Пирӗн республикӑра пурӑнакансем сахӑр диабетӗнчен паракан тӳлевсӗр эмеле вӑхӑтра илеймеҫҫӗ иккен. Кун пирки вӗсем РФ Следстви комитечӗн республикӑри управленийӗн ертӳҫи Александр Полтинин тата республика прокурорӗ Эдуард Гиматов ирттернӗ йышӑну вӑхӑтӗнче пӗлтернӗ. Тӗлпулӑва республикӑн сывлах сыхлав министрӗ Владимир Степанов та хутшӑннӑ.
Йышӑнӑва 14 ҫын пынӑ. Вӗсем каласа кӑтартнӑ тӑрӑх, тухтӑрсем ҫырса панӑ эмеле чылай вӑхӑт илеймеҫҫӗ, ҫавна май йӗркеллӗ сипленеймеҫҫӗ.
Ку ыйтупа ҫыхӑннӑ материалсене Чӑваш Ен прокуратури следстви управленине ярса панӑ, унтисем яваплисем епле ӗҫленине хак парӗҫ.