Пӑтӑрмахсем
![]() 21.мвд.рф сӑнӳкерчӗкӗ Ҫӗнӗ Шупашкарта пурӑнакан ҫамрӑк хӗрарӑм 5 банкра кредит илсе ултавҫӑсене укҫа куҫарса панӑ. Хӗрарӑм патне иртнӗ уйӑх вӗҫӗнче ют ҫын шӑнкӑравланӑ. Вӑл хӑйӗнпе право хуралӗн тытӑмӗнче ӗҫлекен ҫын тесе паллаштарнӑ, хӗрарӑма такамсем улталасшӑн тесе тыттарнӑ. Ҫав ҫын ӗнентернӗ тӑрӑх, хӗрарӑм ячӗпе темле арҫын кредит илесшӗн-мӗн, укҫи-тенке упраса хӑварас тесе «хӑрушсӑр» счёт ҫине куҫармалла-мӗн. Хӗрарӑм ултавҫӑсем каланӑ банксене кайса кивҫен укҫа илнӗ. Кредит учрежденийӗсенче ӑна ултавҫӑсем пулма пултарни ҫинчен асӑрхаттарнӑ, анчах вӑл никама та итлемен. Кредит илсе пурӗ 2 миллион тенкӗ ытла укҫана такамсене куҫарса панӑ. Хыпар ҫӑлкуҫӗ:
|
Ҫул-йӗр
![]() stylishbag.ru сӑнӳкерчӗкӗ М-12 «Восток» (чӑв. Хӗвелтухӑҫ) федераци ҫулӗн Чӑваш Енпе иртекен пайне кӑҫалхи чӳк уйӑхӗнче уҫасшӑн. Ҫакӑн пирки Раҫҫейӗн вице-премьерӗ Марат Хуснуллин Хӗвелтухӑҫ экономика форумӗн кулуарӗнче пӗлтернӗ. «Ҫулӑн тепӗр пайне чӳк уйӑхӗсенче уҫма палӑртатпӑр. Вӑл лаптӑк тӗпрен илсен Чӑваш Ен территорийӗпе иртет. Ӑна эпир чӳк уйӑхӗнче уҫӑпӑр, раштав уйӑхӗн 20-мӗшӗнче трассӑна хута ярӑпӑр. Ку вӑл 150 километра яхӑн тӑршшӗ», — тенӗ Хуснуллин. Хыпар ҫӑлкуҫӗ:
|
Ҫул-йӗр
![]() cap.ru сайтри сӑн Сӗнтӗрвӑррипе Куславкка районне тӳртен ҫыхӑнтаракан ҫул пуласси пирки пӗлтернӗччӗ тахҫан. ЧР транспорт министрӗ Владимир Осипов вӑл тепӗр уйӑхран уҫӑласси пирки каланӑ. Виҫӗ ҫухрӑма тӑсӑлӑкан ҫул 80 процент хатӗр. Подрядчик, «Воддорстрой», планра палӑртнинчен хӑвӑртрах ӗҫлесе пырать. Планпа килӗшӳллӗн, ҫула кӑҫал чӳк уйӑхӗччен туса пӗтермелле. Хальхи вӑхӑтра Куславккаран Сӗнтӗрвӑррине ҫитес тесен 87 ҫухрӑм тавран каймалла. Ҫӗнӗ ҫула тусан вӑл 56 километрпа танлашӗ. Кунсӑр пуҫне М-7 ҫине тухмалла пулмӗ. Хыпар ҫӑлкуҫӗ:
|
Раҫҫейре
![]() ria.ru сӑнӳкерчӗкӗ Кӑҫал пирӗн ҫӗршыври ача-пӑча уйлӑхӗсене путёвкӑсем пӗлтӗрхинчен самай сахалрах сутнӑ. Цифра чӗлхипе каласан, 30-40 процент сахалрах. Туроператорсем ҫакна ача-пӑча путёвкисен хакӗ 15-20 процент хакланнипе тата ҫӗршывра пурӑнакансем путёвка туянайманнипе сӑлтавлаҫҫӗ-мӗн. Кун пирки Туриндустрин Раҫҫейри союзӗнче пӗлтернӗ. Хыпар ҫӑлкуҫӗ:
|
Культура
![]() Ольга Иванова страницинчен илнӗ сӑнӳкерчӗк Ӗнер, авӑн уйӑхӗн 12-мӗшенче, Чӑваш Енӗн Наци вулавӑшӗнче Улькка Эльменӗн «Пурнӑҫ сулӑнка лексен...» романӗн хӑтлавӗ иртнӗ. Кӑларӑм Чӑваш кӗнеке издательствинче пичетленнӗ. Ӑна пахалама прозаиксемпе поэтсем, литературоведсемпе критиксем, журналистсемпе вулавӑш ӗҫченӗсем йышлӑн пуҫтарӑннӑ. Людмила Сачкова прозаик шухӑшланӑ тӑрӑх, «сюжет аталанӑвӗ, конфликт – йӑлт вырӑнлӑ. Сӑнарсен портречӗсем тулли, характерсене кӑтартса пама пултарнӑ». Юрий Артемьев критик, литературовед «романри характерсем пулса ҫитнӗ. Ку авторӑн пӗрремӗш кӗнеки марри сисӗнет»,— тесе палӑртса хӑварнӑ. Хыпар ҫӑлкуҫӗ:
|
Политика
![]() cap.ru сӑнӳкерчӗкӗ Утӑ уйӑхӗн вӗҫӗнче Комсомольски район администрацийӗн пуҫлӑхӗ Александр Осипов ӗҫрен кайнӑ. Халӗ, хушупа килӗшӳллӗн, ку пукана урӑх ҫын йышӑннӑ - тивӗҫе Николай Раськин хӑйӗн ҫине илнӗ. Николай Никандрович Патӑрьел районӗнчи Нӑрваш Шӑхаль ялӗнче ҫуралса ӳснӗ. Унччен вӑл ял тӑрӑхӗн пуҫлӑхӗ пулнӑ, унтан - район администрацийӗн пуҫлӑхӗн ҫумӗ. Юлашки вӑхӑтра Комсомольски район администрацийӗн пуҫлӑхӗн ял хуҫалӑх енӗпе ӗҫлекен ҫумӗ пулнӑ. Александр Осипов кайсан унӑн тивӗҫӗсене вӑхӑтлӑха пурнӑҫланӑ. Хыпар ҫӑлкуҫӗ:
|
Культура
![]() petersburg24.ru сайтри сӑн «Россия-1» телеканалпа «Ну-ка, все вместе» юрӑ-кӗвӗ кӑларӑмӗ пырать. Нумаях пулмасть пиллӗкмӗш сезон пуҫланнӑ. Ку кӑларӑмра суйланӑ 8 ҫын паллӑ ҫынсен юррисене шӑрантараҫҫӗ. Вӗсен пултарулӑхне ҫӗр-ҫӗр эксперт хаклать. Пиллӗкмӗш сезонра вӗсен йышӗнче Чӑваш Енре ҫуралса ӳснӗ Танина Лодоре те пулӗ. Вӑл - Канаш районӗнчи Янкӑлч ялӗнчен, Шупашкарти музыка училищинче вӗреннӗ. Кайран Раҫҫей сцена ӳнерӗн патшалӑх институтне пӗтернӗ. Халӗ Танина Питӗрте пурӑнать. Хӑш чухне ҫӗршыв тӑрӑх гастрольпе ҫӳрет. Танина юрӑ-кӗвӗре Бразили стильне кӑмӑллать. Анчах вӑл хӑй чӑваш пулнине пытармасть, тӑван чӗлхене лайӑх пӗлет. Хыпар ҫӑлкуҫӗ:
|
Персона
![]() ШӖМ тунӑ сӑн Ҫӗмӗрлере 44 ҫулти арҫын чутах матрас ҫинчех ҫунса кайман. Ӑна полици сержанчӗ Валерий Медяев ҫӑлнӑ. Ҫурла уйӑхӗн 31-мӗшӗнче ҫур ҫӗр иртни 1 сехетре полицейски патне арҫын чупса пынӑ та Интернационалистсен урамӗнчи ҫуртри хваттер чӳречинчен тӗтӗм тухни пирки пӗлтернӗ. Валерий Медяев полици сержанчӗ вырӑна васканӑ. Алӑкран шаккасан кил хуҫи уҫман. Полицейски хваттере чӳречерен кӗнӗ те арҫын ҫунма пуҫланӑ матрас ҫинче выртнине курнӑ. Хайхискер пирус тӗпне сӳнтермесӗрех ҫывӑрса кайнӑ. Ӑна вӑл урама илсе тухнӑ, ҫулӑма сӳнтернӗ. Кил хуҫи сывлӑшра часах тӑна кӗнӗ. Ӑна тухтӑрсен пулӑшӑвӗ кирлӗ пулман. Хыпар ҫӑлкуҫӗ:
|
Кӳршӗре
![]() vk.com сайтри сӑн Авӑн уйӑхӗн 8-мӗшӗнче Ҫӗнӗ Шупашкарти икӗ арҫын Мари Эл вӑрманне, Звенигово районне, шур ҫырли пуҫтарма кайнӑ. Анчах ҫырла пуҫтарнӑ чухне пӗри ҫухалса кайнӑ. Тепри ӑна шыранӑ, анчах кӑлӑхах. Ку хыпар Мари Элти ҫӑлавҫӑсем патне ҫитнӗ. Кӑнтӑрла вӗсем арҫынна шырама тухнӑ. Ку ӗҫе ахаль ҫынсем те хутшӑннӑ. Арҫынна тепӗр кун, авӑн уйӑхӗн 9-мӗшӗнче, ирхи 6 сехет те 15 минутра тупнӑ. Палӑртмалла: вӑл 1952 ҫулта ҫуралнӑскер. Хыпар ҫӑлкуҫӗ:
|
Республикӑра
![]() ШӖМ тунӑ сӑн Авӑн уйӑхӗн 7-мешӗнче полицейскисем Муркаш районӗнчи Юнкӑпуҫ ялӗ ҫывӑхӗнче, М-7 ҫул ҫинче, «Хендай Туксон» машинӑна чарнӑ. Руль умӗнче Чулхулари 35 ҫулти арҫын ларнӑ. Йӗрке хуралҫисем машинӑри вӑрттӑн вырӑнта синтетика наркотикӗ тупнӑ. Пӗтӗмпе – 4 килограма яхӑн. Арҫын тӗлӗшпе пуҫиле ӗҫ пуҫарнӑ. Ӑна уйрӑмах пысӑк виҫепе наркотик сутма тӑнӑшӑн судра явап тыттарӗҫ. Арҫынна следстви вӑхӑтӗнче хупнӑ. Хыпар ҫӑлкуҫӗ:
|
Шупашкарта ҫывӑх вӑхӑтра (19.05.2025 21:00) пӗлӗтлӗ ҫанталӑк, атмосфера пусӑмӗ 740 - 742 мм, 14 - 16 градус ӑшӑ пулӗ, ҫил 0-2 м/ҫ хӑвӑртлӑхпа кӑнтӑр-хӗвелтухӑҫ енчен вӗрӗ.
| Никольский Николай Васильевич, «Хыпар» хаҫатӑн никӗслевҫи, чӑваш чӗлхи тӗпчевҫи ҫуралнӑ. | ||
| Илпек Микулайӗ, чӑваш ҫыравҫи, тӑлмачӗ ҫуралнӑ. | ||
| Родионов Виктор Иосифович, театр актёрӗ, Чӑваш АССРӗн тава тивӗҫлӗ артисчӗ вилнӗ. | ||
| Бикчурин Рассых Фахрутдинови, чӑваш спортсменӗ ҫут тӗнчерен уйрӑлса кайнӑ. | ||
![]() | Пулӑм хуш... |