![]() вокзал хальхи вӑхӑтра Паян Чӑваш Енӗн хула хӑпартассипе тата обществӑллӑ инфраструктура аталанӑвӗн министрӗ Александр Гончаров Вӑрмарта ҫӗнӗ вокзала тӑвас ӗҫ епле пынипе паллашрӗ. Вӑрмар посёлокӗн чукун ҫул вокзалне ҫитсе ӗҫсене пӑхса тухнӑ хыҫҫӑн министра ӗҫлӗ канашлу пухрӗ — унта район пуҫлӑхӗ Вячеслав Кириллов, «СУОР» ТМЯО тӗп директорӗ Владимир Ермолаев тата субподрядлӑ организацисен ӗҫченӗсем хутшӑнчӗҫ. Хальхи вӑхӑтра вокзалта шалти ӗҫсем пыраҫҫӗ. Ҫавӑн пекех пушартан хӳтӗленмелли резервуарсене вырнаҫтарнӑ май ҫӗр чакалаҫҫӗ, электричество кабелӗсене хываҫҫӗ, перронсене ҫӗнетеҫҫӗ. Посёлок администрацийӗ Вокзал урамӗнчи 10-мӗш номерлӗ кивелнӗ ҫурта та ишме пуҫланӑ ӗнтӗ. Каярах вара ун таври лаптӑка илемлетсе тухӗҫ. Министр Вӑрмарти Окьябрь урамне тирпейлеме хушса хӑварчӗ. Тӗп подрядчик вокзала Республика кунӗ ҫитиччен, ҫӗртмен 18-мӗшӗ тӗлне, туса пӗтерме шантарчӗ. Хыпар ҫӑлкуҫӗ:
|
![]() Правительство ҫурчӗ Н.В.Фёдоров пӗлтӗр, 2009 ҫулта, пурӗ 2 миллион ытла тупӑш илнӗ. Кун пирки cap.ru сайт пӗлтерет.
Раҫҫей Федерацийӗн президенчӗн Хушӑвӗпе килӗшӳллӗн регион пуҫлӑхӗсен тата ӑна пулӑшакансен хӑйсен тупӑшӗпе пурлӑхӗ пирки пӗлтермелле. Хӑйсенне кӑна мар, ҫемьери ыттисен пурлӑхӗпе тупӑшне те шутлама тивет. Ҫапла май 2009 ҫулта Чӑваш Ен президенчӗ пурӗ 2 миллион та 140 пин те 8 тенкӗ ӗҫлесе илнӗ пулать (59 пусне шутламасан). Унӑн мӑшӑрӗ вара вӑл вӑхӑтра 300 пин ытла тупӑш тунӑ. Вӗсен пӗрлехи пурлӑхӗ шутне 123 тӑваткал метрлӑ пурӑну вырӑнӗ кӗрет. Н.В. Фёдоровӑн ҫавӑн пекех 94 тӑваткал метрлӑ пурӑнман пӳлӗм пур. Арӑмӗ ҫинче икӗ хваттер шутланать: пӗри 88 т.м., тепри — 66 патнелле. Светлана Юрьевнӑн ҫавӑн пекех 1400 тӑваткал метрлӑ ҫӗр, пурӑнма юрӑхлӑ ҫурт тата машин лартмалли вырӑн пур. Ҫӗрпе ҫурт тата хваттер президент мӑшӑрӗн пурлӑхне пӗлтӗр хутшӑннӑ — вӗсем ӑна Кострома облаҫӗнче еткер майӗпе лекнӗ.
Правительствӑра чи нумай укҫа ӗҫлесе илекенни — Иван Моторин. Хыпар ҫӑлкуҫӗ:
|
![]() Ҫӗртмен 23-мӗшӗнче Шупашкарта «Чӑваш Республики — Мускав. Лаптӑксене аталантармалли инвестиципе строительство программӑсем» архитектура кӗперӗ» ятлӑ конференци иртӗ. Вӑл Республика кунӗ ячӗпе иртекен Шупашкарти III экономика канашлӑвӗнче ирттерекен мероприятсен шутне кӗрӗ. Конференцие Чӑваш Республикин Министрсен кабинечӗ пулӑшнипе хула строительствипе обществӑллӑ инфраструктура Министерстви ирттерет. Ҫавӑн пекех йӗркелӳҫӗсен шутӗнче: Раҫҫей Федерацийӗн Патшалӑх Думин строительствӑпа ҫӗр хутшӑнӑвӗсен комитечӗ, Чӑваш Енӗн экономика аталанӑвӗпе суту-илӳ Министерстви. Конференцин тӗп теми ҫурт-йӗре масштаблӑ хӑпартасси, Раҫҫейри тата чикӗ леш енчи укҫа хывакансемшӗн унӑн илӗртӳлӗхӗ пулӗ. Ҫавӑн пекех ҫурт-йӗре масштаблӑ хӑпартнӑ чухне, дазайн хатӗрленӗ чухне пирӗн патшалӑхра тата ют ҫӗршывсенче пухнӑ опытпа та паллашӗҫ. Строительство хуҫалӑхӗн аталанӑвне, укҫа-тенкӗпе тухӑҫлӑ усӑ курассине пӑхса тухӗҫ. Конференцие хутшӑнас кӑмӑл ҫуралсан сирӗн construc28@cap.ru электронлӑ адреспа ҫыру ямалла, е (8352) 62-52-05 инҫесас номерӗпе ҫыхӑнмалла.
Хыпар ҫӑлкуҫӗ:
|
Элӗкре пурӑнакан Никита Ларионович пӗр самант та ӗҫсӗр ларма пултараймасть. Е йӗлтӗрпе чупса ӑмӑртать, е унӑн чунне хевтеллӗ туйӑм тыткӑна илет. Кӑҫал юратнӑ ҫыравҫӑн «Ват ӑшши» сӑвӑсен пуххи пичетрен тухрӗ. Кӗнекене тӗрлӗ ҫулсенче шӑрҫа евӗр ӑсталанӑ мерчен сӑвӑсене пуҫтарнӑ. Ҫав тери тарӑн чун сисӗмлӗ Никита Ларионович проза витӗмлӗхӗпе те («Олимп каҫалӑкӗ», «Йӗпкӗн хӗрлӗ хӑю», "Хӗр тупри"), сӑвӑ ҫивӗчлӗхӗпе («Чӗре тапнӑ чух», сӑвӑсен пуххи) те вулавҫӑсене илентереччӗ. Халӗ ӗнтӗ ҫӗнӗ сӑвӑ кӗнекине уҫакан Элӗк ен ҫепӗҫ лирикӗн чунӗ иксӗлми хӗрӳве упраса пынине ӑнкартса илме пултарать. Ветерансен ӑмӑртӑвӗсене хутшӑнать пулсан та, Н. Ларионов чун хӗлхемӗпе тавра ҫут тӗнчене пархатарлӑ ӑшӑтать, унпа калаҫса илни чӗрене пурнӑҫ утӑмӗнче вӑй-хал парать. Малашне те тӑван халӑха савнӑҫ кӳрекен ӗҫ-пуҫра автора Турӑ ырлӑх-сывлӑх патӑр. |
![]() Ҫӗнтерӳ Кунне 65 хут уявлас умӗн кӗнеке лавккисене ҫӗнӗ кӗнеке ҫитрӗ — «Алӑкран тухрӑм — тайӑлтӑм...» юрӑсен пуххи. Ӑна пухса кӑлараканӗ — Светлана Лаврентьева. Кӗнекене пӗлтӗр пуш-ҫертме уйӑхӗсенче ирттернӗ Республикӑри вӑрҫӑ вӑхӑтӗнче юрлакан юрӑсен I фестиваль тӑрӑх хатӗрленӗ. Кӗнекене тури, анатри тата анат енчи чӑвашсен салтак юррисем кӗнӗ. Ҫавӑн пекех унта тӑлӑха юлнисен, упӑшкисене ҫухатнисен юррисем те пур. Юрӑсене республикӑри 14 районта, Тутарстанӑн Пӑва районӗнче, Сарӑту облаҫӗнчи Пасар Карапулак районӗнче ҫырса илнӗ. Кӗнекепе Чӑваш наци музейӗнче ҫӑвӑн 5-мӗшӗнче паллаштарчӗҫ. Унта Чӑваш Республикин культурӑн, национальноҫсен ӗҫӗсен, информаци политикипе архив ӗҫӗн Министрӗ Роза Лизакова, Раҫҫей Федерацийӗн тата Чӑваш Енӗн тава тивӗҫлӗ ӳнер ӗҫченӗ Михаил Кондратьев тата ыттисем пулчӗҫ. «Уяв», «Валинке» тата Ф.П. Павлов ячӗллӗ Шупашкарти музыка училищин студенчӗсем кӗнекене кӗнӗ юрӑсене шӑрантарчӗҫ. Хыпар ҫӑлкуҫӗ:
|
![]() Ыран пӗтӗм патшалӑх Ҫӗнтерӳ Кунне палӑртӗ. 1945 ҫулта фашистла Германие ҫӗнтернӗренпе 65 ҫул ҫитрӗ ӗнтӗ. Ыран уява чаплӑн ирттерме чылайӑшӗ хатӗрленеҫҫӗ. Мероприятисем те нумай палартса хунӑ. Шупашкарта малтанхи ҫулсенчи пекех парад иртӗ. Чӑваш Республикин ҫар комиссарӗ А.А.Мокрушин полковник пӗлтернӗ тӑрӑх, халӗ юлашки хатӗрленӳ ӗҫӗсем пыраҫҫӗ. Хатӗррисен шутӗнче — Ижевскран 40 комплект ППШ автомат, 3 РПД пулемет кӳрсе килнӗ, вӑрҫӑ вӑхӑтӗнчи ҫар тумтирне 33 комплект ҫӗлеттернӗ, парада хутшӑнакан пӗтӗм техникӑна — артиллери орудийӗсемпе «зенитка» установкӑсене — юсаса ҫӗнетнӗ, промышленноҫ тракторӗсен заводӗнче тӑшмана питӗ сехӗрлентернӗ, легендӑна кӗрсе юлнӑ «Катюша» БМ-13 ракета установкине «ЗИС-6» автомобиль шасси ҫине вырнаҫтарнӑ, 14-мӗш ракета дивизийӗн командирӗпе «Тополь-М» ракета комплексӗ уйӑрасси пирки калаҫса татӑлнӑ. Парада ыран www.cap.ru сайтра тата «Атӑлинҫекомӑн» кабель тетелӗнче онлайн мелӗпе курма пулӗ. Шупашкарти экономикӑпа менеджмент институтӗнче Ҫар чысӗн пӳлӗмне йӗркелеҫҫӗ — вӑл кӗтесе Калуга облаҫӗнче ҫӗр чавма кайнӑ студентсем те хӑйсен тупнӑ япалисемпе пуянлатӗҫ. Хыпар ҫӑлкуҫӗ:
|
![]() Вӑрманкасси ялӗ Яндекс карттинче Шупашкар районӗнчи Вӑрман-Ҫӗктер ял тӑрӑхне кӗрекен Вӑрманкасси ялӗ ҫывӑх вӑхӑтра 36 га яхӑн пысӑкланмалла. Асӑннӑ лаптӑкра Вӑрманкасси ял чиккине кӗртесси ҫинчен республикӑн Градостроительствӑпа обществӑлла инфраструктура аталанӑвӗн министерстви постановлени проекчӗ хатӗрленӗ. Ӑна сӳтсе явас текенсем хӑйсен шухӑшне construc20@cap.ru электронлӑ адреспа пӗлтерме чӗнеҫҫӗ. Сӗнӳсене ҫӑвӑн 17-мӗшӗччен кӗтеҫҫӗ. Вӑрманкасси ялӗ хӗвеланӑҫ-кӑнтӑр еннелле сарӑлӗ. Ял чиккине кӗртме палӑртнӑ лаптӑк ҫурҫӗр енчен «Утес» профилакторипе чикӗленет, хӗвеланӑҫ енчен — «Волжские зори» курортпа. Асӑннӑ территорире 100 пӳрт хӑпартса лартма палӑртнӑ, кашнин 12-25-шер сотка ҫӗр лаптӑкӗ пулӗ. Хыпар ҫӑлкуҫӗ:
|
![]() Акан 30-мӗшӗнче чӑваш филологоийӗпе культура факультечӗн ӗҫченӗсем Вӑрнар районӗнчи Ҫӗрпел вӑтам шкулне аслӑ классенче вӗренекенсемпе тӗлпулу ирттерме кайса килчӗҫ. Хӑнасене вӑтам классенче вӗренекен ачасен фольклор ушкӑнӗ кӗтсе илчӗ. Преподавательсем ачасене университетӑн, факультетӑн ӗҫӗ-хӗлӗпе, вӗренӳ условийӗсемпе, вӗренме кӗмелли йӗркепе паллаштарчӗҫ, хӑйсем патӗнче иртекен конференцисене хутшӑнма йыхравларӗҫ. Пуҫтарӑннисене факультетпа паллаштаракан брошюрӑсене, «Ульяновец» хаҫтӑн номерӗсене валеҫсе пачӗҫ. Студентсен ушкӑнӗ хаваслӑ концерт кӑтартрӗ. Ҫӗрпеле районти мӗн пур шкулсенчи чӑваш чӗлхи учителӗсем те пуҫтарӑннӑччӗ. Факультет ӗҫченӗсемпе тӗл пулни вӗсемшӗн те усӑллӑ пулчӗ. Хыпар ҫӑлкуҫӗ:
|
![]() Аслӑ Ҫӗнтерӳ тунӑранпа 65 ҫул ҫитнине халалласа Красноармейски район хаҫачӗн тӗп редакторӗ, нумай ҫул хушши журналистикӑра ӑнӑҫлӑ ӗҫлекен публицист, Раҫҫей журналисчесен союзӗн членӗ, Чӑваш Республикин тава тивӗҫлӗ культура ӗҫченӗ И.А. Прокопьев (Чураль) ҫӗнӗ кӗнеке, «Ҫӗньял Упи салтакӗсем», кӑларчӗ. Кӗнекене Ҫӗньял Упи ялӗнчен фронта тухса кайнӑ вӑрҫӑ паттӑрӗсен пурнӑҫӗпе ӗҫӗ-хӗлӗ ҫинчен ҫырнӑ статьясем кӗнӗ. Автор хӑйӗн таврапӗлӳ ӗҫӗнче Георгий Николаевич Николаев, Вилорик Федорович Романов, Алексей Николаевич Кротов, Иван Семенович Семенов, Нестер Никитич Кольцов, Никандр Маркович Марков, Елизавета Дмитриевна Дмитриева ентеш вӑрҫӑ ветеранӗсен сӑнарне уҫса панӑ. Шел пулин те, вӗсенчен пӗри те пирӗнпе юнашар ҫук. Сӑмах май, ҫак пӗчӗк ялтан Аслӑ Аттелӗх вӑрҫине 70 ытла ентеш тухса кайнӑ, вӗсенчен 43-шӗ вӑрҫӑ хирӗнчех юлнӑ. Кӗнекере Ҫӗнтерӗве ҫывхартма пулӑшнӑ ӗҫ ветеранӗсем ҫинчен те сахал мар ырӑ сӑмах каланӑ. Кунсӑр пуҫне ҫӗршыва хӳтӗлес енӗпе суйласа илнӗ професси ҫыннисем ҫинчен те материал тупма пулать. Хыпар ҫӑлкуҫӗ:
|
![]() Пирӗн электронлӑ вулавӑш уйӑхсерен ӳссе пырать — кашни кун тенӗ пек ҫӗнӗ хайлавсемпе пуянланать. Паян вара 3 пинӗмӗш хайлав вырнаҫрӗ. Электронлӑ вулавӑш 2008 ҫулхи ҫурла уйӑхӗнче уҫӑлсаччӗ. Унтанпа вӑхӑт чылай иртрӗ. 2 пинӗмӗш хайлав пӗлтӗр юпан 26-мӗшӗнче хушӑнсаччӗ, 6 уйӑх хушшинче вара вулавӑш тепӗр пӗр пин хайлавпа пуянланчӗ. Хайлавсен ытларах пайӗ — сӑвӑсем. Вӗсен шучӗ 2 пинрен те иртет. Ытти тӗслӗ хайлавсем: калав (330 ытла), юрӑ (70 ытла), юмах (120 ытла), шӳтлӗ сӑвӑ (60 ытла), кулӑшла калав (45), поэма (21), халап (22), новелла (18), юптару (17), сӑвӑллӑ юмах (7). 6 уйӑх хушшинче электронлӑ вулавӑш пысӑк калӑпӑшлӑ хайлавсемпе те пуянланчӗ. Халӗ кунта 12 повесть (малтан 6 кӑначчӗ), 7 роман (вӗсен шутӗнче 1 историллӗ роман, 1 роман-халап тата 1 сӑвӑллӑ роман). Электронлӑ вулавӑш малалла та пуянланса пырӗ — вулама кӑмӑллакансене вӑл ялан хапӑлласах кӗтсе илӗ! Хыпар ҫӑлкуҫӗ:
|
Шупашкарта ҫывӑх вӑхӑтра (24.02.2025 21:00) тӗтреллӗ ҫанталӑк, атмосфера пусӑмӗ 758 - 760 мм, -8 - -10 градус сивӗ пулӗ, ҫил 0-2 м/ҫ хӑвӑртлӑхпа ҫурҫӗр-хӗвелтухӑҫ енчен вӗрӗ.
| Трофимов Прохор Трофимович, чӑваш ҫыравҫи, Чӑваш Республикин тава тивӗҫлӗ культура ӗҫченӗ вилнӗ. | ||
![]() | Пулӑм хуш... |