Паян Муркаш районӗнче Акатуй иртнӗ. Унта ЧР Элтеперӗ Михаил Игнатьев хутшӑннӑ. Михаил Васильевич Муркашсене ака-суха вӗҫленнӗ ятпа саламланӑ. Халӗ тӗп тӗллев — тухӑҫлӑ тыр-пул туса илесси. Вӑл Муркаш районӗ республикӑри лайӑх аталанакан муниципалитетсен йышӗнче пулнине палӑртнӑ. Унӑн шухӑшӗпе, пӗчӗк тата вӑтам услам аталанни вара района пушшех малалла кайма, экономикӑна пысӑк услама илӗртме май парать. Ҫавна май халӑхӑн ӗҫ укҫи ӳсет, ӗҫ вырӑнӗсем пулаҫҫӗ.
Районти чи лайӑх ӗҫченсене патшалӑх наградисемпе чысланӑ. Муркаш район администрацийӗн пуҫлӑхне Ростислав Тимофеева ЧР Хисеп грамотипе чысланӑ. Унӑн ҫумне Лилия Тарасовӑна «ЧР хӑйтытӑмлӑх органӗнче лайӑх ӗҫленӗшӗн» паллӑпа чысланӑ.
Нумай ачаллӑ ҫемьесене амӑшӗн капиталне панӑ. Хӑш-пӗр кил-йыша 703 пин тенкӗлех социаллӑ тӳлев панӑ. Ку — пурӑнмалли ҫурт-йӗре лайӑхлатмашкӑн.
Михаил Игнатьев Шупашкарта хӑвӑрт утас енӗпе иртнӗ Раҫҫей чемпионачӗн ҫӗнтернӳҫисене тата призерӗсене Вера Соколовӑна, Александр Яргунькина, Петр Трофимова ЧР гербне ӳкернӗ сехетсем панӑ. Ҫак спортсменсем — пурте Муркаш районӗнчен.
Ҫӗрпӳ районӗн чӑваш чӗлхипе литературин ассоциацийӗн кӑсӑклӑ ӗҫӗсенчен пӗри — паллӑ чӑваш поэчӗсемпе ҫыравҫисен вырӑнӗсене ҫитсе курасси. Хальхинче педагогсем Чӗмпӗр облаҫӗнче пулнӑ. Унта, пӗлетӗрех пуль ӗнтӗ, чӑвашсен Ҫуттакӑларуҫине Иван Яковлева халалланӑ музей вырнаҫнӑ.
Музейра Иван Яковлевичӑн хваттерне, шкулти хӗрарӑмсен уйрӑмне йӗркеленӗ, «XIX ӗмӗр вӗҫӗнчи–XX ӗмӗр пуҫламӑшӗнчи Чӗмпӗр кӗпернинчи чӑвашсен культурипе пурнӑҫӗ» экспозици уҫнӑ. Чӗмпӗрти квалификацие ӳстермелли институтра педагогсемпе «ҫавра сӗтел» ирттернӗ. Унтан Ҫӗрпӳ районӗн делегацийӗ Чӗмпӗрти 17-мӗш вулавӑшра пулнӑ. Вӑл темиҫе наци ҫыннисене йышӑнать: тутарсене, чӑвашсене, мӑкшӑсене. Кунта вӗрентекенсем умӗнче паллӑ таврапӗлӳҫӗсем, общество деятелӗсем, Чӗмпӗр облаҫӗнчи чӑвашсен И.Я.Яковлев ячӗллӗ обществин председателӗ Алексей Мордовкин тухса калаҫнӑ.
Ҫакнашкал ҫулҫӳревсем вӗрентекенсене уроксене, класс тулашӗнчи мероприятисене тухӑҫлӑрах ирттерме пулӑшать.
Чӑваш кӗнеке издательстви Чӗмпӗр облаҫӗн Вӗренӳ министерстви, Чӗмпӗрти вӗренӳ тытӑмӗнчи ӗҫченсен квалификацие пысӑклатакан институт, Чӗмпӗр облаҫӗнчи чӑваш наци культурин автономийӗ чӗннипе регионсем хушшинче иртнӗ «Иван Яковлевӑн педагогика еткерӗ хальхи вӗренӳпе культура аспектӗнче» ӑслӑлӑхпа ӗҫлӗх конференцине хутшӑннӑ.
Мероприятие Чӑваш чӗлхи кунне тата чӑваш халӑхӗн Ҫуттакӑларуҫи ҫуралнӑранпа 166 ҫул ҫитнине халалланӑ. Вӑл акан 25-мӗшӗнче Чӗмпӗрте иртнӗ.
Конференцие килнӗ регион тата муниципалитет органӗсен вӗренӳ управленийӗн ӗҫченӗсем, ертӳҫӗсемпе педагогсем, таврапӗлӳҫӗсем, музей тата культура учрежденийӗн ӗҫченӗсем валли Чӑваш кӗнеке издательстви курав йӗркеленӗ. Конференцие ҫитнисем чӑваш чӗлхипе тата литературипе, чӑваш халӑх культурипе хатӗрленӗ вӗренӳпе медодика литературипе кӑсӑкланнине палӑртмалла.
Экспозицире, паллах, Чӑваш кӗнеке издательстви Иван Яковлевӑн пилӗк чӗлхепе кӑларнӑ «Чӑваш халӑхне панӑ Халал» пысӑк вырӑн йышӑннӑ. Ҫавӑн пекех «Повествование о чувашах» (Е.
Чӗмпӗрти «Наци ялне» 2016 ҫулта туса пӗтерме палӑртаҫҫӗ. Кун пирки Чӗмпӗр облаҫӗн кӗпӗрнаттӑрӗн нацисем хушшинчи ыйтӑвӗсемпе ӗҫлекен канашӗн президиумӗн ларӑвӗнче Сергей Морозов кӗпӗрнаттӑр каланӑ.
Хальхи вӑхӑтра «Наци ялӗн» проектпа смета документацине хатӗрлесси вӗҫленсе пырать иккен. 2016 ҫул тӗлне культурӑпа наци комплексӗ уҫӑлмалла.
«Наци ялӗн» никӗсне пӗлтӗр янӑ. Вӑл Чӗмпӗрти Ҫамрӑксен урамӗнче пулмалла. Унта чӑваш картишӗ те пулмалла. Чӑвашсемсӗр пуҫне вырӑс, азербайджан, осетин, тутар, еврей, ингуш, эрмен тата тухӑҫри халӑхсен картишӗсем вырӑн тупмалла. Вӗсене уҫӑ пӗлӗт айӗнче вырнаҫтарӗҫ. Чӑваш картишӗнче 8 вырӑнлӑх хӑна ҫурчӗ, кафе, ампартан тата лаша витинчен тӑракан музей ҫурчӗ, мунча, ҫуллахи уявсене ирттермелли вырӑн пулмалла.
Чӗмпӗрте сивӗ шывра ишме юратакансен марафонӗ иртнӗ. Ӑна Крым Раҫҫейпе пӗрлешнине халалланӑ. Пирӗн ентешӗмӗрсем марафонра сакӑр медаль ҫӗнсе илнӗ.
Ӑмӑртӑва Чӗмпӗрти, Шупашкарти, Тольяттири 63 ишевҫӗ хутшӑннӑ. Вӗсем пӗр пӗрне ылмаштарса Сӗвен сивӗ шывӗнче пӗр талӑк ишнӗ. Пӗтӗмпе «моржсем» 29 ҫухрӑм та 550 метр парӑнтарнӑ. Чӑваш «моржӗсем» пурӗ пӗрле 15 ҫухрӑм та 800 метр ишнӗ. Кун валли вӗсене 9 сехет те 27 минут кирлӗ пулнӑ. Сӗвери шыв 2 градусран ӑшӑ пулман.
Чи вӑрӑм дистанцие парӑнтарас енӗпе пирӗн ентешӗмӗр Валерий Губаньков пӗрремӗш вырӑна тухнӑ. Вӑл пӗтӗмӗшле 2400 метр ишнӗ. Иккӗмӗш вырӑн — 2250 метр ишнӗ Алексей Орловӑн. Хӗрарӑмсен ушкӑнӗнче Лариса Дашкова иккӗмӗш вырӑна тухнӑ. Марина Михайлова виҫҫӗмӗш пулнӑ.
Шывра чи нумай вӑхӑ ишес енӗпе Алексей Орлов ҫӗнтернӗ. Вӑл сивӗ шывра ҫӗрле 27 минут пулнӑ. Лариса Дашкова иккӗмӗш вурӑна тухнӑ. Вӑл Чӗмпӗр «моржне» темиҫе ҫеккунт ҫеҫ выляса янӑ.
Пирӗн командара тивӗҫлӗ канӑва тухнисем те пулнӑ: Зинаида Ламырева, Михаил Никифоров, Надежда Григорьева, Виталий Максимов.
Чӑваш патшалӑх пукане театрӗ Чӗмпӗр облаҫӗнче гастрольте пулнӑ. Ентешӗмӗрсене унта Чӗмпӗрти ӗҫтешӗсем чӗннӗ. Гастроле СССР халӑх артистки Валентина Леонтьева ячӗллӗ Чӗмпӗр облаҫӗн пукане театрӗ 70 ҫул тултарнине халалланӑ.
Камсем пулнӑ-ха унта? Чӑваш халӑх артисчӗ Петр Клементьев, Светлана Кокшина, Юлия Мельник, Лариса Антонова, Ираида Васильева тава тивӗҫлӗ артисткӑсем, Алина Каликова артистка, ӳнер постановкин заведующийӗ Елена Белоусова, ҫутӑ ӳнерҫи Олег Ильин, сасӑ режиссёрӗ Павел Яргунин. Ушкӑна Юрий Филиппов (театрӑн ӳнер ертӳҫи, тава тивӗҫлӗ артист) ертсе пынӑ.
Чӑваш артисчӗсем Чӗмпӗр сцени ҫине нарӑс уйӑхӗн 26-мӗшӗнче тухнӑ. Ирхи сеансра вӗсем «Тайны Снеговика» (чӑв. Юр кӗлеткин вӑрттӑнлӑхӗ) спектакль кӑтартнӑ. Каҫхине куракансем «14 писем к Богу» (чӑв. Турӑ патне янӑ 14 ҫыру) постановкӑпа киленнӗ. Нарӑсӑн 27-мӗшӗнче вара Юр кӗлетке ҫинчен лартнӑ спектакле Димитровград ҫыннисем курнӑ.
Чӑваш артисчӗсене курма чылаййӑн пынӑ. Пӗр спектакль хаваслӑ, тепри — шухӑша яраканни пулнӑ. Куракансем иккӗшне те ӑшшӑн йышӑннӑ, спектакль вӗҫленсен чылайччен алӑ ҫупнӑ.
Чӗмпӗр чӑвашӗсен «Канаш» ятлӑ хаҫачӗн 1-мӗш номерӗ 1989 ҫулхи раштавӑн 30-мӗшӗнче кун ҫути курнӑ. Кӑҫал унӑн юбилей — 25 ҫул! Халиччен вӑл шурӑ-хура тухса тӑратчӗ.
2014 ҫулхи кӑрлачӑн 10-мӗшӗнче вара вӑл сӑн-сӑпатне улӑштарчӗ. Халь «Канаш» хаҫатӑн 8 хутьенӗ те тӗспе пичетленет! Ку журналистсемшӗн те, вулакансемшӗн те — пысӑк савӑнӑҫ! Халь хаҫата алла тытма чылай кӑмӑллӑрах. Кӑҫал ун тиражӗ те ӳсрӗ — халӗ вӑл 1 400 экземплярпа тухать.
Хаҫат редакцийӗ ҫумӗнче 1997 ҫултанпа «Шевле» литпӗрлешӳ ӗҫлет. Пӗлтӗр хаҫат редакцийӗ ҫаван пекех «Атӑл юрри» журналӑн 4-мӗш номерне кӑларнӑ.
Пурӑнма илӗртӳллӗ хуласен танлаштарӑшӗнче (рейтингӗнче) Шупашкар хулин илӗртӳлӗхӗ пӗлтӗр виҫӗм ҫулхинчен 76 пункт чакса 125-шне йышӑннӑ. Кунта пӗтӗмпе 165 хула хутшӑннӑ. Кун пирки Раҫҫейри инженерсен союзӗ хыпарланӑ.
Танлаштарӑша хатӗрлекенсем халӑх йышне, медицинӑпа демографи лару-тӑрӑвне; ҫынсен пурнӑҫ шайне; социаллӑ, ҫул-йӗр, инженери инфраструктурисене; хула экономикине; ҫурт-йӗр секторӗн аталанӑвне; ҫурт-йӗр туянма майсем пуррипе ҫуккине; инноваци шайне; кадрсен енӗпе лару-тӑру еплине; ҫутҫанталӑкпа экологи тӑрӑмне шута илнӗ.
Малтанхи пилӗк вырӑна Мускав, Питӗр, Краснодар, Подольск тата Екатеринбург хулисем ҫӗнсе илнӗ. Хусан улттӑмӗш вырӑна тухнӑ. Вӑтам Атӑлҫи тӑрӑхне кӗрекен хуласенчен Элмет, Анат Кама, Чулхула, Чуллӑ Ҫыр, Ижевск, Димитровград, Самар, Сарӑту, Пенза, Тольятти рейтингра Шупашкартан ҫӳллӗрех вырӑн йышӑннӑ. Чӑваш Ен тӗп хулине Чӗмпӗр, Саранск, Сызрань, Йошкар-Ола тата Сарапул хулисем ҫитеймен.
Чӗмпӗр хулинчи «Шанӑҫ» чӑваш хорӗ Андрей Малахов ертсе пыракан «Пусть говорят» программӑра Раҫҫей тава тивӗҫлӗ артистне Михаил Ефремова ҫур ӗмӗрхи юбилейпа саламланине хӑшӗсем, тен, курнӑ та пулӗ. Михаил Ефремовра чӑваш юнӗ чупни пирки калаҫҫӗ. Кунта сӑмах Иван Яковлев пирки пырать. Актерӑн амӑшӗ, Алла Покровская, Иван Яковлевӑн мӑнукӗн хӗрӗ пулать теҫҫӗ.
Малаховӑн Ефремовпа ирттернӗ кӑларӑмне Чӗмпӗртен Ираида Гавриловӑпа Александр Чурбанов та хутшӑннӑ, чӑваш тумне тӑхӑнса тухса актера вӗсем чӑваш культурин центрӗ ячӗпе юбиляр-актера чӑваш кӗпи тӑхӑнтартнӑ. Андрей Малахова та кӳрентермен — ӑна чӑваш тӗрриллӗ ҫанӑсӑр кӗпе парнеленӗ.
«Чӑвашсем хӑйсен авалтан пыракан йӑлине хисеплени мана савӑнтарать», — тенӗ Михаил Ефремов актер.
Чӑваш Ене Олимп ҫулӑмӗ раштавӑн 27-мӗшӗнче килсе ҫитмелле. Ӑна Чӗмпӗр енчен илсе килӗҫ. Ҫакӑн пирки ҫав пулӑма халалласа Шупашкарта ирттернӗ планеркӑра каланӑ.
Ӑна шӑп та лӑп кӑнтӑрла ҫутмалла та Чӑваш Ен территорийӗнче ӑна 33 ҫухрӑм тӑршшӗ илсе каймалла. Олимп ҫулӑмне йӑтакансем хушшинче спортсменсем, тренерсем, общество ӗҫченӗсем, политиксем, «пӗр сӑмахпа каласан, хисеплӗ ҫынсем» тесе пӗтӗмлетет кун пирки «Советская Чувашия» хаҫат. Эстафетӑн Шупашкарти тапхӑрне Дмитрий Губерниев спорт телекомментаторӗн арӑмӗ пулнӑ Ольга Богословская ҫӑмӑл атлетка та хутшӑнмалла иккен.
Тӗп мероприятисем тӗп хуламӑрти чукун ҫул вокзалӗ патӗнче, Хӗрлӗ лапамра, тӗп стадионта иртмелле.
Шупашкарта ҫывӑх вӑхӑтра (22.12.2024 15:00) тӗтреллӗ ҫанталӑк, атмосфера пусӑмӗ 751 - 753 мм, -1 - 1 градус сивӗ пулӗ, ҫил 1-3 м/ҫ хӑвӑртлӑхпа кӑнтӑр-хӗвелтухӑҫ енчен вӗрӗ.
| Кӑрмӑш гербне йышӑннӑ. | ||
| Вӑта Тимӗрҫен шкулне уҫнӑ. | ||
| Аслут Александр Николаевич, чӑваш сӑвӑҫи, ҫыравҫи ҫуралнӑ. | ||
Пулӑм хуш... |