Ытлашши марХарпӑр шухӑш
Чӑваш чӗлхи
Юлашки вӑхӑтра чӑваш чӗлхинчи сӑмахсене уйрӑм е уйрӑм мар ҫырасси, мӗнле сӑмахсемпе усӑ курасси е вӗсемпе усӑ курма пӑрахасси пирки тӗрлӗ чӑвашла информаци хатӗрӗсенче, ҫав шутра чӑваш халӑх сайчӗнче те, тӗрлӗ дискуссисем пыраҫҫӗ. Чӗлхе ҫинчен тӗрлӗ шайри ӑсчахсем те, ман пек ахаль чӑвашсем те калаҫаҫҫӗ. Кашнин каланинче чун ыратӑвӗпе пӗрле тӑван чӗлхене пулӑшас тени сисӗнет. Чӑваш халӑх сайчӗн яланхи вулаканӗ пулнӑ май, эпӗ те ҫакӑн пирки хамӑн шухӑша калас тетӗп. Мӗншӗн тесен, эпир ҫак дискуссисем урлӑ пӗр-пӗрин шухӑшӗсене пӗлнин усси пур пек маншӑн. Кашни чӗлхе хӑйӗн историлле аталанӑвӗнче, авалтан килекен шалти шӑнӑрне ҫухатмасӑр, тӗрлӗ ҫӗнӗ сӑмахсене те илетех, паллах. Пирӗн пин-пин ҫулхи пуян чӑваш чӗлхи те ҫав шутра. Юлашки ӗмӗрте чӑваш чӗлхине кӗнӗ ҫӗнӗ сӑмахсенчен ытларахӑшӗ, паллах, ӑслӑлӑхпа техника аталанӑвӗпе ҫыхӑннӑ. Вӗсем чӑваш чӗлхине ҫеҫ мар, вырӑс чӗлхине те кӗрсе тулнӑ та паян ҫак чӗлхесенчи чӑн сӑмахсем пекех туйӑнаҫҫӗ. Комбайн, трактор, космос, ракета, космодром, телевизор, радио, компьютер, телефон, редакци, сайт, типографи, библиотека, искусство, культура тата ытти те, тата ытти те. | ||
Хулара
![]() hвести35.рф сайтри сӑн Шупашкарта пурӑнакан хӗрарӑм ултавҫӑсен аллине лекнӗ. Вӑл полицие пырса пулӑшу ыйтнӑ. Хӗрарӑм каласа кӑтартнӑ тӑрӑх, вӑл вӑйӑ вылямалли укҫасем илес тесе тӗнче тетелӗнче каҫӑпа кайнӑ, банк карттин реквизичӗсене ҫырнӑ. Кӑштахран унӑн счечӗ ҫинчен 25 пин ытла тенкӗ ҫухалнӑ. ЧР ШӖМӗ пӗлтернӗ тӑрӑх, ҫав сайт суя пулнӑ. Кун тӗлӗшпе пуҫиле ӗҫ пуҫарнӑ. Халӗ шырав мероприятийӗсене ирттереҫҫӗ. Хыпар ҫӑлкуҫӗ:
| ||
Республикӑра
![]() cap.ru сӑнӳкерчӗкӗ Канаш районӗнчи Кивӗ Ахпӳрт ялӗнче тата Етӗрне районӗнчи Кӑкшӑм ялӗнче вырнаҫнӑ пӗвесенче пулӑсем нумай вилни пирки пӗлтернеччӗ. Кун хыҫҫӑн специалистсем унти шывсене тӗрӗсленӗ. Экспертиза пӗтӗмлетӗвӗ паллӑ. Специалистсем палӑртнӑ тӑрӑх, ҫак пӗвесенчи шывсенче, Шупашкарти кӳлмекри пекех, сиенлӗ япаласем нормӑран ытларах мар. Шывра кислород сахал пулнине палӑртнӑ. Пулӑсем ҫавна пула вилнӗ. Астӑватӑр пулӗ: Шупашкарти кӳлмекре хӗлле пулӑсем кислород ҫитменнипе вилнӗччӗ. Хыпар ҫӑлкуҫӗ:
| ||
Культура
![]() culture.cap.ru сӑнӳкерчӗкӗ Ака уйӑхӗн 25-мӗшӗнче Чӑваш Енӗн Наци вулавӑшӗнче «Наци кӗтречӗ. Константин Иванова халалласа» документпа художество куравӗ уҫӑлӗ. Ӑна «Нарспи» спектаклье лартнӑранпа 100 ҫул, «Нарспи» оперӑна лартнӑранпа 55 ҫул ҫитнине халаллассине пӗлтернӗ. «Нарспи» поэма ҫак ҫулсенче 50 хут ытла пичетленсе тухнӑ, унӑн пӗтӗмӗшле тиражӗ — 400 пин экземпляр. Асӑннӑ хайлава тӗнчери 20 чӗлхе ҫине куҫарнӑ, вырӑсла 8 куҫару варианчӗ пур. Хыпар ҫӑлкуҫӗ:
| ||
Чӑваш чӗлхи
![]() Ҫитес тунтикун, ака уйӑхӗн 25-мӗшӗнче, Чӑваш Республикин наци вулавӑшӗнче «Алфавитпа майлаштарнӑ чӑваш тӗнчи» ятпа ҫӗнӗ словарьсен хӑтлавӗ иртӗ. Унта юлашки вӑхӑтра пичетленсе тухнӑ виҫӗ сӑмах пуххипе паллаштарӗҫ. Пӗрремӗшӗ: Скворцов Михаил Иванович хатӗрленӗ чӑвашла-вырӑсла словарӗ. Вӑл икӗ томпа тумалла. Пӗрремӗшӗ пӗлтӗр кун ҫути курнӑ, иккӗмӗш томӗ вара кӑҫал тухмалла. Иккӗмӗшӗ: Чӑваш чӗлхин ӑнлантаруллӑ сӑмах кӗнекин 4-мӗш томӗ. Вӑл 2020 ҫулта пичетленнӗ. Ку словарь пурӗ 7 томран тӑмалла. Виҫҫӗмӗшӗ: Дегтярёв Геннадий Анатольевич хатӗрленӗ «Чӑваш чӗлхин тематикӑлла диалектологи словарӗ: Чӗрчунпа ӳсен-тӑран ячӗсем» словарь. Вӑл пӗлтӗр пичетленнӗччӗ. Мероприятине Чӑваш чӗлхи кунне халалласа ирттерӗҫ. Вӑл 15 сехет те 30 минутра пуҫланӗ. Хыпар ҫӑлкуҫӗ:
| ||
Хулара
![]() cap.ru сӑнӳкерчӗкӗ Президент пепкелӗх центрӗнче пӗлтӗр 4493 ача ҫут тӗнчене килнӗ. Вӗсенчен 159-шӗ кӑшӑлвируспа чирлӗ амӑшӗнчен ҫуралнӑ. Ҫак пулницӑра кун ҫути курнӑ ачасен 8 проценчӗ вӑхӑтран маларах ҫуралнӑ. 37 пепкен кӗлетке йывӑрӑшӗ питӗ пӗчӗк пулнӑ: 500-999 грамм. Сӑмах май, Президент пепкелӗх центрӗнче 490 грамм таякан пепке те кун ҫути курнӑ. Тухтӑрсем унӑн пурнӑҫне упраса хӑварма пултарнӑ. Хыпар ҫӑлкуҫӗ:
| ||
Хулара
![]() cap.ru сӑнӳкерчӗкӗ Кӑҫал ҫулла Шупашкар-Ҫӗнӗ Шупашкар маршрутпа ҫӳрекен хӑш-пӗр автобуссене улӑштарӗҫ. Ку, ЧР Транспорт министерстви пӗлтернӗ тӑрӑх, 220-мӗш, 234-мӗш тата 270-мӗш маршрутсене пырса тивет. ЧР Элтеперӗ Олег Николаев 101-мӗш маршрут ҫӗнӗ форматпа ӗҫленине палӑртнӑ. Ытти маршрут тӗлӗшпе те мерӑсем йышӑнӗҫ. Ҫӳлерех асӑннӑ маршрутсем ҫӗнӗ формат ҫине куҫӗҫ. "Ҫынсем ҫак улшӑнусене ҫулла туйӗҫ", - тенӗ Олег Алексеевич. Пуш уйӑхӗнче асаннӑ маршуртсем тӗлӗшпе уҫӑ конкурс ирттерессине пӗлтернӗ. Ӑна ака уйӑхӗн 29-мӗшӗнче пӗтӗмлетӗҫ. Ҫӗнтерӳҫӗн 60 кунра транспорта кӑтартмалла. Хыпар ҫӑлкуҫӗ:
| ||
Республикӑра
![]() Чӑваш Енӗн Наци вулавӑшӗнче ака уйӑхӗн 22-мӗшӗнче Чӑваш Республикин патшалӑх элемӗсен кунне халалласа Геральдика эрни уҫӑлнӑ. Мероприяти патшалӑх элемӗсен залӗнче иртнӗ. Патшалӑх элемӗсен историйӗпе, аталанӑвӗпе, пӗлтерӗшӗпе паллаштаракан эрне тӗрлӗ ӑрурисемшӗн (уйрӑмах — ачасемпе ҫамрӑксемшӗн) кӑсӑклӑ пуласса шанаҫҫӗ. Элли Юрьев художник-геральдистпа, Илле Тукташ поэтпа, Герман Лебедев композиторпа уйрӑммӑн паллаштарнӑ. Геральдика эрни ака уйӑхӗн 29-мӗшӗччен пырӗ. Хыпар ҫӑлкуҫӗ:
| ||
Ҫутҫанталӑк
![]() psfishki.net сайтри сӑн "Чӑваш Енри ҫанталӑк" проект пӗлтернӗ тӑрӑх, ҫитес кунсенче пире лайӑх ҫанталӑк савӑнтарӗ. Ыран та паянхи пекех хӗвеллӗ, лӑпкӑ ҫиллӗ ҫанталӑк пулӗ, термометр 12-14 градус кӑтартӗ. Ҫапах каҫсерен шӑнтма пултарӗ. Вырсарникунпа тунтикун татах ӑшӑтӗ, ҫил те лӑпкӑ пулӗ. Ытларикун пушшех те ӑшӑ ҫанталӑк савӑнтарӗ. Сывлӑш температури 20 градус таран ӑшӑнӗ. Вырӑнӑн-вырӑнӑн тата ӑшӑрах пулӗ. Юнкун ҫумӑр ҫӑвӗ те кӑштах сиветӗ: 13-15 градус пулӗ. Малтанлӑха пӗлтернӗ тӑрӑх, ҫу уйӑхӗнчи канмалли кунсенче питӗ ӑшӑ пуласса кӗтмелле мар. Хыпар ҫӑлкуҫӗ:
| ||
Сывлӑх
![]() chuvashia.sledcom.ru сӑнӳкерчӗкӗ Тӑвай районӗнчи Енӗш Нӑрваш ялӗнче кӑҫалхи нарӑс уйӑхӗн 8-мӗшӗнче 18 сехетре 53 ҫулти арҫын хӑйӗнчен икӗ ҫул кӗҫӗнрех шӑллӗне вӗлернӗ. Ӑна вӑл тапса-ҫапса пӗтернӗ. Пурӗ 42 хутран кая мар. Шар курни кӑштахран вилсе кайнӑ. Пӑтӑрмах тӗлӗшпе пуҫиле ӗҫ пуҫарнӑ, судпа медицина экспертизи те ирттернӗ. Тухтӑрсем 53 ҫулти арҫын ӑс-тӑн чирӗпе нушаланнине палӑртнӑ. Ӑна суд ахӑртнех психиатри больницине ӑсатӗ. Пуҫиле ӗҫе суда ярса панӑ ӗнтӗ. Хыпар ҫӑлкуҫӗ:
| ||
Шупашкарта ҫывӑх вӑхӑтра (13.03.2025 15:00) тӗтреллӗ ҫанталӑк, атмосфера пусӑмӗ 745 - 747 мм, 4 - 6 градус ӑшӑ пулӗ, ҫил 2-4 м/ҫ хӑвӑртлӑхпа кӑнтӑр енчен вӗрӗ.
| Кокель Алексей Афанасьевич, чӑваш живописецӗ, графикӗ ҫуралнӑ. | ||
| Константин Иванов, чӑваш сӑвӑҫи ҫут тĕнчерен уйрӑлса кайнӑ. | ||
| Жакова Вера Николаевна, Пӑрачкав районӗнче ҫуралнӑ ҫыравҫӑ (22 ҫулта) вилнӗ. | ||
![]() | Пулӑм хуш... |