Культура
![]() www.chgign.ru сӑнӳкерчӗкӗ Пушкӑртстанри ӑсчахӑн Лира Афанасьеван «Чувашская свадьба» кӗнеке-альбомӗ чӑвашла, вырӑсла тата акӑлчанла пичетленсе тухнӑ. Унта чӑваш туйӗнче тӑхӑнмалли ҫипуҫсен сӑнӳкерчӗкӗсене Питӗрти, Ӗпхӳри, Стерлитамакри, Пелепейри, Шупашкарти, Пелепей районӗнчи Слакупҫӗнчи тата ытти хӑш-пӗр музейри экспонатсенчен илнӗ. Лира Афанасьева Пушкӑртстанри Ишимбай районӗнчи Васильевка ялӗнче 1974 ҫулта ҫуралнӑ. Вӑл — фольклорист, филологи наукисен кандидачӗ. Шупашкарти И.Н. Ульянов ячӗллӗ ЧПУрн вӗренсе тухнӑ хыҫҫӑн Пушкӑртстанри патшалӑх университечӗн Стерлитамакри флиалӗнче ӗҫлет. Атӑлпа Урал тӑрӑхӗнчи халӑхсен, ҫав шутра чӑвашсен, фольклорне тӗпчет. Хыпар ҫӑлкуҫӗ:
|
Вӗренӳ
![]() gov.cap.ru сайтран илнӗ скриншот Чӑваш Енӗн Вӗренӳ институчӗ «Тӑван чӗлхе – пӗлӳ ҫӑлкуҫӗ» методика материалӗсен регионсем хушшинчи IV конкурсне пӗтӗмлетнӗ. Пултарулӑх ӑмӑртӑвне 55 ҫын хутшӑннӑ. Вӗсем — шкул ҫулне ҫитменнисен учрежденийӗсенче ӗҫлекен педагогика ӗҫченӗсем. Конкурса ҫак номинацисемпе ирттернӗ: «Пӗлӳ – ӑс-хакӑл мулӗ» (шкул ҫулне ҫитмен ачасен ӑс-тӑнне аталантарасси); «Янра, чӑваш чӗлхи, янра» (шкул ҫулне ҫитмен ачасен пуплевне аталантарасси); «Ҫӗр пин юрӑ, ҫӗр пин тӗрӗ, ҫӗр пин сӑмах тӗнчи» (шкул ҫулне ҫитмен ачасене илемлӗхпе эстетика тӗлӗшӗнчен аталантарасси); «Ҫирӗп вӑй-хал – ҫирӗп сывлӑх» (шкул ҫулне ҫитмен ачасене вӑй-хал тӗлӗшӗнчен аталантарасси). «Пӗлӳ – ӑс-хакӑл мулӗ» номинацире Вӑрнарти 5-мӗш ача пахчинчи Светлана Александрова тата Йӗпреҫ районӗнчи Хурамалти ача пахчинче ӗҫлекен Тамара Афанасьевӑпа Лидия Тарасова ҫӗнтернӗ; «Янра, чӑваш чӗлхи, янра» номинацире — Канаш районӗнчи Анаткас Уҫырма ача пахчинчи Надежда Андреева тата Шупашкарти 133-мӗш ача пахчинчи Наталия Андреевӑпа Инна Андреева; «Ҫӗр пин юрӑ, ҫӗр пин тӗрӗ, ҫӗр пин сӑмах тӗнчи» номинацире — Тӑвайӗнчи 1-мӗш тата 2-мӗш ача пахчисенче ӗҫлекен Тамара Павловӑпа Оксана Степанова тата Шупашкарти 47-мӗш ача пахчинчи Светлана Яковлева; «Ҫирӗп вӑй-хал – ҫирӗп сывлӑх» номинацире — Шупашкарти 162-мӗш ача пахчинчи Елена Старова. Хыпар ҫӑлкуҫӗ:
|
Политика
![]() agro.cap.ru сайтран илнӗ скриншот Чӑваш Республикин ял хуҫалӑх министрӗн ҫумӗ пулма ака уйӑхӗн 30-мӗшӗнче Ольга Кудрявцевӑна ҫирӗплетнӗ. Документа республика ертӳҫи Олег Николаев алӑ пуснӑ. Паянхи кӑнтӑрла тӗлне илсен, республикӑн Ял хуҫалӑх министерствин сайчӗн тытӑмӗнче Ольга Кудрявцева хушамачӗ ҫукчӗ. Сергей Артамонов министрӗн ҫумӗсем паянхи куна иккӗн: Сергей Фролов — пӗрремӗш ҫум тата Инна Волкова. Хыпар ҫӑлкуҫӗ:
|
Чӑваш чӗлхи
![]() chrio.cap.ru сӑнӳкерчӗкӗ Чӑваш Ен Вӗренӳ институчӗ «Пӗтӗм чӑваш диктанчӗ – 2022» акцин пӗрремӗш пӗтӗмлетӗвне тунине хыпарланӑ. «Института ҫитнӗ хыпарсене шута илни тӑрӑх хальлӗхе акцие 6538 ҫын хутшӑнни паллӑ. Вӗсенчен «5» паллӑ 2541 ҫын (39 %), «4» – 2303 ҫын (35 %), «3» – 1555 ҫын (24%), «2» – 139 ҫыракан илнӗ», — пӗлтернӗ институтӑн сайтӗнче. Хыпар ҫӑлкуҫӗ:
|
Пӑтӑрмахсем
![]() Яндекс.Маркет сӑнӳкерчӗкӗ Шупашкар хулинче пурӑнакан 45 ҫулти хӗрарӑм бассейн туянас тесе укҫасӑр тӑрса юлнӑ. Вӑл тӗнче тетелӗнчи ҫӑлкуҫсенчен пӗринче вӗрсе карӑнтармалли бассейна 35 процент йӳнетсе сутассине пӗлтернине курнӑ. кӑтартса 38 пин тенкӗсӗр тӑрса юлнӑ. Пӑтӑрмах ака уйӑхӗн 29-мӗшӗнче пулса иртӗ. Хӑй улталаннине ӑнланнӑ хыҫҫӑн хӗрарӑм йӗрке хуралҫисенчен пулӑшу ыйтнӑ. Ултавҫӑ тӗлӗшӗпе РФ Пуҫиле кодексӗн 159.3-мӗш статйин 2-мӗш пайӗпе ӗҫ пуҫарнӑ. Хыпар ҫӑлкуҫӗ:
|
Пӑтӑрмахсем
![]() 21.мвд.рф сӑнӳкерчӗкӗ Элӗк ялӗ ҫывӑхӗнче Вӑрнар районӗнчи ҫул-йӗр хӑрушсӑрлӑхӗн инспекторӗсем ӳсӗр водителе тытса чанӑ. Пакунлисем «Фолькваген» машина Элӗк патӗнче ҫул хӗресленнӗ вырӑнта хӑюсӑррӑн ҫаврӑнса илнине асӑрханӑ. Йӗрке хуралҫисем сисчӗвленни ахальтен пулман. 33 ҫулти водитель хӗрӗнкӗ пулнӑ. Вӑл медтӗрӗслев витӗр тухма килӗшмен. Ӳсӗр арҫын хӑйӗн тӑванӗсен ачисене — 3-8 ҫулти шӑпӑрлансене — лартса ҫула тухнӑ. Ака уйӑхн 30-мӗшӗнчен тытӑнса ҫу уйӑхӗн 2-мӗшӗччен республикӑра ӳсӗр 41 водителе тытса чарнӑ. Вӗсене пурне те штрафлӗҫ тата правасӑр чылайӑха хӑварӗҫ. Хыпар ҫӑлкуҫӗ:
|
Вӗренӳ
![]() cap.ru сӑнӳкерчӗкӗ Ака уйӑхӗн 30-мӗшӗнче Шупашкар районӗнчи Ишлейри шкул 150 ҫулхине уявланӑ. Савӑнӑҫлӑ мероприятие район администрацийӗн пуҫлӑхӗ Николай Хорасёв, Чӑваш Енӗн Патшалӑх Канашӗн Патшалӑх строительствин тата вырӑнти хӑйтытӑмлӑх комитечӗн председателӗн ҫумӗ, Шупашкар районӗн тӗп пульницин тӗп тухтӑрӗ Владимир Викторов, Чӑваш Енӗн Патшалӑх Канашӗн депутачӗ Николай Степанов пырса ҫитнӗ. Тата, паллах, уява шкул ачисем, вӗренӳ учрежденийӗнчен тӗрлӗ ҫулта тухса кайнисем, ветеран-учительсем пухӑннӑ. Хыпар ҫӑлкуҫӗ:
|
Пӑтӑрмахсем
![]() 21.мвд.рф сӑнӳкерчӗкӗ Ҫу уйӑхӗн 2-мӗшӗнче Канаш районӗнче йывӑр тиевлӗ машинӑпа ҫӑмӑл машина пырса ҫапӑннӑ. Чӑваш Енӗн Шалти ӗҫсен министерствинче малтанласа пӗлтернӗ тӑрӑх, Калиновка ялӗ тӗлӗнче КамАЗ иккӗмӗш пӗлтерӗшлӗ ҫул ҫинчен тухнӑ чухне «Киа Рио» автомобиле (вӑл Комсомольски районӗ еннелле кайнӑ) ирттерсе яман. Ют ҫӗршывра туса кӑларнӑ машинӑн рульне тытса пынӑ 27 ҫулти водитель тата салонти 3 ҫулти ача аманнӑ, вӗсене больницӑна ӑсатнӑ. Водительсем, сӑмах май, урах пулнӑ. Хыпар ҫӑлкуҫӗ:
|
Культура
![]() culture.cap.ru сӑнӳкерчӗкӗ Ҫу уйӑхӗн 7-мӗшӗнче Чӑваш патшалӑх пукане театрӗнче Генрих Сапгирӑн ӗҫӗ тӑрӑх лартнӑ «Лошарик» спектакле кӑтартӗҫ. Ӑна курас тесен культура учрежденине 10 сехет те 30 минута ҫитмелле. Спектакле классика мелӗпе (пуканесем ширма хыҫӗнче) лартнӑ. Юмахра циркри жонглер ҫинчен каласа кӑтартнӑ. «Ку спектакльте эпӗ Лошарик сӑнарне вылятӑп. Вӑл пурне те шанать, ырӑ кӑмӑллӑ. Спектакль ачасене те, аслисене те килӗшмелле. Шанӑр, ӑна пурнӑҫлас тесе тӑрӑшӑр!» — тенӗ юмахра тӗп роле вылякан Надежда Назарова. Хыпар ҫӑлкуҫӗ:
|
Ҫутҫанталӑк
![]() cap.ru сӑнӳкерчӗкӗ Ака уйӑхӗн 30-мӗшӗнче Чӑваш Енре «Зелёная суббота» (чӑв. Симӗс шӑматкун) экологи акцийӗ пуҫласа иртнӗ. Унӑн тӗллевӗ — усӑ курнӑ электрон япаласене тата приборсене парнелесси тата пӗр-пӗринпе ылмаштарасси. «Хупӑ ҫаврӑмри экономика ӑнлав паян чылай фактора пӗрлештерсе тӑрать. Ку вӑл — производительсен яваплӑхӗ те (тирпейлеме меллӗ материалсемпе усӑ курни), тирпейлесси те, япаласене тепӗр хутчен усӑ курни те», – тенӗ акцин тӗллевӗ пирки Раҫейӗн ҫутҫанталӑк ресурсӗсен тата экологи минитсрӗн ҫумӗ Дмитрий Тетенькин. Хула ҫыннисем принтерсем, джойстиксем, компьютер системин блокӗсене, клавиатурӑсем, блютуз-колонкӑсем илсе пынӑ. Тата 5 фотоаппарт йӑтса пынӑ. Вӗсем ҫийӗнчех ҫӗнӗ хуҫисене тупнӑ. Хуҫа тупӑнман тавара мастерскойсене саппас пайсем валли уйӑрса панӑ. Хыпар ҫӑлкуҫӗ:
|
Шупашкарта ҫывӑх вӑхӑтра (13.03.2025 03:00) тӗтреллӗ ҫанталӑк, ҫумӑр ҫума пултарать, атмосфера пусӑмӗ 741 - 743 мм, 2 - 4 градус ӑшӑ пулӗ, ҫил 2-4 м/ҫ хӑвӑртлӑхпа кӑнтӑр-хӗвелтухӑҫ енчен вӗрӗ.
| Кокель Алексей Афанасьевич, чӑваш живописецӗ, графикӗ ҫуралнӑ. | ||
| Константин Иванов, чӑваш сӑвӑҫи ҫут тĕнчерен уйрӑлса кайнӑ. | ||
| Жакова Вера Николаевна, Пӑрачкав районӗнче ҫуралнӑ ҫыравҫӑ (22 ҫулта) вилнӗ. | ||
![]() | Пулӑм хуш... |