2008 ҫулхи утӑ уйӑхӗн 1-мӗшӗнче Раҫҫей Федерацийӗн вӗрентӳпе ӑслӑлӑх Министерстви 197№ хушу кӑларнӑ — чи лайӑх вӗрентевҫӗсене палӑртнӑ. Вӗсене пурне те ҫӗр пин тенкӗ парӗҫ.
Вӗсен хушшинче Патӑрьел районӗнчи вӗрентевҫӗсем те пур: * Карягина Эвелина Арсентьевна (Патӑрьелти 1-мӗш вӑтам шкул вӗрентевҫи); * Михайлова Алевтина Валерьевна (Патӑрьелти 2-мӗш вӑтам шкул вӗрентевҫи); * Ишмуратова Сания Мевлетовна (Шӑнкӑртамри тӗп пӗлӳ паракан шкул вӗрентевҫи)
Сумлӑ ята тивӗҫнӗшӗн вӗсене пурне те саламлатпӑр, ӗҫре ӑнӑҫу сунатпӑр!
| ||
С.Т.Аксаков ячӗллӗ Чӗмпӗр обаҫӗнчи ҫамрӑксемпе ачасен вулавӑшӗ «Хӗрлӗ чечек» («Аленький цветочек») ятлӑ конкурс ирттерме палӑртнӑ. Шӑнкӑртамти шкул вӗренекенӗсем ку ӑмӑртӑва сиктерсе хӑварас темерӗҫ, хутшӑнма шутларӗҫ. Пурӗ виҫӗ номинаци: * Юмах вулатпӑр; * Юмах ҫыратпӑр; * Юмаха илемлететпӗр. Конкурса 2008 ҫулхи авӑн уйӑхӗнче пӗтӗмлетӗҫ.
Хальхи вӑхӑт тӗнле пӗрремеш номинацине хӑйсен ӗҫӗсене пурӗ 5 ача ярса панӑ. 6 вӗренекен юмах ҫырнӑ. 8-мӗш класра вӗренекен Лейсен Ильясова «Планерка в лесу» ятпа юмаха эрешленӗ. Шӑнкӑртамри ача-пӑча вулавӑшне ҫӗнӗ ӗҫсем килсех тӑраҫҫӗ — вӗсене пурне те ӑмартӑва ярса параҫҫӗ.
Пурне те ӑнӑҫу сунатпӑр, пӗрремӗш вырӑнсене ҫӗнсе илессе шанатпӑр!
| ||
Михайловкӑри вӑтам шкула хупнӑ, тӗп шкул ҫеҫ хӑварнӑ. Директорӗ ӗҫрен хӑтарма ыйтса заявлени ҫырса панӑ. Педканаш ӗҫлесси те, чӑваш чӗлхин инҫет вӗрентӳ центрӗ пуласлӑхӗ те хӑрушлӑхра. Тӗрлӗрен интернет одимпиадӑсем, интернет конкурссем пирки те ним калама аптрамалла. Ҫӗрпӳ районӗн ҫӗнӗ пуҫлӑхӗ Юрий Михайлович Николаев (zivil@cap.ru) ҫакӑн пек йӑнӑш туни питех те тӗлӗнтерет. | ||
Ку ҫул Улатӑрта ҫӗнӗ лутра кӗпер хывма пуҫлӗҫ. Ӑна малтан сӗтел-пукан фабрики ларнӑ вырӑнта тума пуҫлӗҫ. Кӗпере хатӗрлеме 77 млн тенкӗ кирлӗ.
Хальхи вӑхӑтра проектпа смета хучӗсене хатӗрлесе ҫитереҫҫӗ. Ӑна хатӗрлесе пӗтернӗ хыҫҫӑн кӗпере тендерпа хываканне шырама пуҫлӗҫ. «Гипростроймост-Ульяновск» ХАО — тендера хутшӑнма шутлаканскерсенчен пӗри. Вӗсем унччен те хулара кӗперсем хывнӑ. Сӑмахран, нумай пулмасть «Улатӑр» станци патӗнчи чукун ҫулсем ҫийӗн питӗ чаплӑ кӗпер ӗҫе кӗртрӗҫ. Ӗнер ХАО ертӳҫисем Уларӑра ҫитсе пуҫлӑхсемпе калаҫу ирттерчӗҫ. Енчер те тендерта ҫӗнтес пулсан кӗпере 8 уйӑх хушшинче туса лартма шантарчӗҫ.
| ||
Ремонт пӗтнӗЧӑрӑшкассинчи «Теремок» ача садӗнче икӗ эрне шӑпӑрлансен сасси илтӗнменччӗ. «Тасатса тирпейлеме, тӗссӗр вырӑнсене сӑрӑпа тӗксе илме тата йӑтӑнса пуҫланӑ картана юсамалла пулнӑран хупӑнтӑмӑр» — ӑнлантарчӗ садик заведующийӗ Е.А. Маркова. Кӗҫӗн ушкӑн пӳлӗмӗнчи стенасене пушар хӑрушлӑхӗн правилисене пӑхӑнса ҫеҫ сӑрлама юрать. Ӗҫченсем хальхинче ҫутӑ симӗс, персик тӗссемпе усӑ курнӑран ӗнтӗ ҫӳрекенсем: «Хӗвелӗ ача садӗнчен туха пуҫларӗ», — теҫҫӗ. Тунсӑхласа ҫитнӗ ачасене «Теремок» тунтикун хаваспах кӗтсе илчӗ.
Хыпар ҫӑлкуҫӗ: «Таван Ен» хаҫат | ||
Утӑ уйӑхӗн 17-мӗшӗнче Википедин чӑваш уйрӑмӗнче 8 пин статья ытла пулса тӑчӗ. 8000-мӗш статья — Рогачёв Яков Капитонович пулчӗ.
Википеди — пӗтӗм тӗнче шайӗнчи ирӗклӗ энциклопеди. Ӑна пурте тултарма, тӳрлетме пултараҫҫӗ. Чӑваш уйрӑмӗ 2005 ҫулхи ака уйӑхӗнче аталанма пуҫланӑ. Ҫак пӗтӗм тӗнче шайӗнчи проектра пурӗ 260 ытла чӗлхе уйрӑмӗ пур, вӗсенчен 13 уйрӑмӗ тӗрӗк чӗлхисен шутне кӗрет. Нумай пулмасть якутпа каракалпак чӗлхисен уйрӑмӗсем уҫӑлчӗҫ. Атӑлҫи тӑрӑхӗнчи халӑхсен уйрӑмӗсем те пур: тутар, удмурт, пушкӑрт, ҫармӑс, мӑкшӑ, ирҫӗ уйрӑмӗсем.
Нумай пулмасть, вырӑс уйрӑменчи статьясен шучӗ 300 пинрен иртрӗ.
| ||
«Айша-2008»Ҫӗртмен 27-28-мӗшӗсенче «Айша» автор юррисен республикӑри уҫӑ фестивалӗ иртрӗ, ӑна 80-мӗш ҫулсенчен пуҫласа ҫулсерен ҫертме уйӑхӗн юлашки канмалли кунӗсенче ирттереҫҫӗ. Хальхинче фестиваль Ешӗлвар районӗнчи Айша поселокӗ ҫывӑхӗнчи ҫаранра, шыв хӗрринче, паллӑ Грушинский фестиваль умӗн пӗр эрне маларах иртрӗ. «Айша» фестивале йӗркелекенсен шутӗнче Хусан мэрийӗ, Ешӗлвар районӗн администрацийӗ, ТР Ҫамрӑксен ӗҫӗсен, спорт тата туризм министерстви, «АК БАРС КАПИТАЛ» Управляющи компани» тулли мар яваплӑхлӑ общество, «Содружество авторов» продюсер центрӗ, «Concerto» РКА. Фестивалӗн йӗркелӳ комитетне В. Муравьев ертсе пырать, унӑн ҫумӗсем В.Беспалов тата С.Аршинов. Вӗсем фестивале йӗркелес ӗҫре нумай тӑрӑшнӑ. Ҫавӑн пекех Ю.Зиганшинӑна, А.Березинские, С.Бальцера та палӑртса хӑвармалла. Кӑҫал фестиваль 21-мӗш хут иртет. Вӑл ҫӗртмен 26-мӗшӗнче Хусантах пуҫланнӑ тесен те йӑнӑш пулмасть, мӗншӗн тесен «Маяковский. Желтая кофта» ресторан-клубра бард юррисен ҫӑлтӑрӗн А.Козловскин концерчӗ иртрӗ, ҫакӑнтах вӑл хӑйӗн ҫӗнӗ дискӗпе те паллаштарчӗ. | ||
Ҫӗнӗ авиарейсУтӑ уйӑхӗн 1-мӗшӗнче Шупашкарпа Мускава ҫыхӑнтаракан ҫӗнӗ авиарейс уҫӑлчӗ. Як-40 самолёт Шупашкар — Мускав (Домодедово) — Шупашкар маршутпа вӗҫӗ. Рейса ҫак кунсенче тухма май пулӗ: ытларикун, юнкун тата кӗҫнерникун. Авиарейса «Атӑл-Днепр» («Волга-Днепр») авиакомпани йӗркеленӗ. | ||
Ҫӗртмен 28-мӗшӗнче Сӗнтӗрвӑрринчи 1-мӗш шкулта 1988 ҫулта вӗренсе тухнӑ вӗренекенсем пуҫтарӑнчӗҫ. Малтанхи вӗренекенсем шкулпа паллашрӗҫ, хӑйсем ларнӑ классене курчӗҫ. Кашнин хӑйӗн шӑпи — кам кунтах, хулара ӗҫлет, кам — ҫӗршывӑн тӗрлӗ кӗтессине кайнӑ. Ҫапах та кашни пилӗк ҫул вӗсем пурте пухӑнаҫҫӗ, хыпарсем пӗлтереҫҫӗ. Тӗлпулӑва ҫӑвӑн пекех вӗсене вӗрентнӗ вӗрентӳҫӗсем те килчӗҫ — Кулясова В.А., Жидкова В.А., Титова Г.А., Ильина А.Г.
| ||
Патӑрьелти мӑшӑрлану керменӗнче паян 100-мӗш мӑшӑра ҫырӑнтарчӗҫ. Мӑшӑрланакан каччӑпа хӗр, Рахматуллин Динар Минтагировичпа Гусынкина Динара Викторовна, иккӗшӗ те Тутар Тимеш ялӗнчен. Ашшӗ-амӑшӗсӗр пуҫне ҫӗнӗ мӑшӑра район администрацийӗнчен Надежда Маллина, Туҫа ял тӑрӑхӗн пуҫлӑхӗ Николай Перепёлкин, районти хӗрарӑмсен Канашӗн пайташӗ Дильбер Гайнуллина саламларӗҫ. Мӑшӑрлану уявӗ чаплӑ тутар ташшипе вӗҫленчӗ.
| ||
Шупашкарта ҫывӑх вӑхӑтра (21.12.2024 21:00) тӗтреллӗ ҫанталӑк, атмосфера пусӑмӗ 749 - 751 мм, 0 - 2 градус ӑшӑ пулӗ, ҫил 3-5 м/ҫ хӑвӑртлӑхпа кӑнтӑр енчен вӗрӗ.
| Григорьев Николай Григорьевич, чӑваш ҫыравҫи, профессор ҫуралнӑ. | ||
Пулӑм хуш... |