Сутатӑп Уйăхри пăру сутатăп.Хакĕ килĕшсе татăлнипе.
Сутатӑп Чăн-чăн килти хытă чăкăтсем (сырсем) сутатпăр. Вĕсене мăн пыршă (вырăсла сычуг) ...
Сутатӑп Хурăн вутти Муркаш районĕпе тата Шупашкар районĕнчи Ишлей тăрăхĕпе сутатăп. Ха...

ЧР Пуҫлӑхӗ Олег Николаев республикӑра пурӑнакансене 2027 ҫул тематикине пӗрле суйлама сӗнет. Старт пуҫланнӑ – сӗнӳсем пухаҫҫӗ.
«Сире пуласлӑх соавторӗсем пулма сӗнетӗп. Эсир 2027 ҫулта Чӑваш Еншӗн мӗнле тема пӗлтерӗшлӗ тесе шухӑшлатӑр? Паянхи кун пирӗн ҫемьесемшӗн, ачасемшӗн, хуласемпе ялсен аталанӑвӗшӗн мӗн уйрӑмах хаклӑ?» - тесе ҫырнӑ Элтепер халӑх тетелӗнчи страницинче.
Чи интереслӗ сӗнӳсене обществӑпа сӳтсе явӗҫ. Пост айне ҫынсем сӗнӳсем ҫырма пуҫланӑ ӗнтӗ: Ҫемье йӑлисемпе наставничество ҫулталӑке, СВОна хутшӑнакан салтаксен амӑшӗсемпе арӑмӗсен ҫулталӑкӗ, Ӗҫ ҫыннин ҫулталӑкӗ, Хӑтлӑ картиш ҫулталӑкӗ….
Аса илтерер: кӑҫал пирӗн республикӑра – Халӑхсен туслӑхӗн ҫулталӑкӗ.
