Сайта кӗр | Регистраци | Сайта кӗрсен унпа туллин усӑ курма пулӗ
 -1.7 °C
Тӑлӑх йывӑҫа тӑвӑл хуҫать.
[ваттисен сӑмахӗ]
 

Хыпар: Шупашкарти чарӑнусенче электрон хӑмасем вырнаҫтарнӑ

Сутатӑп Уйăхри пăру сутатăп.Хакĕ килĕшсе татăлнипе.
Сутатӑп Чăн-чăн килти хытă чăкăтсем (сырсем) сутатпăр. Вĕсене мăн пыршă (вырăсла сычуг) ...
Сутатӑп Хурăн вутти Муркаш районĕпе тата Шупашкар районĕнчи Ишлей тăрăхĕпе сутатăп. Ха...
Анастасия Пирӗшти 08.06.2013 16:47 | 1884 хут пӑхнӑ

Шӑматкун, ҫӗртмен пӗрремӗш кунхине Николаев урамӗпе Республика тӳременчи обществӑлла транспорт чарӑнӑвӗсенче ятарлӑ электрон хӑмине вырнаҫтарнӑ пулнӑ. Асӑннӑ хӑма ҫинче маршрут номерӗ тата кирлӗ чарӑнура транспорт хӑш вӑхӑтран ҫитессине палӑртнӑ.

Таблона лартнӑ компани ятарлӑ хӑмасене вырнаҫтарнӑ ӗҫе вӗҫне ҫитерменни ҫинчен пӗлтерет. «Хӑма ятне чӑвашла ҫырма маннӑ пулинех, халь йӑнӑша юсаҫҫӗ», — тесе ӗмӗтленме ҫеҫ юлать мӑнтарӑн чӑваш халӑхӗн. Михаил Игнатьев хулана чӑвашлататпӑр тесе шантарни кӑлӑхах пулас.

Чӑваш телекоммуникаци компани ӗҫченӗсем каланӑ тӑрӑх хальхи вӑхӑтра ку таблосен ӗҫне тӗрӗслеҫҫӗ ҫеҫ-ха имӗш. Чӑннипе хӑйсен ӗҫне вара каярах кӳленӗҫ.

#Шупашкар, #транспорт

Хыпар ҫӑлкуҫӗ: http://pg21.ru/newsv2/63161.html
 

Комментари:

Migulaj // 2812.42.2393
2013.06.08 22:38
Эпĕ кунта нумай çул каялла каланăччĕ: чăваш чĕлхин вырăнĕ пирки Чăваш республикинче. Мана уншăн çак сайта йĕркелесе яракан манпа килĕшменччĕ. Вăхăт кăтартрĕ: камăн шухăшĕ терĕссине.
2013.06.08 22:52
Аçтахар Плотников
Эп хам шухăша пĕрре те улăштарман вара. Сирĕн пек макăрса лармастăп. Кăштах та пулин чăваш пурнăçне тăван чĕлхене кĕртме тăрăшатăп.
//çитĕ пулĕ ман çине тĕллесе кăтартма.
Migulaj // 2812.42.2393
2013.06.09 08:33
Эпĕ нихăçан та макăрман. Эпĕ чăваш чĕлхи шăпишĕн çеç хамăн шухăшсене каланă. Анчах та çак тĕнчери чĕлхе саккунĕсем икĕпитлисене килĕшмест. Çав сăлтав пирки чăваш чĕлхин вырăнĕ Чăваш республикинче çук. Куçăрсене, хăлхусене уçмалла чи малтан. Чăваш чĕлхи комисси ларуне ют чĕлхепе ирттерни вăл - чăваш чĕлхине мăшкăлани пулать.
2013.06.09 08:41
Аçтахар Плотников
Пĕлсех калаçатăн-и-ха? Чăваш чĕлхе комиссийĕн ларăвĕнче пулса-и? Эп пулса. Темиçе хут та. Вăл ларусем яланах чăвашла иртеççĕ. Шел те, сахал. Çулталăкне иккĕ пухăнни çителĕксĕр ĕнтĕ.
Migulaj // 2812.42.2393
2013.06.09 12:42
Çакна: "Пĕрлехи чĕлхе комиссийĕн 2012 çулхи раштавăн 14-мĕшĕнчи лару протоколĕн 1-мĕш хушăмĕ" эпĕ http://comissi.chv.su/ сайтран илтĕм. Мĕнле вара унта ют чĕлхепе тăван чĕлхене сыхласа хăварасшăн? Эпĕ нихăçан та пĕлменнине каламастăп та, çырмастăп та. Çав комисси яланах чăвашла иртеççĕ пулсан, мĕншĕн вара йышăнăвĕсем ют чĕлхепе пулаççĕ?
2013.06.09 17:17
Аçтахар Плотников
Ну пĕрре тупрăр. Доклад тăвакан çынна вырăсла хатĕрлеме меллĕрех пулнă. Докладне вăл ун чухне вырăсла каласа пачĕ пулин те сӳтсеяву чăвашла иртрĕ. //эп хӳтĕлеместĕп вăл çынна, анчах сирĕн позицине те ырламастăп.
Migulaj // 2812.42.2393
2013.06.09 18:25
Эпĕ тĕслĕх кăтартса патăм, анчах та эсĕ каллех икĕпитлисене тӳрре кăларма хăтланатăн.Ман шухăш тăван чĕлхе пирки вăл тĕнчери чĕлхе саккунĕпе пĕрмайлă. Эпир чĕлхе пирки хамăр çеç пĕлекен çул тупатпăр тени вăл чĕлхене Çĕр çинчен çухатса янине пĕлтерет.

Комментариле

Сирӗн ятӑp:
Анлӑлатса ҫырни:
B T U T Ячӗ1 Ячӗ2 Ячӗ3 # X2 X2 Ӳкерчӗк http://
WWW:
ӐӑӖӗҪҫӲӳ
Пурӗ кӗртнӗ: 0 симв. Чи пысӑк виҫе: 1200 симв.
Сирӗн чӑвашла ҫырма май паракан сарӑм (раскладка) ҫук пулсан ӑна КУНТАН илме пултаратӑр.
 

Эсир усӑ курма пултаракан Wiki тэгсем:

__...__ - сӑмаха каҫӑ евӗр тӑвасси.

__aaa|...__ - сӑмахӑн каҫине тепӗр сӑмахпа хатӗрлесси («...» вырӑнне «ааа» пулӗ).

__https://chuvash.org|...__ - сӑмах ҫине тулаш каҫӑ лартасси.

**...** - хулӑм шрифтпа палӑртасси.

~~...~~ - тайлӑк шрифтпа палӑртасси.

___...___ - аялтан чӗрнӗ йӗрпе палӑртасси.

Orphus

Баннерсем

Шутлавҫӑсем