|
Пӑтӑрмахсем
![]() forum.zarulem.ws сайтра вырнаҫтарнӑ сӑнӳкерчӗк «М-12» ҫулпа пынӑ чухне патшалӑхӑн ҫул-йӗр инспекторӗсем ватӑ ҫынна асӑрханӑ. Ун тӗлӗнче чарӑннӑ та калаҫу пуҫарнӑ. Ватӑ арҫын хӑй ӑҫта кайма тухнине те, ӑҫта пурӑннине те калайман. Вӗсем хӑйсен базине тишкернӗ те ҫухалса ҫӳрекен арҫын Йӗпреҫре пурӑнакан 78 ҫулти мучи пулнине палӑртнӑ. Вӑл унччен те килӗнчен тухса кайкаланӑ иккен. Йӗрке хуралҫисем ватӑ ҫынна килне леҫсе хӑварнӑ, ҫывӑх ҫыннисем уншӑн питӗ савӑннӑ. Хыпар ҫӑлкуҫӗ:
|
|
Политика
![]() Чӑваш Енӗн хысна учрежденийӗсенчен пӗрне ертсе пынӑ ҫынна ӗҫрен кӑларнӑ. Кунта сӑмах Сергей Иванов пирки пырать. Сергей Игоревич «Чӑваш Республикин Элтеперӗн лару-тӑру центрӗ» хысна учрежденийӗн директорӗ пулса ӗҫленӗ. Ку тивӗҫе вӑл кӑҫалхи кӑрлач уйӑхӗнченпе пурнӑҫланӑ. Иванова ӗҫрен каларасси ҫинчен кӑларнӑ йышӑнӑва паян, юпа уйӑхӗн 10-мӗшӗнче, республикӑн влаҫ органӗсен официаллӑ порталӗнче вырнаҫтарнӑ. Хыпар ҫӑлкуҫӗ:
|
|
Персона
![]() cap.ru сӑнӳкерчӗкӗ Юпа уйӑхӗн 14-мӗшӗнче, 15 сехетре, Чӑваш Енӗн Наци вулавӑшӗнче «Чувашский тезаурус. Рождение легенды» (чӑв. Чӑваш тезарусӗ. Легенда ҫурални) курав уҫӑлӗ. Ӑна чӑваш чӗлхе пӗлӗвне пуҫарса янӑ Николай Ашмарин ҫуралнӑранпа 155 ҫул ҫитнине халаллӗҫ. Николай Ашмарин — тӗнчипе паллӑ ученӑй, 17 томлӑ чӑваш словарӗн авторӗ, тюркологи докторӗ, СССР Наукӑсен академийӗн член-корреспонденчӗ. Хыпар ҫӑлкуҫӗ:
|
|
Ҫутҫанталӑк
![]() «Чеб.ру» сайтри сӑн Синоптиксем пӗлтернӗ тӑрӑх, хӑш-пӗр региона тахҫанах циклон ҫитнӗ. Пире вара ку енӗпе ӑннӑ – халӗ те антициклон хуҫаланать. Анчах вӑл пирӗн патран майӗпен кайма тытӑнӗ. Шӑматкун 13-18 градус ӑшӑ пулӗ. Вырсарникун вара кӗрхи ӑмӑр ҫанталӑк пирӗн пата та ҫитӗ. Ҫапах та кун ҫумӑрсӑр иртӗ. Тунтикун ҫумӑр ҫума тытӑнӗ. Эрне тӑршшӗпех ӑмӑр ҫанталӑк тӑрӗ. Ҫил те вӑйланӗ. Кӑнтӑрласерен 7-9 градус ӑшӑ пулӗ, ҫӗрлесерен – 2-4 градус ӑшӑ. Пӗр эрнерен пӗлӗтсен ҫӳллӗшӗнчи сывлӑш 5 градус таран сивӗнӗ, ҫавна май юр та ӳкме пултарӗ. Ҫапах хӗлле халех килмӗ. Малтанлӑха пӗлтернӗ тӑрӑх, сивӗ ҫанталӑк виҫҫӗмӗш декада варричченех пулӗ. Хыпар ҫӑлкуҫӗ:
|
|
Пӑтӑрмахсем
![]() Инкеклӗ лару-тӑру министерстви тунӑ сӑн Ӗнер, юпа уйӑхӗн 9-мӗшӗнче, Комсомольски округӗнчи Урмаел ялӗнче 150 тюк утӑ ҫунса кайнӑ. Тюксем ял хӗрринче уҫӑ тӳпе айӗнче упраннӑ. Юрать-ха, никам та шар курман. Ҫӑлавҫӑсем 400 тӑваткал метр лаптӑк ҫинчи ҫулӑма сӳнтернӗ. Палӑртса хӑвармалла: ҫулталӑк пуҫланнӑранпа республикӑра 1070 пушар пулнӑ. Юлашки талӑкра вара ҫӑлавҫӑсем 2 пушар сӳнтернӗ. Хыпар ҫӑлкуҫӗ:
|
|
Республикӑра
![]() cap.ru сайтри сӑн Вӑрманта ҫӳп-ҫап купине тупнӑ. Ҫак киревсӗр ӗҫе кам тунине шкул дневникӗ палӑртма пулӑшнӑ. Вӑрман инспекторӗсем ҫӳп-ҫап купине Сӑнав лесничествин Сурӑм участокӗнче асӑрханӑ. Унта темӗн те пулнӑ. Инспекторсен куҫӗ тӗлне шкул дневникӗ лекнӗ. Ӑна уҫса пӑхсан хуҫи Красноармейски округӗнчи пӗр шкулта вӗреннине пӗлнӗ. Специалистсем вӑл ӑҫта пурӑннине, ашшӗ-амӑшӗн ятне-шывне палӑртнӑ. Вӗсем патне киле кайса протокол ҫырнӑ. Халӗ йӗрке пӑсакансене 1 пин тенкӗ таран штраф тӳлеттерме пултараҫҫӗ Унсӑр пуҫне вӑрман фондне сиен кӳнӗшӗн 4500 тенкӗ штраф хураҫҫӗ. Хыпар ҫӑлкуҫӗ:
|
|
Культура
![]() «Контактра» халӑх тетелӗнчи сӑн Чӑваш тӗррин музейӗнче «Тутарсем патӗнче – хӑнара» курав ӗҫлеме пуҫланӑ. Унта тутар культурипе, йӑли-йӗркипе ҫывӑхрах паллашма пулать. Экспозицисене аякран, Тутарстанри Елабугӑри музей-заповедникран, илсе килнӗ. Тӗслӗхрен, музейра тутарсен наци тумӗсене курма пулать. Унта коранӑн хӑйне евӗр копийӗ те пур. Ӑна кушак ҫурин ҫӑмӗнчен хатӗрленӗ киҫтӗкпе ӳкернӗ. Курава 2026 ҫулхи кӑрлач уйӑхӗн 31-мӗшӗччен ҫитсе курма май пур. Музея Пушкин карттипе те кӗртеҫҫӗ. Хыпар ҫӑлкуҫӗ:
|
|
Политика
![]() www.grani21.ru сайтран илнӗ сӑнӳкерчӗк Чӑваш Енӗн Ӗҫ тата социаллӑ хӳтлӗх министерствинче ҫӗнӗ ҫын ӗҫе кӳлӗннӗ. Кунта сӑмах министрӑн ҫумӗ пирки пырать. Асӑннӑ вырӑн Лариса Арсентьева ӗҫрен пӑрахнӑ хыҫҫӑн пушанса юлнӑччӗ. Ӗнер ҫав пукана Елена Шашкаровӑна шанса панӑ. Ҫак хӗрарӑм унччен Ҫӗнӗ Шупашкарти халӑхӑн социаллӑ ыйтӑвӗсене тивӗҫтерекен комплекслӑ центрта директор пулса тӑрӑшнӑ. Йышӑнӑва Министрсен Кабинечӗн Председателӗ Сергей Артамонов ӗнер алӑ пуснӑ, документа паян влаҫ органӗсен официаллӑ порталӗнче вырнаҫтарнӑ. Хыпар ҫӑлкуҫӗ:
|
|
Хулара
![]() Телеграмри t.me/chebcentr21 каналтан илнӗ сӑнӳкерчӗксем Шупашкар хулинчи «Каскад» суту-илӳ ҫуртӗнче вырнаҫнӑ «Пехет» агромаркетра ҫак кунсенче Чӑваш Енӗн Ӗҫ министерствин кунӗсем иртеҫҫӗ. Асӑннӑ ведомствӑна пӑхӑнса тӑракан учрежденисем ҫавна май унта тӗрлӗ ӑсталӑх лаҫҫи йӗркелесе хӑйсен пултарулӑхне ыттисене алла илме пулӑшаҫҫӗ. Паян Куславккаран килсе ҫитнӗ ватӑсем мунчала ҫыхма вӗренеҫҫӗ. Шупашкар хулинчи халӑхӑн социаллӑ ыйтӑвӗсене тивӗҫтерекен центра вӑхӑта хавас та усӑллӑ ирттерме ҫӳрекен кинемейсем куславккасемпе пӗрле мунчала ҫыхнӑ. «Куславккари Надежда Чернова тата Валентина Субакаева тӑрӑшса вӗрентеҫҫӗ те чун чӑтаймарӗ, эпӗ те хӑтланса пӑхас терӗм», — каласа кӑтартнӑ Шупашкарти Людмила Сергеева хулари комплекслӑ центрӑн пресс-службине. Хыпар ҫӑлкуҫӗ:
|
|
Пӑтӑрмахсем
![]() Патшалӑх автоинспекцийӗ тунӑ сӑн Шупашкар округӗнче паян велосипедпа пынӑ 67 ҫулти хӗрарӑма машина ҫапса кайнӑ. Малтанлӑха пӗлтернӗ тӑрӑх, Патшалӑх автоинспекцийӗ малтанлӑха пӗлтернӗ тӑрӑх, «Лада Гранта» машинӑпа пынӑ 58 ҫулти водитель ҫул хӗррипе кайнӑ чухне велосипедистка ҫине пырса кӗнӗ. Хӗрарӑм аманнӑ, ӑна Шупашкарти васкавлӑ медпулӑшу больницине илсе ҫитернӗ. Водитель акӑ епле ӑнлантарса панӑ: хӗрарӑм кӗтмен ҫӗртен машина еннелле пӑрӑннӑ. Ун ҫине пырса тӑрӑнас мар тесе водителӗн хирӗҫ ҫул ҫине тухма тивнӗ. Анчах пур-пӗрех водитель велосипеда кӑштах пырса ҫапнӑ. Хӗрарӑм асфальт ҫине ӳкнӗ. Хыпар ҫӑлкуҫӗ:
|
