиҫӗн мэтрӗн Ревель Федоровӑн тата унӑн ывӑлӗн ӗҫӗсене уйрӑмах палӑртмалла. Ҫамрӑк ӳнерҫӗсене те каласа хӑвармалла: Мария Фомирякова, Валентина Кузина, Никита Павлов.
«Чӑваш ҫӗрӗн сӑррисем» ятлӑ курав килен-каяна килӗшет. Вӗсем ӳнерӗҫем хӑйсен ҫӗрне юратнине, наци хӑйне евӗрлӗхне кӑтартнине палӑртаҫҫӗ.
«Раҫҫeй тӑрӑх 180 км хӑвӑртлӑхпа». Ҫапларах ят пама пулать тесе ҫырнӑ Елена Нарпи хайӗн ҫул ҫӳревне. Мӑшӑрӗпе вӗсем нумаях пулмасть кӑнтӑра мотоциклпа ҫитсе килчӗҫ. Ҫулта-йӗрте тӗл пулакан савӑклӑхпа пӑтӑрмаха Елена Фейсбукра пӗлтерсех тӑчӗ.
Пӑтӑрмахсенчен мотоциклӑн куҫкӗскийӗ ваннине, Крымра хӑна ҫуртне малтанах броньлесе хуманнине пула ҫӗр каҫма хаклӑ вырӑна лекнине палӑртнӑ.
Пирӗншӗн тата чи кӑсӑкли ҫакӑ пек туйӑнчӗ. Инҫе ҫултан, Елена Нарпи пӗлтернӗ тӑрӑх, Улатӑр вӑрманӗсем витӗр Елчӗк районӗнчи тӑван ялне таврӑннӑ. «Юлашки ҫухрӑмсем кӑмӑла кӑштах пӑсрӗҫ. Мӗнпур иртнӗ ҫултан Улатӑртан Патӑрьеле каяканни чи ванса пӗтни пулчӗ», — хыпарланӑ вӑл.
Пӗтӗмпе мӑшӑр 4500 километра яхӑн ҫул ҫӳренӗ. Раҫҫейӗн пысӑк 10 ытла хулинче: Чӗмпӗрте, Сызраньте, Сартура, Волгоградра, Ростов ҫинчи Донра, Керчьре, Феодосинче, Анапӑра, Краснодарта, Воронежра, Тамбовра, Пензӑра, Саранскра — пулнӑ.
Мускавран Шупашкара вӗҫсе килнӗ «Победа» (чӑв. Ҫӗнтерӳ) авиакомпанин самолечӗ аэропорта анса ларайманнине эпир паян пӗлтернӗччӗ. Ҫакӑн сӑлтавӗ, аса илтерер, — аэропортри лапама тепӗр самолет вырӑнсӑр йышӑннине кура.
Чӑваш Енӗн Транспорт тата ҫулй-ӗр хуҫалӑхӗн министерствин сайтӗнче ӗнерхи ҫак лару-тӑрӑва паян тӗплӗн уҫӑмлатнӑ.
Пӗчӗк моторлӑ, тӑватӑ вырӑнлӑ «Diamond DA42» самолет Чӗмпӗрти граждан авиацийӗн институчӗн пулнӑ. Вӗренмелле сывлӑшра вӗҫнӗ чух унӑн ирӗксӗр анса ларма тивнӗ. Мускавран Шупашкара вӗҫсе килнӗ самолетӑн ҫавна май сывлӑшра 40 минут ярӑнса ҫӳреме тивнӗ. Шупашкартан Мускава каякан авиарейс ҫула 57 минут кая юлса тухнӑ, «Чебоксары – Симферополь» авиарейс — 1 сехет те 40 минут.
Кӳкеҫри тӑхӑр хутлӑ ҫуртсенчен пӗринчи тӑххӑрмӗш хутра пурӑннӑ май ҫак йӗркесен авторӗ ҫӗркаҫ пӗр самолет малтан Шупашкар еннелле кайнине, кӑштахран каялла таврӑннине, унтан тата вӗҫсе иртнине хытах сӑнарӗ. Ытти чух та самолетсем вӗҫкелетчӗҫ, анчах ҫине-ҫине хутланине сисмен енне ҫакӑ кӑштах тӗлӗнтерчӗ.
Мускавран Шупашкара вӗҫсе килнӗ «Победа» (чӑв. Ҫӗнтерӳ) авиакомпанин самолечӗ аэропорта анса ларайман иккен. Самолетри кӑлтӑка пула мар — аэропортри лапама тепӗр самолет вырӑнсӑр йышӑннине кура.
Чӗмпӗрти граждан авиацийӗн институчӗн самолечӗ ӑнӑҫсӑр анса ларнӑран Мускавран пассажирсемпе килекеннин сывлӑшра 40 минут ҫаврӑнса ҫӳреме тивнӗ. 21 сехет те 35 минутра Мускава кайма хускалас вырӑнне вӑл 22 сехет те 05 минутра тапраннӑ.
Кӑҫалхи ҫӗнӗ вӗренӳ ҫулӗнче Улатӑрти 2-мӗш шкулта Чӗмпӗрти патшалӑх техника университечӗн техника класӗ уҫӑлӗ.
Утӑ уйӑхӗн 13-мӗшӗнче Улатӑрта эпир маларах асӑннӑ аслӑ шкулӑн инҫет тата хушма вӗрентӳ енӗпе ӗҫлекен проректорӗ Александр Афанасьев тата философи ӑслӑлӑхӗсен докторӗ Василий Романов пулнӑ. Хӑнасемпе хула администрацийӗн Юрий Боголюбов, хулари ытти тӳре-шара курнӑҫнӑ.
Чӗмпӗрти техника аслӑ шкулӗнче ҫил энергетикӗ-инженерӗсене пӗлтӗртенпе хатӗрлеме пуҫланӑ. Раҫҫейре ун пек кафедра тек ҫук. Университетра информаци технологийӗсен «Интернет вещей» (чӑв. Япаласен тӗнче тетелӗ) кафедри те ӗҫлет.
Улатӑрти иккӗмӗш шкулта уҫма палӑртнӑ техника класӗнче вуннӑмӗшпе вунпӗрмӗшсене математика, физика тата информатика предмечӗсене тарӑннӑн ӑша хывтарӗҫ.
Чӑваш патшалӑх пукане театрӗ ҫӗнӗ сезона премьерӑпа кӗтсе илме халех хатӗр. Унта ҫӗртме уйӑхӗн 30-мӗшӗнче премьера умӗнхи ҫӗнӗ ӗҫпе паллаштарнӑ.
Театр хальхинче XIX ӗмӗрти ылтӑн вырӑс классикине суйланӑ — ӳнер учрежденийӗнче Александр Пушкинӑн «Сказка о рыбаке и рыбке» (чӑв. Пулӑҫ тата пулӑ ҫинчен юмах) ӗҫне лартнӑ. Ӑна пурнӑҫа кӗртме «Театры — детям» (чӑв. Театрсем — ачасем валли) федераци программи пулӑшнӑ.
Спектакле Чӑваш Республикин тава тивӗҫлӗ артисчӗ Юрий Филиппов режиссер лартнӑ. Художникӗ – Чӗмпӗрти пукане театрӗнче ӗҫлекен Дмитрий Бобрович, композиторӗ – Чӑваш Республикин искусствӑсен тава тивӗҫлӗ ӗҫченӗ Андрей Галкин. Актерсен йышӗнче: Чӑваш Республикин халӑх артисчӗ Петр Клементьев, Чӑваш Республикин тава тивӗҫлӗ артисткисем Светлана Кокшина тата Алевтина Тимофеева. Спектакле актерсен виҫӗ йышӗ лартӗ.
Ҫӗнӗ ӗҫре — унчченхисенчен уйрӑлса тӑракан пуканесем, сценографи тата стимпанк мелӗпе ӑсталанӑ костюмсем.
Спектакле кӑҫалхи авӑн уйӑхӗн 15-мӗшӗнче пӗрремӗш хут лартӗҫ.
Шупашкарта ҫывӑх вӑхӑтра (22.12.2024 15:00) тӗтреллӗ ҫанталӑк, атмосфера пусӑмӗ 751 - 753 мм, -1 - 1 градус сивӗ пулӗ, ҫил 1-3 м/ҫ хӑвӑртлӑхпа кӑнтӑр-хӗвелтухӑҫ енчен вӗрӗ.
| Кӑрмӑш гербне йышӑннӑ. | ||
| Вӑта Тимӗрҫен шкулне уҫнӑ. | ||
| Аслут Александр Николаевич, чӑваш сӑвӑҫи, ҫыравҫи ҫуралнӑ. | ||
Пулӑм хуш... |