Сайта кӗр | Регистраци | Сайта кӗрсен унпа туллин усӑ курма пулӗ
 +5.3 °C
Вӑррӑн пуҫ тӳпинчен пӑс тухать.
[ваттисен сӑмахӗ]
 

Хыпарсем

Пӑтӑрмахсем Чӑваш Республикин Арбитраж сучӗн ҫурчӗ
Чӑваш Республикин Арбитраж сучӗн ҫурчӗ

Чӑваш Республикин Арбитраж судне мина хунӑ текен информаци тӳрре килмен. Хӑратакан ҫак хыпара паян, ирхи 10 сехет те 40 минутра, телефонпа хыпарланӑ. Арбитраж сучӗн йышӑну пӳлӗмне шӑнкравлаканӗ арҫын пулнӑ иккен.

Хӑрамалли хыпара илтсен йӗрке сыхлакан органсене часрах пӗлтернӗ. Лешсем тата ытти васкавлӑ службӑсем пӗрле пулса ӗҫе кӳлӗннӗ, сирпӗтекен хатӗре шырама тытӑннӑ. Судра ӗҫлекенсене тата унта пынисене урама йӑпӑр-япӑр кӑларса тӑратнӑ, ҫурта пур енчен ҫавӑрса илнӗ. Кӑнтӑрла тӗлне шырав ӗҫӗсене вӗҫленӗ. Нимле мина та тупман.

Унтан тата тепӗр шырав пуҫарнӑ. Хальхинче — суя шӑнкӑрав хуҫине. Терроризм пирки суйса пӗлтернӗшӗн ӑна 3 ҫуллӑха хупса хума пултараҫҫӗ.

 

Культура Спектакльти самант
Спектакльти самант

Ҫамрӑксен театрӗ Тутарстанри Ҫӗпрел районти Хурӑнвар Шӑхаль ялӗнче Чӑваш патшалӑх ҫамрӑксен театрӗ гастрольте пулнӑ. Аса илтеретпӗр, ку проект чӑвашсен диаспорисем тӑрӑх гастрольпе ҫӳрес программӑна Раҫҫейӗн Культура министерствин шайӗнче ырланӑ укҫа-тенкӗпе пурнӑҫланать.

Шупашкар артисчӗсем унта пулнӑ куна Ҫӗпрел районти шкул ачисем валли Театр кунӗ тесе пӗлтернӗ. Районти 20 шкул ачисем Чӑвашри профессилле артистсем вылянине курса киленнӗ. Вӗсем валли артистсем Иосиф Дмитриев лартнӑ «Чӗрӗ сӑмах» спектакле кӑтартнӑ. Унта Ҫеҫпӗл Мишши, Геннадий Айхи, Петӑр Хусанкай, Митта Ваҫлей поэтсен пултарулӑхне кӑтартнӑ. Спектакль урлӑ чӑваш халӑхӗн йӑли-йӗркине кӑтартнӑ. Кино- тата фотохроника иртнӗ вӑхӑта таврӑнма пулӑшать.

Спектакль хыҫҫӑн «Чӑваш культурипе чӗлхе сумлӑхӗ» темӑпа ҫавра сӗтел иртнӗ. Куракансемпе спектаклӗн авторӗ тата режиссерӗ Иосиф Дмитриев (Трер) хӑй тӗл пулнӑ. Унта пуҫтарӑннисем ӳнер, вӗренӳ тата шкул пӗр тӗвӗре пулни пирки калаҫнӑ.

Малалла...

 

Афиша

Шӑматкун, акан 12-мӗшӗнче, Чӑваш наци конгресӗ пурне те «Кӗмӗл сасӑ» фестиваль-конкурса пырса курма чӗнет! Вӑл Чӑваш патшалӑх филармонийӗнче кӑҫалхипе вунпиллӗкмӗш хут иртӗ.

Кӑнтӑрла 11 сехетре малтан пӗтӗмлетӳ конкурсӗ пулать, каҫхине вара, 18:00 сехетре — гала-концерт! Билечӗсене ЧНК-ра туянма май пур. Ҫавӑн пекех филармонире тата «Детский мир» (чӑв. Ача-пӑча тӗнчи) суту-илӳ ҫуртенче туянма пулать. Конкурс тапхӑрӗнчине итлеме 100 тенкӗ кирлӗ пулӗ, каҫхи гала-концерта кӗме — 200 тенкӗ.

Уяв каҫне конкурсантсемпе пӗрле Вячеслав Христофоров, Валентина Кузнецова, Елена Османова, Алексей Шадриков, Алексей Московский, Валерий Клементьев, Алина Федорова, Андрей Кузнецов, Светлана Печникова, Денис Пугач тата ыттисем хутшӑнаҫҫӗ.

Хыпар ҫӑлкуҫӗ: http://chnk.ru/a/news/86.html
 

Спорт Валерий Притуленко спортсмен
Валерий Притуленко спортсмен

Нумаях пулмасть Канашри «Локомотив» вӑй-хал культурипе спорт комплексӗнче кире пуканӗ йӑтассипе Чӑваш Республикин уҫӑ Кубокӗ иртнӗ. Тупӑшӑва хӗрарӑмсем те арҫынсемпе танах хутшӑннӑ.

Уҫа турнирта пирӗн ентешсем ҫеҫ вӑй виҫмен. Унта Мӑкшӑ, Тутар республикисенчи, Чӗмпӗр облаҫӗнчи спортсменсем те хутшӑннӑ.

Улатӑрсем тивӗҫлипе мухтанма пултараҫҫӗ. Уҫӑ Кубокра Улатӑр хулин чысне кире пуканӗ йӑтассипе Тӗнчен, Европӑн, Раҫҫейӗн темиҫе хут чемпионӗ, Гиннесс рекорчӗсен кӗнекин рекордсменӗ Валерий Притуленко Владимир Сабановпа Сергей Васюнькин спорт ветеранӗсем, Евгений Кочетков ҫамрӑк спортсмен хӳтӗленӗ.

Улатӑр спортсменӗсем ӑмӑрту ҫӗнтерӳҫисем, призерӗсем пулса тӑнӑ. Валерий Притуленко, Сергей Васюнькин, Евгений Кочетков хӑйсен виҫе категорийӗсенче пӗрремӗш вырӑна тивӗҫнӗ. Владимир Сабанов иккӗмӗш вырӑн ҫӗнсе илнӗ.

 

Спорт Ҫӗнтерӳҫӗсем
Ҫӗнтерӳҫӗсем

Сӗнтӗрвӑрри районӗнче ял шахматисчӗсен XXIII республика турнирӗ иртнӗ. Кӑҫал унта Элӗк, Куславкка, Ҫӗрпӳ, Вӑрнар, Шупашкар, Патӑрьел, Красноармейски, Сӗнтӗрвӑрри районӗсем, Ҫӗнӗ Шупашкар хули хутшӑннӑ.

Ҫакнашкал турнира 1992 ҫултанпа ирттереҫҫӗ. Вӑл ҫулсерен Чӑваш Республикинчи чи вӑйлӑ шахматистсене пухать. Ҫӗнтерӳҫӗ ятне Вӑрнар районӗнчи В.Наумов чи пӗрремӗш ҫӗнсе илнӗ. Вӑл 2010 ҫулта каллех ҫак ята тивӗҫнӗ. Сӗнтӗрвӑрри районӗнчи М.Герасимов, В.Гусев, Ҫӗрпӳ районӗнчи В.Гусев тӗрлӗ ҫулсенче виҫӗ хут ҫӗнтерӳҫӗ пулнӑ. Сӗнтӗрвӑрри районӗнчи А.Кудянов икӗ хут малти вырӑна йышӑннӑ. Куславккари Г.Илларионов, Пӑрачкаври В.Лазарев, Ҫӗрпӳри С.Дмитриев, А.Сергеев, Шупашкар районӗнчи Ишлейри А.Александров, Вӑрмарти Н.Ермолаев, Сӗнтӗрвӑрри хулинчи И.Казаков, А.Марков, В.Николаев та хӑй вӑхӑтӗнче ҫӗнтерӳҫӗ ятне илнӗ.

Малалла...

 

Вӗренӳ

Вӑрмар районӗнчи хӗрача Раҫҫей шайӗнчи конкурса хутшӑнса 2-мӗш вырӑн йышӑннӑ. Мария Тимофеева Пысӑк Енккасси шкулӗнче 10-мӗш класра ӑс пухать.

Тавралахӑн ҫамрӑк тӗпчевҫисен Пӗтӗм Раҫҫей конкурсне РФ вӗренӳпе ӑслӑлӑх министерстви ирттерет. Вӑл кӑҫалхи ака уйӑхӗн 4-7-мӗшӗсенче пулнӑ. Ӑна шкулсенче вӗренекенсене тавралӑхри экологи ыйтӑвне тӗпчеме илертес тӗллевпе йӗркелеҫҫӗ.

Конкурс икӗ тапхӑрпа иртнӗ. Регион шайӗнчи тапхӑр 2013 ҫулхи раштав уйӑхӗнчен пуҫласа кӑҫалхи нарӑсчен пулнӑ. Федераци шайӗнчи тапхӑр пуш уйӑхӗнче иртнӗ. Унта ӗҫсене финала хутшӑнмашкӑн суйланӑ. Финал тапхӑрӗ куҫӑн майпа иртнӗ. Унта конкурсҫӑсем хӑйсен ӗҫӗсене сӑмах вӗҫҫӗн хӳтӗленӗ.

Регион шайӗнчи тапхӑрта Мария Тимофеевӑн ӗҫӗ ҫӗнтернӗ. Ҫапла майпа хӗрача финала хутшӑнма тивӗҫ пулнӑ. Финалта Мария хӑйӗн ӗҫне ҫӳллӗ шайра хӳтӗлесе «Ландшафт экологийӗ тата геохими» номинацире 2-мӗш вырӑна тивӗҫнӗ. Мария Тимофеевӑн ертӳҫи — биологин пысӑк квалификациллӗ учителӗ Т.Р.Табакова.

 

Культура

Комсомольски районӗн ҫыннисем Пӗтӗм тӗнчери театр кунне ака уйӑхӗн 1-мӗшӗнче уявланӑ. Ҫак кун Каҫал ен халӑхӗ премьерӑна васканӑ.

Культурӑпа кану центрӗнче В.Х.Зайцева яччӗллӗ халӑх театрӗ Н.Айзманӑн пьеси тӑрӑх хатӗрленӗ «Кай, кай Ивана» спектакль кӑтартнӑ. Режиссерӗ — Лариса Носова.

Паллах, премьера умӗн сцена ҫинче уяв ячӗпе саламсем янӑранӑ. Культурӑпа кану центрӗн директорӗ М.А.Илларионова зала пухӑннӑ ҫынсене Культура ҫулталӑкӗпе тата Театр кунӗпе саламланӑ.

«Кай, кай Ивана» спектакльти рольсене Виталий Хораськин, Лидия Карзакова, Владимир Павлов, Валентина Курицына, Алексадра Петрова, Валерий тата Галина Ванюркинсем, Алевтина Исаева, Нина Антонова, Лариса Носова, Тит Титов, Владимир Павлов тата «Каҫал» халӑх фольклор ансамблӗн артисчӗсем калӑпланӑ. Сасӑ операторӗн тивӗҫне Виктор Кокшин пурнӑҫланӑ.

Халӑх премьерӑна килӗштернӗ. Ҫакна тӑвӑллӑн алӑ ҫупни те ҫирӗплетнӗ. Спектакль лартакансем сцена ҫинче чӑваш халӑхӗн наци уйрӑмлӑхне уҫса панӑ. Артистсем сӑмах «вӑййи» тата хусканусем урлӑ чӑваш халӑхӗн хӑйне евӗрлӗхне ҫутатнӑ.

Малалла...

 

Сывлӑх

Чӑваш Ен Элтеперӗн администрацийӗ пӗлтернӗ тӑрӑх, 2013 ҫулхи раштав уйӑхӗнче Чӑваш Республикипе «Васкавлӑ тата тӑхтама юраман пулӑшу» АНО алӑ пуснӑ килӗшӗве пурнӑҫа кӗртме тытӑннӑ. Чӑваш Ене васкавлӑ медпулӑшӑвӑн ҫӗнӗ 39 машини ҫитнӗ.

Нумаях пулмасть ЧР Элтеперӗ Михаил Игнатьев Шупашкарти тата Ҫӗнӗ Шупашкарти васкавлӑ мудпулӑшу станцийӗсен подстанцийӗсене ҫӗнӗ автомашинӑсен уҫҫисене панӑ. Михаил Васильевич каланӑ тӑрӑх, васкавлӑ медпулӑшӑвӑн автопаркӗ 100 проценчӗпех ҫӗнелнӗ.

Шупашкара 27 машина лекнӗ. «Газель-Бизнес» автомобильсене медицина аппаратурипе, наҫилккасемпе, ГЛОНАСС GPS системӑпа тивӗҫтернӗ. Ҫӗнӗ Шупашкара 8 машина ҫитнӗ. 4 автомашина резервра пулӗҫ.

«Васкавлӑ тата тӑхтама юраман пулӑшу» АНО дректорӗ Илья Ковалев республикари виҫӗ муниципалитетра «03» службӑн автопаркне ҫӗнетес тӗлӗшпе калаҫусем пыраҫҫӗ.

Хыпар ҫӑлкуҫӗ: http://vk.com/born_in_chuvashia
 

Пӑтӑрмахсем

Шупашкар районӗнчи Кӳкеҫ ял тӑрӑхӗн пуҫлӑхне 5 пин тенкӗлӗх штрафлама йышӑннӑ. Хайхине ҫыннӑн ыйтӑвне вӑхӑтра пӑхса тухманшӑн ҫакӑн пек явап тыттарма йышӑннӑ.

Ҫынсен заявленийӗсене саккунпа килӗшӳллӗн пӗр уйӑхра пӑхса тухмалла. Анчах Кӳкеҫ тӳри ҫав вӑхӑта 32 кун таран тӑсса янӑ иккен.

Ҫӗре харпӑрлӑха илес тесе кӑрлачӑн 28-мӗшӗнче икӗ ҫын унта заявленипе тухнӑ. Кӗтнине виҫӗ ҫул кӗтеҫҫӗ теҫҫӗ те, хайхисен чылай кӗтме тивнӗ. Анчах федераци саккунӗнче пӑхса хӑварнине пӑхӑнманшӑн хайхисем хытах тарӑхнӑ курӑнать — прокуратурӑнах ҫитнӗ. Унта административлӑ ӗҫ пуҫарнӑ та мировой судья патне ярса панӑ.

 

Республикӑра

Чӑваш Республики ентешсене куҫарас енпе патшалӑх программине кӗресшӗн. Кун пирки Чӑваш Енӗн премьер-министрӗ Иван Моторин пӗлтернӗ иккен.

«Программа кӑҫалхи ҫулӑн иккӗмӗш ҫурҫулӗнче ӗҫлесе каймалла, — тенӗ Моторин нумаях пулмасть иртнӗ пресс-конференцире. — Вӑл епле ӗҫлесе каясси пирки калама тытӑнса тӑратӑп. Чӑваш Республики ӗҫ вӑйӗпе яланах йышлӑ регион шутланнӑ. Ахальтен мар ӗнтӗ чӑвашсенчен ҫурри республика тулашӗнче пурӑнать».

Апла пулин те «программӑн пулмаллах», «пирӗн пӗр юхӑмра пулмалла» тенӗ иккен вӑл.

Республикӑра хатӗрлекен программӑна малтан правительствин ларӑвӗнче ҫирӗплетмелле иккен, унтан Мускавра хӳтӗлемелле теҫҫӗ. Региона Мускав мӗн чухлӗ укҫа уйӑрасси хальлӗхе паллӑ мар-ха.

Хыпар ҫӑлкуҫӗ: http://www.irekle.org/news/i1801.html
 

Страницӑсем: 1 ... 3362, 3363, 3364, 3365, 3366, 3367, 3368, 3369, 3370, 3371, [3372], 3373, 3374, 3375, 3376, 3377, 3378, 3379, 3380, 3381, 3382, ... 3885
Orphus

Баннерсем

Шутлавҫӑсем

0 Хурал кӗтесӗ (чат)

Ҫанталӑк

Шупашкарта ҫывӑх вӑхӑтра (02.05.2025 03:00) пӗлӗтлӗ ҫанталӑк, атмосфера пусӑмӗ 750 - 752 мм, 3 - 5 градус ӑшӑ пулӗ, ҫил 5-7 м/ҫ хӑвӑртлӑхпа хӗвелтухӑҫ енчен вӗрӗ.

Гороскоп

СурӑхВӑкӑрЙӗкӗрешРакАрӑсланХӗрТарасаСкорпионУхӑҫӑТу качакиШывтӑканПулӑсем
Сурӑх: Ку эрне сире пурнӑҫ мӗн тери йӗркесӗр пулнине аса илтерӗ. Хӑвӑр пирки кана шутланипе эсир ыттисене асӑрхамастӑр. Ӑнланма вӑхӑт ҫитнӗ: сирӗн интерессем ыттисеннипе тачӑ ҫыхӑннӑ. Эппин, кама та пулин япӑх туса эсир хӑвӑра сӑтӑр тӑватӑр.

Ҫу, 01

1892
133
Ҫемен Элкер, чӑваш сӑвӑҫи, ҫыравҫи ҫуралнӑ.
1912
113
Шорникова Елена Васильевна, чӑваш актриси ҫуралнӑ.
1994
31
Сергеев Алексей Сергеевич, чӑваш актёрӗ, тава тивӗҫлӗ культура ӗҫченӗ ҫут тӗнчерен уйрӑлса кайнӑ.
Пулӑм хуш...Пулӑм хуш...