Республикӑн транспорт тытӑмне 2013–2020-мӗш ҫулсенче аталантарасси ҫинчен калакан программа проектне ӑна хатӗрленӗ ведомствӑна — Транспорт министерствине — ҫӗнетме тавӑрса панӑ. Кун пирки Regnum информагентство пӗлтерет. Проекта Правительтво ларӑвӗнче сӳтсе явнӑ.
Чӑваш Енӗн премьер-министрӗ Иван Моторин Трансмин хатӗрленӗ проект хальхи вӑхӑтпа килӗшсе тӑмасть тата ӑна ҫиелтен хатӗрленӗ тесе палӑртнӑ иккен. Унта хӑш-пӗр тӗп самантсене пӑхса хӑварман иккен. Сӑмахран, Чӑваш Ен урлӑ пысӑк хӑвӑртлӑхлӑ пуйӑс ҫулӗ тӑвассине, Глонасс тытӑмне аталантарассине, тума палӑртакан газ заправкисене, уйрӑм ҫынсен автотранспортне шута илмен иккен.
Транспорт министрӗ Михаил Янковский палӑртнӑ тӑрӑх, 2021 ҫул пуҫламӑшӗ тӗлне 85,3 километр автоҫула юсамалла тата ҫӗнетмелле, ялсемпе хуласенчи урамсене вара — 107,7 километр.
Программӑна асӑрхаттарусене тӗпе хурса ҫӗнетӗҫ.