Сутатӑп Уйăхри пăру сутатăп.Хакĕ килĕшсе татăлнипе.
Сутатӑп Чăн-чăн килти хытă чăкăтсем (сырсем) сутатпăр. Вĕсене мăн пыршă (вырăсла сычуг) ...
Сутатӑп Хурăн вутти Муркаш районĕпе тата Шупашкар районĕнчи Ишлей тăрăхĕпе сутатăп. Ха...

Пӑрачкав округӗнчи Напольное ялӗнче пурӑнакан Татьяна Михайловна Клюковкина 100 ҫулхи юбилейне уявланӑ. Унӑн пурнӑҫӗ ҫӑмӑл килмен, хура-шурне чӑтса ирттерме тивнӗ.
Пилӗк ҫулта чухне вӑл хытӑ чирленӗ, хӑлхи илтме пӑрахнӑ. Анчах ку ӑна ҫапса хуҫман. Татьяна 15 ҫулта чухне Тӑван ҫӗршывӑн Аслӑ вӑрҫи пуҫланнӑ. 1941 ҫулхи кӗркунне вӑл ашшӗпе тата тӑванӗпе пӗрле станок умне тӑнӑ, Сӑр хӳтӗлев чиккисене тума хутшӑннӑ.
Татьяна Михайловна пурнӑҫ тӑршшӗпех «Туслӑх» колхозра уй-хир бригадинче тӑрӑшнӑ. Унӑн хӑйӗн ачисем ҫук, вӑл хӑйӗн пӗтӗм юратӑвне тӑванӗсене парнеленӗ. Малтан ашшӗ-амӑшне пӑхса пурӑннӑ, кайран шӑллӗн ҫемйине пулӑшнӑ. Халӗ вӗсем ашшӗ-амӑшӗн ҫуртӗнче шӑллӗн ҫемйипе пӗрле пурӑнаҫҫӗ, Иван Михайлович унӑн тӗрекӗ пулса тӑнӑ.
Вӑрӑм пурнӑҫлӑ кинемее влаҫ представителӗсем саламланӑ. Вӗсем юбиляра вӑрҫӑ ҫулӗсенче тата мирлӗ вӑхӑтра пурнӑҫланӑ ӗҫӗсемшӗн тав сӑмахӗсем каласа ҫирӗп сывлӑх суннӑ.
