Сайта кӗр | Регистраци | Сайта кӗрсен унпа туллин усӑ курма пулӗ
 -1.7 °C
Пилӗкне хытӑ ҫых, ӑсна ҫирӗп тыт.
[ваттисен сӑмахӗ]
 

Чӑвашлӑх: Чакаҫсем Константин Ивановӑн асӑну каҫне ирттернӗ

Сутатӑп Уйăхри пăру сутатăп.Хакĕ килĕшсе татăлнипе.
Сутатӑп Чăн-чăн килти хытă чăкăтсем (сырсем) сутатпăр. Вĕсене мăн пыршă (вырăсла сычуг) ...
Сутатӑп Хурăн вутти Муркаш районĕпе тата Шупашкар районĕнчи Ишлей тăрăхĕпе сутатăп. Ха...
Софья Савнеш 26.03.2015 17:37 | 1591 хут пӑхнӑ
Чӑвашлӑх

Канаш районӗнчи Чакаҫри вулавӑшра чӑвашсен поэчӗ Константин Иванов вилнӗренпе 100 ҫул ҫитнине тӗпе хурса асӑну каҫӗ иртнӗ.

Ҫак кун тӗлне ялти вулавӑшра «Поэт юман пулса кашларӗ» курав йӗркеленӗ. Унта килекенсем «Константин Иванов» сӑнӳкерчӗксен альбомӗпе паллашнӑ.

Чакаҫсем поэт ҫуралнӑ, ачалӑхне ирттернӗ тӑрӑхра пулса курнӑ. Вулавӑш заведующийӗ поэтӑн пурнӑҫӗпе пултарулӑхӗ пирки каласа кӑтартнӑ. Вӑл Константин Иванов чӑваш халӑхӗн мӑнаҫлӑхӗ, мухтавӗ пулнине палӑртнӑ.

Хӑшӗ-пӗри Константин Иванов чылай хайлавне 17–18 ҫулта ҫырнине пӗлнӗ. Ҫамрӑк чухне вӑл ҫыравҫӑ кӑна мар, ӳнерҫӗ, педагог, мусӑкҫӑ пулнине те пӗлнӗ.

Унтан пухӑннисем Константин Ивановӑн «Нарспи» поэминчи сыпӑксене вуланӑ.

#Константин Иванов ҫулталӑкӗ, #асӑну, #Чакаҫ, #Канаш районӗ, #куравсем, #кӗнекесем

 

Комментариле

Сирӗн ятӑp:
Анлӑлатса ҫырни:
B T U T Ячӗ1 Ячӗ2 Ячӗ3 # X2 X2 Ӳкерчӗк http://
WWW:
ӐӑӖӗҪҫӲӳ
Пурӗ кӗртнӗ: 0 симв. Чи пысӑк виҫе: 1200 симв.
Сирӗн чӑвашла ҫырма май паракан сарӑм (раскладка) ҫук пулсан ӑна КУНТАН илме пултаратӑр.
 

Эсир усӑ курма пултаракан Wiki тэгсем:

__...__ - сӑмаха каҫӑ евӗр тӑвасси.

__aaa|...__ - сӑмахӑн каҫине тепӗр сӑмахпа хатӗрлесси («...» вырӑнне «ааа» пулӗ).

__https://chuvash.org|...__ - сӑмах ҫине тулаш каҫӑ лартасси.

**...** - хулӑм шрифтпа палӑртасси.

~~...~~ - тайлӑк шрифтпа палӑртасси.

___...___ - аялтан чӗрнӗ йӗрпе палӑртасси.

Orphus

Баннерсем

Шутлавҫӑсем