![]() 106-мӗш ача-пӑча сачӗ. foto.cheb.ru сӑнӗ Ӗнер, ҫурлан 15-мӗшӗнче, Шупашкар хули кунӗнче Шумилов урамӗн 7-мӗш ҫуртӗнче вырнаҫнӑ ача-пӑча сачӗ уҫӑлчӗ. Вӑл ҫӗнӗрен хӑпартнӑ ҫурт мар, унта малтан чӑваш-турккӑ лицейӗ вырнаҫнӑччӗ. Халӗ, юсаса ҫӗнетнӗ хыҫҫӑн, унпа ача-пӑчасем ҫӗреме пуҫлӗҫ. 106-мӗш ача-пӑча садне уҫма Н.В. Фёдоров та килнӗччӗ — вӑл ҫак ҫурта хута янипе пурне те саламларӗ, Николай Емельянова ырӑ сӑмахпа асӑнчӗ. Ҫак ача-пӑча садне уҫӑлни пӗтӗмпех вӑл тӑрӑшнинчен килет терӗ, «Шкула ҫитмен ачасен вӗрентӗвӗн сферӑнчи услугӑсен ҫителӗклӗхне ӳстермелли мерӑсем ҫинчен» Хушӑва вӑл чи малтан пурнӑҫлама пикенчӗ терӗ. 60 млн ытла укҫа тӑракланӑ хыҫҫӑн ҫак ҫурт ача-пӑча сассипе тулӗ. Президент парнесӗр килмен, ачасемпе воспитательсем валли электронлӑ пианино парнелерӗ. 106 №-лӗ ача-сачӗ пурӗ 180 ача йышӑнайрать. Ачасем кунта авӑнӑн 1-мӗшӗнче киле пуҫлӗҫ. Кунта спортзал, ӳнерстудийӗ, меслетлӗх пӳлӗмӗ, музыка залӗ, логопед тата коррекци кабинечӗсем пур. Хыпар ҫӑлкуҫӗ:
|
![]() Ҫӗнӗ Выҫҫӑлкӑ ялӗ Красноармейски районӗн чиккинче, Ҫӗрпӳ районӗ ҫывӑхӗнерех вырнаҫнӑ. Илемлӗ вырӑн — Ункӑ шывӗ юнашар. Ҫумма-ҫумӑн тенӗ пекех Ҫавалҫырма, Енӗшкасси ялӗсем лараҫҫӗ, Ункӑ урлӑ каҫсан — Ҫӗрпӳ районне кӗрекен Ҫӗньял. Шӑп та лӑп ҫак ял ӗнтӗ шӑматкун, ҫурлан 14-мӗшӗнче, хӑйӗн 120 ҫулне паллӑ турӗ. Уява 200 ҫын ытла пуханчӗ. Каласа хӑварас пулать, 1990 ҫулта ялӑн 100 ҫулне палӑртнӑччӗ. Вӑхӑт хӑвӑрт шӑвать — унтанпа ялта та улшӑнусем чылай пулса иртрӗҫ. 1997 ҫулта ҫӗнӗ урам хыврӗҫ (урам Степан Кураков ячӗллӗ — вӑл колхозӑн пӗрремӗш председателӗ пулнӑ). Унта халӗ 5 кил. Ҫавӑн пекех 20 ҫул хушшинче яла газ кӗртрӗҫ, асфальтлӑ ҫул ҫитрӗ. Уява Красноармейски районӗн пуҫлӑхӗ В.В. Александров уҫрӗ. Вӑл кӗскен район пурнаҫӗпе паллаштарчӗ. Ҫӗнӗ Выҫҫӑлкӑ халӑхне ҫӗнӗ урамра шыв башни ҫуккки самай пӑшӑрхантарать иккен, ҫавна май Владимир Валерьянович яла шывпа тивӗҫтерес ыйтӑва 2011 ҫулхи район аталанӑвӗн программине кӗртме шантарчӗ. Хыпар ҫӑлкуҫӗ:
|
![]() Шупашкар хулин кунне халалланӑ мероприятисен йышне Шупашкар епархийӗн Православи тӗн училищинче Православин Чӑваш Енри историйӗн тата чӑвашла пичетленнӗ Библи музейне уҫассине те кӗртнӗ. Ӑна ӗнер савӑнӑҫлӑ ларура уҫма Шупашкар-Чӑваш епархийӗн митрополичӗ Варнава, тӗн училищин ректорӗ Михаил Иванов протоиерей, ЧР культура министрӗ Роза Лизакова, ЧР Президенчӗн канашҫи Владимир Кузнецов, Наци музейӗн директорӗ Ирина Меньшикова хутшӑнчӗҫ. Музей уҫӑлнӑ ятпа вӗсем сӑмах каларӗҫ. Варнава митрополит музее сӑвапларӗ. Ҫакна палӑртмалла: музее ЧР Культура министерстви пулӑшнипе Шупашкар-Чӑваш епархийӗ йӗркеленӗ. Унӑн концепцине хатӗрлес ӗҫе Чӑваш наци музейӗн сотрудникӗсем хутшӑннӑ. ЧР Президенчӗ Николай Федоров йыхравӗпе утӑ уйӑхӗн 28-29-мӗшӗсенче республикӑна Раҫҫей халӑх артисчӗ, Пысӑк театр солисчӗ Владимир Маторин килсе кайрӗ. Вӑл йӗркеленӗ ыр кӑмӑллӑх концерчӗсем Шупашкарта, Сӗнтӗрвӑрринче иртрӗҫ. |
![]() Ял тӑрӑхӗн пуҫлӑхӗ — Алексей Елимов Иртнӗ кунсенче, «Тӑван Ен» хаҫат пӗлтернӗ тӑрӑх, Тутаркасси ял тӑрӑх администрацийӗнче депутатсен пухӑвӗн канашлӑвӗ пулса иртнӗ. Унта халӑх пурӑнмалли ҫурт-йӗрпе коммуналлӑ хуҫалӑх ертӳҫисем умне тӑратнӑ ӗҫӗсене сӳтсе явнӑ. Тӗп ыйту — хваттер укҫи вӑхӑтра тӳлеменни. Ҫак ыйтӑва татса пама ҫурт старостисене те пуҫтарнӑ. Тутаркассинче паянхи куна пурӗ 116 ҫын хваттер укҫи тӳлемен. Пӗтӗмӗшле парӑм пурӗ 3 миллион та 200 пин тенке ҫитнӗ. Сӑлтавӗ тӗрлӗрен. «Вӗсенчен 30-шӗ хӑйӗн парӑмне тӳлеме пултарать, ыттисем ӗҫке ярӑннӑ, килӗнче ларма-тӑма пукан та ҫук. Хваттер укҫи тӳлемен пенсионерсен парӑмне пенси укҫинчен тытса юлма май пур, анчах ҫамрӑксенчен илме май ҫук», — тесе пӗлтернӗ Тутаркасси ял тӑрӑх пуҫлӑхӗ Алексей Елимов. Хыпар ҫӑлкуҫӗ:
|
![]() Трактор ӗҫлет кӑна Кӑҫалхи шӑрӑх ҫанталӑк тӑнӑ май ял халӑхӗн ҫӑлсемпе ҫӑлкуҫсен тирпейлӗхӗ пирки ҫеҫ мар, пӗвесен тарӑнлӑхӗ пирки те шутлама тивет. Кам ялсене ҫитсе курнӑ, пӗлет — пӗвесенчи шыв типсе ларман пулсан та, шыв шайӗ самай чакнӑ. Ҫавах та шывпа тивӗҫтерес ыйтӑва пӗве пуртан татса пама ҫӑмӑлрах — ҫӑлкуҫран пӗр цистерна шыв тултар-ха — халран кайӑн. Пӗве пулсан вара — насусна чӗрт те тултар кӑна. Пушар тухсан ялта пӗве пурри ӑна сӳнтерме самай пулӑшать, ҫаванпа пушарниксем те пӗвесене тирпейлӗ тытнине ырлаҫҫӗ. Пур ялта та пӗве ҫук ҫав. Теприсенче малтан пулнӑ та, е татса кайнипе, е юшкӑнланса ларнине пула типсе ларнӑ. Вӑрмар районӗнчи Чупайра та пӗве малтан пулнӑ. Кӑҫал ҫав типсе ларнӑ пӗвене ял тӑрӑхӗн администрацийӗ пулӑшнипе тарӑнлатма шут тытрӗҫ. Ку ыйтӑва ял халӑхӗ пухусенче темиҫе хут те ҫӗкленӗччӗ ӗнтӗ, нумай пулмасть вара Чупай ял тӑрӑхӗн администрацийӗ «Иванов» КФХ-па килӗшӳ турӗ. Вӗсен техникине усӑ курса темиҫе пӗве тасатрӗҫ, тарӑнлатрӗҫ. Пӗве валӗсене те ҫирӗплетрӗҫ. Техника техниках ҫав вӑл — трактор пӗрре ӑвӑсса илес тӑпрапа тӑма темиҫе ҫынӑн пӗр сехет чакаланмалла. Хыпар ҫӑлкуҫӗ:
|
![]() Чӑваш ансамблӗ Хакодатэ хулинче Ҫак кунсенче Японин Хоккайдо утравӗн кӑнтӑр-хӗвеланӑҫ енче вырнаҫнӑ Хакодатэ хулинче Пӗтӗм тӗнчери юрӑпа ташӑ фестивалӗ иртет. Вӑл ҫурлан 5-мӗшӗнче пуҫланнӑ та 11-мӗшччен тӑсӑлӗ. Унта пирӗн Чӑваш Республикинчен Чӑваш патшалӑх академи ташӑпа юрӑ ансамблӗ кайнӑ. Яппунсене чӑваш юррисемпе ташшийӗсем питӗ кӑмӑла кайнӑ тет. Хакодатэ хулан мэрӗ Масанори Нишио концерта курса хавхаланнӑ хыҫҫӑн тав сӑмахӗ калама хӑйех тухнӑ. Чӑваш патшалӑх академи ташӑпа юрӑ ансамблӗн ертӳҫи Ольга Корольковӑна грамота пама та хӑй аллинчен панӑ. Концерта пынӑ яппунсем те чӑваш юрри-ташшипе ҫывӑхрах паллашма Чӑваш Ене ҫитсе курма хатӗррри пирки пӗлтереҫҫӗ. Паян, ҫурлан 10-мӗшӗнче фестивале хутшӑнакан ушкӑнсем гала-концерт кӑтартӗҫ. Ҫапла май вара Хакодатэ хулинче ҫынсем чӑваш юрри-ташшипе ҫӗнӗрен паллашма пултараҫҫӗ.
Хыпар ҫӑлкуҫӗ:
|
![]() Михаил Игнатьев хӑмла пахчинче Ҫурлан 7-мӗшӗнче Вӑрнар районӗнчи «Агрохмель» хуҫалӑрхра пулнӑ хыҫҫӑн Михаил Игрнатьев ҫакӑн пек сӑмахсем каларӗ: «Хӑмла пӑхса ӳстересси ҫӑмӑл мар, нумай ӗҫлеме тивет. Хамӑр симӗс ылттӑна, Чӑваш Ен пуянлӑхне, эпир ҫӗнӗрен чӗртсе упраса хӑваратпӑрах» (вырӑсларан Admin куҫарнӑ). Фирмӑн ертӳҫи Борис Семёнов пӗлтернӗ тӑрӑх, хӑмлана ӳстернисӗр пуҫне кайран сутма та вырнаҫтарма та йывӑр. Кӑҫал тата типӗ ҫанталӑк тӑни те тупӑш илме пулӑшаймасть — хӑмла сахал. Ҫавах та чӑвашӑн ӗҫлемелле — вӑл ӗмӗртенпех хӑмла ӳстернӗ, тесе палӑртрӗ «Агрохмель» ертӳҫи. Ҫавӑн пекех Михаил Игрнатьев иртнӗ шӑматкун Вӑрнар тата Йӗпреҫ районӗсенчи ытти ял хуҫалӑхсенче пулса курчӗ. Йӗпреҫ районӗнчи Костер тӗп пӗлӳ паракан вӑтам шкулта ҫӗнӗ вӗренӳ ҫулне епле хатӗрленнипе кӑсӑкланчӗ. Кӗҫӗн Ҫӑвал ҫинчи пӗвепе паллашрӗ — кӑҫалхи шӑрӑхра вӗсем шывпа тивӗҫтерес ыйтӑва самай ҫӑмӑллатрӗҫ ӗнтӗ. Ҫак ӗҫлӗ ҫулҫӳреве Чӑваш Республикин ял хуҫалӑх министрӗ пӗтӗмлетнӗ май пурне те ҫулӑмпа асӑрхануллӑрах пулма сӗнчӗ, пушар тухсан унпа пӗрле кӗрешмелле терӗ. Хыпар ҫӑлкуҫӗ:
|
![]() Йӑлӑм енчи пушар. 2010,08,08. ИӖМ (МЧС) сӑнӗ Ӗнер каҫхи Атӑл леш енне Мари Элрен вӑйлӑ пушар килнӗ. Вӑйлӑ ҫил тухнине пула ҫулӑм ҫӗр ҫумӗнчен йывӑҫсем тӑррине сиксе ӳкнӗ. Ку, паллах, пушара вӑйлӑрах ҫунма май панӑ — темиҫе сехет хушшинче вӑл Шупашкар вӑрман хуҫалӑхне ҫитнӗ. Паняхи 9 сехет тӗлне пурӗ 350 гектар вӑрман кӗлленӗ, 50 гекрарта ҫумлӑм алхасать. Северный посёлока вут хыпса илес хӑрушлӑх пур, ҫавна пула ҫурлан 7-мӗшӗнче каҫхине унта пурӑнакан ҫынсене Сосновкӑна е Шупашкара ӑсатма тивнӗ. 71 ҫунна «Хум» («Волна») лагере куҫарнӑ, 11 ҫынна Сосновкӑри пульницана вырнаҫтарма май тупнӑ. Ҫавӑн пекех Первомайскипе Пролетарски посёлоксенчи ҫынсен те хӑйсен килӗсене пӑрахса кайма тивнӗ — ҫулӑм вӗсем патне те ҫитес хӑрушлӑх пур. Пушарпа 103 тӗрлӗ енлӗ техникӑпа 608 ҫын кӗрешет. МИ-26 вертолет тата ИЛ-76 самолёт ҫулӑма шывпа сывлӑшран сапаҫҫӗ.
Северный посёлок ҫыннисене куҫарни (ИӖМ сӑнӗсем) Хыпар ҫӑлкуҫӗ:
|
![]() Вӑрманти ҫумӑр. 2009,06,08 Уйӑх ытла кӗтнӗ самант ҫитрӗ пулас — Чӑваш Енре ҫумӑр ҫуса иртсе кайрӗ. Ытти чухне ку пулӑм пирки пӗлтермесӗрех иртсе кайнӑ пулӑттӑмар та, хальхи вӑхӑтра вара ҫумӑр пӗлтерӗшӗ питӗ пысӑк. Кунашкал типӗ ҫанталӑк 40 ҫул ытла пулман теҫҫӗ. Тӗллӗн-тӗллӗн икӗ сехет хушши витререн тӑкнӑ пекех ҫунӑ, тӗллӗн-тӗллӗн аслати чылай хушӑ кӗмсӗртетнӗ хыҫҫӑн пӗр тумлам та ӳкмен. Комсомольски районӗнче пӑрлӑ ҫумӑр ҫунӑ тет. Ҫумӑр хыҫҫӑн, ҫынсем каласа панӑ тӑрӑх, ҫӗр ҫине ҫунӑк лӑсӑ нумай ӳксе тулнӑ — ку вӑл юнашар вырнаҫнӑ облаҫсемпе респуликӑсенчи пушарсенчен вӗҫсе тухнӑ кӗл пулас. Синоптиксем пӗлтернӗ тӑрӑх ыран ҫумӑр ҫумасть, ытларикунран пуҫласа ҫумӑр каллех таврӑнма пултарать. Хыпар ҫӑлкуҫӗ:
|
![]() Ҫӑл алтнӑ самант Кӑҫалхи шӑрӑх ял ҫыннисене чӑн та ҫӑл ыйтӑвне ҫӗнӗлле пӑхма май пачӗ пулас: кашни ял тӑрӑхӗчен тенӗ пекех ҫӑлсене тасатни, вӗсене тирпей кӗртни пирки хыпар килет. Хӑш-пӗр ялсенче вара ҫӑлсене тасатнипе ҫырлахмаҫҫӗ, ҫӗннисене те алтаҫҫӗ. Канаш районӗнчи Ҫӗҫпӗлте Ленин урамӗнчи ҫырмара ҫурлан 5-мӗшӗнче, кӗҫнерникун, ял халӑхӗ пӗрле пухӑнса ҫӗнӗ ҫӑл алтрӗ. Каласа хӑвармалла ӗнтӗ — унччен маларах ял халӑхӗ ялти 7 ҫӑла тасатнӑччӗ. Колонка таварашӗ ҫынсене ҫӑмӑлӑх парать пулин те, тахҫанхи ҫӑлсем пирки те манса каймалла маррине ҫак шӑрӑх лайӑх ӑнлантарса пачӗ пулас. Чӑн та, курӑк ӑшне путнӑ ҫӑлсене курсан чун хурланатчӗ, кӑҫал вара унашкал ҫӑлсен йышӗ самай чакрӗ пулас. Хыпар ҫӑлкуҫӗ:
|
Шупашкарта ҫывӑх вӑхӑтра (25.02.2025 03:00) тӗтреллӗ ҫанталӑк, атмосфера пусӑмӗ 757 - 759 мм, -9 - -11 градус сивӗ пулӗ, ҫил 1-3 м/ҫ хӑвӑртлӑхпа ҫурҫӗр енчен вӗрӗ.
| Трофимов Прохор Трофимович, чӑваш ҫыравҫи, Чӑваш Республикин тава тивӗҫлӗ культура ӗҫченӗ вилнӗ. | ||
![]() | Пулӑм хуш... |