Статистика
im0-tub-ru сайтри сӑн Республикӑри тӳре-шара пӗлтернӗ тӑрӑх, юлашки вӑхӑтра пирӗн регионта ӗҫсӗрлӗх шайӗ ӳсмен. Пачах тепӗр май, иртнӗ уйӑхпа танлаштарсан, кӑштах чакнӑ та. Ӗнер ЧР Ӗҫлев министерстви пӗлтернӗ тӑрӑх, республикӑра 4689 ҫын ӗҫсӗррисен шутӗнче тӑнӑ. Пӗр уйӑх каялла ку кӑтарту 4799 ҫынпа танлашнӑ. Халӗ вакансисен йышӗ ӗҫсӗррисенчен 3,7 хут нумайрах-мӗн. Ҫулталӑк пуҫланнӑранпа ӗҫлев центрӗ урлӑ 3 пин ытла ҫын ӗҫе вырнаҫнӑ. Шупашкарта ӗҫ шыракан 2459 ҫын юлнӑ. Вӗсенчен 311-шӗ - тивӗҫлӗ канӑва тухма вӑхӑт ҫитсе пыраканнисем. Хыпар ҫӑлкуҫӗ:
|
Хулара
im0-tub-ru.yandex.net сайтри сӑн Чӑваш Енре шкул ачи велосипедсем вӑрласа сутма хӑтланнӑ. Кун пирки ШӖМ пӗлтерет. Кӑрлач уйӑхӗн вӗҫӗнчен пуҫласа пушӑн 12-мӗшӗччен Ҫӗнӗ Шупашкарта 3 велосипед ҫухалнӑ. Вӗсене Хӗвеллӗ, Комсомольски тата Строительсен урамӗсенчи подъездсенчен вӑрланӑ. Ҫак ӗҫе кам тунӑ? Полицейскисем 12 ҫулти шкул ачине тытса чарнӑ. Тӗрӗслев палӑртнӑ тӑрӑх, вӑл вӑрланӑ велосипедсене сутасси пирки тӗнче тетелӗнче пӗлтерӳ панӑ. Пӗрне вӑл ҫапла сутнӑ та. Халӗ велосипед ӑҫта пулнине шыраҫҫӗ. Тепӗр иккӗшне шкул ачи сутса ӗлкӗреймен. Вӗсене хуҫисене тавӑрса панӑ. Шкул ачине ҫул ҫитменнисемпе ӗҫлекен комиссие шута илме пултараҫҫӗ. Унӑн ашшӗ-амӑшӗпе профилактика калаҫӑвӗ ирттереҫҫӗ. Хыпар ҫӑлкуҫӗ:
|
Пӑтӑрмахсем
Паян ирхи 5 сехетре Шупашкарта хӑйӗн хваттерӗнче 60 ҫулти хӗрарӑм ҫунса вилнӗ. Шел, ӑна ҫӑлма май килмен. Кун пирки Инкеклӗ лару-тӑру министерстви пӗлтерет. Пушар Чапаев урамӗнчи 9/1-мӗш ҫуртри хваттерте пулнӑ. Тӗтӗм тухнине подьездри кӳрши чи малтан асӑрханӑ. Вӑлах пушарнӑйсене чӗннӗ. Ҫулӑм мӗнрен тухнӑ-ха? Кил хуҫи хӗрарӑмӗ пируса сӳнтермен иккен. Малтан кравать ҫунма тытӑннӑ, кайран ытти сӗтел-пукана ярса илнӗ. Хыпар ҫӑлкуҫӗ:
|
Хулара
infenshui.ru сайтри сӑн Шупашкарта пурӑнакан арҫын ҫемьене упраса хӑварас тесе юмӑҫран пулӑшу ыйтнӑ. Вӑл ӑна пулӑшасса шаннӑ, анчах лешӗ улталанӑ, укҫа сӑптӑрнӑ. 32 ҫулти арҫын каласа кӑтартнӑ тӑрӑх, унӑн ҫемйинче ӑнланманлӑхсем сиксе тухнӑ. Вӑл ӑна упраса хӑварас тесе юмӑҫран пулӑшу ыйтнӑ. Лешӗ сӑнӳкерчӗке пӑхнӑ та упӑшкипе арӑмӗн ӑнланманлӑх нумай пулни пирки каланӑ. Юмӑҫ пӑснинче сирме пултарать иккен. Вӑл йӑла-йӗрке ирттермешкӗн 140 пин тенкӗ ыйтнӑ. Арҫын куҫарса панӑ. Анчах кун хыҫҫӑн та ҫемьери лару-тӑру йӗркеленмен. Арҫын ҫавӑн чухне тин хӑй ултавҫӑ аллине ҫакланнине чухласа илнӗ. Хыпар ҫӑлкуҫӗ:
|
Ӑслӑлӑх
Ҫулталӑка яхӑн ӗҫленӗ хыҫҫӑн Ingenuity Mars ятлӑ NASA вертолечӗ ҫаплах «ҫӗнӗ» пекех. NASA реактивлӑ юхӑмӗн лабораторийӗ пуш уйӑхӗн 11-мӗшӗнче Ingenuity планета ҫинче хӑйӗн 21-мӗш вӗҫевне туни пирки пӗлтернӗ, вӑл 129 ҫеккунт хушӑра 370 метр вӗҫнӗ. 2021 ҫулхи ака уйӑхӗнче пӗрремӗш хут вӗҫнӗренпе вертолет пурӗ 4,6 километр ытла ҫӗнтернӗ. Ingenuity-не технологи мӗнле ӗҫленине тӗрӗслесе пӑхма кӑна хатӗрленӗ, малтанхи планпа килӗшӳллӗн вӑл уйӑх хушшинче пилӗк хутран ытла мар вӗҫмелле пулнӑ. Ҫапах та 1,8 килограмлӑ вертолет хӑйне лайӑх енчен кӑтартнӑран NASA миссие тӑсма шутланӑ, унпа усӑ курса Perseverance марсоход (Ingenuity Марс ҫине унпа лекнӗ) умӗнчи лаптӑксене тӗпчесе сӑнаҫҫӗ. Вертолет Марс ҫинче ҫулталӑка яхӑн вӗҫнӗ пулин те хӑйне кивелсе пынӑ пек кӑтартман. «Ку таранччен те эпир вӑл япӑхланнине е вертолет хӑйӗн пӗр-пӗр пайне ҫухатнине курмарӑмӑр. Вӑл вӗр-ҫӗнӗскер пекех», — тенӗ ӑсчахсем. Хыпар ҫӑлкуҫӗ:
|
Пӑтӑрмахсем
«Промлит» савутӑн слесарӗ ӑшӑпа тивӗҫтерекен трассӑна ӳксе вилнӗ. Ку пӑтӑрмах пуш уйӑхӗн 11-мӗшӗнче пулнӑ. Халӗ йӗрке хуралҫисем ку тӗлӗшпе тӗрӗслев ирттереҫҫӗ. Ҫав кун Шупашкарти Сӗнтӗрвӑрри ҫулӗ ҫинчи 26-мӗш ҫурт адреспа вырнаҫнӑ ӑшӑпа тивӗҫтерекен трасса ҫинче слесарь виллине тупнӑ. Ӑна пусмӑрласа вӗлернӗ йӗр пулман. Вӑл 68 ҫулта пулнӑ. Малтанлӑха пӗлтернӗ тӑрӑх, слесарь дежурствӑра пулнӑ. Вӑл ӗҫ вырӑнӗнчен тухнӑ пулнӑ, ҫул ҫинче вилнӗ. Хыпар ҫӑлкуҫӗ:
|
Сывлӑх
rkd.med.cap.ru сӑнӳкерчӗкӗ Республикӑн кардиологи диспансерӗнче ҫӗнӗ йышши аппаратпа юн тасатма тытӑннӑ. Ҫӗнӗлӗхе хӑнӑхтарма сывлӑх сыхлав учрежденийӗнче ӑсталӑх сехечӗсем иртӗҫ, врачсен лекцисем вулӗҫ. Ку ӗҫе сывлӑх сиплев учрежденийӗ пӗр уйӑхра туса ирттерме палӑртнӑ. Иртнӗ эрнере пӳре чирӗпе нушаланакан ҫыннӑн юнне ҫавӑн пек мелпе тасатнӑ та ӗнтӗ. Токсинсене ҫав аппаратпа организмран кӑларса организма таса юнпа тивӗҫтернӗ. Тухтӑрсем COVID-19 чирпе нушаланакан пациентсен юнне те ятарлӑ аппаратпа тасатӗҫ. Хыпар ҫӑлкуҫӗ:
|
Спорт
Пуҫ хунӑ Изосим Башкиров СОБР лейтенантне асӑнса Чӑваш Енре бокс енӗпе йӑлана кӗнӗ VIII ача-пӑчапа ҫамрӑксен турнирӗ иртнӗ. Турнир спецназ ҫар чаҫӗнче хӗсметре тӑнӑ ҫар ҫыннин тӑван тӑрӑхӗнче — Элӗк районӗнчи «Хӗлхем» спорт комплексӗн залӗнче иртнӗ. Турнирта хисеплӗ хӑнисем шутӗнче Раҫҫей Геройӗ Евгений Борисов, СОБР командирӗ пулнӑ милици полковникӗ Юрий Григорьев, Чӑваш Республикин Росгварди тытӑмӗн «Искра» СОБР тата «Сувар» ОМОН боецӗсемпе ветеранӗсем, Чӑваш Республикин ШӖМӗн «Гром» отрячӗн боецӗсем, Изосим Башкировпа пӗрле хӗсметре тӑнисем, унӑн ҫывӑх ҫыннисемпе тусӗсем пулнӑ. Пуҫ хунӑ спецназ ҫӑр ҫыннин паттӑрлӑхӗ ҫинчен турнир хӑнисене канӑва тухнӑ милици полковникӗ Юрий Григорьев каласа панӑ: «Ушкӑн перкелешӳ тӑрӑмне лексен, Изосим боевиксен темиҫе перкелешӳ вырӑнне пулеметпа персе ҫӗмӗрнӗ, хӑйне вара снайпер амантнӑ. Анчах аманнӑ пулин те хӑйӗн ҫине тимлӗх уйӑрас тесе, ытти аманнисене перкелешӳ уйӗнчен кӑларма май тӑвас тесе боевиксене пеме чарӑнман». Ятарлӑ ҫар чаҫӗн боецне асра тытса пӗр минут шӑп тӑнӑ. Ӑмӑртусене Чӑваш Енри хуласемпе районсенчен 40-е яхӑн ҫамрӑк спортсмен хутшӑннӑ. Хыпар ҫӑлкуҫӗ:
|
Персона
Паян Чӗмпӗр облаҫӗнчи чӑваш автономийӗн пуҫлӑхӗн Олег Мустаевӑн чӗри тапма пӑрахнӑ. Вӑл мӑшӑрӗн Еленӑн куҫӗ умӗнчех вилнӗ. «Кӑнтӑрла иртни 1 сехетсенче аттепе анне килтеччӗ. Атте ӑнсӑртран тӑнне ҫухатрӗ. Анне васкавлӑ медпулӑшу чӗнчӗ, ӑна хӑй искусствӗннӑй май сывлаттарма тытӑнчӗ. Тухтӑрсем 10 минутран ҫитрӗҫ, анчах аттене ҫӑлса хӑвараймарӗҫ», — каласа кӑтартнӑ Олег Мустаевӑн хӗрӗ Силиса. Олег Мустаев 1965 ҫулхи раштавӑн 4-мӗшӗнче Елчӗк районӗнчи Ҫӗнӗ Эйпеҫ ялӗнче ҫуралнӑ. И.Н.Ульянов ячӗллӗ ЧПУна пӗтерсен вӑл Чӗмпӗре куҫса кайнӑ. 1992 ҫулта ӑна «Еткер» чӑваш фончӗн президентне суйланӑ. 2016 ҫултанпа Чӗмпӗр облаҫӗнчи чӑваш наци культурин автономин председателӗ пулнӑ. 2017 ҫулта — Чӑваш наци конгресӗн вице-президенчӗ. Хыпар ҫӑлкуҫӗ:
|
Культура
kbrria.ru сӑнӳкерчӗкӗ Чӑваш халӑх поэчӗ Валери Туркай Кабарда-Балкар Республикинче пулнӑ. Унта вӑл Нальчикри Культура фондӗнче тӗлпулу ирттернӗ, регионти тӗрлӗ культура мероприятине хутшӑннӑ. Валери Туркай Александр Зайцев чӑвашпа Чегем хулинчи Кайсын Кулиев поэтӑн мемориал ҫурт-музейне ҫитсе курнӑ. Чӑвашсем музей экспозицийӗпе хавхаланса паллашнӑ, поэт вил тӑпри ҫине вӗсем чечек хунӑ. «Кабардино-Балкария» информаци агентстви пӗлтернӗ тӑрӑх, Валери Туркай Кулиева халалласа темиҫе сӑвӑ та ҫырнӑ иккен, унӑн сӑввисене вӑл чӑвашла куҫарнӑ. Хыпар ҫӑлкуҫӗ:
|
Шупашкарта ҫывӑх вӑхӑтра (18.01.2025 15:00) тӗтреллӗ ҫанталӑк, атмосфера пусӑмӗ 742 - 744 мм, -1 - 1 градус сивӗ пулӗ, ҫил 3-5 м/ҫ хӑвӑртлӑхпа кӑнтӑр енчен вӗрӗ.
| Евсевьев Макар Евсевьевич, ҫыравҫӑ, этнограф, мордва чӗлхин ҫыруллӑхне никӗслекенни ҫуралнӑ. | ||
| Данилов-Чалдун Максим Николаевич, чӑваш ҫыравҫи ҫуралнӑ. | ||
| Абрамов Иван Кузьмич, РСФСР тава тивӗҫлӗ тухтӑрӗ ҫуралнӑ. | ||
| Василий Краснов-Асли, чӑваш ҫыравҫи ҫуралнӑ. | ||
| Антонов Иван Захарович, чӑваш ҫыравҫи, журналисчӗ ҫуралнӑ. | ||
| Чаппан вӑрҫи пуҫланнӑ. | ||
| Ленский Леонид Александрович, тава тивӗҫлӗ ӑслӑлӑх ӗҫченӗ ҫуралнӑ. | ||
| Михлеев Дмитрий Никонорович, чӑваш кинорежиссёрӗ, ҫыравҫи ҫуралнӑ. | ||
| Ярды Валерий Николаевич, чӑваш спортсменӗ, тӗнче чемпионӗ ҫуралнӑ. | ||
| Галкин Андрей Петрович, чӑваш кӗвӗҫи ҫуралнӑ. | ||
Пулӑм хуш... |