![]() 2011. Ҫуркунне те ҫитрӗ. Ҫулсерен шкул ачисемпе вӗрентекенсем хушшинче ирттерекен литература ӑмӑртӑвне пуҫлама та вӑхӑт ҫитрӗ. Кӑҫал вӑл «Ӗмӗтсен ҫӑлкуҫӗ» ятлӑ пулӗ, хутшӑнакасен хӑйӗн пултарулӑхне фактастикӑллӑ е фэнтезиллӗ хайлав ҫырса палӑрмалла пулӗ. Интернет конкурса ачасемпе ҫамрӑксене тата чӑваш чӗлхипе литературине, культурине вӗрентекенсене чӑваш халӑхӗн кун-ҫулӗпе кӑсӑклантарас, литература пултарулӑхне аталантарас, ҫутҫанталӑкри, тӑван тавралӑхра пулса иртекен чи кӑсӑк енсене илемлӗ литература мелӗсемпе уҫса пама хавхалантарас тӗллевпе йӗркеленӗ. Ӑмӑртӑва 30 ҫула ҫитмен ҫамрӑксемпе шкул ачисем тата вӗрентекенсемпе ӑслӑлӑх ӗҫченӗсем хутшӑнайраҫҫӗ, хайлаври ӗҫ-пуҫ шывпа ҫыхӑнмалла (юханшыв, пӗве историне уҫса памалла, е ун хӗрринче, ун тавра пулса иртмелле). Тӑван тавралӑхри шывпа ҫыхӑнни тата та пахарах. Хушма тема: Атӑлҫи Пӑлхар. Хайлав ӗҫ-пуҫӗ ҫак авалхи, пирӗн мӑн асаттесен вӑтам ӗмӗрсенче вӑйлӑ аталаннӑ патшалӑхра пулса иртни ӗҫе лайӑхрах хаклама май парӗ. Ӑмӑрту 3 тапхӑртан тӑрать. Паянтан пуҫласа чӳкӗн 1-мӗшӗччен малтанхи тапхӑр пулӗ — ку вӑхӑтра эпир сирӗн хайлавсене йышӑнатпӑр. |
![]() Автомобиль пайӗсене тӑвакан Continental компани машинсене ҫуран ҫынсем умӗнче чарӑнма пултакан хӑрушлӑхсӑрлӑх системине хатӗрленӗ. Ӑна усӑ курни ҫуран утакан ҫынсемпе пулса иртекен аварисен шутне чакарма пултарать. Ҫӗнӗ система стерео-видеокамерӑран тӑрать — икӗ камерӑран ӳкернӗрен вӑл куракан ӳкерчӗк ҫынӑн евӗрлех. Машин умӗнче куҫакан ӗскере (объекта) палланӑ хыҫҫӑн система ун калӑпӑшӗпе хӑвартлӑхне тата машинпа ӗскер хушшине пӗлейрет. Ҫапла вара, ҫын е чӗрчун ытла та хӑвӑрт ҫывхарма пуҫланине туйса илсен, водителе систернӗ хыҫҫӑн машина чарӑнма пултарать. Кунашкал хатӗрсем ытти компанисем хатӗрлени пирки те калас пулать. 2010 ҫулта, сӑмахран, Nissan фирма автомобиль умӗнче куҫса иртекен ӗскерсене паллама пултаракан Moving Object Detection технологине кӑтартнӑ. 2008 ҫулта Стокгольмри ӑсчах машин умӗнчи ҫул ҫине сиксе тухнӑ е ҫул хӗрринче иртекен шулта чӗрчунсене палласа илекен система хатӗрленӗ. Mercedes-Benz компанин те унашкал тӗпчевсем пур. Night View Assist ятлӑ каҫхи курӑм системи каҫхине ҫуран ҫынсене паллайрать, вӗсене сасӑпа систерейрет. Пирӗн, ахаль ҫынсен, вӑл системӑсем пурнӑҫа кӗрессине ҫеҫ кӗтме тивет. Хыпар ҫӑлкуҫӗ:
|
![]() Кашни килте, кашни хуҫалӑхра паян 1945 ҫулта пулса иртнӗ Ҫӗнтерӳ кунне уявлаҫҫӗ! Шупашкарта паян парад иртӗ, ялсенче — ятарлӑ митингсем. Килсенче кашни хӑйӗн аслашшӗне, кукашшӗне, ашшӗне ырӑ сӑмахпа асӑнӗ — тылра вӑй хунӑ-и, е вӑрҫӑ хирӗнче ҫапӑҫнӑ-и — хальхи вӑхӑтра эпир килленсе пурӑннинче вӗсен тӳпи пӗчӗк мар! Асламӑшсен, кукамӑшӗсен, аннесен чӑтӑмлӑхӗпе ӗҫченлӗхӗ те ҫӗнтерӗве туптама самай пулӑшнӑ. Чӑваш халӑх сайчӗ пурне те ҫак уяв ячӗпе саламлать! Вӑрҫӑ-харҫӑ нихӑҫан та ан тухтӑрччӗ, пуринпе те килӗшӳллӗ пурӑнасчӗ! Манар мар ҫак куна, пӗлтерхи пек юбилейлӗ-и вӑл, е тулли ҫул мар-и — яланах ҫак куна асра тытар! Ветерансем те ӗнтӗ пирӗн хушӑра сахалансах юлчӗҫ — кашнине чыслар! |
![]() Ольга Курикова. Елена Хлынова сӑнӳкерчӗкӗ. «Сувар» хаҫат пӗлтернӗ тӑрӑх Тутарстанра «Чӑваш пики» конкурс тапхӑрӗ пырать. Пӑва районӗнчи Рункӑ ялӗнче ҫак районти чи хитре, ҫепӗҫ те пултаруллӑ, чи хӳхӗм те тӑрӑшуллӑ хӗрсем Пӑва тӑрӑхӗнчи «Чӑваш пики» ята тивӗҫлӗ пулас тесе тупӑшрӗҫ. Ӗлӗк чипер хӗрсене ӗҫре, вӑйӑра суйланӑ. Хальхи саманара пикесене конкурссенче суйлаҫҫӗ. Теветкелленсе сцена ҫине тухнӑ хӗрсем пурте хӑйне кура илемлӗ, ҫепӗҫ. Хӑйсене тыткалани, утти, кулни-калаҫни те вӗсен килӗшӳллӗ. Жюри вӗсене тӗрлӗ енлӗ хакларӗ: илемлӗхӗпе, пултарулӑхӗпе, чӑваш халӑхӗн тутлӑ апачӗсене мӗнлерех пӗҫернипе, литература тата йӑла-йӗрке пӗлӗвӗсемпе. Хӑшӗ юрӑпа каласа пачӗ хӑйӗн ҫинчен, теприн ҫинчен унӑн вӗрентекенӗ пӗлтерчӗ, хальхи технологи пулӑшӑвӗпе те усӑ курчӗҫ, чӑваш фольклор тӗсӗпе усӑ курса та хӑйсем ҫинчен каласа пама пултарчӗҫ вӗсем. Виҫӗ тӗслӗ тумпа хӑйсене кӑтартрӗҫ чиперккесем. Юлашкинчен шурӑ туй кӗпи тӑхӑнса тухнӑ хӗрсене курсан нумай каччӑн чӗри тухса тарасла тӑпӑртатрӗ-тӗр. Ҫӗнтерӳҫӗсене парнесем парса саламланӑ вӑхӑтра Рункӑ Культура ҫуртӗнчи оркестрӑн сасси ытти чухнехинчен савӑнӑҫлӑрах та уҫҫӑнрах янӑрарӗ. Хыпар ҫӑлкуҫӗ:
|
![]() Ҫӗнтерӳҫӗсем Хӗрлӗ Чутайри халӑх музейне 1979 ҫулта В.Г. Толстов-Атнарский пуҫарнипе йӗркелесе янӑ. Вӑл «Человек и природа» (чӑв. «Ҫын тата ҫутҫанталӑк») ятлӑ, хальхи вӑхӑтра унӑн директорӗ пулса паллӑ юрӑҫ-композитор Зоя Сергеевна Спиридонова тӑрӑшать. Музей икӗ хутлӑ ҫуртра вырнаҫнӑ, темиҫе пӳлӗмрен тӑрать. Хӑнасем Толстов-Атнарскин залӗпе, халӑх пултарулӑхне сӑнлакан материалсемпе, ӗлӗкхи керамикӑпа (куршаксем, мискӑсем), Хӗрлӗ Чутай тӑрӑхне сӑнлакан сӑнӳкерчӗксемпе, ӳкерчӗксен куравӗпе, патриотизм залӗпе хаваспах паллашаҫҫӗ. Музейре 5 пин ытла экспонат упранать. Музей ӗҫченӗсем экспонатсене улӑштарсах тӑраҫҫӗ. Космонавтика кунӗ тӗлне кунта РФ тата Чӑваш Республикин тава тивӗҫлӗ культура ӗҫченӗн Петр Сымовӑн «Притяжение земли» фотокуравне йӗркеленӗ. Чӑваш халӑхне чапа кӑларнӑ Андриян Григорьевич Николаев пурнӑҫне сӑнлакан 15 сӑнӳкерчӗк куҫа илӗртет. Хыпар ҫӑлкуҫӗ:
|
![]() Тикеш Ҫӗнтерӳ кунӗ ҫитсе пынӑран ялсемпе хуласенчи палӑксене ҫӗнетес, вӗсене хӑт кӗртес ӗҫ пырать. Патӑрьел районӗнчи Тикеш (Хирти Пикшик ял тӑрӑхӗ) халӑхӗ те кӗҫнерникун, ҫӑвӑн 5-мӗшӗнче, ялти «Аслӑ Ҫӗнтерӳ» палӑка юсама хутшӑнчӗ. Ку ӗҫре вӗсене культура ҫуртӗнче вӑй хуракансем пулӑшрӗҫ. Палӑка хӑт кӗртесси укҫа-тенкӗпе ҫыхӑннӑ, ҫакна асра тытса ял пуҫӗ Николай Селиванов тата клуб заведующийӗ Лидия Алексеева ыркӑмӑллӑх акцине ирттерчӗҫ. Халӑх хастар хутшӑнчӗ — палӑка юсас, кивӗ йывӑҫ карта вырӑнне тимӗррине тытас ӗҫе пӗр кун хушшинче туса пӗтерчӗҫ. Хыпар ҫӑлкуҫӗ:
|
![]() Ӑмӑртӑва хутшӑннӑ хӗрсем Ҫу уйӑхӗн 5-мӗшӗнче Нӑрваш Шӑхаль вӑтам шкулӗн аслӑ класӗсенче вӗренекенсем акт залне пухӑнчӗҫ. Ара паян кунта тӑван шкулӑн 9-11-мӗш класӗсенче вӗренекен пикесем хӑйсен янӑравлӑ куллипе, юрри-ташшипе пӗрле вӗренекенсене савӑнтараҫҫӗ-ҫке. Хӗрсем «Илемлӗ чӑваш юрри» кӗвӗпе сцена ҫине акӑшсем евӗр шуса тухнипе пуҫланчӗ конкурс. Чӑваш тумне тӑхӑннӑ пикесем ҫинчен куҫа та илес килмест, ҫав тери илем кӳрет вӗсене ку тум. Конкурс вӑхӑтӗнче пикесем хӑйсемпе сӑвӑласа паллаштарчӗҫ, чӑваш ташши ташласа кӑмӑла ҫӗклерӗҫ, чӑваш юррисене шӑрантарса тыткӑна илчӗҫ. Халӑхӑрӑмӑр йӑли-йӗркине тӗплӗн пӗлни пурне те тӗлӗнтерчӗ. Пикесем пӗри те пуш алӑпа килмен, кам хуплупа, кам хуран куклипе тата тепри пуремечӗпе; капӑртмапа кукӑльпе сӑйлакансем те пулчӗҫ. Конкурс вӑхӑтӗнче ҫак шкултах вӗренекен Николаев Юрий, Ильина Екатерина, Алексеева Лолита тата Митрофанова Кристинӑпа Шалтынова Зина куракансене чӑваш эстрада юррисем юрласа савӑнтарчӗҫ. конкурс питӗ хӗрӳ иртрӗ. Хӗрсем пурте пултаруллӑ та маттур, илӗртӳллӗ те хӳхӗм — пӑхса ытармалла мар. Пикесем тӗрлӗ номинацире ҫӗнтерӳҫӗ пулчӗҫ, «Пултаруллӑ пике» — Митрофанова Татьяна, «Илӗртӳллӗ пике» — Григорьева Александра, «Ӑслӑ пике» — Кошкина Анастасия, «Хӳхӗм пике» — Осипова Татьяна, «Ҫепӗҫ пике» — Кириллова Алена, «Тавҫӑруллӑ пике» — Иванова Анна, «Куракансем кӑмӑллакан пике» — Михайлова Настя, 9-мӗш класра вӗренекен Лукьянова Екатерина вара «Шӑхаль пики-2011» ятсене ҫӗнсе илчӗҫ. Хыпар ҫӑлкуҫӗ:
|
![]() Препӗн ӑсталанӑ компьютер BBC пӗлтернӗ тӑрӑх вӑйӑ дизайнерӗ Тэвит Препӗн (David Braben) USB-управлӑх пысӑкӑш компьютер прототипне кӑтартнӑ. Raspberry Pi Foundation ыркӑмӑлӑх фончӗ пулӑшнипе усӑ курса ӑна ҫулталӑк хушшинче кӑларма пуҫласса шанаҫҫӗ. Малтанлӑха шутланӑ тӑрӑх пӗрин хакӗ 25 долларпа танлашӗ. Хӑй вахӑтӗнче Elite ятлӑ компьютер вӑййине (1984 ҫулта вӑл BBC Micro тата Acorn Electron компьютерсем валли тухнӑ) ӑсталакан Тэвит Препӗнӗн устройстви 700 мегагерц такт татӑшлӑхлӑ ARM чипӗ ҫинче никӗсленет. Оперативлӑ асӑм виҫи 128 мегабайтпа танлашать. Ҫавӑн пекех унта 2.0 стандартлӑ USB-порт, HDMI разъем (телекуравпа е мониторпа ҫыхӑнтарма), SD картӑсем валли хушӑк пур. Компьютер Ubuntu операци системипе ӗҫлет. Ҫак пӗчӗк электронлӑ шутлавҫа аталанакан патшалӑхсенче сутма палӑртнӑ, информатика пӗлӗвӗн никӗсне ачасен ӑсне хывма усӑ курӗҫ. Хыпар ҫӑлкуҫӗ:
|
![]() Леонид Антонов чӗлхе кунӗнче Чӗмпӗрте С.Морозов кӗпӗрнаттӑр пуҫарнипе пӗрремӗш хут тӗнче шайӗнче тӗрлӗ нацисен хушшинче «Этно мистер» конкурс иртрӗ. Унта 10 каччӑ хутшӑнчӗ — Израильтен, Нигерирен, Арменирен, Азербайджанран, Казахстанран тата ытти ҫӗртен. Чӑвашсен ятне Шупашкартан килнӗ Леонид Антонов (Элӗк районӗнче ҫуралса ӳснӗ) хӳтӗлерӗ. Вӑл хӑйне пулӑшма «Асамат» ушкӑна илсе килнӗ. Ку ушкӑна куракансем тата жюри «чувашские песняры» тесе мухтарӗҫ. Юлашкинчен жюри председателӗ Елена Морозова ҫӗнтерӳҫӗ кам пулнине пӗлтерчӗ. Вӑл чӑваш каччи — Леонид Антонов! Ҫапла вара вӑл «Ылтӑн этно мистер-2011» ята тата хаклӑ парнене тивӗҫрӗ! Залри халӑх авалхи чӑвашсен Аттил патши тумне тӑхӑннӑ Л.Антонова ура ҫине тӑрса тӑвӑллӑн алӑ ҫупрӗ. |
![]() Мӑн Шетмӗ ялӗн иртнӗ ӗмӗрти чиркӗвӗ Н.А. Архангельский — Чӑваш Енри паллӑ археолог-этнограф, чиркӳ ҫынни. Иртнӗ кунсенче паллӑ ентеш ҫуралнӑранпа 150 ҫул ҫитрӗ. Николай Архангельскин Мӑн Шетмӗпе Кушлавӑш чиркӳ прихучӗсенчи ачасемпе ҫынсене ҫутта кӑларас, Чӑваш тӑрӑхӗн районӗсенчи археологи тӗпчевне йӗркелес ӗҫӗсенчи пӗлтерӗшӗ калама ҫук пысӑк. Н. Архангельский 1861 ҫулхи ака уйӑхӗн 23-мӗшӗнче (ҫӗнӗ стильпе) Мӑн Шетмӗ ялӗнче ҫуралнӑ. Ашшӗпе аслашшӗ те чиркӳ ҫыннисем пулнӑ. Ашшӗ, Александр Иванович Архангельский, Канаш тӑрӑхӗнчи Шаккӑл ялӗнчен. 1938 ҫултан пуҫласа мӗн виличченех — 60 ҫул Мӑн Шетмӗ чиркӗвӗнче пупра ӗҫленӗ. Тӗн ҫыннин йӗркисене пурнӑҫласа пынипе кӑна лӑпланман вӑл. Мӑн Шетмӗ тӑрӑхӗнче тӗпленнӗскер, Александр Иванович кӗҫех кунта хӑйӗн тӑванӗсене — Павел Федоровичпа Василий Федоровича — чӗнсе илнӗ. Асли чиркӳре тӗн йӑла-йӗркине тытса пыма пулӑшнӑ. Пиччӗшӗнчен 10 ҫул кӗҫӗнрех шӑллӗ ҫӑкӑр пӗҫерме пуҫланӑ. Ахаль мар ӑна ку тӑрӑхра Кулач Ваҫлейӗ е Ухсах Ваҫок тесе чӗннӗ. Хыпар ҫӑлкуҫӗ:
|
Шупашкарта ҫывӑх вӑхӑтра (25.02.2025 15:00) тӗтреллӗ ҫанталӑк, атмосфера пусӑмӗ 756 - 758 мм, -5 - -7 градус сивӗ пулӗ, ҫил 1-3 м/ҫ хӑвӑртлӑхпа кӑнтӑр енчен вӗрӗ.
| Пилеш Герасим Дмитриевич чӑваш драматургӗ, ҫыравҫи, сӑвӑҫи, Чӑваш АССРӗн тава тивӗҫлӗ культура ӗҫченӗ ҫуралнӑ. | ||
| Гурий Вантер, чӑваш фольклорне пухаканни, тӗпчевҫӗ, сӑвӑҫ вилнӗ. | ||
| Рунгш Петр Андреевич, патшалӑх ӗҫченӗ ҫут тӗнчерен уйрӑлса кайнӑ. | ||
![]() | Пулӑм хуш... |