Сайта кӗр | Регистраци | Сайта кӗрсен унпа туллин усӑ курма пулӗ
 +9.3 °C
Этем ырӑ ӗҫӗпе.
[ваттисен сӑмахӗ]
 

Хыпарсем

Республикӑра

Пӑрачкаври хӗрарӑм йытӑ ҫурине путарса вӗлернӗшӗн суд сакки ҫинче явап тытнӑ. Ӑна тӗрмене хупмасӑр 3 ҫуллӑха айӑпланӑ.

Ку пуш уйӑхӗн 13-мӗшӗнче Пӑрачкавра пулнӑ. Хӗрарӑм килти икӗ йытӑ ҫурине, икӗ уйӑхрискерсене, миххе чикнӗ те Сӑр юханшывӗ патне вӗсене путарма кайнӑ. Ҫакна 13 ҫулти икӗ арҫын ача курнӑ, вӗсем хӗрарӑма йытӑ ҫурисене пама ыйтнӑ. Анчах лешӗ чӗрчунсене шыва ывӑтнӑ.

Арҫын ачасенчен пӗри пушмакне хывса, шӑлавар пӗҫҫине тавӑрса пӑрлӑ шыва кӗнӗ. Анчах вӑл пӗр йытӑ ҫурине кӑна ҫӑлса ӗлкӗрнӗ, тепри вилнӗ.

Хӗрарӑм судра айӑпне йышӑннӑ.

 

Хулара
«Контактри» сӑн
«Контактри» сӑн

Ҫак кунсенче Ҫӗнӗ Шупашкарта байкерсем пӗрлешнӗ. Вӗсен туйне хӑнасем мотоциклпа пынӑ.

35 ҫулти Николай тата Ольга Ефимовсен туйӗнче байкерсем пулнӑ. Вӗсем хӑйсем – «Ночные Волки» тата «Ночные Валькирии» мотоклуб пайташӗсем.

«Оля «А» категорие вӗреннине курсан эпӗ вӑл манӑн шӑпа пулнине ӑнлантӑм», – ҫапла каланӑ Николай. Вӑл мотоциклсемпе интересленет, ҫавӑнпа пулас мӑшӑрӗ те унӑн кӑсӑкланӑвне пайлани пӗлтерӗшлӗ пулнӑ уншӑн.

Ольӑна байкер пурнӑҫӗ килӗшнине курсан Николай унпа ҫывӑхрах туслашнӑ. Туслӑх юратӑва куҫнӑ. Акӑ халӗ ҫамрӑксем пӗрлешнӗ.

Хыпар ҫӑлкуҫӗ: https://vk.com/wall-17249389_14844
 

Сывлӑх
https://yandex.ru/images/search?img_url=https%3A%2F%2Favatars.dzeninfra.ru сӑнӳкерчӗкӗ
https://yandex.ru/images/search?img_url=https%3A%2F%2Favatars.dzeninfra.ru сӑнӳкерчӗкӗ

Пирӗн ҫӗршыври ученӑйсем ракран вакцинӑпа сиплеме пуҫласшӑн. Ракран туса кӑларнӑ мРНК-вакцинӑпа тепӗр 1-1,5 уйӑхран усӑ курма пуҫлӗҫ.

Ӑна Гамелея ячеллӗ центр Мускаври Герцен ячӗллӗ ӑслӑлӑхпа тепчев онкологи институчӗпе, Блохин ячӗллӗ онкологи центрӗпе пӗрле шухӑшласа кӑларнӑ.

Вакцинӑна кашни пациент валли уйрӑм кӑлараҫҫӗ-мӗн.

Хальлӗхе вакцинӑна сӑнавлӑ меслетпе меланомӑпа чирлисене сиплӗҫ.

Хыпар ҫӑлкуҫӗ: https://t.me/bbbreaking/215869
 

Ял хуҫалӑхӗ
cap.ru сӑнӳкерчӗкӗ
cap.ru сӑнӳкерчӗкӗ

Чӑваш Енӗн Гостехнадзорӑн тата Патшалӑхӑн автоинспекцийӗн ӗҫченӗсем «Лайӑх тракторист» операцие пӗтӗмлетнӗ.

Ҫурла уйӑхӗн 20-мӗшӗнчен пуҫласа 20-мӗшӗччен инспекторсем хӑй тӗллӗн ҫӳрекен техникӑпа водительсем епле усӑ курнине тӗрӗсленӗ. Пӗтӗмпе 222 водителе тӗрӗсленӗ. Вӗсенчен 48-шӗнне кӑлтӑк тупса палӑртнӑ.

Чылайӑшӗн обязательнӑй страхованийӗн полисӗ пулман. 12,5 проценчӗн тракторист прави пулман.

 

Культура
cap.ru сӑнӳкерчӗкӗ
cap.ru сӑнӳкерчӗкӗ

Чӑваш патшалӑх культурӑпа ӳнер институтӗнче «Выдающиеся личности в становлении и развитии профессионального театра и кинематографа Чувашии» (чӑв. Чӑваш Енри профессилле театрпа кинематографи йӗркеленсе кайнипе тата аталаннипе ҫыхӑннӑ паллӑ ҫынсем) ятпа ҫавра сӗтел иртнӗ. Ӑна актер ӑсталӑхӗн тата режиссурин кафедринче йӗркеленӗ.

Мероприятие Культура институчӗн чӗрӗк ӗмӗрне тата культура колледжӗн 80 ҫулхине халалланӑ. Маларах асӑннӑ кафедра заведующийӗ Лия Чернова ҫамрӑк специалистсемпе студентсене вӗренӳ заведенийӗпе ҫыхӑннӑ сумлӑ ҫынсемпе паллаштарас ӗмӗтлине палӑртса хӑварнӑ.

 

Республикӑра
cap.ru сӑнӳкерчӗкӗ
cap.ru сӑнӳкерчӗкӗ

Шупашкарти электроаппаратура завочӗ япаласене авма робот техники туяннӑ. Вӑл 50 килограмм таран йӑтса илеет. Унтан ӑна хӑех авать.

Унччен ҫав операцие оператор пурнӑҫланӑ пулсан халӗ робот самантрах тӑвать. Ҫитменнине тата ҫыннӑн пресс хушшине алла чиксе яма тивнӗрен аманас хӑрушлӑх та пулнӑ. Халӗ заводра тӑрӑшакансем робота ӗҫлеттерсе яма ҫеҫ хутшӑнаҫҫӗ.

 

Хӗсмет
cap.ru сайтри сӑн
cap.ru сайтри сӑн

Юпа уйӑхӗн 1-мӗшӗнчен кӗрхи призыв пуҫланать. Вӑл раштав уйӑхӗн 31-мӗшӗччен пулӗ.

Хальхинче призыв ҫӗнӗлӗхпе пулӗ. Призыв пирки тунӑ йышӑну ҫулталӑкӗпех вӑйра пулӗ. Тепӗр майлӑ каласан, призывнике хальхинче салтака илсе каймасан ӑна тепӗр призывпа чӗнсе илӗҫ.

Аса илтерер: салтака 18-30 ҫулсенчи, сывлӑхӗ «А» тата «Б» категориллӗ шутланакан каччӑсене илсе каяҫҫӗ.

 

Республикӑра

Авӑн уйӑхӗн 22-28-мӗшӗсенче пӗрремӗш тата иккӗмӗш мультиплекса кӗрекен тӳлевсӗр 20 цифра телекурав трансляцине хӑш-пӗр районта ӗҫлеме чарӗҫ. Кун пирки ЧР Цифра министерстви пӗлтернӗ.

Ку телеоборудование планпа килӗшӳллӗн профилактика тата тӗплӗ юсав тунипе ҫыхӑннӑ. Сӑмах май, ҫурла уйӑхӗн 13-мӗшӗнче ирхи 8 сехетрен пуҫласа 17 сехетчен Шупашкарта Тӗп телекурав трансляцине тата 18 радиостанцие чарса лартнӑ.

 

Республикӑра
"Контактри" сӑн
"Контактри" сӑн

Канашри ЗАГСра 50 ҫул пӗрле пурӑнакан Кузнецовсене чысланӑ. Вӗсем 1975 ҫулта Сиккассинче пӗрлешнӗ.

Валентин Николаевичпа Людмила Ильинична икӗ ача ҫуратса ӳстернӗ, халӗ пилӗк мӑнукӗпе савӑнса пурӑнаҫҫӗ.

Валентин Николаевич культура тытӑмӗнче ӗҫленӗ: Сиккассинчи ача-пӑча ӳнер шкулӗнче вӗрентекен тата директор пулнӑ. 1986 ҫулта «Чӑваш АССРӗн тава тивӗҫлӗ культура ӗҫченӗ» ята тивӗҫнӗ. 1991 ҫултанпа вара вӑл – Раҫҫей композиторӗсен ассоциацийӗн пайташӗ.

Кузнецовсен ҫемйи – ҫамрӑксемшӗн тӗслӗх.

Хыпар ҫӑлкуҫӗ: https://vk.com/wall-194537172_23965
 

Раҫҫейре
dzen.ru сайтри сӑн
dzen.ru сайтри сӑн

Раҫҫей Тӗп банкӗ йӑлана кӗнӗ «Тимӗр укҫа эрни» акци пуҫарнӑ. Раҫҫейре пурӑнакансем юпа уйӑхӗн 4-мӗшӗччен банка кайса тимӗр укҫана хутлипе улӑштарма е ӑна счет ҫине хума пултараҫҫӗ.

Кун пек акцие кӑҫал ака уйӑхӗнче те ирттернӗ. Ун чухне ҫынсем банксене кайса 242 миллион тенкӗлӗх тимӗр укҫа улӑштарнӑ.

Хыпар ҫӑлкуҫӗ: https://t.me/nikamran
 

Страницӑсем: 1 ... 32, 33, 34, 35, 36, 37, 38, 39, 40, 41, [42], 43, 44, 45, 46, 47, 48, 49, 50, 51, 52, ... 4033
Orphus

Баннерсем

Шутлавҫӑсем

0 Хурал кӗтесӗ (чат)

Ҫанталӑк

Шупашкарта ҫывӑх вӑхӑтра (18.11.2025 21:00) тӗтреллӗ ҫанталӑк, атмосфера пусӑмӗ 740 - 742 мм, 9 - 11 градус ӑшӑ пулӗ, ҫил 5-7 м/ҫ хӑвӑртлӑхпа кӑнтӑр енчен вӗрӗ.

Гороскоп

СурӑхВӑкӑрЙӗкӗрешРакАрӑсланХӗрТарасаСкорпионУхӑҫӑТу качакиШывтӑканПулӑсем
Сурӑх: Ӗҫри ыйтусемпе ӗҫлесен аванрах. Сирӗн ҫине тӑрса вӗсене татса пама, ӗҫпе е ҫывӑх ҫынсемпе ҫыхӑннӑ пӑтӑрмахсене йӗркелеме тивӗ. Тӗллев патне талпӑнма юратни сире кӗтнинчен те лайӑхрах кӑтартусем парӗ. Канмалли кунсенче хӑнана кайни вара ывӑнтарӗ кӑна.

Чӳк, 18

1917
108
Аслан Степан Степанович, чӑваш ҫыравҫи ҫуралнӑ.
Пулӑм хуш...Пулӑм хуш...