Сайта кӗр | Регистраци | Сайта кӗрсен унпа туллин усӑ курма пулӗ
 -6.7 °C
Кахал ҫӑпата сырнӑ ҫӗре ӗҫчен ӗҫне пӗтернӗ.
[ваттисен сӑмахӗ]
 

Хыпар: Пушкӑрт культурин кунӗсем иртӗҫ

Сутатӑп Уйăхри пăру сутатăп.Хакĕ килĕшсе татăлнипе.
Сутатӑп Чăн-чăн килти хытă чăкăтсем (сырсем) сутатпăр. Вĕсене мăн пыршă (вырăсла сычуг) ...
Сутатӑп Хурăн вутти Муркаш районĕпе тата Шупашкар районĕнчи Ишлей тăрăхĕпе сутатăп. Ха...
Вера Эверкки 28.05.2013 17:45 | 1788 хут пӑхнӑ
Паянхи пресс-конференцире
Паянхи пресс-конференцире

Ҫу уйӑхӗн 30–31-мӗшӗсенче Чӑваш Енре Пушкӑртстан культурин кунӗсем иртмелле. Кун пирки Культура министерствинче паян иртнӗ пресс-конференцире тӗплӗн каласа кӑтартнӑ. Культура кунӗсене ирттернӗ ҫӗре Пушкӑртстан Республикин Пуҫлӑхӗ Рустэм Хамитов килсе ҫитмелле.

Мероприятие кӗҫнерникун Чӑваш патшалӑх оперӑпа балет театрӗнче официаллӑ майпа уҫӗҫ. Вӑл вӑхӑтра харӑсах темиҫе курав йӗркелеме палӑртнӑ. Сӑмахран, Пушкӑртстанӑн Наци музейӗн фондӗнчи «Пушкӑрт халӑхӗн пурлӑх культури» экспозицисемпе паллашма май килӗ. Е тата «Пушкӑртстан — Евразин ахахӗ» фотоӗҫсен куравӗ те пухӑннисене кӑсӑклантарасса шанаҫҫӗ. Унтах алӗҫ ӑстисен япалисене тата пушкӑртсен кӗнекисене туянма май килӗ.

Чӑваш патшалӑх ӳнер музейӗнче те курав ӗҫлӗ. Наци библиотекине вара пушкӑрт писателӗсем килсе ҫитӗҫ. Театр ӳнерне кӑмӑллакансем валли те ырӑ хыпар пур — Чӑваш патшалӑх академи драма театрӗнче Мустай Карим ячӗллӗ Ҫамрӑксен театрӗн «Радость нашего дома» спектакльне кӑтартӗҫ. Кунсӑр пуҫне Шупашкара пушкӑрт артисчӗсем те килӗҫ.

Ҫӗртме уйӑхӗн пуҫламӑшӗнче вара пушкӑртсемпе чӑвашсен оперӑпа балет театрӗсем спектакльсемпе ылмашӗҫ: уйӑхӑн 8-9-мӗш числисенче пирӗннисем унта хӑйсен ӑсталӑхне кӑтартӗҫ, ҫӗртмен 6-7-мӗшӗсенче пушкӑртсем — Чӑвашра.

#Пушкӑртстан, #Чӑваш Ен, #культура, #ҫыхӑнусем, #Чӑваш патшалӑх ӳнер музейӗ, #Чӑваш патшалӑх оперӑпа балет театрӗ, #театрсем, #музейсем, #вулавӑшсем, #Чӑваш патшалӑх академи драма театрӗ

 

Комментариле

Сирӗн ятӑp:
Анлӑлатса ҫырни:
B T U T Ячӗ1 Ячӗ2 Ячӗ3 # X2 X2 Ӳкерчӗк http://
WWW:
ӐӑӖӗҪҫӲӳ
Пурӗ кӗртнӗ: 0 симв. Чи пысӑк виҫе: 1200 симв.
Сирӗн чӑвашла ҫырма май паракан сарӑм (раскладка) ҫук пулсан ӑна КУНТАН илме пултаратӑр.
 

Эсир усӑ курма пултаракан Wiki тэгсем:

__...__ - сӑмаха каҫӑ евӗр тӑвасси.

__aaa|...__ - сӑмахӑн каҫине тепӗр сӑмахпа хатӗрлесси («...» вырӑнне «ааа» пулӗ).

__https://chuvash.org|...__ - сӑмах ҫине тулаш каҫӑ лартасси.

**...** - хулӑм шрифтпа палӑртасси.

~~...~~ - тайлӑк шрифтпа палӑртасси.

___...___ - аялтан чӗрнӗ йӗрпе палӑртасси.

Orphus

Баннерсем

Шутлавҫӑсем