Культура
![]() t.me/nikamran каналтан илнӗ сӑнӳкерчӗк Ыран, утӑ уйӑхӗн 8-мӗшӗнче, Тутарстанри Элкел районӗнчи Сиктӗрме ялӗнче республика шайӗнчи Уяв иртӗ. Уяв ирхи 8 сехетрех пуҫланӗ. Вӑл 16 сехетчен пырӗ. Ҫав вӑхӑтра Сиктӗрмере тӗрлӗ курав, ӑстлӑх лаҫҫисем ӗҫлӗҫ. Телеграмри «Пуринчен малтан. Ҫывӑрса юлмасан» каналта пӗлтернӗ тӑрӑх, 10 сехетре «Янра хут купӑс» конкурс пуҫланӗ. Унта 75 купӑсҫӑ хутшӑнӗ. «Уяв пики» конкурсра 12 хӗр ӑмӑртӗ, вӗсенчен виҫҫӗшӗ Чӑваш Енрен кайӗ. Кӑҫалхи Уявра «Ача-пӑча вӑйӑ карти» те пулӗ. Хыпар ҫӑлкуҫӗ:
|
Раҫҫейре
![]() trn-news.ru сӑнӳкерчӗкӗ Раҫҫейре Краснодарти аэропорта уҫас ыйтӑва сӳтсе яваҫҫӗ. Авиагавань самолётсене ҫулталӑк ытла ӗнтӗ йышӑнмасть. Ҫакӑн пек йышӑнӑва ятарлӑ ҫар операцийӗ пуҫӑнсан тунӑччӗ. Краснодар аэропорчӗ ӗҫлеменрен ҫынсен пуйӑспа, «Дон» М-4» автоҫулпа кайма е урӑх хуласем урлӑ вӗҫме тивет. Сочинчи аэропорт авиапассажирсене виҫерен 4 хут ытларах йышӑннӑ. Экспертсем шухӑшланӑ тӑрӑх, Краснодар аэропортне хупӑ тытма кирлех те мар. Ҫитменнине унта самолётсем вӗҫме тытӑнасса миллионшар ҫын кӗтет. Хыпар ҫӑлкуҫӗ:
|
Ҫутҫанталӑк
![]() Урамра чӑннипех те ҫуллахи шӑрӑх хуҫаланать. Ӗнер термометр 29,4 градус кӑтартнӑ, паян – 30 градус. Шӑматкун тата шӑрӑхрах пулӗ – кӑнтӑрла термометр 30-35 градус кӑтартӗ. Ҫитес кунсенче ҫӗрлесерен те 17-22 градус ӑшӑ пулӗ. Вырсарникун тӳпене пӗлӗтсем карса илӗҫ, вырӑнӑн-вырӑнӑн ҫумӑр ҫукалӗ. Ҫак кун шӑрӑх мар, сывлама ҫук пӑчӑ пулӗ ахӑртнех. Вырсарникун каҫхине лайӑх ҫумӑр ҫумалла. Тунтикун каҫхине те синоптиксем ҫумӑр кӗтме калаҫҫӗ. Темиҫе кунра ҫур уйӑхри норма тулма пултарӗ. Ҫиетс эрне 21-26 градус ӑшӑран пуҫланӗ, ҫил вӑйланӗ. Аслати чухне пушшех те вӑйлӑ пулӗ. Эрне варринче кӑнтӑрла термометр 20 градус кӑтартӗ. Ҫил ҫурҫӗр, ҫурҫӗр-хӗвеланӑҫ енчен вӗрӗ. Тепӗр эрнере канмалли кунсем тӗлне 25 градус таран ӑшӑтӗ. Малтанлӑха пӗлтернӗ тӑрӑх, утӑ уйӑхӗ малалла хӑтлӑ ҫанталӑкпа савӑнтарӗ. Хыпар ҫӑлкуҫӗ:
|
Пӑтӑрмахсем
![]() Инкеклӗ лару-тӑру министерстви архивӗнчи сӑн Ӗнер, утӑ уйӑхӗн 6-мӗшӗнче, Шупашкар районӗнчи Вӑрманкасра ҫамрӑк арҫын путса вилнӗ. Инкеклӗ лару-тӑру министерстви пӗлтернӗ тӑрӑх, вӑл шыва кӗме юраман вырӑнта чӑмпӑлтатма шутланӑ. Ҫитменнине, хӑй ӳсӗр пулнӑ. Ку инкек 18 сехет те 10 минутра пулнӑ. Путнӑ арҫын 35 ҫулта пулнӑ, Шупашкарта пурӑннӑ. Палӑртмалла: ҫулталӑк пуҫланнӑранпа республикӑра 14 ҫын путса вилнӗ, вӗсенчен 5-шӗ – ачасем. Хыпар ҫӑлкуҫӗ:
|
Персона
![]() ЧАССР тата РСФСР тава тивӗҫлӗ тухтӑрӗ, ЧР сывлӑх сыхлавӗн министрӗ пулнӑ Николай Григорьев ӗнер пурнӑҫран уйрӑлнӑ. Вӑл 90 ҫула кайнӑ пулнӑ. Канаш тӑрӑхӗнче ҫуралнӑскер Хусанти медицина институтне пӗтернӗ, унтан Тӑвайри тӗп пульницӑра хирургра ӗҫлеме пуҫланӑ, кайран тӗп тухтӑр пулнӑ. Кун хыҫҫӑн Канаш хулин пульницинче, Республикӑри пульницӑра ӗҫленӗ. 1979-1994 ҫулсенче вӑл ЧР сывлӑх сыхлавӗн министрӗ пулнӑ. Унта 15 ҫул тӑрӑшнӑ. Николай Григорьевпа утӑн 8-мӗшӗнче 11 сехетре Шупашкарти Граждан урамӗнчи 19-мӗш ҫуртра сывпуллашӗҫ. Ӑна хӑйӗн тӑван ялӗнче, Кайӑкъялӗнче, пытарӗҫ. Хыпар ҫӑлкуҫӗ:
|
Экономика
![]() t.me/pro_cheby сӑнӳкерчӗкӗ Ҫывӑх вӑхӑтра пирӗн ҫӗршывра йӑлара усӑ курмалли хатӗр-хӗтӗр тата электроника хакланасси пирки систереҫҫӗ. Телеграмри «Чебоксары в курсе» каналта пӗлтернӗ тӑрӑх, хаксем ҫывӑх вӑхӑтра 10-15 процент ӳссе кайӗҫ. Ҫакӑ ноутбуксене, планшетсемпе смартфонсене уйрӑмах пырса тивӗ. Хак хӑпарни тенкӗ хӑй хакне ҫухатнипе ҫыхӑннӑ. Хуласенчи лавккасенче хаксене ҫитес эрнере ылмаштарма тытӑнӗҫ. Ҫӗнӗ ҫӑмӑл автомашинӑсем ҫулла тата кӗркунне 5-10 процент хакланӗҫ. Ҫакӑ та ҫӗртме уйӑхӗнченпе Раҫҫей валюти хӑй хакне ҫухатнипе ҫыхӑннӑ. Ҫавна май ют ҫӗршывран килекен саппас пайсен тата автомобильсен хакӗ ӳссе кайӗ. Хыпар ҫӑлкуҫӗ:
|
Культура
![]() drama21.ru сӑнӳкерчӗкӗ К.В. Иванов ячӗллӗ Чӑваш патшалӑх академи драма театрӗнче юбилейлӑ 105-мӗш сезона хупма хатӗрленеҫҫӗ. Сезона «Юрлар-и, ташлар-и, фольклорпа джаз кӗввипе» ӗҫпе утӑ уйӑхӗн 14-мӗшӗнче хупӗҫ. Ӑна СССР халӑх артсичӗ Валерий Яковлев лартнӑ. Унччен вара утӑ уйӑхӗн 12-мӗшӗнче театрта «Ҫын пурнӑҫӗ» спектакль кӑтартӗҫ. Ӑна Леонид Андреев пьеси тӑрӑх Василий Иванов режиссёр лартнӑ. Пьесӑна 1906 ҫулта ҫырнӑ. Ӑна чӑвашла Чӑваш Республикин культурӑн тава тивӗҫлӗ ӗҫченӗ Ольга Туркай куҫарнӑ. Хыпар ҫӑлкуҫӗ:
|
Ҫурт-йӗр
![]() stroiteh-msk.ru сӑнӳкерчӗкӗ Чӑваш Енре тӑлӑх ачасене ҫурт-йӗр туянма паракан сертификата малашне 23 ҫула ҫитичченех пама тытӑнӗҫ. Ятарлӑ саккуна улшӑну кӗртнӗ хыҫҫӑн ку цифра 21 ҫулпа танлашӗ. Ҫурт-йӗр сертификатне призывпа ҫар службине тухакансене, I е II ушкӑнри инвалид пулсан, I ушкӑнри инвалида е вата ҫынна пӑхсан парӗҫ. Ҫурт-йӗр сертификачӗпе тӑлӑх ачасем хӑйсем пурӑнакан вырӑнта кӑна мар, урӑх ҫӗрте те ҫурт е хваттер туянайӗҫ. Енчен ҫамрӑк ҫын ипотека хваттерӗнче пурӑнать пулсан, ипотека парӑмне вӑл пӗтӗмпех е пӗр пайне ҫав сертификатпа татма пултарӗ. Хыпар ҫӑлкуҫӗ:
|
Ял хуҫалӑхӗ
![]() cap.ru сӑнӳкерчӗкӗ Чӑваш Енри агропромышленность комплексӗнче туса илекен продукци тӗнчипех ӑсанать. Ял хуҫалӑх министрӗ Сергей Артамонов канашлусенчен пӗринче пӗлтернӗ тӑрӑх, ют ҫӗре уйрӑмах анлӑ ӑсанакан продукци шутӗнче — ҫу валли туса илекен йӗтӗн (ку культура экспортӑн пӗтӗмӗшле тӳпин 21,8 процентне йышӑнать); севок-сухан (18,3%); кайӑк-кӗшӗк какайӗ (18,3%); ҫӑкӑр-булка (14,0%); ҫу культурисем (13,7%); шоколад (5,8%). Севок-сухана экспорта ӑсатасси кӑҫалхи ҫур ҫулта 41,5 хут ӳснӗ, тип ҫӑва — 18,6 хут, ликерпа водка изделийӗсене — 58,3%; сӑрана — 28,5%. Чӑваш Ен продукцийӗн пысӑк пайӗ Польшӑна (мӗнпур экспортран 33,8%), Китая (24,6%), Германие (9,3%), Сербие (6,8%), Таджикистана (4,3%), Белоруссие (4,3%) каять. Унсӑр пуҫне Монголи, Туркменистан, Израиль, Молдави, АПШ, Таджикистан, Йемен, Канада, Ирак, Азербайджан туянать. Кӑҫалхи ҫур ҫулта пирӗн патран АПК продукцине 16 пин тонна ытла ӑсатнӑ, укҫа ҫине куҫарсан, 22,9 млн долларлӑх (ку вӑл пӗлтӗрхи ҫур ҫултинчен 0,4% нумайрах). Хыпар ҫӑлкуҫӗ:
|
Республикӑра
![]() Прокуратура архивӗнчи сӑн Ӗнер кӑнтӑрла хыҫҫӑн Тӑвай районӗнче Вырӑс Нарвашӗнчен инҫех мар ҫӳп-ҫап купи ҫунма тытӑннӑ. Кун пирки ҫынсем васкавлӑ службӑна 16 сехет те 16 минутра шӑнкӑравласа пӗлтернӗ. Пушарнӑйсем тӳрех ҫитнӗ. Вырӑна район прокурорӗн ҫумӗ Артур Белов та пынӑ. 18 сехет ҫурӑ тӗлне полигонра унта-кунта ҫунакан вырӑнсем кӑна юлнӑ. Вӗсене тӑпрапа, шывпа сапнӑ. Халӗ прокуратура тӗрӗслев ирттерсе ҫӳп-ҫап купи мӗншӗн ҫунма тытӑннине палӑртать. Хыпар ҫӑлкуҫӗ:
|
Шупашкарта ҫывӑх вӑхӑтра (01.03.2025 21:00) сайра пӗлӗтлӗ ҫанталӑк, атмосфера пусӑмӗ 757 - 759 мм, -3 - -5 градус сивӗ пулӗ, ҫил 1-3 м/ҫ хӑвӑртлӑхпа кӑнтӑр енчен вӗрӗ.
| Магницкий Василий Константинович, паллӑ чӑваш ҫутта кӑлараканӗ, историкӗ, этнографӗ вилнӗ. | ||
| Ишетер Федосия Дмитриевна, чӑваш тӑлмачӗ ҫут тӗнчерен уйрӑлса кайнӑ. | ||
![]() | Пулӑм хуш... |