Чӑвашлӑх
![]() t.me/chuv_kray каналтан илнӗ сӑнӳкерчӗк Йӗпреҫ районӗнче «Мелодия древних народов» (чӑв. Авалхи халӑхсен кӗвви-ҫемми) фольклор фестивалӗ иртнӗ. Унта хутшӑнакансем Йӗпреҫри уҫӑ вырӑнти этнографи музейӗнче пуҫтарӑннӑ. Вӗсем пысӑк вӑйӑ катне тӑрса тухнӑ, «Ҫивӗтсене ҫивӗтлесси» ятлӑ чӑваш халӑх вӑййине вылянӑ. «Фестиваль хаваслӑ иртрӗ. Вӑл ӑшӑлӑхпа, тӑван тӑрӑхпа культурӑна юратни сисӗнсе тӑчӗ», — тесе палӑртнӑ район администрацийӗнче. Хыпар ҫӑлкуҫӗ:
|
Сывлӑх
![]() rdkb.med.cap.ru сӑнӳкерчӗкӗ Чӑваш Енри тухтӑрсем магнит ҫӑтса янӑ ачасене пулӑшнӑ. Республикӑн ача-пӑча клиника больницинче пӗлтернӗ тӑрӑх, сывлӑх сиплев учрежденийӗн йышӑнупа диагностика уйрӑмне магнит ҫӑтса янӑ ачасем час-часах лекеҫҫӗ. Кашни ҫул — 15 ача таран. Тухтӑрсем пӗлтернӗ тӑрӑх, ашшӗ-амӑшӗ тӗпренчӗкӗсене магнит шариксенчен тӑракан пуҫватмӑшсем туянса пама юратать. Пӗчӗкскерсем конструктор пайӗсене ҫӑтса яраҫҫӗ. Харӑсах темиҫе магнит хыпса лартсан вӑл хырӑмран хӑй тӗллӗн тухаймасть, операци тума тивет. Юлашки икӗ эрнере ҫеҫ ҫавӑн пек хӑтланнӑ икӗ ачана тухтӑрсем патне илсе пынӑ. Магнитсем пӗрлешсе ярса хырӑмра перитонит пуҫланса кайнӑ. Вӗсен пурнӑҫне тухтӑрсем ҫӑлса хӑварнӑ. Хыпар ҫӑлкуҫӗ:
|
Пӑтӑрмахсем
![]() Канаш хулинче пурӑнакан ҫамрӑк мар хӗрарӑм ултавҫӑсен серепине ҫакланнӑ. Ҫурла уйӑхӗн ҫурринче хӗрарӑм патне ют ҫын шӑнкӑравланӑ. Вӑл хӑйӗнпе Тӗп банк ӗҫченӗ тесе паллаштарнӑ. «Ырӑ» ҫын хӗрарӑма такамсем ун ячӗпе кредит илесшӗнни пирки «систернӗ». Улталанас мар тесен мӗн тумаллине вӗрентнӗ. 53 ҫулти хӗрарӑм кӗҫех банксене тухса чупнӑ. Икӗ банкра кивҫен илнӗ, тата онлайн мелпе кредит-карттиллӗ пулса тӑнӑ. Кредит учрежденийӗнче ӗҫлекенсене хӗрарӑм хӑйне укҫа кирлине ӗнентернӗ. 10 кунта хӗрарӑм 1 миллион тенкӗ ытлалӑх кивҫен укҫа илсе тултарнӑ, ҫавна йӑлтах ют ҫынсене куҫарса панӑ. Ҫурла уйӑхӗн 29-мӗшӗнче хӗрарӑм йӗрке хуралҫисем патне вӗҫтернӗ. пулӑшма ыйтнӑ. Хыпар ҫӑлкуҫӗ:
|
Пӑтӑрмахсем
![]() chuvashia.sledcom.ru сӑнӳкерчӗкӗ Етӗрне районӗнче тухтӑра суд тенкелӗ ҫине лартнӑ. Етӗрне районӗнчи тӗп больницӑра ӗҫленӗ хирурга РФ Пуҫле кодексӗн 291.2 статйин 1-мӗш пайӗпе (пӗчӗк сӗтев илнӗшӗн), 292-мӗш статьян 1-мӗш пайӗпе (ӗҫ вырӑнӗпе усӑ курнӑшӑн) явап тыттарнӑ. Шурӑ халатлӑ ҫав ҫын 2021 ҫулхи кӑрлач уйӑхӗнчен тытӑнса 2022 ҫулхи ҫурла уйӑхӗччен 2 ҫына суя больничнӑйсем туса панӑ. Суд тухтӑра сӗтев илнӗ виҫелӗх штраф хурса панӑ. Сӗтев илнӗ укҫана вара патшалӑха тавӑрса пама тивӗ. Пакунлисем тухтӑра сӗтев панисен тӗлӗшпе те пуҫиле ӗҫ пуҫарнӑ. Ӗҫе ҫывӑх вӑхӑтра суд пӑхса тухӗ. Хыпар ҫӑлкуҫӗ:
|
Культура
![]() cap.ru сӑнӳкерчӗкӗ «Контактра» халӑх ушкӑнӗнчи «VK Места» пабликра ҫулҫӳревҫӗсемшӗн кӑсӑклӑ вырӑнсемпе паллаштараҫҫӗ. Ҫӗнӗ ушкӑна «Больше, чем путешествие» коммерцилле мар автономи организацийӗ Интернета аталантаракан институтпа пӗрле пуҫарса янӑ. Халӗ асӑннӑ проект команди Чӑваш Ене килсе ҫитнӗ. Влад Левский блогер тата PLC музыкант, ҫавӑн пекех «Больше, чем путешествие» (чӑв. Ҫулҫӳрев ҫеҫ мар) программӑна хутшӑнакансем пирӗн тӑрӑхри илемлӗ вырӑнсем ҫинчен сюжет хатӗрлеҫҫӗ. «VK Места» проект йӑлана кӗнӗ тревел-программӑсенчен ертсе пыракансем ҫуккипе, контента роликран йӗркеленипе уйрӑлса тӑрать. Унта медиаэкспедцие хутшӑнакансен кӑмӑл-туйӑмне уҫса параҫҫӗ. Хыпар ҫӑлкуҫӗ:
|
Ял хуҫалӑхӗ
![]() Канаш районӗнчи пӗр ялта пурӑнакан фермер тӗлӗшпе пуҫиле ӗҫ пуҫарнӑ. 2019 ҫулта ҫав ҫамрӑк арҫын мӑйракаллӑ шултра выльӑх туянма тесе патшалӑхран 3 миллион тенкӗ грант илнӗ. Нумаях пулмасть пакунлисем фермер отчёт валли суя документсем тӑратнине тупса палӑртнӑ. Улталаса арҫын 250 пин тенке вӑрланӑ-мӗн. Йӗрке хуралҫисем тата Чӑваш Енӗн Ял хуҫалӑх министерствин ӗҫченӗсем вырӑна тухса тӗрӗсленӗ те нимле ферма та курман. Халӗ ял ҫынни тӗлӗшпе РФ Пуҫиле кодексӗн 15-мӗш статйин 3-мӗш пайӗпе килӗшӳллӗн пуҫиле ӗҫ пуҫарнӑ. Хыпар ҫӑлкуҫӗ:
|
Вӗренӳ
![]() Шупашкарти 61-мӗш шкул пӗрремӗш директорӗн ячӗпе Сергей Викторович Капрановӑн ячӗпе хисепленме тытӑннӑ. Ҫакна Чӑваш Республикин тава тивӗҫлӗ ӗҫченӗн, халӑх ҫутӗҫӗн отиличникӗн ятне ӗмӗрлӗх асра хӑварас тесе тунӑ. Шупашкарти Чернышевский урамӗнчи 16-мӗш ҫуртра вырнаҫнӑ шкула 1992 ҫулта уҫнӑ. Унӑн пӗрремӗш директорӗ Сергей Капранов пулнӑ. 1996-2003 ҫулсенче вӑл Шупашкарти вӗренӳ управленийӗн пуҫлӑхӗн тилхепине тытса пыӑ. Сергей Викторович кӑҫалхи кӑрлачӑн 2-мӗшӗнче пурнӑҫран уйрӑлнӑ. Вал 67 ҫулта пулнӑ. Хыпар ҫӑлкуҫӗ:
|
Республикӑра
![]() Йӗпреҫре ваттисен интернатӗнче ҫӗнӗ корпус пулӗ. Проектпа смета документацине экспертиза центрӗ ырланӑ. Проектпа килӗшӳллӗн, ҫӗнӗ корпусра 100 ҫын валли вырӑн пулӗ. Унта сипленмелли тата пурӑнмалли условисем лайӑхрах пулӗҫ. Сусӑрсем валли те куҫса ҫӳремелли майсем ытларах тӑвӗҫ. Сиплевпе процедура пӳлӗмӗсемсӗр пуҫне физкультура тумалли, кружоксемпе музыка занятийӗсем ирттермелли пӳлӗмсем пулӗҫ. Кашни пӳлӗмре прихожӑй, санузел пулӗ. Унта виҫшер ҫын пурӑнӗ. Ҫӗнӗ корпуса хӑпартма «Демографи. Аслӑ ӑру» наци проекчӗпе килӗшӳллӗн укҫа уйӑраҫҫӗ. Хыпар ҫӑлкуҫӗ:
|
Сывлӑх
![]() cap.ru сайтри сӑн Ҫурла уйӑхӗн 15-мӗшӗнче Республикӑри офтальмологи клиника пульницине амӑшӗ икӗ уйӑхри ачине йӑтса пынӑ. Пепкен куҫӗ хӗрелнӗ, мӑкӑль тухнӑ. Пӗчӗкскер канӑҫсӑрланса макӑрнӑ. Пӗчӗк пациента пӗр тӑхтамасӑр операци тунӑ. Ҫапла тухтӑрсем куҫҫуль юхмалли канала ӗҫлеттерсе янӑ. Виҫӗ талӑк иртсенех ачан куҫӗ йӗркене кӗнӗ. Тепӗр эрнерен вара ачапа амӑшне киле янӑ. Хыпар ҫӑлкуҫӗ:
|
Пӑтӑрмахсем
![]() Инкеклӗ лару-тӑру министерстви сайтри сӑн Ӗнер каҫхине Хӗрлӗ Чутай районӗнчи Хватукасси ялӗнчи 38 ҫулти арҫын кил хуҫалӑхӗнче улӑм ҫунса кайнӑ. Инкеклӗ лару-тӑру министерстви пӗлтернӗ тӑрӑх, инкек ачасем шӑрпӑкпа алхаснӑран пулнӑ. Сакӑр тюк улӑм ҫунса кайнӑ. Унтан ҫулӑм кӳршисен хуралтӑ таврашӗ ҫине куҫнӑ. Инкеклӗ лару-тӑру министерствин ӗҫченӗсем вырӑна ҫитсен пушара 20 минутран сӳнтернӗ. Сӑмах май, ҫулталӑк пуҫланнӑранпа республикӑра 1023 пушар пулнӑ. Вӗсенче 39 ҫын пурнӑҫӗ татӑлнӑ. Хыпар ҫӑлкуҫӗ:
|
Шупашкарта ҫывӑх вӑхӑтра (19.05.2025 15:00) пӗлӗтлӗ ҫанталӑк, атмосфера пусӑмӗ 743 - 745 мм, 19 - 21 градус ӑшӑ пулӗ, ҫил 2-4 м/ҫ хӑвӑртлӑхпа кӑнтӑр енчен вӗрӗ.
| Никольский Николай Васильевич, «Хыпар» хаҫатӑн никӗслевҫи, чӑваш чӗлхи тӗпчевҫи ҫуралнӑ. | ||
| Илпек Микулайӗ, чӑваш ҫыравҫи, тӑлмачӗ ҫуралнӑ. | ||
| Родионов Виктор Иосифович, театр актёрӗ, Чӑваш АССРӗн тава тивӗҫлӗ артисчӗ вилнӗ. | ||
| Бикчурин Рассых Фахрутдинови, чӑваш спортсменӗ ҫут тӗнчерен уйрӑлса кайнӑ. | ||
![]() | Пулӑм хуш... |