Пӗлтерӳ суту-илӗве аталантарма пулӑшнине тӗпе хурса хӑйсен пулӑшӑвне сӗнекенсем епле кӑна пӗлтерес меслет шухӑшласа кӑлармаҫҫӗ-ши! Пӗлтерӳсене пули-пулми, ӑҫта кирлӗ унта ҫакса ҫӳрени хулана илемсӗрлетет тесе шухӑшланӑран Шупашкар влаҫӗсем ҫавӑн йышшисене административлӑ майпа явап тыттарасси пирки асӑрхаттараҫҫӗ.
Ҫак кунсенче кӑна хула администрацийӗн ҫурт-йӗрпе коммуналлӑ хуҫалӑх пайӗн ӗҫченӗсем ятарлӑ тӗрӗслев ирттернӗ. Вӗсем кирлӗ-кирлӗ мар вырӑна пӗлтерӳ ҫакса ҫӳрекенсен хуҫисене — ун йышшисене вӗсем хальхичне саккӑрӑшне асӑрханӑ — пӗлтерӳ ҫакма вырӑн палӑртман ҫӗре ҫыпӑҫтарма юраманни пирки телефонпа шӑнкӑравласа асӑрхаттарӗҫ.