Ял хуҫалӑхӗ
![]() cap.ru сайтри сӑн Чӑваш агромаркечӗ валли ят суйлаҫҫӗ. «Агро и точка», «Натур-маттур», «Пехет», «Все свое», «Наше» - ҫак ятсенчен хӑшӗ пуласси сасӑлав пӗтӗмлетӗвӗнчен килӗ. Вӑл вара «Халӑх тӗрӗслевӗ» порталта тата ЧР Ял хуҫалӑх министерствин халӑх тетелӗсенче утӑ уйӑхӗн 10-мӗшӗччен 9 сехетчен пырӗ. Палӑртмалла: агромаркетра хамӑр патри ял хуҫалӑх продукцине сутӗҫ. Вӑл ҫулталӑк вӗҫлениччен уҫӑлмалла. Ҫак проекта пурнӑҫлама 41 миллион тенкӗ уйӑрӗҫ. Ҫынсем агромаркет валли пӗтӗмпе 70 ят сӗннӗ. Комисси вӗсенчен 5-шне суйласа сасӑлава тӑратнӑ. Хыпар ҫӑлкуҫӗ:
|
Хулара
![]() "Лиза Алерт" сайтри сӑн Ҫӗнӗ Шупашкарта 15 ҫулти хӗрача килтен тухса кайнӑ та таврӑнман. Ӑна "Лиза Алерт" хастарӗсем те шыраҫҫӗ. Хӗрача сывах мар, ӑна тухтӑрсен пулӑшӑвӗ кирлӗ. Килтен тухса кайнӑ чухне кӑвак кӗпе, хура футболка, сӑрӑ тӗслӗ джинс шӑлавар, ҫутӑ пушмак тӑхӑннӑ пулнӑ. Хӑйӗнпе хура сумка илнӗ. Хӗрачана курнӑ е ун пирки мӗн те пулин пӗлетӗр тӗк ҫак номерсемпе шӑнкӑравламалла: : 8(800)700-54-52, 112 е 89520203557 Хыпар ҫӑлкуҫӗ:
|
Пӑтӑрмахсем
![]() Следственный комитет тунӑ сӑн Ҫӗртме уйӑхӗн 4-мӗшӗнче Ҫӗнӗ Шупашкарта пӗр предприятире производство цехӗнче инкек пулнӑ. Унта 56 ҫулти арҫын шар курнӑ. Шел те, вӑл вилнӗ. Вӑл ҫурмафабрикатсем упрамалли бункера тасатма кӗрсе кайнӑ. Ҫав вӑхӑтра ун ҫине керамзит тӑкӑннӑ. Арҫын сывлӑш ҫитменнине ҫавӑнтах вилнӗ. Ку инкек мӗншӗн пулнӑ? Тивӗҫлӗ органсем палӑртнӑ тӑрӑх, яваплӑ ҫынсем ӗҫченӗсем ӗҫ сыхлавӗпе дисциплинине мӗнле пӑхӑннине тӗрӗслесе ҫитерейменнипе. Хыпар ҫӑлкуҫӗ:
|
Республикӑра
![]() d-kvadrat.ru сайтри сӑн Ҫитес вӑхӑтра республикӑра шӑрӑх ҫанталӑк тӑрӗ, ҫумӑр ҫумӗ. Ҫавна май икӗ районта пушар тухас хӑрушлӑх пысӑк пулнине палӑртнӑ. Ку Тӑвай тата Елчӗк районӗсене пырса тивет. Вӗсенче ҫутҫанталӑк пушарӗ тухас, типӗ курӑк ҫунма пуҫлас хӑрушлӑх пысӑк. Ҫавӑнпа ҫак икӗ районта пушар тухас хӑрушлӑхӑн 5-мӗш класӗ пулнине палӑртнӑ. Тепӗр 16 муниципалитетра - 4-мӗш класс. Сӑмах май, Чӑваш Енре утӑ уйӑхӗн 1-20-мӗшӗсенче вӑрмана кӗме чарнӑ. Ку та пушар тухас хӑрушлӑх пысӑк пулнипе ҫыхӑннӑ. Хыпар ҫӑлкуҫӗ:
|
Хулара
![]() ШӖМ тунӑ сӑн Паян 12 сехет те 15 минутра Шупашкарти Ҫамрӑклӑх бульварӗнчи 2-мӗш ҫурт патӗнче ача «зебра» патӗнче ҫур урлӑ каҫма тӑнӑ та машина айне лекнӗ. Ку инкек 10 ҫулти хӗрачапа пулнӑ. Суранланнӑскере пульницӑна илсе кайнӑ. ШӖМ пӗлтернӗ тӑрӑх, ача ҫине кроссовер, «Киа» машина, пырса кӗнӗ. Ведомство аслисене ачасемпе ку ыйтупа калаҫма ҫине тӑрсах ыйтать. «Хӑвӑр та тимлӗ пулӑр!» - асӑрхаттарнӑ ШӖМ. Хыпар ҫӑлкуҫӗ:
|
Республикӑра
![]() rg.ru сайтри сӑн Типӗ ҫанталӑк тӑнӑран, ҫӗр типсе кайнӑран Вӑрмар районӗнче инкеклӗ лару-тӑру режимӗ пулнине палӑртнӑ. Ҫитес вӑхӑтра комисси йӗркелӗҫ. Вӑл типӗ ҫанталӑк ял хуҫалӑх предприятийӗсемпе фермер хуҫалӑхӗсене мӗн чухлӗ тӑкак кӳнине тишкерӗ. Кун хыҫҫӑн укҫан мӗнле пулӑшма май пуррипе паллаштарӗҫ. Палӑртмалла: кӑҫал ҫулла ҫумӑр сахал ҫунӑ. Ҫӗртме уйӑхӗ типӗ килчӗ. Синоптиксем пӗлтернӗ тӑрӑх, утӑ уйӑхӗнче аслатиллӗ ҫумӑр темиҫе хут вӑйлӑ ҫумалла. Хыпар ҫӑлкуҫӗ:
|
Хулара
![]() yur-gazeta.ru сайтри сӑн Шупашкарти ача пахчин заведующийӗ виҫӗ ҫыншӑн ӗҫленӗ пек укҫа илсе тӑнӑ. Ҫапла ҫулталӑк ҫурӑ пулнӑ. 2021 ҫулхи пуш уйӑхӗнчен пуҫласа пӗлтӗрхи авӑн уйӑхӗччен вӑл делопроизводитель тата хуралҫӑ вырӑнне ача пахчинче унччен ӗҫленӗ ҫынсене вырнаҫтарнӑ. Лешсем вара ӗҫлемен. Заведующи табеле ӗҫ кунӗсене ҫырса пынӑ. Ҫав икӗ ҫыннӑн пенси стажӗ пынӑ, вӗсемшӗн паракан укҫапа вара заведующи хӑй усӑ курнӑ. Хыпар ҫӑлкуҫӗ:
|
Культура
2023 ҫулта Элӗк, Ҫӗрпӳ, Ҫӗмӗрле муниципалитет округӗсен культура тата кану учрежденийӗсем автоклубсем туяннӑ. Нумаях пулмасть Ҫӗмӗрле тӑрӑхӗнчи культура ӗҫченӗсем ҫӗнӗ автоклубпа ҫула тухнӑ. Вӗсем хӑйсен пултарулӑхӗпе вырӑнтисене паллаштарнӑ. Чӑн та, пур ялта та клубсем ҫук, тепӗр ҫӗрте пулсан та вӗсем йӗркеллӗ ӗҫлемеҫҫӗ. Автоклубсемпе концертсемпе район тӑрӑх ним мар ҫӳреме пулать. Хыпар ҫӑлкуҫӗ:
|
Ял хуҫалӑхӗ
![]() cap.ru сӑнӳкерчӗкӗ «Ядринмолоко» предприятире ҫӗнӗ производство линийӗ хута янӑ. Кӑҫал предприяти ҫӗнӗ технологи оборудованийӗ туяннӑ. Тӑпӑрчӑна хутаҫа тултаракан участокра талӑкра 5 тоннӑна тултарса ӗлкӗрме пулать. Автомат лини услам ҫӑва пӗр минутра 70 хутаҫа тултарса хума май парать. Унсӑр пуҫне предприятире шыва сивӗтмелли хатӗр те пур. «Ядринмолоко» предприяти производствӑна ҫӗнӗ оборудованипе пӗрмай пуянлатса тӑрать. Унта тӑрӑшакансене те ӗҫ укҫине аван тӳлесе тӑраҫҫӗ. Етӗрнери сӗт заводне Сергей Токубаев ертсе пырать. Хыпар ҫӑлкуҫӗ:
|
Ял хуҫалӑхӗ
![]() agro.cap.ru сӑнӳкерчӗкӗ Чӑваш Енре хӑмла туса илессине ӳстересшӗн. Асӑннӑ культура лаптӑкне 10 хут пысӑклатасшӑн. Ӗнер Чӑваш Ен Элтеперӗ Олег Николаев Етӗрне районӗнче пулнӑ май унти «Русхмель» обществӑри хӑмла тирпейлекен цехпа паллашнӑ. Предприяти хӑмла татмалли комбайн туяннӑ кӑҫал. Вӑл сехетре 500 килограмм татайрать иккен. «Эпир хӑмла туса илме вӗрентекен центр турӑмӑр. Пирӗн тӗллев — хӑмла туса илес текенсене вӗрентесси тата производствӑн мӗнпур тапхӑрӗнче кирлӗ инфраструктурӑна йӗркелесси», — тенӗ республика ертӳҫи. Хыпар ҫӑлкуҫӗ:
|
Шупашкарта ҫывӑх вӑхӑтра (01.03.2025 21:00) сайра пӗлӗтлӗ ҫанталӑк, атмосфера пусӑмӗ 757 - 759 мм, -3 - -5 градус сивӗ пулӗ, ҫил 1-3 м/ҫ хӑвӑртлӑхпа кӑнтӑр енчен вӗрӗ.
| Магницкий Василий Константинович, паллӑ чӑваш ҫутта кӑлараканӗ, историкӗ, этнографӗ вилнӗ. | ||
| Ишетер Федосия Дмитриевна, чӑваш тӑлмачӗ ҫут тӗнчерен уйрӑлса кайнӑ. | ||
![]() | Пулӑм хуш... |