Хулара
![]() ezavi.ru сайтри сӑн Шупашкарти Калинин районӗн администрацийӗн ЗАГС пайӗнче ашшӗ-амӑшӗ тин ҫуралнӑ хӗрне Калина ят хунӑ. Ку - питӗ сайра тӗл пулакан ят. Ҫак ят славян тата грек чӗлхисенчен пулса кайнӑ. Грек чӗлхинчен куҫарсан вӑл «тӗп ҫӗнтерӳҫӗ, лайӑххи» тенине пӗлтерет. Калинин районӗн администрацийӗн ЗАГС пайӗнче кунашкал ята пӗрремӗш хут регистрациленӗ. Хыпар ҫӑлкуҫӗ:
|
Ӳнер
![]() culture.cap.ru сӑнӳкерчӗкӗ Чӑваш халӑх художникӗ Станислав Михайлов (Юхтар) хӑйӗн ӗҫӗсене Чӑваш патшалӑх ӳнер музейне парнелеме йышӑннӑ. Учреждение вӑл хӑйӗн 100 картинине парнеленӗ. Ҫав шутра — живопись тата графика. Чӑваш патшалӑх ӳнер музейӗн директорӗ Геннадий Козлов ӑстана музей коллекцине пуянлатма пулӑшнӑшӑн тав тунӑ май вӑл художник ӗҫӗсем чӑваш халӑхӗн культурине упраса хӑварассинче пӗлтерӗшлине палӑртса хӑварнӑ. Музея парнеленӗ ӗҫсемпе куравсем йӗркеленӗ чух усӑ курӗҫ. Хӑш-пӗр ӗҫ Раҫҫейӗн музей фондӗнче упранӗ, вӗсемпе госкаталог.рф сайтра паллашма май килӗ. Хыпар ҫӑлкуҫӗ:
|
Политика
![]() Чӑваш Ене Элтеперӗ Олег Николаев Китая каясси пирки сайтра пӗлтернӗччӗ. Унта «Атӑл-Янцзы» форматпа регионсен хушшинчи канаш ларӑвӗ иртӗ. Олег Николаев хӑйӗн делегацийӗпе Цзянси провинцири Нанчан хулине ҫитсе килме палӑртнӑ. «Атӑл-Янцзы» форматпа канаш чӳк уйӑхӗн 6-9-мӗшӗсенче иртет. Паян Олег Алексеевич Китайра ӗнтӗ. Унӑн делегацийӗ Наньчан хулин историйӗпе паллашнӑ, VR-оборудовани туса кӑларакан савута ҫитсе курнӑ. Хыпар ҫӑлкуҫӗ:
|
Хулара
![]() "Чебмедиа" архивӗнчи сӑн Чӳк уйахӗн 6-мӗшӗнче Шупашкарти ҫӗнӗ кӑнтӑр районӗнче, «Шупашкар» суту-илӳ ҫурчӗ ҫывӑхӗнче, «Бысто-деньги» текен офиса ҫаратнӑ. Унта микрозаймсем параҫҫӗ. Темӗнле арҫын таксирен аннӑ та офиса вирхӗнсе кӗнӗ. Хайхискер хачӑпа хӑратса унти укҫана йӑтса тухса тарнӑ. Ҫав таксиех ларса вӗҫтернӗ. ШӖМ пӗлтернӗ тӑрӑх, арҫынна тытса чарнӑ. Халӗ ӗҫ-пуҫа уҫӑмлатаҫҫӗ. Хыпар ҫӑлкуҫӗ:
|
Пӑтӑрмахсем
![]() forum.zarulem.ws сӑнӳкерчӗкӗ Шупашкарта чӳк уйӑхӗн 5-мӗшӗнче васкавлӑ пулӑшу машини инкеке лекнӗ. Пӑтӑрмах Граждан тата Эльмен урамӗсем хӗресленнӗ ҫӗрте пулса иртнӗ. «Руль умӗнче» форумра инкек самантне ӳкерсе илнӗ видео тӑрӑх пӗлтернӗ тӑрӑх, сӑрӑ тӗслӗ кроссовер пӑрӑнма тӑнӑ, хура седан «Байконур» микрорайон еннелле пӑрӑннӑ. Васкавлӑ пулӑшу машини сиренӑпа тата ятарлӑ ҫутӑпа тӳрӗ ҫулпа пынӑ. Ҫавӑн чухне машинӑсем инкеке лекнӗ те. Хыпар ҫӑлкуҫӗ:
|
Ҫутҫанталӑк
![]() Кӑҫал ҫанталӑк ӑшӑ тӑрать. Чӳкӗн 4-мӗшӗнче климат хӗлӗ пуҫланмалла. Анчах ҫак кунсенче термометр «минус» кӑтартмасть. Юнкунпа ытларикун хушӑран ҫумӑр ҫӑвӗ, ҫил лӑпланӗ. Кӗҫнерникун ҫӗрле ҫумӑр вӑйлах ҫӑвӗ. Канмалли кунсенче антициклона пула типӗ ҫанталӑк тӑрӗ. Шӑматкун хӗвел те пӑхма пултарӗ. Ҫитес тунтикун йӗпе юр ҫума тытӑнӗ. Юнкун та ҫумӑрпа хутӑш юр ҫӑвӗ. Ҫапах хальлӗхе юр лармӗ. Синоптиксем малтанлӑха пӗлтернӗ тӑрӑх, хӗл кӗркуннене чӳк уйӑхӗн 17-18-мӗшӗсенче ҫӗнтерме пултарать. Ҫил-тӑман вӗҫтеркеленӗ хыҫҫӑн термометр «минус» кӑтартма тытӑнӗ. Хыпар ҫӑлкуҫӗ:
|
Политика
![]() cap.ru сайтри сӑн Чӳк уйӑхӗн 7-мӗшӗнче, паян, 14 сехетре, Шупашкар хула пухӑвӗн депутачӗсен черетсӗр 37-мӗш ларӑвӗ пулать. Унта хула пуҫлӑхӗн тивӗҫӗсене вӑхӑтлӑха пурнӑҫлакан ҫынна суйлӗҫ. Кунсӑр пуҫне Шупашкар пуҫлӑхне суйлассипе иртекен конкурса, Шупашкар хула пухӑвӗн депутачӗсен ҫиччӗмӗш созывӗн ҫӗнӗ председателӗ кам пулассине сӳтсе явӗҫ. Хыпар ҫӑлкуҫӗ:
|
Хулара
![]() Яндекс.карттаран илнӗ сӑнӳкерчӗк Шупашкарти икӗ вӗренӳ учрежденине пӗрлештерме йышӑннӑ. «Вӗренӳ мониторингӗн тата аталанӑвӗн центрӗ» автономи учрежденине «Шкул ҫулне ҫитменнисен вӗрентӗвне аталантаракан центр» муниципалитетӑн автономи учрежденийӗпе пӗрлештерӗҫ. Кун пек йышӑнӑва хула администрацийӗн пуҫлӑхӗ Денис Спирин чӳк уйӑхӗн 1-мӗшӗнче алӑ пуснӑ. Асӑннӑ икӗ учреждени те Эгер бульварӗнче вырнаҫнӑ. Пӗрне Ольга Захарова ертсе пынӑ, штатра — 17 ҫын. Теприн пуҫлӑхӗ – Татьяна Давыдова, штатра — 14 ҫын. Хыпар ҫӑлкуҫӗ:
|
Республикӑра
![]() mintrud.cap.ru сӑнӳкерчӗкӗ Чӑваш Енӗн Ӗҫ тата социаллӑ хӳтлӗх министерствине пӑхӑнса тӑракан икӗ учрежденире ҫӗнӗ пуҫлӑхсем ӗҫе кӳлӗннӗ. Вӗсемпе коллектива Алена Елизарова министр иртнӗ эрне вӗҫӗнче паллаштарнӑ. Йӗпреҫри халӑхӑн социаллӑ ыйтӑвӗсене тивӗҫтерекен центрта директор тилхепине Андрей Иванова тыттарнӑ. Ҫав ҫын унччен Раҫҫейӗн Пенси фончӗн Вӑрнар районӗнчи управленине ертсе пынӑ. Комсомольскинчи ҫавӑн пек центра Ирина Долгова ертсе пыма тытӑннӑ. Вӑл маларах районти халӑха социаллӑ пулӑшу паракан центрӑн пуҫлӑхӗнче тӑрӑшнӑ. Хыпар ҫӑлкуҫӗ:
|
Пӑтӑрмахсем
![]() ВКонтакте сӑнӳкерчӗкӗ Ултавҫӑсем шӑнман пӑрпа такама та лартса яма пултараҫҫӗ. Вӗсен капкӑнне вӗреннисем те, вӗренменнисем те ҫакланаҫҫӗ. Шупашкарти аслӑ пӗлӳ паракан учрежденисенчен пӗринче ӗҫлекен доцента: «Санӑн укҫу Украинӑна каять», — тесе хӑратнӑ. 64 ҫулти хӗрарӑм патне шӑнкӑравлаканни хӑйӗнпе Федерации хӑрушсӑрлӑх службин ӗҫченӗ тесе паллаштарнӑ. Хӗрарӑма ҫав этем укҫана хӑрушсӑр счет ҫине куҫарса яма ӳкӗте кӗртнӗ. Ученӑй степеньлӗ хӗрарӑм ултавҫӑна ӗненнӗ — 2 миллион тенкӗ ытла укҫана такамсене куҫарса панӑ. Асӑннӑ суммӑн самай пайне вӑл банкран кивҫен илнӗ. Хыпар ҫӑлкуҫӗ:
|
Шупашкарта ҫывӑх вӑхӑтра (15.07.2025 03:00) уяр ҫанталӑк, атмосфера пусӑмӗ 748 - 750 мм, 14 - 16 градус ӑшӑ пулӗ, ҫил 0-2 м/ҫ хӑвӑртлӑхпа ҫурҫӗр-хӗвеланӑҫ енчен вӗрӗ.
| Николаев Владимир Николаевич, педагогика ӑслӑлахӗсен кандидачӗ ҫуралнӑ. | ||
| Егорова Анна Семеновна, чӑваш чӗлхи тӗпчевҫи ҫуралнӑ. | ||
![]() | Пулӑм хуш... |