Сайта кӗр | Регистраци | Сайта кӗрсен унпа туллин усӑ курма пулӗ
 +11.3 °C
Качакан сухалӗ вӑрӑм та ӑсӗ кӗске.
[ваттисен сӑмахӗ]
 

Ял хуҫалӑхӗ: Вырма хӗрсе пырать

Сутатӑп Уйăхри пăру сутатăп.Хакĕ килĕшсе татăлнипе.
Сутатӑп Чăн-чăн килти хытă чăкăтсем (сырсем) сутатпăр. Вĕсене мăн пыршă (вырăсла сычуг) ...
Сутатӑп Хурăн вутти Муркаш районĕпе тата Шупашкар районĕнчи Ишлей тăрăхĕпе сутатăп. Ха...
Софья Савнеш 24.09.2026 16:54 | 433 хут пӑхнӑ
Ял хуҫалӑхӗ
cap.ru сайтри сӑн
cap.ru сайтри сӑн

Республикӑра вырма ӗҫӗ хӗрсе пырать. Аграрисем 207,4 пин гектар ҫинчи тырра вырса пӗтернӗ, плана 85% пурнӑҫланӑ. Пӗтӗмпе 683 пин тонна тырӑ туса илнӗ.

Чӑваш Енӗн вице-премьерӗ – ял хуҫалӑх министрӗ Андрей Макушев палӑртнӑ тӑрӑх, ял хуҫалӑх техникисем халӗ чарӑнмасӑр тенӗ пек ӗҫлеҫҫӗ, механизаторсем хирте иртен пуҫласа каҫчен тӑрӑшаҫҫӗ. Ҫанталӑк лайӑх тӑнӑ чухне республикӑра кунсерен вӑтамран 11 пин гектар ытла тыр-пул вырнӑ.

Округсен хушшинче Красноармейски округӗ тухӑҫлӑхӗпе (39,5 ц/га), Елчӗк округӗ вал пухӑвӗпе (71,7 пин тонна), Патӑрьел округӗ вырма хӑвӑртлӑхӗпе (кунта 95% ытла лаптӑка вырнӑ) лидерсем пулса тӑнӑ.

Тырӑ вырнипе пӗрлех ытти ял хуҫалӑх культурисене те пуҫтарса кӗртеҫҫӗ. Ҫӗр улмие 1 256 га лаптӑк ҫинче 36,1 пин тонна яхӑн пухнӑ, вӑтам тухӑҫлӑхӗ 287,6 ц/га. Уҫӑ вырӑнти пахча ҫимӗҫе 231 га лаптӑк ҫинчен пуҫтарнӑ, 5,4 пин тонна пухнӑ, вӑтам тухӑҫлӑхӗ 236 ц/га. Техника культурисене 12,1 пин га ытла лаптӑк ҫинчен пуҫтарнӑ.

Патӑрьел округӗнче 95 га сахар кӑшманӗ кӑларнӑ, пӗтӗмпе 4,3 пин тонна пухнӑ. Ҫӗрпӳ тата Тӑвай округӗсенче соя пуҫтарма пуҫланӑ: 124 га лаптӑкран 271 тонна пухнӑ.

Хӑмлана 92,2 га лаптӑк ҫинчен пуҫтарнӑ, пӗтӗмпе — 137,8 тонна.

#ял хуҫалӑхӗ, #вырма, #Ҫӗрпӳ районӗ, #Тӑвай районӗ, #Красноармейски районӗ, #Елчӗк районӗ, #Патӑрьел районӗ

 

Ҫавӑн пекех пӑхӑр

Комментариле

Сирӗн ятӑp:
Анлӑлатса ҫырни:
B T U T Ячӗ1 Ячӗ2 Ячӗ3 # X2 X2 Ӳкерчӗк http://
WWW:
ӐӑӖӗҪҫӲӳ
Пурӗ кӗртнӗ: 0 симв. Чи пысӑк виҫе: 1200 симв.
Сирӗн чӑвашла ҫырма май паракан сарӑм (раскладка) ҫук пулсан ӑна КУНТАН илме пултаратӑр.
 

Эсир усӑ курма пултаракан Wiki тэгсем:

__...__ - сӑмаха каҫӑ евӗр тӑвасси.

__aaa|...__ - сӑмахӑн каҫине тепӗр сӑмахпа хатӗрлесси («...» вырӑнне «ааа» пулӗ).

__https://chuvash.org|...__ - сӑмах ҫине тулаш каҫӑ лартасси.

**...** - хулӑм шрифтпа палӑртасси.

~~...~~ - тайлӑк шрифтпа палӑртасси.

___...___ - аялтан чӗрнӗ йӗрпе палӑртасси.

Orphus

Баннерсем

Шутлавҫӑсем