Сайта кӗр | Регистраци | Сайта кӗрсен унпа туллин усӑ курма пулӗ
 +14.3 °C
Пӑсма пӗр кун, тума виҫ кун.
[ваттисен сӑмахӗ]
 

Хыпарсем

Республикӑра

Республика Элтеперӗ Олег Николаев кӑрлачӑн 31-мӗшӗнче ЧР Патшалӑх Канашне янӑ Ҫырура Тӑван ҫӗршывӑн Аслӑ вӑрҫинче ҫӗнтернӗренпе 80 ҫул ҫитнӗ май пӗр хутчен 20 пин тенкӗ пама сӗннӗ.

Ӑна вӑрҫӑ ветеранӗсемпе тӑлӑх арӑмӗсене, сусӑрӗсене, Ленинград блокадине лекнисене, концлагерьте пулнисене лекӗ. Тыл ӗҫченӗсене 5 пин тенкӗ пама сӗннӗ. Вӑрҫӑ ачисене пӗр хутчен паракан тӳлеве вара 5 пин таран ӳстерме каланӑ. Унччен вӑл 2 пин тенкӗпе танлашнӑ.

 

Культура
"Контактри" сӑн
"Контактри" сӑн

Шупашкарти ачасемпе ҫамрӑксен пултарулӑх керменӗн вӗрентекенӗсем кӑсӑклӑ вӑйӑ шутласа кӑларнӑ. Вӑл пулӑшнипе ачасем республика историне, культурине, йӑли-йӗркине лайӑхрах пӗлме пултараҫҫӗ.

Вӑйӑ вылякансем наци костюмӗллӗ кӳлепе суйлаҫҫӗ те Чӑваш Ен тӑрӑх ҫулҫӳреве каяҫҫӗ. Республика карттине тӗрлӗ тӗслӗ 60 клеткӑна пайланӑ, кашнинче тематика ыйтӑвӗ тата заданийӗ пур.

Палӑртмалла: ку проекта культура пуҫарӑвӗсен Президент фончӗн грантне ҫӗнсе илнӗ.

Хыпар ҫӑлкуҫӗ: https://vk.com/wall-194537172_19414
 

Персона
culture.cap.ru сӑнӳкерчӗкӗ
culture.cap.ru сӑнӳкерчӗкӗ

Кӑрлач уйӑхӗн 30-мӗшӗнче Чӑваш Енӗн Наци вулавӑшӗнче Людмила Митрохинӑн «Нам не дано предугадать… Анатолий Рыбкин. Странный, добрый, вечный мир» кӗнекине хӑтланӑ.

Анатолий Рыбкин — Раҫҫейӗн тава тивӗҫлӗ художникӗ, Раҫҫейри ӳнер академийӗн член-корреспонденчӗ, чӑваш халӑх художникӗ, Чӑваш Республикин литературӑпа ӳнер патшалӑх премийӗн лауреачӗ, Сӗнтервӑрри районӗн хисеплӗ ҫынни.

Людмила Митрохина – Ӳнерҫӗсен ассоциацийӗн Питӗрти уйрӑмӗн вице-председателӗ.

 

Пӑтӑрмахсем
Следстви комитечӗ тунӑ сӑн
Следстви комитечӗ тунӑ сӑн

Полицейскисем Ҫӗнӗ Шупашкарти арҫынна тытса чарнӑ. Вӑл 41 ҫулти ывӑлне вӗлернӗ тесе шутлаҫҫӗ.

Следстви пӗлтернӗ тӑрӑх, кӑрлачӑн 29-мӗшӗнче ашшӗпе ывӑлӗ пӗрле эрех ӗҫнӗ. Вӑрҫӑнса кайсан асли кӗҫӗннине ҫӗҫӗпе пуҫӗнчен тата мӑйӗнчен икӗ хутчен чикнӗ. Ывӑлӗ ҫавӑнтах вилнӗ.

Хыпар ҫӑлкуҫӗ: https://t.me/chuvashia_sledcome
 

Ҫутҫанталӑк

Синоптиксем пире ку эрнере пуш уйӑхӗнчи ҫанталӑка кӗтмеллине пӗлтерчӗҫ те… ака уйӑхӗ килчӗ. Паян кӑҫалхи хӗллен чи ӑшӑ кунӗ – климат норминчен 11-12 градус ӑшӑрах.

Малтан – нарӑс. Шӑматкун ашӑ пулӗ-ха. Каҫ енне кӑна йӗпе юр ҫума тытӑнӗ. Вырсарникун кӑнтӑрла вӑйлӑрах ҫӑвӗ. Ҫӗрле 0-рен сивӗрех пулӗ. Тунтикун вара хӗвел те тухӗ. Ытларикун типӗ юр ӳкӗ.

Ҫитес эрне варринче пӗлӗтсем сирӗлӗҫ. Ҫӗрлесерен 10-15 градус таран сивӗтӗ. Кӑнтӑрласерен 5 градус сивӗ пулӗ.

Малтанлӑха пӗлтернӗ тӑрӑх, пӗрремӗш декадӑра сивӗтет пулсан та ҫанталӑк климат норминчен 5-6 градус ӑшӑрах пулӗ.

 

Пӑтӑрмахсем

Улатӑрта 55 ҫулти педофил 11 ҫулти хӗрачана тапӑннӑ. Ӑна тытса чарнӑ, пуҫиле ӗҫ пуҫарнӑ.

Следстви версийӗ тӑрӑх, кӑрлач уйӑхӗн 28-мӗшӗнче вӑл нумай хваттерлӗ ҫурт подъездӗнче хӗрачана тапӑннӑ. Ача киле таврӑннӑ чухне пулнӑ ку. Вӑл унӑн вӑйсӑрлӑхӗпе усӑ курса ун тӗлӗшпе ясар шухӑшӗсене пурнӑҫланӑ.

Следстви комитечӗ ҫак санӳкерчӗке лайӑх сӑнама ыйтать. Тен, вӑл тата кама-тӑр пусмӑрланӑ. Кун пирки пӗлтерекенсен информацийӗ вӑрттӑнлӑхра пулӗ.

Хыпар ҫӑлкуҫӗ: https://t.me/chuvashia_sledcome/2891
 

Республикӑра
"Контактри" сӑн
"Контактри" сӑн

Ӗнер кӑнтӑрла Елчӗкре пӗр хӗрарӑм 34-ри ывӑлӗ хӑйне килпетсӗр тытни, вӗлерессипе хӑратни пирки полицие пӗлтернӗ. Арҫын – унччен судпа айӑпланнӑскер.

Полици вырӑна ҫитнӗ. Район прокурорӗ Александр Кудряшов та унта пынӑ. Йӗрке хуралҫисене курсан арҫын пушшех те урса кайнӑ, ҫӗҫӗпе, пӑшал евӗр япаласемпе хӑратма тытӑннӑ.

Полицейскисем унпа 2 сехет калаҫнӑ, лӑпланма ыйтнӑ. Ун хыҫҫӑн ӑна тытса чарайнӑ. Халӗ тӗрӗслев пырать, пуҫиле ӗҫ пуҫарасси пирки шутлаҫҫӗ.

Хыпар ҫӑлкуҫӗ: https://vk.com/wall-143818234_417771
 

Культура
«Ял пурнӑҫӗ» хаҫат сӑнӳкерчӗкӗ
«Ял пурнӑҫӗ» хаҫат сӑнӳкерчӗкӗ

Трак Ен района йӗркеленӗренпе 90 ҫул ҫитнине паллӑ тунӑ. Кун пирки «Ял пурнӑҫӗ» хаҫат халӑх тетелӗнчи хӑйӗн страницинче пӗлтернӗ. Уяв Упири кану центрӗнче иртнӗ.

Трак ҫӗрӗ виҫӗ паттӑрпа – Упи, Пипарс, Пайтул – мӑнаҫланать. Маларах асӑннӑ хаҫат хыпарланӑ тӑрӑх, хӑнасене ҫӗр ҫыннин ирӗклӗхӗшӗн кӗрешнӗ пӑхаттирсем кӗтсе илнӗ.

Красноармейски округӗн пуҫлӑхӗ Павел Семенов сӑмах каланӑ.

Хыпар ҫӑлкуҫӗ: https://vk.com/wall-225959711_136
 

Персона
"Контактри" сӑн
"Контактри" сӑн

Хӗрлӗ Чутай округӗнчи Ҫӗнӗ Атикасси ялӗнче пурӑнакан Клавдия Ижетниковӑна, 101 ҫулти ветерана, Ҫӗнтерӳ пулнӑранпа 80 ҫул ҫитнине халалланӑ медальпе чысланӑ.

Клавдия Гавриловнпа 1942 ҫулта фронта хӑйӗн ирӗкӗпе кайнӑ, автомат ротинче Серпуховшӑн ҫапӑҫнӑ. Унта вӑл йывӑр аманнӑ – кӑкӑрне ванчӑк кӗрсе ларнӑ.

Вӑрҫӑ хыҫҫӑн Клавдия ача чухнехи ӗмӗтне пурнӑҫланӑ – вӗрентекен пулнӑ. Ӗмӗр тӑршшӗпех педагогикӑра ӗҫленӗ вӑл. Мӑшӑрӗпе 3 ача ҫуратса ӳстернӗ.

Хыпар ҫӑлкуҫӗ: https://vk.com/wall-191629825_74515
 

Республикӑра
lenta.ru сайтри сӑн
lenta.ru сайтри сӑн

ЧР Элтеперӗ Олег Николаев республикӑра мигрантсене хӑш-пӗр тытӑмра ӗҫлеме чаракан хушӑва алӑ пуснӑ.

Кӑҫал ака уйӑхӗн 1-мӗшӗнчен ют ҫӗршывран килнисен таксире, общество транспортӗнче ӗҫлеме юрамӗ. Мӗн тӗллевпе тунӑ-ха ҫакна? Миграци йӗркисене пӑснӑ тӗслӗх сахалрах пултӑр тата вырӑнти ҫынсен ӗҫе вырнаҫма май пултӑр тесе.

Ку чару Казахстан, Армени, Беларуҫ, Кӑркӑсстан ҫыннисене тата Раҫҫейре ӗҫлеме ирӗк илнӗ пысӑк квалификациллӗ специалистсене пырса тивмест.

Хыпар ҫӑлкуҫӗ: https://vk.com/wall-194537172_19341
 

Страницӑсем: 1 ... 446, 447, 448, 449, 450, 451, 452, 453, 454, 455, [456], 457, 458, 459, 460, 461, 462, 463, 464, 465, 466, ... 4274
Orphus

Баннерсем

Шутлавҫӑсем

0 Хурал кӗтесӗ (чат)

Ҫанталӑк

Гороскоп

СурӑхВӑкӑрЙӗкӗрешРакАрӑсланХӗрПулӑсем
Сурӑх: Малашлӑхра тупӑш паракан проектсене пуҫӑнма лайӑх вӑхӑт. Эрне варринелле вӑй-хал, хастарлӑх чакма пултарӗ, ҫавӑнпа вӑя тӗрӗс пайласа усӑ курма пӗлӗр.

Юпа, 13

1885
141
Юман Мӗтри, чӑваш ҫыравҫи, драматургӗ ҫуралнӑ.
1913
113
Медведев Алексей Фомич, чӑваш ҫыравҫи ҫуралнӑ.
1937
89
Скворцов Сергей Ефимович, РСФСР тата ЧР тава тивӗҫлӗ ял хуҫалӑх ӗҫченӗ ҫуралнӑ.
2014
12
Хлебников Геннадий Яковлевич, литература тӗпчевҫи, вӗрентӳҫӗ ҫут тӗнчерен уйрӑлса кайнӑ.
Пулӑм хуш...Пулӑм хуш...