Ӗнер, 17 сехетпе 18 сехет хушшинче Хӗвел питӗ вӑйлӑ ҫиҫсе илнӗ. Кун пирки Мускавра вырнаҫнӑ Лебедев ячӗллӗ РӐА-ӗн (РАН) физика институчӗн Хӗвел астрономийӗн гентген лабораторийӗ пӗлтерет. Ӑна чи ҫӳллӗ шайри класс ятне панӑ — Х.
Каласа хӑварас пулать, хӗвел вӑйлӑ ҫиҫни виҫӗмкун та пулса иртнӗ. Вӑл Мускав вӑхӑчӗпе 15:02 вӑхӑтра хӑватлӑ хӗмленсе илнӗ. Унашкалли унччен 12 ҫул каялла кӑна пулнӑ — 2005 ҫулхи авӑнӑн 7-мӗшӗнче. Виҫӗмкунхи Хӗвел хӗмленӗвне пула вырӑнӑн-вырӑнӑн ҫыхӑну япӑхланнине палӑртнӑ — Чулхулари, Кӗмӗрти, Ижевскри, Томскри тата Сыктывкарти магистраллӑ каналсенче пӑтӑрмахсем тупса палӑртнӑ.
Хӗвел вӑйлӑ ҫиҫсе илни Чӑваш халӑх сайтне те витӗм кӳнӗ — пирӗн офисри компьютер юрӑхсӑра тухрӗ. Хӗвел хӗмленнӗ, вӑйлӑ ҫиҫнӗ вӑхӑтра ӑсчахсем самолётсемпе вӗҫме, руль умне ларма сӗнмеҫҫӗ.
Ҫӗнӗ Шупашкарти хӗвел батарейисен «Хӗвел» савутӗнче юсаса ҫӗнетнӗ производство хута кайӗ. Модернизациленӗ панельсем унта ака уйӑхӗнче кун ҫути курассине «Хыпар» хаҫат сайтӗнче пӗлтернӗ.
«Ренова» компанипе «Роснано» акционерсен обществин пӗрлехи предприятийӗнчи юсаса ҫӗнетнӗ хӗвел панелӗсем хӑйсен аналогӗсенчен палӑрмаллах уйрӑлса тӑмалла-мӗн. Ӗмӗтленнине пурнӑҫа кӗртсен батарейӑсене экспорта ӑсатма пуҫласшӑн. 2009 ҫулта хута янӑ савут — хӗвел энергетики енӗпе ҫӗршывра вӑл чи пысӑккисенчен пӗри. Халӗ предприятире 97,5 МВт продукци кӑлараҫҫӗ пулсан ҫӗнӗ йышши панельсем хута ярсан производство калӑпӑшне 160 мегавата ҫитересшӗн. Ӳлӗмрен ӗмӗт тата пысӑкрах — ҫулталӑкра 400 мегаватт продукци кӑларма ӗмӗтленеҫҫӗ.
Пушӑн 20-мӗшӗнче, Уйӑх Хӗвеле йӑлтах хупланӑ кун, Ҫӗнӗ Шупашкарти 6-мӗш гимнази вӗренекенӗсем ҫак пулӑма сӑнанӑ. Кӑнтӑрлахи 12 сехет тӗлне шкул картишне MEADE LXD75 телескоп вырнаҫтарнӑ. Ашшӗ-амӑшӗ тӗттӗм пленкӑсем илсе килнӗ.
Уйӑх Хӗвеле хупланине икӗ сехет сӑнама пултарнӑ. Ачасем сӑнанӑ кӑна мар, сӑн та ӳкернӗ.
Ҫав самантра иртен-ҫӳрен те шкул картишӗнче чарӑнса тӑнӑ. Вӗсем те 2-3-мӗш классемпе пӗрле тӗлӗнмелле ҫак пулӑма сӑнанӑ.
«Раҫҫейре Уйӑх Хӗвеле пӗтӗмпех тата хӑҫан хуплӗ?» — ҫапла ыйту панӑ чылай ача. Хуравӗ савӑнтараканниех мар. Кун пекки 2061 ҫулхи ака уйӑхӗн 20-мӗшӗнче пулӗ! 2026, 2033, 2043 ҫулсенче те Уйӑх Хӗвеле йӑлтах хуплӗ, анчах ӑна Таймыр, Камчатка, Чукотка, Якути ҫыннисем ҫеҫ курайӗҫ.
Сӑнсем (9)
Специалистсем Хӗвел ҫинче пысӑк хура пӑнчӑ тупӑннине пӗлтереҫҫӗ. Solar Dynamic Observatory (SDO) космос обсерваторийӗ пӗлтернӗ тӑрӑх, ҫав пӑнчӑ лаптӑкӗ Ҫӗртен 10 хут пысӑкрах.
Астрономсем AR 12192 ятпа регистрациленӗ пӑнчӑ ку таранччен, 2008 ҫултанпа пуҫласа, чи пысӑкки шутланнӑ. Анчах иртнӗ канмалли кунсенче тупнӑ Хӗвел ҫинчи пӑнчӑ вара унран чылай хут ирттерет.
Специалистсем шухӑшланӑ тӑрӑх, кунашкал пӑнчӑсем Хӗвел ҫинче вӑйлӑ магнитлӑ уйсен витӗмӗ пулма пултараҫҫӗ. Ун чухне хӑш-пӗр вырӑнта температура самай чакать. Ҫавна май вӗсем, Хӗвел сийӗпе танлаштарсан, тӗттӗмрех курнӑнаҫҫӗ.
Ҫӗнӗ Шупашкарта тӑвакан «Хӗвел» савута хута ярас вӑхӑта тем тӗрлӗ те асӑнкаласа пӑхрӗҫ. Халӗ ҫӗнӗ информаци пур. Асӑннӑ общесмтвӑн тулаш ҫыхӑну енӗпе ӗҫлекен управленйиӗн пуҫлӑхӗ Антон Усачев Regnum информаци агентствине ҫак уйӑхӑн вӗҫӗнче тӗрӗслеттермелле ӗҫлеттерсе ярассине пӗлтернӗ. Пуҫӗпех вара вӑл кӑҫалхи ҫӗртме уйӑхӗнче ӗҫлесе каймалла.
Малтанласа савута 2011 ҫул вӗҫӗнчех ӗҫлеттерсе ярасси пирки калаҫнине хӑшӗсем астӑваҫҫӗ те пулӗ. Ун чухне проект хӑвачӗ ҫине 2012 ҫулхи пӗрремӗш кварталта тухас пек юмахлатчӗҫ. Кайран 2013 ҫулхи ҫӗртме теме тытӑнчӗҫ, унтан чӳк уйӑхӗ терӗҫ. Кайран кӑҫалхи нарӑс вӗҫӗнче уҫасси пирки сӑмах тухрӗ. Мӗнех, пуш уйӑхӗн вӗҫӗччен пурӑнсан курӑпӑр.
Ҫӗнӗ Шупашкарта хӗвел модулӗсем кӑларакан «Хевел» предприяти тӑвасси пирки хӑй вӑхӑтӗнче хытах калаҫкаланӑччӗ. Кайран шӑв-шавӗ лӑпланчӗ, ӗҫӗсем те кар кӑна кайрӗҫ тесе калама йывӑртарах. Халӗ ӗҫ чӑннипех те пырать. Пӗлнӗ тӑрӑх, паян унта Мускаври специалистсем таранах вӑй хураҫҫӗ.
Ҫав вӑхӑтрах предприятие хута ярсан специалистсем кирли куҫ кӗрет. Ҫавна май завод халӗ ҫине тӑрсах специалистсене пухать иккен. Технологи линине ӗҫлеттерсе тӑма пултаракансене — пурӗ 80 ҫынна — ҫулталӑк вӗҫлениччен илесшӗн. Пӗтӗмпе вара унта 300 ҫын ӗҫлемелле. Анчах ку вӑл паян-ыранах мар — 2014-мӗш ҫул вӗҫленнӗ ҫӗре.
Чӑваш Ен Элтепӗрӗ Михаил Игнатьев «Хӗвел» компанин (хӗвел энергетики енӗпе ӗҫлекен «Ренова» компанисен ушкӑнӗн тата «РОСНАНО» АУОн пӗрлехи предприятийӗн) тӗп директорӗпе Игорь Ахмеровпа ӗҫлӗ тӗлпулу ирттернӗ.
Тӗлпулура Ҫӗнӗ Шупашкарта ҫӳхе сийлӗ хӗвел модулӗсем кӑларакан предприятие хута ярас ыйтӑва сӳтсе явнӑ. Игорь Ахмеров пӗлтернӗ тӑрӑх — технологи линине вырнаҫтарса пӗтернӗ, хальхи вӑхӑтра ӗнерлев ӗҫӗ пырать. Вӑл предприятие пуҫласа ӗҫлеттерсе пӑхмалли куна палӑртнӑ — кӑҫалхи утӑн 1-мӗшӗ. Тепӗр 2-3 уйӑх ҫакӑн хыҫҫӑн тивӗҫлӗ техника докуменчӗсем илме кирлӗ пулӗ.
Предприяти чӳкӗн 1-мӗшӗнче ӗҫлеме пуҫлӗ. Тӗлпулура уйрӑммӑн продукцие сутасси тата заводра ӗҫ вырӑнӗсене йӗркелесси пирки калаҫнӑ. Компани кӑҫал тӗрлӗ 125 ӑҫтаҫӑна ӗҫе илесшӗн. Приборсем тӑвасси, оптотехника, электротехника, автоматика — ҫак тата ытти отрасль специалисчӗсем кирлӗ. Компани ҫавӑн пекех хӗвел генерацийӗн объекчӗсене проектлама, монтаж тума тата пӑхса тӑма вӗрентес енӗпе ӑстасем хатӗрлесшӗн. 2020 ҫул тӗлне 610 Мвт хӑватлӑ хӗвел электростанцисене хӑпартас проекта пурнӑҫлани тӗрлӗ тӑрӑхра ҫӗнӗрен 3800 ӗҫ вырӑнӗ йӗркелеме май панине те шута илме пулать.
Шупашкарта ҫывӑх вӑхӑтра (21.12.2024 21:00) тӗтреллӗ ҫанталӑк, атмосфера пусӑмӗ 749 - 751 мм, 0 - 2 градус ӑшӑ пулӗ, ҫил 3-5 м/ҫ хӑвӑртлӑхпа кӑнтӑр енчен вӗрӗ.
| Григорьев Николай Григорьевич, чӑваш ҫыравҫи, профессор ҫуралнӑ. | ||
Пулӑм хуш... |