Сайта кӗр | Регистраци | Сайта кӗрсен унпа туллин усӑ курма пулӗ
 +5.3 °C
Кахал ҫӑпата сырнӑ ҫӗре ӗҫчен ӗҫне пӗтернӗ.
[ваттисен сӑмахӗ]
 

Хыпарсем

Политика

Ҫапларах йышӑнӑва «Петербургская политика» (чӑв. Питӗр политики) фонд регионсен черетлӗ социаллӑ тата политикӑллӑ тӗреклӗхӗн танлашӑмне (рейтингне) хатӗрленӗ чухне тунӑ иккен. Иртнӗ уйӑхпа танлаштарсан пирӗн тӑрӑхӑн виҫи улшӑнман пулин те ку пулӑм япӑххисен йышне лекнӗ.

Ҫавӑн пекех Ҫӗнӗ Шупашкарта ача пахчисем тӗлӗшӗпе пухӑннӑ митинг, Канаш администрацийӗн пуҫлӑхне 3 ҫул ҫурӑна хупни, тӗрлӗ танлашӑмсенче Михаил Игнатьев аялти вырӑсене йышӑнни рейтингра ҫӳлӗрех вырӑн йышӑнма паман. Лайӑх хыпарсем шутне «Промтракторта» пӗрремӗш комбайн кӑларнине, пирӗн тӑрӑх экологи тата инноваци аталанӑвӗн танлашӑмӗсенче ҫӳллӗ вырӑнсене лекни, Канн хулинче иртнӗ MIPIM 2014 курава хутшӑннине кӗртнӗ. Регионсен социаллӑ тата политикӑллӑ тӗреклӗхӗн танлашӑмӗнче Чӑваш Ен пӗтӗмешле вӑтаммисен йышӗнче пырать.

Асаилтерепӗр, халӑхшӑн тӑрӑшас ӗмӗтлисен «Ирӗклӗх» пӗрлӗхне регистрацилеме килӗшменни пирки хыпар пуш уйӑхӗнче тухсаччӗ. Вӑл пӗрлӗхе йӗркелесе чӑваш халӑхӗнче наци туйӑмне аталантарас тата ҫирӗплетес; чӑваш чӗлхине, культурине, историне тата политикине ҫутатас; чӑваш халӑхӗн прависене хӳтӗлес; тӗрӗк тата финн-угр халӑхӗсемпе туслӑха ҫирӗплетес; чӑваш халӑхне пулӑшма пултаракан Раҫҫейри тата чикӗ леш енчи ытти халӑх пӗрлӗхӗсемпе ҫыхӑну йӗркелес тӗллевсем лартнӑ пулнӑччӗ.

Малалла...

Хыпар ҫӑлкуҫӗ: http://www.irekle.org/news/i1810.html
 

Политика Пикетра / «ПроГород» тунӑ сӑн
Пикетра / «ПроГород» тунӑ сӑн

Ӗнер Шупашкарта «Макдоналдс» апатне хирӗҫ пикет ирттернӗ. Вӑл 16 сехетре пуҫланнӑ. Ку вӑхӑтра халӑх шӑп та лӑп ӗҫрен таврӑнать те ҫул хӗрринчех иртнӗ пикет троллейбус-автобуссенче ҫӳрекенсене самай кӑсӑклантарнӑ пулать. Уйрӑмах унта американ апатне хирӗҫ тухни ҫынсен кӑмӑлне кайнӑ пулас. «Прогород» хаҫат «Обама, хлебни борща» (чӑв. Обама, борщ тутан), «Ядобвитый картофель в топку!» (чӑв. Наркӑмӑшлӑ ҫӗрулмие кӑмакара ҫунтарар), «У нас свои блины, бургеры нам не нужны» (чӑв. Пирӗн икерчӗ пур, бургер кирлӗ мар) чӗнӳсем пулни пирки пӗлтерет.

Пикета ЛДПР парти йӗркеленӗ иккен. Пурӗ 13 ҫын пухӑнма шутланӑ, улттӑшӗ кӑна ҫитнӗ пулин те АПШна хирӗҫле акци ирттерсе «шӑв-шав» ҫӗклеме вӗсем пултарнӑ.

Кунашкал акци халӑх кӑмӑлне каять пулсан, тен, ҫывӑх вӑхӑтра яппунсен сушине, турккӑсен рахат-лукумне хирӗҫ тухнӑ пикетсене те кӗтме пулать пулӗ.

Сӑнсем (6)

Хыпар ҫӑлкуҫӗ: http://pg21.ru/news/view/70075
 

Культура

Элӗк районӗнче «Чаваш Ен литератури: ҫулталӑкри чи вуланакан кӗнеке — 2012» республика конкурсӗпе килӗшӳллӗн наци кӗнекин «Вула, Элӗк ен!» фестивалӗ иртнӗ. Унпа килӗшӳллӗн районта «Чи лайӑх буктрейлер», «Вулав лидерӗ — 2013» конкурссем пулнӑ.

Элӗкри тӗп вулавӑшра методика материалӗсен «Тӑван сӑмах сасси…» пухмач хатӗрленӗ: ҫыравҫӑсен пултарулӑхӗ пирки слайдсем, буклетсем тата ыттине тунӑ.

«Вулав лидерӗ — 2013» конкурсра ӳсӗме кура чи нумай вулакансене тупса палӑртнӑ. 7–14 ҫулсенчи ушкӑнра Шӗмшеш шкулӗнчи Карина Семенова (385 кӗнеке вуланӑ), Элӗкри И.Я.Яковлев ячӗллӗ шкулта вӗренекен Елена Тайгильтова (404 кӗнеке) ҫӗнтернӗ. 15–22 ҫулсенчи ушкӑнра Ураскилтри Ксения Григорьева 352 кӗнеке вуласа ҫӗнтернӗ. 22 ҫултан аслӑраххисен йышӗнче тивӗҫлӗ канури Вячеслав Михайлов (310 кӗнеке), Людмила Сергеева (285 кӗнеке), Валентина Михайлова (317 кӗнеке) ҫӗнтернӗ. Ҫӗнтерӳҫесем «Чӑваш Ен литератури: ҫулталӑкри чи вуланакан кӗнеке — 2012» республика конкурсӗнче «Вулав лидерӗ» номинацире хутшӑнӗҫ.

«Чи лайӑх буктрейлер» конкурсра кӗҫӗннисем хушшинче Анатолий Смолинӑн «Озорная азбука» кӗнеки тӑрӑх хатӗрленӗ буктрейлер ҫӗнтернӗ (Питӗшри вулавӑш).

Малалла...

 

Чӑваш чӗлхи

Кӗҫех Чӑваш чӗлхи кунӗ ҫитӗ. Ҫавна май республикӑри районсемпе хуласенче тӗрлӗ мероприяти йӗркелеҫҫӗ.

Ҫӗмӗрле районӗнчи вулавӑшсенче Чӑваш чӗлхи кунӗ Культура ҫулталӑкӗпе, «Вулав валли — 12 уйӑх» проектпа килӗшӳллӗн иртӗ. Ака уйӑхӗн 16–25-мӗшӗсенче районти библиотекӑсенче чӑваш чӗлхин «Янра, чӑваш чӗлхи» вункунлӑхӗ иртӗ. Тӗллевӗ — ӳсекен ӑрӑва чӗлхепе, тӑван ен культурипе кӑсӑклантарасси.

Вулакансем валли кӗнеке куравӗсем, тематика ҫӳлӗкӗсем йӗркелӗҫ. Вӗсенче Иван Яковлевӑн пурнӑҫӗпе пулатрулӑхне, наци символикине, чӑваш халӑхӗн историне, йӑли-йӗркине, культурине ҫутатӗҫ.

Вунӑ кунра таврапӗлӳ тата фольклор сехечӗсем, Яковлев вулавӗсем йӗркелӗҫ, чӑвашла вулассипе конкурссем, викторинӑсем, электрон хӑтлавсем, чӑваш литературин тишкерӗвне тӑвӗҫ.

Акӑ Ҫӗмӗрлери вулавӑшра «Чӑваш чӗлхи — тӑван чӗлхе» кӗнеке куравӗ пулӗ, Юманайри библиотекӑра «Чӑваш чӗлхи — ӑс-тӑн чечекӗ» литература каҫӗ иртӗ. Турханта ачасем валли «Чӑваш Улӑпӗ» мультимеди сехечӗ иртӗ.

Малалла...

 

Вӗренӳ

Шкул ачисен Пӗтӗм Раҫҫей олимпиадин юлашки тапхӑрӗ пуш уйӑхӗн 20-мӗшӗнче пуҫланнӑ. Кӑҫал унта Чӑваш Енрне регион шайӗнче нумай балл пухнӑ 110 ача хутшӑннӑ.

ЧР Вӗренӳ министерствин пресс-служби пӗлтернӗ тӑрӑх, нумаях пулмасть хӑш-пӗр предметпа (нимӗҫ чӗлхи, ӳнер, хрантсус чӗлхи, истори, экологи) олимпиада вӗҫленнӗ. Чӑваш ачисем лайӑххисен йышне кӗме пултарнӑ.

Ҫӗнӗ Шупашкарти 6-мӗш гимназире вӗренекен Ульяна Василькова, Шупашкарти 59-мӗш шкулти Анна Маскина, Ҫӗмӗрлери 3-мӗш шкулта ӑс пухакан Олеся Моложина ӳнер предмечӗпе маттур пулнӑ. Шупашкарти 4-мӗш гимназири Анастасия Смирнова хрантсус чӗлхипе палӑрнӑ. Ҫӗнӗ Шупашкарти 18-мӗш лицейре ӑс пухакан Софья Окилова экологи предмечӗпе маттур пулнӑ. Тӑвайри вӑтам шкулта вӗренекен Елена Нефитова вара экологи предмечӗпе ҫӗнтернӗ.

 

Сывлӑх Ҫӗнӗ кӳмесем
Ҫӗнӗ кӳмесем

ЧР Наци вулавӑшӗнче иртнӗ ыркӑмӑллӑх акцийӗпе килӗшӳллӗн ҫапӑҫусене хутшӑннӑ ветерансене сахал тупӑшлӑ ҫемйисене спорт кӳмисем парнеленӗ.

ЧР Сывлӑх сыхлавӗн министерствин сайчӗ пӗлтернӗ тӑрӑх, ака уйӑхӗн 9-мӗшӗнче Наци вулавӑшӗнче «Наци ыркӑмӑллӑх фончӗ» грант акцийӗ иртнӗ. Ҫапӑҫусене хутшӑннӑ ветерансен сахал тупӑшлӑ ҫемйисен шӑпах ҫавӑнта спорт кӳмисем, компьютер-ноутбуксем парнеленӗ.

Паллӑ сусӑр спортсменсем ҫакнашкал кӳмесем ҫинче тӗнче, Европа чемпионӗсем пӗрре мар пулса тӑнӑ.

— Ку кӳме питӗ меллӗ, пӗтӗмпех манӑн кӗлетке ҫӳллӗшӗпе тата йывӑрӑшӗпе килӗшӳллӗн. Эпӗ бадминтонпа туслӑ, ҫавӑнпа ку кӳмепе мана ҫӑмӑлрах пулӗ, — тенӗ Валентина Евдокимова. Вӑл ҫӗнӗ виҫӗ кӳмерен пӗрине тивӗҫнӗ.

Ҫак гранта Чӑваш Республикинчи ҫапӑҫусене хутшӑннӑ ветерансен «Доблесть» общество организацийӗ пӗлтӗр выляса илнӗ. Тивӗҫнӗ укҫапа ветерансен пӗр ушкӑнӗ санаторире сипленнӗ. Ҫапӑҫӑва хутшӑннӑ ветерансен ҫемйисене спорт тумӗпе пушмакӗ, спорт инвентарӗ панӑ. Ветерансен ачисем ҫулла Раҫҫейӗн кӑнтӑр енчи сывлӑха ҫирӗплетмелли лагерьсене кайӗҫ. Ҫав йышра — Евпатори те.

Малалла...

 

Вӗренӳ

2013 ҫулта «Просвещение» издательство кӗҫӗн классем валли 12 вӗренӳ кӗнекине чӑвашла куҫарса кӑларнӑ. Чӑваш кӗнеке издательствин редакторӗсем ҫак ӗҫе кӑҫал та малалла тӑснӑ, 16 предметпа ӗҫ тетрачӗсене чӑвашла куҫарнӑ. Ҫав шутра — математикӑпа тӑван тавралӑх предмечӗсем.

Тӗслӗхрен, «Тӑван тавралӑх» ӗҫ тетрачӗ 2 пайран тӑрать. Килте ӗҫлемешкӗн «Ӑслӑлӑх дневникӗ» хушма кӑларӑм та пур. Унти заданисене ача килте ашшӗ-амӑшӗпе ҫулталӑк тӑршшӗпех пурнӑҫлӗ.

Математика тетрачӗ ачасене урокра, ушкӑнпа, класспа е килте ашшӗ-амӑшӗпе хӑй тӗллӗн хатӗрленме май парӗ. Унти материалсем М.И.Морон, М.А.Бантовӑн, С.И.Волковӑн, С.В.Степановӑн «Математика» кӗнекипе пӗр килет. Кунта учебникри кашни темӑпах заданисем пур. Тетрадьре тӗрӗслев заданийӗсем кӑна мар, ачасене кӑсӑклантаракан, ӑс-танне, логика шухӑшлавне аталантаракан хӑнӑхтарусем те пур. Вӗрентекен урок умӗн хӑнӑхтарӑва учебникрен е тетрадьрен илмеллине суйлама та пултарать.

Тетрадьсем чӑвашла тухнӑ учебниксене тата пуянлатӗҫ. ЧР Информаци политикипе массӑллӑ коммуникацисен министерствин шухӑшӗпе, пичетленӗ ӗҫ тетрачӗсем задание пурнӑҫланӑ чухне вӑхӑта перекетлеме май параҫҫӗ.

Малалла...

 

Пӑтӑрмахсем Сиенленнӗ троллейбус
Сиенленнӗ троллейбус

Шупашкарта каллех… пневматика пӑшалӗнчен пенӗ. Хальхинче — троллейбуссене. Ку ака уйӑхӗн 10-мӗшӗнче ирхи 10 сехетре пулса иртнӗ.

Общество транспорчӗ Граждан урамӗнчи ункӑран инҫех мар пынӑ. Шӑпах ҫав вӑхӑтра палламан ҫын е ҫынсем пеме тытӑннӑ. Ҫавна май троллейбуссен чӳречисем ҫӗмӗрӗлнӗ.

Телее, аманнисем пулман. Аса илтерер: кӑҫал ҫакнашкал пӑтӑрмах тӑватӑ хут пулнӑ. Ака уйӑхӗн 4-мӗшӗнче Трактор тӑвакансен проспектӗнче маршрут таксине пенӗ. Пуш уйӑхӗн 29-мӗшӗнче вара ҫав урамрах Васкавлӑ медпулӑшу машинине пневматика пӑшалӗнчен пенӗ. Кунсӑр пуҫне полицейскисем пушӑн 19-мӗшӗнче тӗп хулари Октябрь: 50 ҫул урамӗнчи пӗр ҫурт балконӗнчен картишри машинӑсене пеме тытӑннӑ виҫӗ ҫынна (вӗсем Шупашкарта тата Ҫӗрпӳ районӗнче пурӑнакансем пулнӑ) тытса чарнӑ.

Хыпар ҫӑлкуҫӗ: http://www.chv.aif.ru/incidents/1148465
 

Чӑваш чӗлхи

Чӑваш чӗлхи кунӗ тӗлне эпир пуҫарнӑ «Чӑваш ачи, сассуна пар!» конкурса майӗпен ӗҫсем килсе тӑра пуҫларӗҫ-ха. Паянхи кун тӗлне вӗсен йышӗ 20 ҫитрӗ.

Ӗҫсем Муркаш, Куславкка, Елчӗк, Шупашкар районӗсенчен, Шупашкарпа Ҫӗрпӳ хулисенчен ҫитрӗҫ. Республика тулашӗнчисем те айккинче тӑрас темен — Тутарстанри Пӑва районӗнчи Тутиел шкулӗнчен 5 видеосӑвӑ ҫитрӗ. Тӑрӑшса тунӑ ӗҫсем те пур, ахаль ҫырнисем те. Пурне те малти вырӑна тухма ӑнӑҫу сунатпӑр! Кашни 20 видеосӑвӑпа «Шкул ТВ» каналӗнче паллашма пулать: www.youtube.com/playlist?list=PLhm2wH_6q1BLcLWij46nFSfNk58vw2kE_. Хутшӑнакансен йышӗпе паллашас тесен ҫак документа (Google Docs-ра хатӗрленӗ, пурте курма пултараҫҫӗ) уҫма пултаратӑр.

Асаилтеретпӗр, «Чӑваш ачи, сассуна пар!» видеосӑвӑсен ӑмӑртӑвне Чӑваш халӑх сайчӗ, Тӗнче тетелӗнчи «Сӑвар ТВ» каналпа «Шкул ТВ» канал, Чӑваш чӗлхин инҫет вӗренӳ центрӗ пӗрле пуҫартӑмӑр.

Малалла...

 

Культура Митрополит Варнава
Митрополит Варнава

Пӗрремӗш хут Чӑваш тӑрӑхне лексен Вырӑс православи чиркӗвӗн митрополичӗ Варнава кунта ҫӑпаталлӑ чӑвашсене тӗл пулнӑ иккен. Кун пирки вӑл тӗнче тетелӗнчи «Православие и мир» (чӑв. Православипе тӗнче) портала интервью панӑ чухне каланӑ.

Корреспондент чӑвашсем пирки ыйтсан Варнава ҫапларах хуравланӑ пулать: «Вӗсем ырӑ та ӗҫчен. Эп килнӗ чухне чылайӑшӗ ҫӑпатапа ҫӳретчӗҫ. Йывӑҫ кашӑкпа пӗр хуранран ҫиетчӗҫ. Халь вара таса, кашӑкӗсем те вилкисем те пур вырӑнта та пур». Малалла ҫапларах сӑмах хушнӑ: «Ун чухне... Пӗррехинче пӗр ялти чиркӗве ҫитрӗм, ун чухне ҫамрӑкччӗ-ха. Унта вара нихҫан ҫуман ҫивиттине куртӑм, ӑна (тахҫан) ҫӗҫӗпе кӑна хырнӑ пек туйӑнчӗ. Выртрӑм (вырӑн ҫине) та шутларӑм: ҫук, малашне хампа пӗрле тасине илсе ҫӳрӗп». Ку хӑш ялта тата миҫемӗш ҫулта пулса иртнине митрополит асӑнман.

Варнава митрополит Кисан облаҫӗнчен пирӗн пата 1976 ҫулта килнӗ, ун чухне вӑл 45 ҫулта пулнӑ. Сакӑр ҫул вӑл епископ пулса ӗҫленӗ, 1984 ҫулта архиепископ таран хӑпарнӑ. 2001 ҫулта вӑл Шупашкар тата Чӑваш миторполичӗн вырӑнне йышӑннӑ.

Хыпар ҫӑлкуҫӗ: http://www.irekle.org/news/i1811.html
 

Страницӑсем: 1 ... 3358, 3359, 3360, 3361, 3362, 3363, 3364, 3365, 3366, 3367, [3368], 3369, 3370, 3371, 3372, 3373, 3374, 3375, 3376, 3377, 3378, ... 3885
Orphus

Баннерсем

Шутлавҫӑсем

0 Хурал кӗтесӗ (чат)

Ҫанталӑк

Шупашкарта ҫывӑх вӑхӑтра (02.05.2025 03:00) пӗлӗтлӗ ҫанталӑк, атмосфера пусӑмӗ 750 - 752 мм, 3 - 5 градус ӑшӑ пулӗ, ҫил 5-7 м/ҫ хӑвӑртлӑхпа хӗвелтухӑҫ енчен вӗрӗ.

Гороскоп

СурӑхВӑкӑрЙӗкӗрешРакАрӑсланХӗрТарасаСкорпионУхӑҫӑТу качакиШывтӑканПулӑсем
Сурӑх: Ку эрне сире пурнӑҫ мӗн тери йӗркесӗр пулнине аса илтерӗ. Хӑвӑр пирки кана шутланипе эсир ыттисене асӑрхамастӑр. Ӑнланма вӑхӑт ҫитнӗ: сирӗн интерессем ыттисеннипе тачӑ ҫыхӑннӑ. Эппин, кама та пулин япӑх туса эсир хӑвӑра сӑтӑр тӑватӑр.

Ҫу, 01

1892
133
Ҫемен Элкер, чӑваш сӑвӑҫи, ҫыравҫи ҫуралнӑ.
1912
113
Шорникова Елена Васильевна, чӑваш актриси ҫуралнӑ.
1994
31
Сергеев Алексей Сергеевич, чӑваш актёрӗ, тава тивӗҫлӗ культура ӗҫченӗ ҫут тӗнчерен уйрӑлса кайнӑ.
Пулӑм хуш...Пулӑм хуш...