Пӑтӑрмахсем
![]() "Про Город" сайтӗнчи сӑн Шӑрӑхра нумай ҫын шыва кӗрсе уҫӑлать. Анчах, шел те, инкексем те пулаҫҫӗ. Паян Ҫӗнӗ Шупашкарта Атӑлта арҫын путса вилнӗ. Кун пирки "Про Город" хаҫата халӑх корреспонденчӗ пӗлтернӗ. Инкек паян 17 сехет тӗлнелле пулнӑ. Арҫын виллине ҫыран хӗррине илсе тухнӑ. Вырӑнта оперативлӑ службӑсем ӗҫленӗ. Халӑх кореспонденчӗ пӗлтернӗ тӑрӑх, арҫын 45 ҫулсенчи пек курӑннӑ. Хыпар ҫӑлкуҫӗ:
|
Республикӑра
![]() "Про Горд" хаҫатран илнӗ сӑн Муркаш районӗнче паян, утӑ уйӑхӗн 4-мӗшӗнче, уй-хирте ҫавра ҫил алхаснӑ. Ҫакна ҫынсем видео ӳкерсе «Про Город» хаҫата ярса панӑ. Ҫынсем каланӑ тӑрӑх, ҫавра ҫил 5 минутра ҫур километртан кая мар вӗҫтернӗ. «Аякранах курӑнатчӗ. Самай ҫӳлелле кармашрӗ», - ҫапла пӗлтернӗ хаҫата халӑх корреспонденчӗсем. Сӑмах май, ку эрнере синоптиксем типӗ те шӑрӑх ҫанталӑк тӑрасси пирки калаҫҫӗ. Кун пирки сайтра хыпарланӑччӗ. Хыпар ҫӑлкуҫӗ:
|
Хулара
![]() cap.ru сайтри сӑн Ӗнер, утӑ уйӑхӗн 3-мӗшӗнче, Атӑлта ҫамрӑк ГЭС ҫывӑхӗнче карапсем ҫӳремелли вырӑна ишсе ҫитнӗ. Анчах хайхискер каяла ишеймен – унӑн вӑйӗ пӗтнӗ. Кун пирки ҫынсем ҫӑлав службине шӑнкӑравласа пӗлтернӗ. Ҫӑлавҫӑсем ун патне часах ҫитнӗ, кимӗ ҫине лартса ҫыран хӗррине илсе тухнӑ. Вӗсем Атӑл урлӑ ишсе каҫма хӑтланнӑ ҫамрӑкпа тӗплӗ калаҫу ирттернӗ, хӑрушлӑх пирки ӑнлантарнӑ. Хыпар ҫӑлкуҫӗ:
|
Культура
![]() cap.ru сӑнӳкерчӗкӗ Чӑваш Ене туристсем йышлӑн килсе ҫӳреҫҫӗ. Пӗлтӗрхи пӗрремӗш кварталтипе танлаштарсан кӑҫалхи кӑрлач-пуш уйӑхӗсенче пирӗн пата туристсем килесси 45 процент нумайланнӑ, 147 пин ҫынпа танлашнӑ. Юлашки икӗ ҫулта пирӗн тӑрӑха туристсем килнин йышӗ 2,5 хут ӳснӗ, пӗтӗмӗшле цифрӑна илсен пирӗн тӑрӑхпа 546 пин турист паллашнӑ. Круиз турисчӗсен йышӗ 23 пин ҫын чухлӗ нумайланнӑ. Ҫак тата ытти цифрӑна республикӑра туризма аталантарассипе ӗҫлекен координаци канашӗн ларӑвӗнче асӑнса хаварнӑ. Хыпар ҫӑлкуҫӗ:
|
Сывлӑх
![]() t.me/pro_cheby каналтан илнӗ сӑнӳкерчӗк Чӑваш Енре пурӑнакансене магнит тӑвӑлӗ пирки асӑрхаттараҫҫӗ. Ҫутҫанталӑкӑн «K-index 6» класӗллӗ ҫак пулӑмӗ 14 куна тӑсӑлӗ. Геомагнит витӗмӗ утӑ уйӑхӗн 8-мӗшӗ хыҫҫӑн сисӗне пуҫлӗ. Электромагнит хумӗсен шкали ҫав вӑхӑтра 2 балтан пуҫӑнса 6 бала (асӑннӑ улшӑнӑва 9 баллӑ шкалапа виҫеҫҫӗ) ҫитӗ. Электромагнит хумӗсем утӑ уйӑхӗн 26-мӗшӗнче ҫеҫ лӑпланса ҫитӗҫ. Асӑннӑ тапхӑрта тӑварлӑ тата ҫуллӑ апат-ҫимӗҫ сахалтарах ҫимелле, шыв нумайрах ӗҫмелле, улма-ҫырлапа пахча-ҫимӗҫ ҫимелле. Ҫӗтӗлекен тата кутӑнлашакан, пули-пулмишӗн тарӑхакан, ҫын йӑнӑшне шырама юратакан, ыттисене тиркесе те хурлакан, япӑххине ҫеҫ асӑрхакан ҫынсен ку тапхӑрта уйрӑмах асӑрхануллӑ пулмалла, хӑйсене май килнӗ таран лӑпкӑ тытма тӑрӑшмалла, тулашса ҫӳремелле мар, пурнӑҫпа киленсе те савӑнса пурӑнма май тупмалла. Хыпар ҫӑлкуҫӗ:
|
Культура
![]() cap.ru сӑнӳкерчӗкӗ Утӑ уйӑхӗн 7-мӗшӗнче Чӑваш патшалӑх ӳнер музейӗнче Иван Яковлев ҫуралнӑранпа 175 ҫул ҫитнине халалланӑ курав уҫӑлӗ. Музейра тата уйрӑм ҫын коллекцийӗнче упранакан 70-е яхӑн графика, живопись тата скульптура прозведенийӗсем пулӗҫ унта. Чӑваш алфавитне йӗркелесе янӑ мухтавлӑ ҫыннӑн, пултаруллӑ вӗрентекенӗн, ҫыравҫӑн тата тӑлмачӑн, тӑван халӑхшӑн тӑрӑшса ӗмӗрне ирттернӗскерӗн сӑнарне нумай художник кӑтартса пама тӑрӑшнӑ. Сӑмахран, Петр Сизов, Элли Юрьев, Иван Дмитриев, Николай Овчинников, Виталий Петров (Праски Витти), Юрий Ксенофонтов, Георгий Кузнецов тата ыттисем. Хыпар ҫӑлкуҫӗ:
|
Хулара
![]() big-rostov.ru сайтри сӑн Шупашкар хӗрарӑмӗ пухнӑ укҫине ултавҫӑсене тыттарса янӑ. Вӑл полицие пырса кун пирки пӗлтернӗ. Ун патне ирхине палламан ҫын шӑнкӑравланӑ. Вӑл йӗрке хуралҫи-мӗн. Хайхискер каланӑ тӑрӑх, хӗрарӑм экстремистла организацие укҫа куҫарнӑ, ҫавна май пуҫиле ӗҫ пуҫарнӑ. Ҫакна ултавҫӑсем хӑтланнӑ-имӗш. Вӗсен хура ӗҫне чарса лартма хайхи «йӗрке хуралҫи» укҫа-тенке хӑрушсӑр счет ҫине куҫарма сӗннӗ. Хӗрарӑм 1 миллион та 667 пин тенкӗ куҫарнӑ. Хыпар ҫӑлкуҫӗ:
|
Политика
![]() cap.ru сӑнӳкерчӗкӗ Кӗҫех Чӑваш Ен делегацийӗ Турцие каймалла. Кун пирки Раҫҫейри посолӗ Мехмет Самсар ТАСС агентствӑна пӗлтернӗ. Самсар Раҫҫейпе хутшӑнса ӗҫлени пӗлтерӗшлӗ иккенне, кунта Чӑваш Ен ҫак ҫыхӑнӑвӑн пӗр компоненчӗ пулнине палӑртнӑ. Хальлӗхе делегаци хӑҫан каясси паллӑ мар. Ку, посол каланӑ тӑрӑх, Чӑваш Енрен, вӑл хӑҫан кайма пултарассинчен килет. Хыпар ҫӑлкуҫӗ:
|
Персона
![]() culture.cap.ru сӑнӳкерчӗкӗ Ҫак кунсенче Чӑваш патшалӑх ӳнер музейӗнче «Филипп Лукин. Композитор и дирижер» (чӑв. Филипп Лукин. Композитор тата дирижёр) курав ӗҫлет. Ӑна виҫӗмкун, утӑ уйӑхӗн 2-мӗшӗнче, уҫнӑ. Курава РСФСР халӑх артисчӗ тата паллӑ композитор Филипп Лукин ҫуралнӑранпа 110 ҫул ҫитнине халалланӑ. Паллӑ композитора портрет урлӑ В.М. Макаров, П.Г. Григорьев-Савушкин тата А.Н. Алимасов художниксем сӑнласа панӑ ӗҫсем музейра упранаҫҫӗ. Филипп Миронович Лукин (1913-1994) – композитор, хор дирижерӗ, педагог. Чӑваш Енре музыка культурине професси шайӗнче аталантарни ун ячӗпе те тӳрремӗн ҫыхӑннӑ. Сӑмах май каласан, Филипп Лукин — Мускаври консерваторире аслӑ пӗлӳ илнӗ малтанхи чӑваш музыканчӗсенчен пӗри. Хыпар ҫӑлкуҫӗ:
|
Сывлӑх
![]() medicin.cap.ru сӑнӳкерчӗкӗсемпе усӑ курнӑ Республикӑн ача-пӑча клиника пульницинче ҫулталӑкри пӗр ача мӗн ҫут тӗнчене килнӗренпех сипленет иккен. Ӳпке чирне пула вӑл хӑй тӗллӗн сывлаймасть. Кунне темиҫе хутчен те ӑна ятарлӑ аппаратпа сывлаттараҫҫӗ. Пӗчӗкскере темиҫе хут та операци тунӑ. Ҫывӑх вӑхӑтра тата тепӗр операци тума тивӗ. Черетлӗ хутчен реабилитаци витӗр тухнӑ чухне ачана хамӑр ҫӗршывра туса кӑларнӑ ҫӗнӗ йышши аппаратпа сывлаттараҫҫӗ. Нумаях пулмасть ача ҫулталӑк тултарнӑ. Ҫав ятпа Валентина Чумакова анестезиолог-реаниматолог килӗнчен торт пӗҫерсе килнӗ. Тухтӑрсем пӗчӗкскерпе питех те ҫывӑхланса кайнине палӑртаҫҫӗ иккен, ҫавӑнпа ӑна вӗсем савӑнтарас тенӗ. Хыпар ҫӑлкуҫӗ:
|
Шупашкарта ҫывӑх вӑхӑтра (01.03.2025 21:00) сайра пӗлӗтлӗ ҫанталӑк, атмосфера пусӑмӗ 757 - 759 мм, -3 - -5 градус сивӗ пулӗ, ҫил 1-3 м/ҫ хӑвӑртлӑхпа кӑнтӑр енчен вӗрӗ.
| Магницкий Василий Константинович, паллӑ чӑваш ҫутта кӑлараканӗ, историкӗ, этнографӗ вилнӗ. | ||
| Ишетер Федосия Дмитриевна, чӑваш тӑлмачӗ ҫут тӗнчерен уйрӑлса кайнӑ. | ||
![]() | Пулӑм хуш... |