Чӑваш Енри «Хулканпа хӗҫ» правӑна сыхлакан организаци ҫӗршыв Президенчӗн 400 пин тенкӗ грантне ҫӗнсе илнӗ. Ун пек кӗмӗле Раҫҫейри 124 коммерцилле мар организацие пама йышӑннӑ.
Ҫӗнсе илнӗ тупрана килес ҫул уйӑрӗҫ. Чӑваш Енри организаци ӑна этем правине хӳтӗлеме тата ҫутта кӑлармалли мероприятисем ирттерме уйӑрасшӑн-мӗн.
Асӑннӑ организаци ертӳҫи ҫынсене судсенче хӳтӗлет, ҫӗршывӑн аслӑ судне тата Ҫын парвине хӳтӗлес енӗпе ӗҫлекен европӑри суда ҫӑхавсем ҫырма пулӑшать. Асӑннӑ организацин юрисчӗсем ҫынсене юридици пулӑшӑвӗ тӳлевсӗр кӳреҫҫӗ. Унӑн ертӳҫи Алексей Глухов ШӖМӗн тата ытти организаци ӗҫченӗсем валли лекцисем вулать-мӗн. Республикӑра йышӑнакан тӗрлӗ саккуна тӳрлетӳсем кӗртме пӗрре кӑна сӗннӗ.
Agabazar // 3167.08.2272
2013.12.10 00:37 | |
Хулкан тата хĕç. | |
Agabazar // 2582.90.8966
2013.12.10 16:40 | |
"Çĕнсе илнĕ тупрана..."
Ахăртнех, Михайловский господин чăваш чĕлхине пĕрремĕш вырăна лартма хăтланнă хыççăн пулса иртнĕ мыскарапа çĕнсе илнĕ пулас... |