Сутатӑп Уйăхри пăру сутатăп.Хакĕ килĕшсе татăлнипе.
Сутатӑп Чăн-чăн килти хытă чăкăтсем (сырсем) сутатпăр. Вĕсене мăн пыршă (вырăсла сычуг) ...
Сутатӑп Хурăн вутти Муркаш районĕпе тата Шупашкар районĕнчи Ишлей тăрăхĕпе сутатăп. Ха...

Пӑрачкав ялӗнче авалхи усадьбӑна сутма палӑртнӑ. Вӑл – XVIII ӗмӗрте ҫӗклесе лартнӑскер. Хӑй вӑхӑтӗнче унта учитель семинарийӗ пулнӑ.
Усадьба – икӗ хутлӑ кирпӗч ҫурт. Лаптӑкӗ пысӑк – пӗр пин ытла тӑваткал метрпа танлашать. Ҫак ҫурта туянаканӑн унта хӑна ҫурчӗ, офис е культура центрӗ уҫма юрать.
Историе илес тӗк, ҫурта 1780 ҫулта Петр Салтыков граф хӑпартса лартнӑ. Кунта 1833 ҫулта вырӑс классикӗ Александр Пушкин чарӑннӑ текен халап та ҫӳрет. 1872 ҫулта Илья Ульянов тӑрӑшнипе ҫак ҫуртра Атӑлҫи тӑрӑхӗнчи пӗрремӗш учитель семинарийӗ уҫӑлнӑ. Вӑл самай нумай вӑхӑт ӗҫленӗ – семинари 1951 ҫулта кӑна хупӑннӑ.
Кивӗ ҫурт истори сӑн-сӑпатне упраса хӑварса ҫав вӑхӑтрах ҫӗнӗ пурнӑҫ парнелеме пултаракан инвестора питӗ кӗтет.
