Хулара
forum.na-svyazi.ru сайтри сӑн Кӗҫӗр вӑйлӑ ҫил Шупашкарти Богдан Хмельницкий урамӗнчи 57-мӗш «а» ҫуртӑн тӑррине сӳсе пӑрахнӑ. Унта – лавккасем, кафе, парикмахерски… Ҫурт самаях сиенленнӗ. Тӑррине ҫил сӳнӗрен мачча та курӑнать. Кӗҫӗр ҫил-тӑман, ҫил вӑйлах алхаснӑ «Чӑваш Енри ҫанталӑк» проект авторӗ Владимир Михайлов пӗлтернӗ тӑрӑх, ҫӗрле Шупашкарта ҫил ҫеккунтра 20 метр хӑвӑртлӑхпа вӗрнӗ. Паян ҫил лӑпланнӑ. Эрнекун ирхине вара вӑл каллех вӑйланӗ, ҫеккунтра 20-22 метр хӑвӑртлӑхпа та вӗрме пултарӗ. Хыпар ҫӑлкуҫӗ:
|
Ял хуҫалӑхӗ
forum.na-svyazi.ru сайтри сӑн ӳкерчӗк Пӗлтӗр республикӑри Ҫырла фестивалӗ пӗрремӗш хут иртнӗ. Ӑна кӑҫал та йӗркелеме палӑртнӑ. Кунӗ те паллӑ: утӑ уйӑхӗн 20-мӗшӗ. Вырӑнӗ ҫавах: Шупашкар муниципаллӑ округӗнчи «Ивушка» питомник. Аса илтерер: пӗлтӗр Ҫырла фестивалӗ Питравра, утӑ уйӑхӗн 12-мӗшӗнче иртнӗ. Кӑҫал ӑна канмалли кун йӗркелеме палӑртнӑ. Хыпар ҫӑлкуҫӗ:
|
Хулара
cheb-centr.soc.cap.ru сӑнӳкерчӗкӗ Шупашкар хулинче пурӑнакан Елена Мусатова ачаранпах дизайнер пулма ӗмӗтленнӗ. Анчах тава тивӗҫлӗ канӑва тухсан ҫеҫ хӑйӗн унчченхи ӗмӗтне пурнӑҫа кӗртме пултарнӑ. Хӗрарӑм пӗлтӗрхи ҫулла Шупашкар хулинчи халӑхӑн социаллӑ ыйтӑвӗсене тивӗҫтерекен комплекслӑ центра ҫӳреме пуҫланӑ. Вӑл унта япала касса ҫӗлекенсен кружокне ҫырӑннӑ. Ӗҫ инструкторӗ пулӑшнипе чи малтанах платье ҫӗленӗ. Кайран пальто ҫӗлесе тӑхӑнма шухӑшланӑ. Ӑшӑ тума Мускав облаҫӗнчи Павловский Посад хулинчи фабрикӑра туса кӑларакан ҫӑм тутӑрпа илемлетнӗ. Сӑмах май каласан, тӗнчипе паллӑ Вячеслав Зайцев кутюрье те ҫав тутӑрсемпе усӑ курма юратнӑ. Хыпар ҫӑлкуҫӗ:
|
Ҫул-йӗр
"Автодор" сӑнӳкерчӗкӗ Ҫил-тӑмана пула тӳлевлӗ М-12 ҫула вӑхӑлӑха хупнӑ. Анчах веҫех мар. Паян ирхине «Автодор» хыпарланӑ тӑрӑх, М-12 ҫинче Тутарстан еннелле каякан ҫула хупнӑ. «684-836-мӗш ҫухрӑмсенче (Канаш - Шали) машинӑсене яман», - ҫапла пӗлтернӗ «Автодор» пресс-служби. Хыпар ҫӑлкуҫӗ:
|
Республикӑра
novyefoto.ru сайтри сӑн Ҫил-тӑман вӗҫтернӗрен ӗнер «Победа» авиакомпани 19 сехет те 50 минутри «Шупашкар - Мускав» тата 21 сехет те 50 минутри «Мускав - Шупашкар» рейссене вӗҫеве кӑларман. Ҫил вӑйлӑ пулнӑран ӗнер Шупашкарти аэропорт та хӑш-пӗр рейса пӑрахӑҫланӑ. Ӗнер Сочие вӗҫмелли самолета паяна ирхи 8 сехете куҫарнӑ. Унта 184 пассажир регистрациленнӗ. Кӗҫӗр Хусанти аэропорт та йӗркеллӗ ӗҫлеймен. Паян ирхи 6 сехетчен унта 9 самолетран пӗри кӑна анса ларайнӑ. Хыпар ҫӑлкуҫӗ:
|
Республикӑра
news-kmv.ru сайтри сӑн Канаш муниципаллӑ округӗнчи хресчен фермер хуҫалӑхӗн ертӳҫине улталанӑшӑн тата суя документсем хатӗрленӗшӗн суд тунӑ. Ҫакӑ паллӑ: 2017 ҫулта вӑл ЧР Ял хуҫалӑх министерствине суя документсем тӑратса 2,9 миллион тенкӗлӗх грант илнӗ. Ҫапла ҫамрӑк фермер республика хыснине уйрӑмах пысӑк тӑкак кӳнӗ. Шупашкарти Ленин районӗн сучӗ фермера тӗрмене хупмасӑр 4 ҫуллӑха айӑплама йышӑннӑ. Арбитраж сучӗ ЧР Ял хуҫалӑхӗ валли фермертан 2,9 миллион тенкӗ шыраса илнӗ. Хыпар ҫӑлкуҫӗ:
|
Персона
Кӑрлач уйӑхӗн 17-мӗшӗнче Чӑваш Республикин Патшалӑх истори архивӗнче «Штрихи к портрету историка В.Д. Димитриева» (чӑв. В.Д. Дмитриев историкӗн портречӗ) курав уҫӑлӗ. Аса илтерер: музей Уруков урамӗнчи 2а ҫуртра вырнаҫнӑ. Курав 14 сехетре уҫӑлӗ. Документлӑ курава истори наукисен докторӗ, профессор, РСФСР наукӑсен тава тивӗҫлӗ ӗҫченӗ, СССР Наукӑсен академийӗн археографи комиссийӗн пайташӗ Василий Димитриев ҫуралнӑранпа 100 ҫул ҫитнине халаллӗҫ. Хыпар ҫӑлкуҫӗ:
|
Ҫул-йӗр
forum.zarulem.ws сӑнӳкерчӗкӗ Патшалӑхӑн ҫул-йӗр хӑрушсӑрлӑхӗн инспекторӗсем Шупашкар ҫыннисене машинӑпа инҫе ҫула тухма сӗнмеҫҫӗ. Ялан мар-ха. Паян. Ҫил-тӑман вӗҫтернӗрен ҫулсем ҫинче 10 баллӑ пӑкӑ пулса тӑнӑ. Инспекторсем ҫул ҫинче питех та асӑрхануллӑ пулма, ҫул-йӗр правилисене ҫирӗп пӑхӑнма сӗннӗ. Хула урамӗсем тасатса тӑракан «Дорэкс» организаци кӑнтӑрла 96 ҫул-йӗр рабочийӗ тата 110 техника, унсӑр пуҫне субпорядчиксен техники ӗҫленине пӗлтернӗ. Каҫхине тата ҫӗрле урамсене 60-а яхӑн техника тасатса тӑрӗ. Хыпар ҫӑлкуҫӗ:
|
Ҫурт-йӗр
Ҫӗнӗ Шупашкарти общежитисенчен пӗри ишӗлме тытӑннӑ. Кун пирки унта сакӑр ҫул пурӑнакан хӗрарӑм тӗнче тетелӗнче виҫӗ видео вырнаҫтарнӑ. Вӑл ҫӗршыв Президенчӗ Владимир Путин тӳрӗ эфир ирттернӗ чухне ҫыру та ҫырса янӑ. Ҫурт маччи тата кирпӗч стенасем ишӗлеҫҫӗ, стенасем кӑвакарса ларнӑ, электропӑралук япӑхса кайнӑ иккен. Тӗрлӗ инстанцие ҫӑхавланин усси пулман-мӗн. Асӑннӑ ҫуртпа ҫыхӑннӑ лару-тӑрӑва Раҫҫей Следстви комитечӗн председателӗ Александр Бастрыкин тӗрӗслесе тӑрӗ. Хыпар ҫӑлкуҫӗ:
|
Пӑтӑрмахсем
Ҫӗнӗ Шупашкарта спорткомплекса юсанӑ чухне рабочи вилнӗ. Ҫавӑншӑн Йӗпреҫ муниципаллӑ округӗнчи усламҫӑна явап тыттарасшӑн. Тӗпчевҫӗсем шухӑшланӑ тӑрӑх, пӑтӑрмах усламҫӑ ӗҫ хӑрушсӑрлӑхне пӑхӑнманран пулса иртнӗ. 2022 ҫулхи ака уйӑхӗнче 3-мӗш спорт шкулӗ юсав ӗҫне ирттерме строительство организацийӗпе килӗшӳ тунӑ. Инкек пӗлтӗрхи пуш уйӑхӗн 4-мӗшӗнче сиксе тухнӑ. Вентиляци шахтинче 15 метр тӑршшӗ тимӗр пӑрӑха вырнаҫтарнӑ вӑхӑтра пӑрӑхӑн аялти пайне каснӑ чухне ҫав татӑк рабочин пуҫӗ ҫине ӳкнӗ. Шар курни инкек вырӑнӗнчех вилсе кайнӑ. Хыпар ҫӑлкуҫӗ:
|
Шупашкарта ҫывӑх вӑхӑтра (06.01.2025 15:00) пӗлӗтлӗ ҫанталӑк, атмосфера пусӑмӗ 751 - 753 мм, -5 - -7 градус сивӗ пулӗ, ҫил 4-6 м/ҫ хӑвӑртлӑхпа кӑнтӑр енчен вӗрӗ.
| Краснов-Асли Василий Иванович, чӑваш ҫыравҫи ҫуралнӑ. | ||
| Синичкин Виссарион Вениаминович, чӑваш ҫыравҫи, сӑвӑҫи, драматургӗ ҫуралнӑ. | ||
| Максимов Николай Николаевич, чӑваш ҫыравҫи ҫуралнӑ. | ||
Пулӑм хуш... |