Ял пурнӑҫӗ
![]() Канаш районӗнчи Уҫырма ял тӑрӑхӗнче урам ячӗсем пирки пуҫ ватаҫҫӗ. Ку вӑл пурте пӗлекен вӑйӑри пек нумайрах ят пӗлессипе ҫыхӑнман-ха. Асӑннӑ тӑрӑхри Уҫырма тата Кӗлтеҫулӗ ялӗсем сарӑлнӑ май ҫӗнӗ урамсем йӗркеленеҫҫӗ иккен. Ҫӗнӗ урамсене пуҫарма вара ял ҫумӗнчи ял хуҫалӑх тӗллевӗллӗ ҫӗрсене ял тӑрӑхӗсен ҫӗрӗ текен категорие куҫарнӑ хыҫҫӑн май килнӗ. Халӗ вырӑнти тӳре-шара ҫынсем ҫӗнӗ урамсен ячӗсене сӗнессе кӗтеҫҫӗ. Шухӑш-кӑмӑла почта урлӑ та (адресӗ — Уҫырма ялӗнчи Канаш урамӗнчи 80-мӗш ҫурт), электрон ҫырупа та (sao-mbiksh@kanash.cap.ru) яма пулать теҫҫӗ. Тӗплӗнрех ыйтса пӗлес тесен 8 (83533) 2-02-60 номерпе шӑнкӑравлама сӗнеҫҫӗ. Хыпар ҫӑлкуҫӗ:
|
Тӗнчере
![]() Акӑлчан чӗлхиллӗ пресса асӑнассипе Чӑваш ен пӗлтӗрхи ҫул рейтингӗнче 41-мӗш вырӑн йышӑннӑ. Тӗпчеве «Смыслография» тӗпчев агентстви тата Dow Jones компани ирттернӗ. Рейтинга йӗркелекенсем акӑлчан чӗлхипе тухса тӑракан массӑлла информаци хатӗрӗсенчен уйрӑмах анлӑ сарӑлнӑ 100 МИХа сӑнанӑ. Рейтинга йӗркелекенсем лайӑхпа палӑртнӑ регионсене кӗртнӗ. Ют ҫӗршыври МИХсенче Раҫҫей регионӗсене икӗ тӗп самант енӗпе палӑртаҫҫӗ иккен: нефтьпе газ отрасльне тата ҫак секторти вӑйӑҫӑсем регион шайӗнче епле ӗҫленине каласа кӑтартаҫҫӗ-мӗн. Кунсӑр пуҫне спортри пулӑмсене те ҫутатаҫҫӗ. Уйрӑмах — Раҫҫей премьер-лигине кӗрекен Раҫҫей футбол клубӗсем пирки ҫырса кӑтартаҫҫӗ иккен. Ытти ҫулсенче патшалӑхӑн ертӳҫисем регионсене пырса кайнине те ҫырса кӑтартнӑ пулсан, акӑлчан чӗлхипе тухса тӑракан МИХсем пӗлтӗр ҫавна пӗлтерӗшлех тесе йышӑнман курӑнать — ун пирки каласа кӑтартсах аппаланман. Рейнтингра Сахалин, Томск облаҫӗсем, Ханты-Мансийск автономи округӗ, Калининград облаҫӗ, Краснодар, Пермь енӗсем, Чулхула облаҫӗ, Тутарстан, Самар облаҫӗ тата Тинӗсҫум енӗ малти вырӑна йышӑннӑ. Рейтингра Мускава шута илмен, мӗншӗн тесен ҫӗршывӑн тӗп хулине регионсемпе танлаштарни тӗрӗс мар тесе йышӑннӑ иккен. Хыпар ҫӑлкуҫӗ:
|
Персона
![]() Ӗнер Елчӗкре пурӑнакан Евгения Семеновна Кушникова 100 ҫул тултарнӑ. Паллах, сумлӑ ҫак юбилейпе Елчӗкри тӳре-шара саламланӑ: Елчӗк район администрацийӗн пуҫлӑхӗн пӗрремӗш ҫумӗ Леонард Левый, Елчӗк ял тӑрӑхӗн пуҫлӑхӗ Владимир Сайкин, РФ Пенси фончӗн Елчӗк районӗнчи уйрӑмӗн ертӳҫи Зинаида Яковлева тата ыттисем саламланӑ. Леонард Левый Евгения Семеновнӑна РФ Президенчӗн Владимир Путинӑн саламлӑ ҫырӑвне панӑ. Юбиляр патне ҫитнӗ Силуан иеромонах Евгения Семеновнӑна 100 ҫул каялла Лаш Таяпари храмра шыва кӗртнине пӗлтернӗ. Хӑйӗн прихучӗ ятӗнчен вӑл турӑш реликвие парнеленӗ. Сӑнсем (9) Хыпар ҫӑлкуҫӗ:
|
Ӑслӑлӑх
![]() Дима Скороходов Нумаях пулмасть Шупашкарти 2-мӗш шкулта шкула ҫӳремен тата кӗҫӗн классенче вӗренекенсен тӗпчев ӗҫӗсемпе пултарулӑх проекчӗсен «Эпӗ — тӗпчевҫӗ» Раҫҫей конкурсӗн регион шайӗнчи тапхӑрӗн турӗ иртнӗ. Республикӑри 15 районти тата 5 хулари ҫамрӑк тӗпчевҫӗ хутшӑннӑ. Куҫӑн майпа иртнӗ тура 3–11 ҫулсенчи 165 ача хутшӑннӑ. Тӑватӑ предмет енӗпе 16 секци ӗҫленӗ: «Гуманитари», «Естествознани. Чӗрӗ ҫутҫанталӑк», «Естествознани. Чӗрӗ мар ҫутҫанталӑк» тата «Физика-техника». Пӗрремӗш турта экспертсем ачасемпе калаҫнӑ, мӗншӗн вӗсем хӑйсен темисене суйлани пирки ыйтса пӗлнӗ. Ачасем хуравланисӗр пуҫне ыттисене ыйтусем панӑ. Калаҫу пӗтӗмлетӗвӗпе килӗшӳллӗн ачасене доклад тумашкӑн суйланӑ. Ҫӗнтерӳҫӗсен йышӗнче Вӑрнар районӗн ачисем те пулнӑ. Вӑрнарти 3-мӗш ача пахчинчи Ольга Семенова 3-мӗш вырӑн йышӑннӑ. 4-мӗш ача садне ҫӳрекен Дмитрий Григорьев 2-мӗш вырӑна тухнӑ. Вӑрнарти 2-мӗш шкул вӗренекенӗ Дмитрий Скороходов 3-мӗш пулнӑ. Хыпар ҫӑлкуҫӗ:
|
Спорт
![]() Хӗрлӗ Чутай районӗнче волейбол енӗпе Космонавтика кунне халалланӑ район Кубокӗ вӗҫленнӗ. Вӑйӑ пӗр уйӑха тӑсӑлнӑ. Район ҫыннисем спорта юратни палӑрнӑ, ӑмӑртусене халӑх пухӑннӑ, ентешӗсемшӗн «чирленӗ». Хальхинче те Штанаш ял тӑрӑхӗн «Шуҫӑм» команди Кубока ҫӗнсе илнӗ. Ӑна ял тӑрӑхӗн пуҫлӑхӗ Светлана Ефремова ертсе пырать, команда капитанӗ — Штанашри вӑтам шкул учителӗ, спорта юратакан Иван Сатлайкин. Турнирта район сучӗн ушкӑнӗ ҫӗнсе илнӗ. Ертӳҫи — РФ спорт мастерӗ Юрий Михайлов. «Нива» ЯХПКн Юрий Илюшкин ертсе пыракан команди виҫҫӗмӗш пулнӑ. Ҫурхи ӑмӑртӑва ҫавӑн пекех Хӗрлӗ Чутай ял тӑрӑхӗн администрацийӗн «Фортуна», Мӑн Этмен ял тӑрӑхӗн «Дружба», «Хастар» вӑй-хал культурипе спорт комплексӗн «Юность» командисем хутшӑннӑ. Халӗ волейболистсем тепӗр уява «Гагарин кубокне» хатӗрленеҫҫӗ. Вӑл ака уйӑхӗн 13-мӗшӗнче «Хастар» ВХСКра иртӗ. Хальлӗхе унта Муркаш, Элӗк, Етӗрне районӗсен ентешлӗхӗсен «Чавал» команди те хутшӑнма кӑмӑл тунӑ. Хыпар ҫӑлкуҫӗ:
|
Республикӑра
![]() Мӑнкун умӗн Чаваш Енре ыркӑмӑллӑх акцийӗ пуҫарнӑ. Ку сахал тупӑшлӑ ҫемьесене, сусӑрсене пырса тивет. Шупашкарти Мускав район администрацийӗн официаллӑ сайтӗнче пӗлтернӗ тӑрӑх, Мӑнкун умӗн сахал тупӑшлӑ, нумай ачаллӑ ҫемьесем, сусӑрсем, Турӑ Амӑшӗн Хусан турӑшӗн Апашри храмӗн ятарлӑ интерначӗсен воспитанникӗсем валли тумтир пухма палӑртнӑ. Акци вӑхӑтӗнче ачасен тата аслӑ ҫынсен тумтирӗсене, пушмакӗсене йышӑнӗҫ. Анчах вӗсем тӑхӑнма юрахлӑ пулччӑр. Ҫавӑн пекех спорт инвентарӗсене, пластмасса теттесене, ача-пӑча кӗнекисене илсе килме юрать. Ача кӳмисене, велосипедсене, сумкӑсене, шкула ҫӳремелли рюкзаксене тата ытти пулӑшӑва та йышанӗҫ. Япаласене «Ровесник» культура ҫуртне ака уйӑхӗн 15-мӗшӗччен ирхи 8 сехетрен пуҫласа каҫхи 7 сехетчен килсе пама май пур. Анчах вырсарникунсерен йышӑнмӗҫ. Хыпар ҫӑлкуҫӗ:
|
Ял хуҫалӑхӗ
![]() Фундамента капсула янӑ самант Юлашки ҫусенче фермӑсем пӗтсех пыраҫҫӗ. Чылай ҫӗрте вите-сарай ишӗлсе аннӑ. Етӗрнесем ҫӗнӗ ферма хута янине ырламаллах. Ӑна Мӑн Пакӑш ялӗнче тума тытӑннӑ. Етӗрне районӗнчи Мӑн Пакӑшра «Раҫҫей аталанӑвӗ — ял аталанӑвӗ витӗр» проект пурнӑҫланать. Сӗт-тавар фермине шӑпах унпа килӗшӳллӗн хута янӑ. Етӗрне район администрацийӗн ял хуҫалӑх пайӗн тӗп специалист эксперчӗ Зоя Федорова пӗлтернӗ тӑрӑх, Мӑн Пакӑшри ферма 200 пуҫ валли пулӗ. Унта 10 ӗҫ вырӑнӗ уҫма палӑртнӑ. Ферма чӳк уйӑхӗн вӗҫӗнче ӗҫлеме тытӑнӗ. Ака уйӑхӗн 1-мӗшӗнче фундамента асӑнмалӑх капсула хунӑ. Строительство пуҫланиччен Тарасий атте кӗлӗ вуланӑ, пулас ферма вырӑнне ҫветтуй шывпа сапнӑ. Етӗрне район администрацийӗн пуҫлӑхӗ Владимир Кузьмин ҫак проекта пурнӑҫламашкӑн пулӑшма шантарнӑ. Хыпар ҫӑлкуҫӗ:
|
Республикӑра
![]() Пилотсӑр вӗҫекен аппарат ҫул ҫинчи лару-тӑрӑва ӳкерет Ӗнер Шупашкарта пилотсӑр вӗҫекен аппаратсен хӑтлавӗ иртнӗ. Вӑл ҫул ҫинчи лару-тӑрӑва онлайн меслечӗпе кунӗн-ҫӗрӗн пӑхса тӑма пултарать иккен. «М-7 федреаци ҫулӗ ҫинче ҫул-йӗр ҫинчи инкек уйрӑмах нумай пулса иртекен тата вӗсенче ҫынсем вилекен вырӑнсем пур», — тесе палӑртнӑ Чӑваш Енӗн Сывлӑх сыхлав министерстви. Тӗслӗх вырӑнне вӑл Ҫӗрпӳ ункине, Канаша хӗвелтухӑҫ енчен пырса тӑракан вырӑна, Ишлей ҫулне илсе кӑтартнӑ. Пилотсӑр вӗҫекен аппаратсем ҫул-йӗре татти-сыпписӗр пӑхса тӑрса васкавлӑ медицина пулӑшӑвӗн диспетчер службине хыпарлаяҫҫӗ-мӗн. Сывлӑх сыхлав министерстви шухӑшланӑ тӑрӑх, ҫав аппарат васкавлӑ пулӑшу машининчен маларах ҫитсе лару-тӑрӑва тӗрӗс хак параять. Ҫапла вара епле пулӑшу кирлине, сӑмахран, васкавлӑ пулӑшу миҫе машинине ямаллине, пӗлтереет. Ку вӑл медпулӑшу кӳрессин пахалӑхне лайӑхлатма май параять имӗш. Пилотсӑр вӗҫекен аппарат инкек вырӑнне тӗллеттерет. Модельне кура хайхи 3 сехетрен пуҫласа 4 сехет таран вӗҫсе ҫӳрет. Хӑй мӗн курнине 50 ҫухрӑм таран инҫӗшне пӗлтерет. Радиоуправлени меслечӗпе унпа 90 километр инҫӗшӗнчен йӗрлесе тӑма пулать теҫҫӗ. Хыпар ҫӑлкуҫӗ:
|
Культура
![]() Саха (Якути) Республикин «Бичик» кӗнеке издательстви нумаях пулмасть «Раҫҫей халӑхӗсен юратнӑ юмахӗсем» кӑларнӑ. Унта пирӗн ҫӗршыври тӑхӑр халӑхӑн халӑх сӑмахлӑхӗ кӗнӗ. Унта пирӗн халӑхӑмӑрӑн юмахӗсенчен пӗри, тилӗ ҫинчен калаканни кӗнӗ. Чӑваш кӗнеке издательствин ертсе пыракан редакторӗ Надежда Осипова пӗлтернӗ тӑрӑх, юмах кӗнекине кӑларакансене вӗсем темиҫе юмах ярса панӑ. Якутсене чӑваш эрешӗсене тӑхӑнса ташлакан тилӗ уйрӑмах кӑмӑла кайнӑ. Пушкӑрт, удмурт, чӑваш, эвенк, вырӑс, дагестан, калмӑк, тутар юмахӗсен пуххине ӳкерчӗксемпе илемлетнӗ. Ӑна тӑваткал форматпа кӑларнӑ. Кӗнекене Чӑваш кӗнеке издательствин лавккисенче те сутаҫҫӗ. |
Культура
![]() Вӑрмарти центрӑн 18 ҫул тултарман ачасен диагностика тата социаллӑ реабилитаци уйрӑмӗн воспитанникӗсем каникул вӑхӑтӗнче вырӑс халӑх юмахӗн инсцинировкине хатӗрленӗ. Вӑл «Йӑвача — ҫӗнӗлле» ятлӑ пулнӑ. Ачасем рольсене хӑйсемех суйланӑ. Юлташӗсемпе хутшӑнма юратакан Ангелина карчӑк рольне калӑпланӑ. Шӑпӑл-шапӑл мар Максим старик пулнӑ. Чи хаваслӑ Павлик мулкач ролне суйланӑ. Ӑслӑ Камилла тӑмана рольне вылянӑ. Чее тата сӑн ӳкерӗнме кӑмӑллакан Ирина тилӗ пулнӑ. Базилио кушак аҫипе йӑвачана Дима калӑпланӑ. Ачасем юмах репетицине кӑна хутшӑнман. Вӗсем хӑйсен сӑнарӗсем валли маскӑсем те хатӗрленӗ. Юмах инсцинировки пысӑк шайра иртнӗ. Ыттисем те кӑмӑллӑ юлнӑ. Пӗчӗк артистсем «Йӑвача — ҫӗнӗлле» юмаха Аслӑ Чак ачисене кӑтартма тӗв тунӑ. Сӑнсем (9) Хыпар ҫӑлкуҫӗ:
|
Шупашкарта ҫывӑх вӑхӑтра (02.05.2025 03:00) пӗлӗтлӗ ҫанталӑк, атмосфера пусӑмӗ 750 - 752 мм, 3 - 5 градус ӑшӑ пулӗ, ҫил 5-7 м/ҫ хӑвӑртлӑхпа хӗвелтухӑҫ енчен вӗрӗ.
| Ҫемен Элкер, чӑваш сӑвӑҫи, ҫыравҫи ҫуралнӑ. | ||
| Шорникова Елена Васильевна, чӑваш актриси ҫуралнӑ. | ||
| Сергеев Алексей Сергеевич, чӑваш актёрӗ, тава тивӗҫлӗ культура ӗҫченӗ ҫут тӗнчерен уйрӑлса кайнӑ. | ||
![]() | Пулӑм хуш... |