Сайта кӗр | Регистраци | Сайта кӗрсен унпа туллин усӑ курма пулӗ
 +20.6 °C
Ӑшӑ сӑмах — ҫу кунӗ, сивӗ сӑмах — хӗл кунӗ.
[ваттисен сӑмахӗ]
 

Хыпарсем: сывлах

Сывлӑх
rkod.med.cap.ru сӑнӳкерчӗкӗ
rkod.med.cap.ru сӑнӳкерчӗкӗ

Канаш районӗнчи 52 ҫулти хӗрарӑма флюорографи тусан вӑл ракпа чирлине тупса палӑртнӑ.

Шкулта ӗҫлекен хӗрарӑм ҫулсерен медицина терӗслевӗ витӗр тухнӑ. Хальхинче флюрографи тунӑ чухне тухтӑрсем унӑн ӳпкинче улшӑну пуррине асӑрханӑ.

Хӗрарӑм ӳсӗрмен те, сывлӑш пӳлӗннипе те аптӑраман, хӑйне аван туйнӑ. Флюорографи хыҫҫӑн ӑна МРТ тата биопси тума хушнӑ. Усал чир пирки илтсен хӗрарӑм кулянса ӳкнине тавҫӑрма йывӑр мар. Анчах онколог ӑна лӑплантарнӑ: чир шала кайман, сире пулӑшма пулать. Хӗрарӑма операци тунӑ, халӗ вӑл чиртен малалла сипленет.

 

Пӑтӑрмахсем
forum.zarulem.ws форумар вырнаҫтарнӑ сӑнӳкерчӗк
forum.zarulem.ws форумар вырнаҫтарнӑ сӑнӳкерчӗк

Ӗнер, юпа уйӑхӗн 31-мӗшӗнче, Муркаш районӗнче пулса иртнӗ инкекре 32 ҫулти водитель пурнӑҫӗ татӑлнӑ.

Патшалахӑн автоинспекцийӗнче пӗлтернӗ тӑрӑх, «М-7» федераци ҫулӗ ҫинче «Lada Kalina» хирӗҫ килекен ҫул ҫине тухса кайса «Volkswagen Teramont» машинӑпа пырса ҫапӑннӑ. Инкекре «Лада» водителӗ вырӑнтах вилсе кайнӑ.

 

Пӑтӑрмахсем
forum.zarulem.ws сайтран илнӗ сӑнӳкерчӗк
forum.zarulem.ws сайтран илнӗ сӑнӳкерчӗк

Нумаях пулмасть ирхи 8 сехет ҫитеспе «Сызрань – Сарту –Волгоград» автоҫулӑн 492 ҫухрӑмӗнче чӑваш номерӗсемлӗ «Фольксваген Тикуан» тата «КамАЗ» ҫапӑннӑ.

Иномарка водителӗ васкавлӑ пулӑшу машининче вилнӗ. Салонта пулнӑ унӑн арӑмӗпе ачине больницӑна илсе кайнӑ. Хӗрарӑм халӗ Камышин больницинче выртать, ачине Волгограда вертолётпа илсе ҫитернӗ.

Патшалӑхӑн ҫул-йӗр хрушсӑрлӑхӗн инспекцийӗнче

ӑнлантарнӑ тӑрӑх, «Фольксваген» хирӗҫ ҫулҫине тухса кайнӑ. Чӑваш Енри ҫемье тинӗс хӗрринчен канса килет пулнӑ.

 

Сывлӑх

Пирӗн республикӑра пурӑнакансем сахӑр диабетӗнчен паракан тӳлевсӗр эмеле вӑхӑтра илеймеҫҫӗ иккен. Кун пирки вӗсем РФ Следстви комитечӗн республикӑри управленийӗн ертӳҫи Александр Полтинин тата республика прокурорӗ Эдуард Гиматов ирттернӗ йышӑну вӑхӑтӗнче пӗлтернӗ. Тӗлпулӑва республикӑн сывлах сыхлав министрӗ Владимир Степанов та хутшӑннӑ.

Йышӑнӑва 14 ҫын пынӑ. Вӗсем каласа кӑтартнӑ тӑрӑх, тухтӑрсем ҫырса панӑ эмеле чылай вӑхӑт илеймеҫҫӗ, ҫавна май йӗркеллӗ сипленеймеҫҫӗ.

Ку ыйтупа ҫыхӑннӑ материалсене Чӑваш Ен прокуратури следстви управленине ярса панӑ, унтисем яваплисем епле ӗҫленине хак парӗҫ.

Хыпар ҫӑлкуҫӗ: https://t.me/chuvashia_sledcome/2988
 

Сывлӑх
cap.ru сӑнӳкерчӗкӗ
cap.ru сӑнӳкерчӗкӗ

Улатӑрти район пульницинче чӗрепе юн тымарӗсен центрӗ уҫӑлнӑранпа икӗ эрне иртнӗ. Унта инсульт тӳссе ирттернӗ ҫынсем сипленеҫҫӗ. Пациентсенчен пӗрне тромболизис процедури туса ирттернӗ те.

Хальхи вӑхӑтра ҫав уйрӑмра 8 ҫын сипленет иккен, тепӗр иккӗн реанимаци уйрӑмӗнчи ятарлӑ палатӑра выртать. Асӑннӑ центра неврологи уйрӑмӗнче уҫнӑ.

Пуҫ миминче юн начар чупнипе нушаланакансене маларах Улатӑртан Ҫӗмӗрлене илсе кайнӑ. Ун пек чирпе вара кашни минучӗ хаклӑ.

 

Сывлӑх
life.ru сайтри сӑн
life.ru сайтри сӑн

Паян кашӑлвируспа чирлисен йышӗ татах чакнӑ. Юлашки талӑкра 86 ҫын инфекциленнӗ. Ӗнер 90 ҫын чирленине палӑртнӑччӗ. 84 ҫын сывалнӑ. Шел те, вилекенсем каллех нумаййӑн пулнӑ. Вируса пула тепӗр 12 ҫыннӑн пурнӑҫӗ татӑлнӑ.

Паянхи кун тӗлне республикӑра 19553 ҫын кӑшӑлвируспа чирленӗ. Вӗсенчен 17622-шӗ сывалнӑ. Вилекенсем самай – пандеми пуҫланнӑранпа пӗтӗмпе 888 ҫыннӑн пурнӑҫӗ вӑхӑтсӑр татӑлнӑ.

Палӑртмалла: Чӑваш Ен кӑшӑлвирусран вилес енӗпе Аталҫи федераци округӗнче чи пысӑк кӑтартупа палӑрнӑ.

 

Orphus

Баннерсем

Шутлавҫӑсем

0 Хурал кӗтесӗ (чат)

Ҫанталӑк

Гороскоп

СурӑхВӑкӑрЙӗкӗрешРакАрӑсланХӗрТарасаСкорпионУхӑҫӑТу качакиШывтӑканПулӑсем
Сурӑх: Ку эрнере Сурӑхсен тăрăшăвне асӑрхамасӑр юлмĕҫ. Анчах та лару-тӑрӑва алӑра тытмалла: пуçлăхсемпе хирĕçесрен сыхланăр тата аван пĕлмен çынсемпе вӑрттӑнлӑхсемпе ан пайлашăр. Кĕçнерникун çĕнĕ проект пуçлама лайӑх. Эрне вĕçĕнче кӑмӑла алӑра тытмалла. Кану кунӗсенче ăнăçу сирĕн енче пулĕ, анчах ăна астармӑш вăйӑсемпе тĕрĕслемелла мар — выляса яма пултаратăр.

Ҫӗртме, 21

1900
126
Сокольников Петр Фадеевич, патшалӑх ӗҫченӗ ҫуралнӑ.
1903
123
Александров Павел Александрович, инженер, техника ӑслӑлӑхӗсен докторӗ, профессор ҫуралнӑ.
1929
97
Яковлев Владимир Иванович, чӑваш журналисчӗ ҫуралнӑ.
1949
77
Макаров Николай Иванович, чӑваш тухтӑрӗ, медицина ӑҫлӑлӑхӗсен докторӗ ҫуралнӑ.
1991
35
Чӑваш таврапӗлӳҫисен пӗрлӗхне йӗркеленӗ.
2006
20
Шупашкарта Петӗр Хусанкай палӑкне уҫнӑ.
Пулӑм хуш...Пулӑм хуш...

Ыйтӑм

Чӑваш йӑли тӑрӑх хӑнана пынӑ арҫынна камӑн ӑсатмалла?
хуҫа тарҫи
кил-йышри арҫын
хуҫа хӑй
хӑнана ӑсатма никам та тухмасть
пӗтӗм кил-йышпа тухаҫҫӗ
хуҫин ҫитӗннӗ ачисем
хуть те кам тухсан та
хуҫа арӑмӗ
ӑсатма тухни — ҫылӑх, юрамасть
хӑни ҫулне ахаль те пӗлет, ӑсатмасӑр та