![]() Лагерь ҫак вырӑнта пулӗ Ыран Йӑлӑм енче (Атӑлӑн леш енче) «Хавал» лагерь ӗҫлеме пуҫлӗ. Ҫак шӑрӑхра мӗн тума каяҫҫӗ тетӗр-и? Шыва кӗме кӑна мар... Ҫамрӑксем чӑваш чӗлхи вӗренесшӗн ҫунаҫҫӗ! Утӑн 4-мӗшӗнче лагерь хӑй ӗҫне пуҫлать те 11-мӗшӗнче вӗҫлет. Кашни япала ятран пуҫланать теҫҫӗ — чӑваш тӗнчипе тачӑрах паллашма чӑашла ят лайӑхрах пулӑшӗ! Бейджик ҫинче чӑвашла ят курсан — пӗлӗр, вӗсене хутшӑнакансем хӑйсене валли кунтах суйлаҫҫӗ те ҫак пӗчӗк хут татки ҫине ҫырса хураҫҫӗ. Хӑвӑра валли суйлама ан манӑр. Халь ӗлӗкхи мар вӗт — чӑвашла ят списокне тетелте чылай вырӑнта тупма май пур.
Ку ҫуллахи лагерӗн тӗп тӗллевӗ — ҫӳлсеренхи тӗлпулусен йӑлине ҫирӗплетесси. Вӑл тӗлпулусенче чӑвашла пӗлменнисем чӗлхене ӑса хывӗҫ (чӑвашла калаҫакансен хушшине лекни лагере йӗрекелекенсен шучӗпе вӗренӳре самай пулӑшу парӗ), чӑваш культурипе, ун исторрийӗпе тачӑрах паллашӗҫ. Лагерьте кашни кун ҫавра сӗтелсем, тренингсем, лекцисем иртӗҫ. Ҫӗнӗ тус-юлташ та тупӑнасса шантараҫҫӗ лагерь йӗркелӳҫисем.
Эсир ҫӑкнашкал лекцисем итлеме пултараттӑр (малтанхи планпа): «Хусан ханлӑхӗн историйӗ» (Тухватуллин Айрат Халитович), «Чӑвашсен авалхи историйӗ» (Мадуров Дмитрий), «1990-мӗш ҫҫ. Чӑваш Енре наци туйӑмӗ ҫӗкленни» (Лукьянов Николай Егорович), «Нацисен ҫӗкленӗвӗн Европа опычӗ» (Савельев Александр), «Атӑлҫи Пӑлхар патшалӑхӗ» (Мадуров Дмитрий), «Тӑваш тумӗ» (Иванов-Орков Геннадий), «Чӑваш тӗнче курӑмӗ» (Мадуров Дмитрий) тата ыттисем. Хыпар ҫӑлкуҫӗ:
|
![]() Утӑн 3-мӗшӗнче Нурлатра чӑваш культурин «Уяв» праҫникӗ пулать, 2006 ҫултанпах ҫакӑнта иртет вӑл. Кӑҫал унта республикӑмӑртан, кӳршӗллӗ регионсенчен 50 чӑваш фольклор ушкӑнӗ хутшӑнать. Илемлӗ пултарулӑх коллективӗсемсӗр пуҫне Шупашкартан килнӗ профессионал-юрӑҫсем те халӑх кӑмӑлне ҫавӑрӗҫ. Уява пыракансем чӑваш апачӗсене, кил-ҫурт хуҫалӑхне, вӑййисене курса хаклӗҫ. Ҫавӑн пекех кӑмӑла каякан пикепе яша «Уяв пикипе» «Уяв паттӑрӗ» ят илме пулӑшма пулать. Хыпар ҫӑлкуҫӗ:
|
![]() «Валинке» ушкӑн 2010 ҫулхи ҫӗртмен 25-27-мӗшӗсенче паллӑ вырӑс тӗпчевҫин, этнографӑн тата фольклористӑн Д.К. Зеленинӑн тӑван кӗтесӗнче — Удмурт Республикин Завьялов районӗнчи Люк ялӗнче — регионсем хушшинчи «Окно в небо» (Тӳпе чӳречи) V фольклор фестивалӗ иртрӗ. Фестивале тӗрлӗ халӑхсен хушшинчи шанӑҫлӑхпа туслӑха ҫирӗплетес, пӗр-пӗрне лайӑхрах ӑнланас тӗллевпе ирттереҫҫӗ. Кӑҫал фестивалӑн тӗп теми «Халӑх йӑлине кӗнӗ вӑйӑсем» пулчӗ. Фестивале Элӗк ял тӑрӑхӗн культурӑпа кану центрӗ ҫумӗнчи «Валинке» халӑх пултарулӑхӗн ушкӑнӗ те кайнӑ. Вӑл 17 ӗнтӗ хӑйӗн юрри-ташшисемпе ҫынсене савӑнтарать. Ушкӑн хастарӗсем Элӗк енчи чӑвашсен авалхи юрри-ташшине упраса хӑварас тӗлӗшпе нумай ӗҫлеҫҫӗ. Ача-пӑчана та хутшӑнтараҫҫӗ — вӗсем тем тесен те пирӗн пуласлӑх. Юлашки ҫулсенче «валинкесем» Чулхула, Сарӑту, Суздаль, Мускав, Питӗр, Богородск тата ытти хуласене ҫитрӗҫ, чӑваш юрри-ташшисемпе паллаштарчӗҫ. Фестивале «Валинке» пушӑ кайман, вӑйӑсем хатӗрлесе кайнӑ. Унсӑр пуҫне ушкӑн хӑйӗн пултарулӑхне «Пурнӑҫа ырласа» ташӑ-кевӗ композицинче кӑтартрӗ. Хыпар ҫӑлкуҫӗ:
|
![]() Чӑваш патшалӑх гуманитари ӑҫлӑлӑхӗсен интитутӗнче ҫу уйӑхӗн 1-мӗшӗнче археологи ӗҫне тума ирӗк илнӗ хыҫҫӑн Ҫӗмӗрле районӗнчи Якуртушкӑнь ял тӑрӑхне кӗрекен Эскетен ял ҫыннисем авалхи тимӗр ӗмӗрӗнчи Холаҫӳч лаптӑкне хӑт кӗртме пуҫларӗҫ. Ҫӗртмен 27-мӗшӗ ҫанталӑк шӑрӑх тӑчӗ пулин те Якуртушкӑнь шкулӗнче вӗренекен ачасем хулаш вырӑнне хӑт кӗртме тухрӗҫ. Федоров Михаил (10 класс), унӑн шӑллӗсем Сергейпа (8 класс) Владимир (8 класс), ҫавӑн пекех Улисов Антон (9 класс), Кульев Владимир (8 класс) тата Ефатеров Иван (вӑл Ҫӗнӗ Шупашкарти 6-мӗш шкулта 10 класра вӗренет) кун хушшинче картлашкасем туса тухма тӗллев лартрӗҫ. Ӗҫе вырӑнти таврапӗлӳҫӗ Анатолий Пояндаев ертсе пычӗ. Ачасем кун хушшинче Кармал шывӗ урлӑ хыр шӑччисене усӑ курса 12 метр вӑрӑмӑш каҫӑ хатӗрлерӗҫ, картлашкасем туса хӑварчӗҫ.
Холаҫуч археологи эскерӗ (объекчӗ) 2006 ҫултанпа республика шайӗнче археологи палӑкӗ пек упранать. Хыпар ҫӑлкуҫӗ:
|
![]() Нумай пулмасть Тутарстанӑн Теччӗ районӗнчи чӑваш центрӗн ертӳҫи Владимир Григорьевич Вериялов ҫӗнӗ кӗнеке кӑларчӗ — кун пирки «Сувар» хаҫат пӗлтерет. 100 экземплярлӑ «Чувашские населенные пункты. Тетюшский муниципальный район Республики Татарстан» кӗнекене Теччӗ районӗ 80 ҫул тултарнине халалласа кӑларнӑ. Кӗнекере чӑваш халӑх академикӗ Теччӗ тӑрӑхӗнчи мӗнпур чӑваш ялӗ ҫинчен ҫырса кӑтартнӑ: Пухтел, Аслӑ Ӑнӑ, Ивански, Кӑнна Кушки, Ҫӗньял, Победа, Таяпа, Чакӑлтӑм, Хупкӗпер, Таркан Пуҫ, Юккел, Кушкуй, Шанчӑ, Кивьял, Ҫармӑс, Чӑваш Чураппанӗ. Кашни яла сӑнланӑ чух автор малтан ялӑн географилле вырӑнне илсе кӑтартать. Хусантан миҫе ҫухрӑмра вӑл, Пӑваран. Хыпар ҫӑлкуҫӗ:
|
![]() Килӗрех! Хапӑлласа кӗтсе илӗҫ! Мӑн Ҫавал шывӗ хӗрринче ҫулран ҫул пухӑнакан ярмӑркка кӑҫал утӑ уйӑхӗн 8-пе 11-мӗшӗсенче иртӗ.
Ҫӗрпӳ ярмӑркки ирттернӗ вырӑн авал ҫул хӗрринче вырнаҫнӑ. Хусана каякан ҫул шӑп та лӑп Ҫӗрпӳ витӗр тухнӑ пулнӑ (Ҫӗрпӳ кӗперне те ахаль унта туман — вӑл ҫул ҫинче пулнӑ) — халӗ вара М7 ятлӑ ҫул хула айӑккипе пӑрӑнса иртет. Ӗлӗк-авал (халӗ те ҫавнашкалах!) суту-илӳ пысӑк вырӑн йышӑннӑ. Япаласене хальхи пек таҫти ҫӗршывсенчен кӳрсе килеймен — килти ӗҫре тӑтӑшах усӑ курмалли хатӗрсене ял ҫынни хӑйех ӑсталанӑ. Сутма вара тӗрлӗ ярмӑрккасене, пасарсене ҫӳренӗ. Унтах хӑй ӑсталама пӗлмен кирлӗ япала туяннӑ. Ҫӗрпӳ хули мӗн авалтан паллӑ — пасар-ярмӑркка йӗркелемелли питӗ лайӑх вырӑн пулнӑ. Унӑн хӑйнеевӗрлӗхӗ те пулнӑ. Вӑл вӑхӑтра хальхи пек кинотеатрсем, культура керменӗсем пулман — халӑх ярмӑрккасенче савӑннӑ. Шӑп ҫавӑн йышши пасар (ярмӑркка) йӗркеленнӗ те ӗнтӗ Ҫӗрпӳ хули ҫывӑхӗнче. Тихвин мӑнастирӗн ҫумӗнче вырнаҫнӑран Тихвин ярмӑркки те тенӗ ӑна. Хыпар ҫӑлкуҫӗ:
|
Чӑвашстат пӗлтернӗ тӑрӑх кӑҫалхи пилӗк уйӑхри демографине пӗтӗмлетнӗ хыҫҫӑн Чӑваш Енре пурӗ 6 433 ача ҫуралнӑ, 7 147 (вӑл шутра ҫулталӑка ҫитмен 31 ача) вилнӗ. Вилнисен шучӗ ҫуралнисенче 11,1% ытларах пулнӑ. Пӗлтӗр ку вӑхӑтри кӑтартусем 19,4%-па танлашнӑ. Ҫуралнисен шучӗ те пӗлтӗрхипе танлаштарсан 69 ытларах (е 1,1%). Вилнисен шучӗ 5,9% чакнӑ (е 452 ҫын сахалтарах). Чӑваш Енӗн пур муниципалитетӗнче те тенӗ пекех халӑх йышӗ чакнӑ, Шупашкарпа Ҫӗнӗ Шупашкар хулинче тата Шупашкар районӗнче — ӳснӗ. Ҫын йышӗ чи нумай Ҫӗмӗрле (-16%), Улатӑр (-12,5), Пӑрачкав (-12,2), Хӗрлӗ Чутай (-11,7) тата Куславкка (-10,1) районӗсенче чакнӑ. Пӗлтӗрхипе танлаштарсан 51 ҫемье ытларах (пурӗ 2 643 мӑшӑрланнӑ) ҫавӑрнӑ. Уйрӑлакансен йышӗ чакнӑ — пӗлтӗрхинчен 277 ҫемье сахалрах саланнӑ. Хыпар ҫӑлкуҫӗ:
|
![]() ASCAP сайчӗ Нумай пулмасть ASCAP (Америкӑри кӗвӗҫӗсен, авторсен тата издательсен пӗрлӗхӗ) организаци хӑйӗн пайташӗсене ҫыру валеҫнӗ — унта Creative Commons, EFF, Public Knowledge йышши пӗрлӗхсемпе кӗрешме нимелле укҫа пухма пуҫлани пирки пӗлтернӗ. Creative Commons вӗсен хушшинче чи палли — ку пӗрлӗхсем контента ирӗклӗ сарма май паракан юхӑма тытса тӑраҫҫӗ. «Паян, — тенӗ ҫырура, — пирӗн ума хальччен курман пысӑк йывӑрлӑх тухса тӑрать. Creative Commons, EFF, Public Knowledge йышши пысӑк енчӗклӗ техно-компанисем пирӗн Copyright вырӑнне Copyleft йышӑнтарас тесе ырми-канми ӗҫлеҫҫӗ. Вӗсем хӑйсене потребительсен прависене хӳтӗлекен пек кӑтартаҫҫӗ, анчах та тӗрӗссипе вӗсем пирӗн юрӑсемшӗн тӳлесшӗн мар ҫеҫ. Вӗсен тӗллевӗ — пирӗн юрӑсем тӳлевсӗр пулмалли пирки пӗлтересси ҫеҫ.»
Creative Commons пӗрлӗх, тӗрӗссипе каласан, хайлавсене автор правипе (copyright) кӑларакансене ним енчен те хӗсӗрлемест. Хӑйсен ӗҫӗсене ку лицензипе кӑларакансем хайлавсене ҫынсем патне ытларах ҫитерме ҫеҫ пулӑшать. Creative Commons лицензине аталантарма пулӑшакансем Copyright хальхи вӑхӑт ыйтнине тивӗҫтереймест теҫҫӗ.
Creative Commons-ӑн (чӑвашла та вырӑсла та куҫарӑвӗ ҫирӗпленмен-ха) тӗп тивӗҫӗ — автор валли хайлавӑн хӑш-пӗр прависене халӑха пама майсем тӑвасси. Хыпар ҫӑлкуҫӗ:
|
![]() Чыслав саманчӗ Терентий Парамонович Дверенин алӗҫ ӑсти Чӑваш патшалӑх премине тивӗҫнӗ. Ӑна вӑл Н.В.Федоров Президентӑмӑр аллинчен Чӑваш Республики 90 ҫул тултарнине уявланӑ кунсенче илчӗ.
Карло Атте («Буратино» юмахри сӑнар) ӗҫне малалла тӑсаканӗ Сӗнтӗрвӑрри районӗнчи Ҫичӗпӳртре пурӑнать. 90 ҫулти Терентий Парамонович Дверенин хӑйӗн пуканисене пилӗк ҫул каялла ҫеҫ ӑсталама пуҫланӑ пулин те унӑн «буратинисене» районта ҫеҫ мар, республикӑра та, Раҫҫейре те лайӑх пӗлеҫҫӗ. Хыпар ҫӑлкуҫӗ:
|
![]() Конкурс! Конкурс! Конкурс! Сирӗнтен пулӑшу кӗтеҫҫӗ!
Республикӑри чи паллӑ «Янташ» ушкӑн ят улӑштарать!
А.Н. Никитин композиторӑн 2 «Янташ» ушкӑн. Вӗсенчен пӗрисем ят улӑштараҫҫӗ — аслисем (Римма, Слава, Надя, Леня, Галя, Валера, Леня) текех янташ мар! Вӗсем ҫӗнӗ ушкӑн ятне шыраҫҫӗ!
Ушкӑн ячӗ кӗске пулмалла, хитре янӑрамалла.
Ҫӗнтерӳҫӗне ҫӗнӗ юрӑсен пуххи кӗтет! |
Шупашкарта ҫывӑх вӑхӑтра (25.02.2025 03:00) тӗтреллӗ ҫанталӑк, атмосфера пусӑмӗ 757 - 759 мм, -9 - -11 градус сивӗ пулӗ, ҫил 1-3 м/ҫ хӑвӑртлӑхпа ҫурҫӗр енчен вӗрӗ.
| Трофимов Прохор Трофимович, чӑваш ҫыравҫи, Чӑваш Республикин тава тивӗҫлӗ культура ӗҫченӗ вилнӗ. | ||
![]() | Пулӑм хуш... |