Сайта кӗр | Регистраци | Сайта кӗрсен унпа туллин усӑ курма пулӗ
 +2.3 °C
Пӑчӑрӑн пырши тухсан та виҫӗ кун пурнасшӑн.
[ваттисен сӑмахӗ]
 

Хыпарсем: хусканусем

Республикӑра

Шупашкарта Ӑс-тӑн арпашасран пулӑшакан центр (вырӑсла ӑна Центр профилактики когнитивных расстройств тенӗ) уҫӑлнӑ.

Асӑннӑ центр Шупашкар хулинчи халӑхӑн социаллӑ ыйтӑвӗсене тивӗҫтерекен комплекслӑ центрта вырнаҫнӑ.

Ҫул кайнӑҫемӗн ӑс-тӑн ан арпаштӑр тесен пуҫа вӗҫемех ӗҫлетермелле. Пуҫа кӑна мар, кӗлеткене те хускатмалла. Пӳрнесене вылятни таранах пӗлтерӗшлӗ.

«Сирӗн занятисене пӑхрӑм та вӗсене эсир питех е тӗрӗс суйласа илни курӑнчӗ», — ырланӑ центра Республикӑн наркодиспансерӗн тӗп врачӗ — Чӑваш Енӗн Сывлӑх сыхлав министерствин психотерапевчӗ Елена Калинина. Республикӑн тӗп гериатрӗ Нина Сидорова та кун пек центра уҫнине пысӑка хурса хакланӑ.

 

Спорт
cap.ru сайтран илнӗ сӑн
cap.ru сайтран илнӗ сӑн

«Демографи» наци проекчӗн тӗп тӗллевӗсенчен пӗри — ҫӗршыври пурнӑҫ вӑрӑмӑшне ӳстересси. Ҫакна пурнӑҫлама хастар вӑрӑм ӗмӗре аталантаракан тӗрлӗ проект пулӑшать. Сӑмахран, нумаях пулмасть Шупашкарта Китайри сывлӑха ҫирӗплетмелли гимнастика енӗпе уҫӑ занятисем пуҫланнӑ, кӑмӑл пур пулсан унта пурне те йышӑнаҫҫӗ. Нацпроектсен мероприятийӗсене ирттерес ӗҫ Денис Спирин администраци пуҫлӑхӗ хушнипе йӗркеленет.

Занятисем П.Хусанкай ячӗллӗ культура керменӗнче Чӑваш Республикин кунг-фу федерацийӗн пайташӗ Светлана ертсе пынипе иртнӗ. Текстильщик микрорайонта пурӑнакансем сывлав упражненийӗсен усси пысӑк пулнине пӗлнӗ, Тайцзицюаньпе Цигун китайсен гимнастики тивӗҫтерекен лайӑх кӑмӑла хӑйсем тӗллӗн туйса илме пултарнӑ. Интенсивлӑ хусканусем иммунитета тата чӗрепе юн тымарӗсен системине ҫирӗплетни, кӑмӑла ҫӗклени, чылай вӑхӑтлӑха вӑй-хӑвата тивӗҫтерни никамшӑн та вӑрттӑнлӑх мар-ҫке. Кунсӑр пуҫне вӑл — чир-чӗртен упранмалли тата пурнӑҫ вӑрӑмӑшне тӑсмалли меслет те.

Курма пынисене интерактивлӑ занятисем ҫав тери килӗшнӗ. Нумайӑшӗ ҫитес вӑхӑтра пулмалли тренировкӑсене ҫырӑннӑ.

Малалла...

 

Сывлӑх

Етӗрне пульницинче арҫын вилнӗ. Ку — тухтӑрсене пула теҫҫӗ. Арҫыннӑн диагнозне вӑхӑтра тӗрӗс палӑртман, сиплев курсӗ ҫырса паман.

Ҫавна май следовательсем пуҫиле ӗҫ пуҫарнӑ. Следстви комитечӗ пӗлтернӗ тӑрӑх, юпан 27-мӗшӗнче «Сӑрҫи» вӑй-халпа спорт комплексӗнче хусканусем тунӑ чухне 31 ҫулти арҫынна япӑх пулса кайнӑ. Ӑна госпитализациленӗ, анчах васкавлӑ медпулӑшу фельдшерӗ диагноз тӗрӗс мар лартнӑ.

Медперсонал электрокардиограмма туман, сиплев палӑртман. Тепӗр икӗ сехетрен арҫын вилнӗ. Унӑн миакарда инфаркчӗ пулнӑ-мӗн.

Халӗ ку ӗҫ-пуҫа тишкереҫҫӗ. Судпа медицина тӗрӗслевӗ тума палӑртнӑ. Ҫакна курнисенчен, медерсоналтан ыйтса пӗлеҫҫӗ.

 

Спорт

Паян Шупашкарти Хӗрлӗ тӳремре хысна тытӑмӗнче ӗҫлекенсем ирхи зарядкӑна йышпа пуҫтарӑнса тухнӑ иккен. «Взгляд» информаци агентстви хысна тытӑмӗнче ӗҫлекенсемшӗн ку мероприяти тӑкаклине ӗнентерет.

Спортпа массӑллӑ мероприятие хутшӑнакансене спорт символикиллӗ калпакпа шарф туянма хушнӑ пулать. Унӑн хакӗ — 400 тенкӗ имӗш. Ун пирки ҫӳлерех асӑннӑ агентствӑна Шупашкарти ача пахчисенчен пӗринче ӗҫлекенсем систернӗ имӗш.

Ҫыхнӑ тавара хулари пӗр компанисенчен пӗринче хатӗрленӗ тесе ӗнентереҫҫӗ.

 

Республикӑра

«Раҫҫей — спорт ҫӗршывӗ» канашлу пуҫланнӑ кун, юпан 9-мӗшӗнче, спортсменсен парачӗ иртӗ. Ӑна 1980 ҫулхи ҫуллахи Олимпиадӑн палли Упа ертсе пырӗ.

Унпа пӗрлех Кӑвакал (2008 ҫулта хӑвӑрт утас енӗпе иртнӗ тӗнче Кубокӗн палли) тата Ҫӑлтӑр (2015 ҫулта ҫӑмӑл атлетика енӗпе иртекен Европа чемпионачӗн палли) пулӗҫ. Спортсменсен парадне спорт федерацийӗсем, спорт шкулӗсен ушкӑнӗсем, паллӑ спортсменсем, хула предприятийӗсем хутшӑнӗҫ.

Аса илтерер: ҫак кун, Шупашкар хула пуҫлӑхӗ Леонид Черкесов каланӑ тӑрӑх, ҫӑлтӑрпа хускану тӑвӗҫ. Ӑна паллӑ спорт комментаторӗ Дмитрий Губерниев ертсе пырӗ.

Хыпар ҫӑлкуҫӗ: http://www.kp.ru/online/news/1861192/
 

Спорт Ирхи хусканӑва тухнисенчен пӗрисем
Ирхи хусканӑва тухнисенчен пӗрисем

Паян, Журналистсен пӗршухӑшлӑхӗн пӗтӗм тӗнчери кунӗнче, Чӑваш Енти журналистсем хӑйсен пӗтӗҫӳлӗхне фитнес-зарядкӑра кӑтартассине эпир хыпарланӑччӗ.

Аса илтеретпӗр, спорт акцине Чӑваш Республикин Патшалӑх Канашӗн «Республика» хаҫачӗ Чӑваш Енӗн Журналистсен союзӗ пулӑшнипе йӗркелерӗ. Чӑваш парламенчӗн хаҫачӗшӗн кун пек мероприятисем ҫӗнӗлӗх мар-ха: унта ӗҫлекенсем ҫӗннине шухӑшласа кӑларсах тӑраҫҫӗ. Ирхи хусканӑва Шупашкарти Журналистсен скверне тӗрлӗ пичет кӑларӑмӗнче, теле- тата радиоэфирта ӗҫлекенсем самайӑн пухӑнчӗҫ.

Программӑна «Джус» фитнес-клубӑн инструкторӗ Татьяна Чурилова ертсе пычӗ. Журналистсемпе пӗрле хускану тума ҫӑмӑл атлетика енӗпе СССР тава тивӗҫлӗ спорт мастерӗ, тӗнче тата Европа Алина Иванова хутшӑнчӗ.

 

Спорт

Ҫитес эрнерен тытӑнса Шупашкарти мӗнпур шкулта ирхи хускану тума тытӑнӗҫ. Ансат упражненисене ритмлӑ музыкӑпа тума пулать тесе пӗлтереҫҫӗ Шупашкар хула администрацийӗнче. Тата упражнени тума ятарлӑ спорт форми те кирлӗ пулмӗ.

Спорт переменисем ирттерме физкультура преподавателӗсене кӑна мар, тухтӑрсене те, спорт организацийӗснее те явӑҫтарнӑ-мӗн. Пӗрремӗш репетицие хулари 5-мӗш шкулта ирттерсе пӑхнӑ. Шурӑ халатлисем каланӑ тӑрӑх, пилӗк минутлӑх зарядка туни ачасен сывлӑхне лайӑхлатма пулӑшмалла.

Сӑнсем (49)

 

Ку пулӑма йӑлана кӗрекенсен шутне те кӗртме юрать пулӗ. Унта паллӑ спортсменсем, республика шайӗнчи паллӑ ҫынсем – услам'ӑсем, политиксем, журналистсем – хутшӑнаҫҫӗ. Кӑҫал ӑна ҫурла уйӑхӗ 18-мӗшӗнче ирхи 10 сехетре Шупашкарти Хӗрлӗ лапамра ирттерме палӑртнӑ. Унта пысӑк йышпа пухӑнасса шанаҫҫӗ. Халӗ кӑмӑл тӑвакансенчен заявкӑсем йышӑнаҫҫӗ. «Ҫӑлтӑрпа» йӗркелекен ирхи зарядкӑна 15 пин ытла ҫын пухӑнассКу пулӑма йӑлана кӗрекенсен шутне те кӗртме юрать пулӗ. Унта паллӑ спортсменсем, республика шайӗнчи паллӑ ҫынсем — усламҫӑсем, политиксем, журналистсем — хутшӑнаҫҫӗ. Кӑҫал ӑна ҫурлан 18-мӗшӗнче ирхи 10 сехетре Шупашкарти Хӗрлӗ тӳремре ирттерме палӑртнӑ. Унта пысӑк йышпа пухӑнасса шанаҫҫӗ. Халӗ кӑмӑл тӑвакансенчен заявкӑсем йышӑнаҫҫӗ. «Ҫӑлтӑрпа» йӗркелекен ирхи зарядкӑна 15 пин ытла ҫын пухӑнасса шанаҫҫӗ. Анчах тӗп «ҫӑлтӑрӗ» кам пулассине хальлӗхе вӑрттӑнлӑхра тытаҫҫӗ-мӗн.

Мероприятие пӗтӗмлетсе чи ҫамрӑк тата чи аслӑ хутшӑнакана хавхалантарма шухӑшлаҫҫӗ.а шанаҫҫӗ. Анчах тӗп «ҫӑлтӑрӗ» кам пулассине хальлӗхе вӑрттӑнлӑхра тытаҫҫӗ-мӗн.

Мероприятие пӗтӗмлетсе чи ҫамрӑк тата чи аслӑ хутшӑнакана хавхалантарма шухӑшлаҫҫӗ.

Малалла...

 

Orphus

Баннерсем

Шутлавҫӑсем

0 Хурал кӗтесӗ (чат)

Ҫанталӑк

Шупашкарта ҫывӑх вӑхӑтра (21.12.2024 21:00) тӗтреллӗ ҫанталӑк, атмосфера пусӑмӗ 749 - 751 мм, 0 - 2 градус ӑшӑ пулӗ, ҫил 3-5 м/ҫ хӑвӑртлӑхпа кӑнтӑр енчен вӗрӗ.

Гороскоп

СурӑхВӑкӑрЙӗкӗрешРакАрӑсланХӗрТарасаСкорпионУхӑҫӑТу качакиШывтӑканПулӑсем
Сурӑх: Вӑй тапса тӑрать, йӗркелӳҫӗ пултарулӑхӗ, илӗртӳлӗх хушӑнсах пыраҫҫӗ. Ку эрнере плансемпе палӑртса хунисене пурнӑҫлама ӑнӑҫлӑ вӑхӑт. Сывлӑха тимлӗр, ҫывӑх ҫынсен сывлӑхӗ пирки те ан манӑрн. Тахҫан шута хуман чир йӑл илме пултарать.

Раштав, 21

1933
91
Григорьев Николай Григорьевич, чӑваш ҫыравҫи, профессор ҫуралнӑ.
Пулӑм хуш...Пулӑм хуш...

Ыйтӑм

Чӑваш йӑли тӑрӑх хӑнана пынӑ арҫынна камӑн ӑсатмалла?
хуҫа арӑмӗ
хӑни ҫулне ахаль те пӗлет, ӑсатмасӑр та
хуҫа тарҫи
хуҫа хӑй
ӑсатма тухни — ҫылӑх, юрамасть
кил-йышри арҫын
хӑнана ӑсатма никам та тухмасть
хуҫин ҫитӗннӗ ачисем
хуть те кам тухсан та
пӗтӗм кил-йышпа тухаҫҫӗ