Пӑтӑрмахсем
u-f.ru сӑнӳкерчӗкӗ Ӗнер Ҫӗнӗ Шупашкарта пӗр водитель пакунлисенчен тарма хӑтланса ҫутӑ юпи ҫине пырса ҫапӑннӑ. Руль умӗнче урӑ мар ҫын пынине ҫынсем асӑрханӑ. Вӗсемех йӗрке хуралҫисене пӗлтернӗ. «Лада Икс Рей» автомобиль пакунлисенчен тарма хӑтланса Коммунистсен урамӗпе Промышленность урамӗ хӗресленнӗ ҫӗрте ҫутӑ юпи ҫине пырса тӑрӑннӑ. 35 ҫулти водитель ӳсӗр пулнӑ. 2022 ҫулта унӑн водитель правине туртса илнӗ, апла пулин те вӑл руль умне пӗрех ларнӑ. Арҫын тӗлӗшпе административлӑ ӗҫсем ҫеҫ мар, пуҫиле ӗҫ те пуҫарнӑ. Хыпар ҫӑлкуҫӗ:
|
Сывлӑх
21.мвд.рф сӑнӳкерчӗкӗ Кӑрлач уйӑхӗн 4-мӗшӗнче «Шупашкар—Сурски» ҫул хӗрринче 82 ҫулти мучи транспорт кӗтсе пӗр сехет ытла тӑнӑ. Анчах пӗр машина та чарӑнман. Шӑнса кӳтнӗ мучие патшалӑхӑн ҫул-йӗр хӑрушсӑрлӑхен инспекторӗсем асӑрханӑ. Вӗсем ним пулман пек вӗҫтерсе иртсе кайман, мучи тӗлӗнче чарӑннӑ. Ватӑ ҫын чарӑнура пӗр сехет ытла тӑнине пӗлтернӗ. Пакунлисем ӑна килне леҫсе янӑ. Ватӑ ҫын вӗсене пӗтӗм чунтан тав тунӑ. Хыпар ҫӑлкуҫӗ:
|
Хулара
forum.zarulem.ws порталта вырнаҫтарнӑ скриншот Шупашкарти заливӗнчи картлашкана юртан тасаманни пирки хулари хастарсенчен пӗри Патшалӑх пулӑшӑвне кӳрекен портал урлӑ пӗлтернӗ. Хулари Ҫурт-йӗрпе коммуналлӑ хуҫалӑх, энергетика тата транспорт управленийӗнче тротуара тата картлашкасене тракторпа тасатма май ҫуккине пӗлтернӗ. Ҫынсене вара Шупашкар заливӗн дамби ҫинчи тротуарпа ҫӳреме сӗннӗ. Хыпар ҫӑлкуҫӗ:
|
Сывлӑх
forum.zarulem.ws сӑнӳкерчӗкӗ Раштав уйӑхӗн 3-мӗшӗнче «Шупашкар—Сурски» автоҫул ҫинче, Пӑрачкав ҫывӑхӗнче, автобус ҫаврӑнса ӳкнине Чӑваш халӑх сайчӗ пӗлтернӗччӗ. Автобусра ларса пынӑ ҫынсенчен 27-шне (вӗсем Чулхуларан) облаҫри клиника пульницине илсе кайнӑ Унсӑр пуҫне тепӗр икӗ ҫын хӑй тӗллӗн тухтӑрсенчен пулӑшу ыйтнӑ. Аманнӑ тепӗр 24 ҫын килте сипленет. Чӑваш Енӗн Сывлӑх сыхлав министерствинче пӗлтернӗ тӑрӑх, 29 ҫын аманнӑ, ҫав шутран 13 ҫын йывӑр аманнӑ, 14-ӑн — ҫӑмӑл. 2 ҫын, Чӑваш халӑх сайчӗ ун пирки хыпарланӑччӗ ӗнтӗ, вилмеллех аманнӑ. Автобус рулӗ умӗнче пулнӑ 61 ҫулти водитель тӗлӗшпе пуҫиле ӗҫ пуҫарнӑ. Хыпар ҫӑлкуҫӗ:
|
Пӑтӑрмахсем
Инкеклӗ лару-тӑру министерстви тунӑ сӑн Ӗнер, кӑрлачӑн 3-мӗшӗнче, 23 сехетре Вӑрнар муниципаллӑ округӗнчи Кушар Юнтапа ялӗнче пӗр ҫуртра пушар тухнӑ. Ҫав самантра пӳртре 10 ҫын пулнӑ, вӗсенчен виҫҫӗшӗ - ачасем. Вӗсем пушар вӑхӑтӗнче урама хӑйсем тӗллӗнех тухнӑ, анчах пиҫсе кайнӑ. Шупашкара Республикӑри клиника пульницине 9 ҫынна илсе ҫитернӗ: виҫӗ ачана, виҫӗ хӗрарӑма тата виҫӗ арҫынна. Ҫулӑм 190 тӑваткал метр лаптӑк ҫинче алхаснӑ. Хуралта таврашӗ те сиенленнӗ. Пушара виҫӗ техникӑпа пӗр сехетре сӳнтернӗ. Хыпар ҫӑлкуҫӗ:
|
Республикӑра
ШӖМ тунӑ сӑн Кӑрлач уйӑхӗн 3-мӗшӗнче Улатӑрти ҫул-йӗрпе патруль службин ӗҫченӗсем юр ҫинче выртакан арҫынна асӑрханӑ. Вӗсем ӑна машинӑна лартнӑ та васкавлӑ медпулӑшу чӗннӗ. Арҫын 20 градус сивӗре юр ҫинче самай вӑхӑт выртнӑ, пӳрнисене, питне тӑм илме ӗлкӗрнӗ. Васкавлӑ медпулӑшу килсен инспекторсем арҫынна машинӑна вырнаҫтарма пулӑшнӑ, кайран пульницӑна ҫити ӑсатнӑ. Ҫак арҫын, 39 ҫултискер, Хусантан мӑшӑрӗпе тӑванӗсем патне хӑнана килнӗ иккен. Хыпар ҫӑлкуҫӗ:
|
Хулара
t.me/tsur21 сӑнӳкерчӗкӗ Шупашкартан Ҫӗрпӗве ҫӳрекен 173-мӗш номерлӗ маршрутӑн схемине ылмаштарма йышӑннӑ. Кӑрлач уйӑхӗн 6-мӗшӗнчен вӑл Шупашкарти Хулаҫум автовокзалтан ҫӳреме тытӑнӗ, республикӑн тӗп хулинче унӑн юлашки чарӑнӑвӗ те ҫав вокзал пулӗ. Тепӗр майлӑ каласан, хула тӑрӑх Юханшыв портне ҫити кайма пӑрахӗ. Хыпар ҫӑлкуҫӗ:
|
Ял хуҫалӑхӗ
agro.cap.ru cӑнӳкерчӗкӗ Елчӗ тӑрӑхӗнчи фермер пилӗк ҫуллӑх плана икӗ ҫулта пурнӑҫланӑ. 2022 ҫулта Виталий Васильев ҫемье фермине аталантарма патшалӑхран грант илнӗ. Патшалӑх уйӑрса панӑ 7 миллион тата хӑй уйӑрнӑ 5,6 миллион тенкӗпе ял ҫынни «Кировец» трактор, дизельпе насус хатӗрӗ, ӗҫре кирлӗ тепӗр агрегат туяннӑ. Бизнес-планра палӑртса хӑварнине усламҫа иккӗмӗш ҫлах пурнӑҫа кӗртме пултарнӑ. Пӗлтӗр фермер 30 гектар ҫинче ҫӗрулми ӳҫтернӗ, тухӑҫ 780 тонна ткхнӑ. Фермер ҫавӑн пекех пӗрчӗллӗ тата пӑрҫа йышши культура 750 гектар лаптӑк ҫинче туса илет. Хуҫалӑхра 5 ҫын тӑрӑшать. Хыпар ҫӑлкуҫӗ:
|
Пӑтӑрмахсем
ШӖМ тунӑ сӑн Ӗнер каҫхи 11 сехетре Пӑрачкав ҫывӑхӗнче, Улатӑр енчен килнӗ ҫӗрте, астобус ҫаврӑнса ӳкнӗ. Автобус Чулхуларан Тольятти хулине кайма тухнӑ. ШӖМ малтанлӑха пӗлтернӗ тӑрӑх, водитель ҫул пӑрӑнчӑкӗнче руле итлеттереймен, ҫул ҫинчен тухса кайса кювета чӑмнӑ. Автобус хӑяккӑн ҫаврӑнса ӳкнӗ. Аварире 2 ҫын вилнӗ. 10 ҫын тухтӑрсенчен пулӑшу ыйтнӑ. Халӗ ӗҫ-пуҫа уҫӑмлатаҫҫӗ. ЧР прокуратури ӑна тӗрӗслесе тӑрать. Автобусра вахтовиксем пулма пултарнӑ. Хыпар ҫӑлкуҫӗ:
|
Персона
наследиечувашии.рф сайтран илнӗ сӑнӳкерчӗк Ӗнер, кӑрлач уйӑхӗн 3-мӗшӗнче, чӑваш халӑх художникӗ Владимир Агеев пурнӑҫран уйрӑлса кайнӑ. Художник 1932 ҫулхи ака уйӑхӗн 2-мӗшӗнче Елчӗк районӗнчи (халӗ — муниципаллӑ округ) Аслӑ Елчӗкре ҫуралнӑ. Шупашкарти ӳнер училищинче вӗреннӗ, Чӑваш кӗнеке издательствинче тата «Капкӑн» сатира журналӗнче ӗҫленӗ. Владимир Агеев — СССР Хкдожниксен союзӗн членӗ (1970). Чӑваш АССР тава тивӗҫлӗ художникӗ (1977), Чӑваш АССР халӑх художникӗ (1986), К.В. Иванов ячӗллӗ патшалӑх премийӗ лауреачӗ (1981). Ӑна «Чӑваш Республики умӗнчи тава тивӗҫлӗ ӗҫсемшӗн» орден медалӗпе наградӑланӑ. Хыпар ҫӑлкуҫӗ:
|
Шупашкарта ҫывӑх вӑхӑтра (08.01.2025 03:00) тӗтреллӗ ҫанталӑк, атмосфера пусӑмӗ 751 - 753 мм, -3 - -5 градус сивӗ пулӗ, ҫил 2-4 м/ҫ хӑвӑртлӑхпа кӑнтӑр-хӗвелтухӑҫ енчен вӗрӗ.
| Адрианов Константин Константинович, чӑвашсенчен пӗрремӗш ҫар тухтӑрӗ ҫут тӗнчерен уйрӑлнӑ. | ||
| Ефимов Юрий Филиппович, чӑваш чӗлхи тӗпчевҫи ҫут тӗнчерен уйрӑлса кайнӑ. | ||
| Владимиров Клементий Владимирович, чӑваш ӳкерӳҫи, графикӗ, Чӑваш Республикин халӑх ӳкерӳҫи вилнӗ. | ||
Пулӑм хуш... |