Сайта кӗр | Регистраци | Сайта кӗрсен унпа туллин усӑ курма пулӗ
 +19.3 °C
Этем ырӑ ӗҫӗпе.
[ваттисен сӑмахӗ]
 

Хыпарсем: пауэрлифтинг

Спорт
«Контактра» халӑх тетелӗнчи сӑн
«Контактра» халӑх тетелӗнчи сӑн

Савӑнӑҫлӑ хыпар пӗлтеретпӗр: Чӑваш Енри спортменсем Турцири Стамбултан медальсемпе таврӑннӑ.

Ҫак кунсенче Турцире пауэрлифтинг енӗпе Ази первенстви иртнӗ. Пирӗн республикӑри спортсменсем унта хутшӑнса питӗ лайӑх кӑтартусемпе палӑрнӑ.

Варвара Зайцева, ав, 47 килограмм тайманнисен виҫе категорийӗнче вӑй виҫнӗ. Юниоркӑсен хушшинче вӑл кӗмӗл медаль ҫӗнсе илнӗ.

Тӗнче класлӑ Раҫҫей спорт мастерӗ Анастасия Лоренц вара 57 килограмм тайманнисен йышӗнче тупӑшнӑ, вӑл 1-мӗш вырӑна тухнӑ.

Ентешӗмӗрсене медальсем ҫӗнсе илнӗ ятпа саламлатпӑр!

Хыпар ҫӑлкуҫӗ: https://vk.ru/wall-17249389_19667
 

Спорт
«Контактри» сӑн
«Контактри» сӑн

Анатолийпе Виталий Глазковсене пауэрлифтинг енӗпе «Раҫҫей спорт мастерӗ» ята панӑ. Хушӑва РФ Спорт министерстви алӑ пуснӑ. Каччӑсем Суздаль хулинче иртнӗ Раҫҫей кубокӗнче пысӑк кӑтартусемпе палӑрнӑ.

Анатолипе Виталий — йӗкӗреш. Куславкка каччисем Шупашкарти транспорт тата строительство технологийӗсен техникумӗнче вӗреннӗ. Халӗ ӗҫлеҫҫӗ, ҫав вӑхӑтрах спорт валли вӑхӑт тупаҫҫӗ: ҫамрӑксем ӑсталӑхне Шупашкарти В.С.Соколов ячӗллӗ спорт шкулӗнче аталантараҫҫӗ.

Виталий – паурлифтинг енӗпе Ази первенствин ҫӗнтерӳҫи, Анатолий Раҫҫейри ӑмӑртусен ҫӗнтерӳҫи тата призерӗ шутланать.

 

Спорт
"Контактри" сӑн
"Контактри" сӑн

Чӑваш Енри маттур спортсменка Анастасия Лоренц ҫитӗнӗвӗпе савӑнтарнӑ. Вӑл пауэрлифтинг енӗпе иртнӗ Раҫҫей чемпионатӗнче ытти спортсмена парӑнтарса ылтӑн медале тивӗҫнӗ.

Анастасия «жим» дисциплинӑра 57 килограмм тайманнисен виҫе категорийӗнче тупӑшнӑ. Унӑн кӑтартӑвӗ - 157,5 килограмм.

Хыпар ҫӑлкуҫӗ: https://vk.com/wall-191629825_66581
 

Спорт

Нумаях пулмасть Исландире пауэрлифтинг енӗпе Европа чемпионачӗ вӗҫленнӗ. Чӑваш спортсменкисем унтан икӗ медальпе таврӑннӑ.

Тӗнче класлӑ спорт мастерӗ Анастасия Петрова тата РФ спорт мастерӗ Екатерина Николаева Раҫҫейӗн пӗрлештернӗ командине кӗнӗ. ЧР Спорт министерстви хыпарланӑ тӑрӑх, Анастасия Петрова 145 килограмм таякан штангӑна парӑнтарса ылтӑн медаль ҫӗнсе илнӗ.

Екатерина Николаева 63 килограмм тайман виҫе категорийенче вӑй виҫнӗ. Вӑл пӑхӑр медале тивӗҫнӗ.

Командӑсен пӗтӗмӗшле зачетӗнче Раҫҫей пӗрремӗш вырӑн йышӑннӑ. Иккӗмӗшне — Швеци, виҫҫӗмӗшне Норвеги тухнӑ.

 

Orphus

Баннерсем

Шутлавҫӑсем

0 Хурал кӗтесӗ (чат)

Ҫанталӑк

Гороскоп

СурӑхВӑкӑрЙӗкӗрешРакАрӑсланХӗрТарасаСкорпионУхӑҫӑТу качакиШывтӑканПулӑсем
Сурӑх: Малашлӑхра тупӑш паракан проектсене пуҫӑнма лайӑх вӑхӑт. Эрне варринелле вӑй-хал, хастарлӑх чакма пултарӗ, ҫавӑнпа вӑя тӗрӗс пайласа усӑ курма пӗлӗр.

Юпа, 16

1919
107
Алентей Василий Степанович, чӑваш сӑвӑҫи, ҫыравҫи, Чӑваш АССРӗн халӑх ҫыравҫи ҫуралнӑ.
1969
57
Марина Карягина, чӑваш сӑвӑҫи, ҫыравҫи, журналисчӗ ҫуралнӑ.
1977
49
Агаков Леонид Яковлевич, чӑваш ҫыравҫи, драматург, сатирик, театр критикӗ вилнӗ.
1982
44
Белов Михаил Михайлович, чӑваш ҫыравҫи, драматургӗ, тӑлмачӗ вилнӗ.
Пулӑм хуш...Пулӑм хуш...

Ыйтӑм

Чӑваш йӑли тӑрӑх хӑнана пынӑ арҫынна камӑн ӑсатмалла?
ӑсатма тухни — ҫылӑх, юрамасть
хӑнана ӑсатма никам та тухмасть
кил-йышри арҫын
хуҫа хӑй
хуҫа тарҫи
хӑни ҫулне ахаль те пӗлет, ӑсатмасӑр та
хуҫин ҫитӗннӗ ачисем
хуть те кам тухсан та
хуҫа арӑмӗ
пӗтӗм кил-йышпа тухаҫҫӗ