Сайта кӗр | Регистраци | Сайта кӗрсен унпа туллин усӑ курма пулӗ
 -2.7 °C
Тумлам шыв та тинӗсе пулӑш.
[ваттисен сӑмахӗ]
 

Культура: «Аттепе вулатпӑр!» коворкинг иртнӗ

Сутатӑп Уйăхри пăру сутатăп.Хакĕ килĕшсе татăлнипе.
Сутатӑп Чăн-чăн килти хытă чăкăтсем (сырсем) сутатпăр. Вĕсене мăн пыршă (вырăсла сычуг) ...
Сутатӑп Хурăн вутти Муркаш районĕпе тата Шупашкар районĕнчи Ишлей тăрăхĕпе сутатăп. Ха...
Галина Никитина 30.09.2014 01:01 | 1557 хут пӑхнӑ
Культура

Ӗнер Чӑваш Республикин ача-пӑчапа ҫамрӑксен вулавӑшӗнче «Аттепе вулатпӑр!» коворкинг (акӑлчанран куҫарсан ку сӑмах ӗҫе пӗрле пурнӑҫланине пӗлтерет) иртнӗ.

Ку проекта пурнӑҫа кӗртессишӗн вулавӑш Чӑваш Ен Элтепер грантне ҫӗнсе илме конкурса хутшӑннӑ иккен. Ҫӗнӗлӗх ашшӗсем ачисене воспитани парас ӗҫе явӑҫтарас, ҫемьере ашшӗн сумне ӳстерес, ашшӗсемпе ачисене пӗрле вулаттарас тӗллевлӗ иккен.

Проекта пурнӑҫа кӗртме вулавӑшра ачасем валли ятарлӑ вырӑн хатӗрленӗ. Ачасене илӗртме тесе ӑна тетте-кӗнекесемпе, аталантаракан вӑйӑсемпе, трансформер-кӗнекесемпе, музыка тата «калаҫакан» кӗнекесемпе пуянлатнӑ. Коворкинг вырӑнне шыраса тупма хӗн мар. Ӑна «Аттепе вулатпӑр!» тесе ҫырса хуни кӑтартать.

Проекта уҫнӑ кун ашшӗсемпе ачисем кӑна мар, ҫемьепех пыракансем те пулнӑ. Ачасен ашшӗ-амӑшӗ кӑна-и, аслашшӗ-асламӑшӗ те. Ачасем ашшӗсем, кӗнеке тата вулавӑш пирки вуланӑ. Унта халӑх юррин «Веретенце», халӑх ташшин «Катюша» ансамблӗсем, «Эреш» оркестр та пулнӑ.

Ҫывӑх вӑхӑтра кун пек мероприятие Хӗрлӗ Чутайӗнче (юпан 2-мӗшӗнче), Патӑрьелте (юпан 10-мӗшӗнче) ирттермелле. Вӗсенче «Пиншер вулакан ашшӗ» авто-флешмоб йӗркелесшӗн.

#вулавӑшсем, #ачасем, #Хӗрлӗ Чутай, #Шупашкар, #Патӑрьел, #Херлӗ Чутай районӗ, #Патӑрьел районӗ

 

Комментариле

Сирӗн ятӑp:
Анлӑлатса ҫырни:
B T U T Ячӗ1 Ячӗ2 Ячӗ3 # X2 X2 Ӳкерчӗк http://
WWW:
ӐӑӖӗҪҫӲӳ
Пурӗ кӗртнӗ: 0 симв. Чи пысӑк виҫе: 1200 симв.
Сирӗн чӑвашла ҫырма май паракан сарӑм (раскладка) ҫук пулсан ӑна КУНТАН илме пултаратӑр.
 

Эсир усӑ курма пултаракан Wiki тэгсем:

__...__ - сӑмаха каҫӑ евӗр тӑвасси.

__aaa|...__ - сӑмахӑн каҫине тепӗр сӑмахпа хатӗрлесси («...» вырӑнне «ааа» пулӗ).

__https://chuvash.org|...__ - сӑмах ҫине тулаш каҫӑ лартасси.

**...** - хулӑм шрифтпа палӑртасси.

~~...~~ - тайлӑк шрифтпа палӑртасси.

___...___ - аялтан чӗрнӗ йӗрпе палӑртасси.

Orphus

Баннерсем

Шутлавҫӑсем