Сайта кӗр | Регистраци | Сайта кӗрсен унпа туллин усӑ курма пулӗ
 -2.7 °C
Пӗччен йывӑҫ час тӳнет.
[ваттисен сӑмахӗ]
 

Хыпарсем

Спорт
"Контактри" сӑн
"Контактри" сӑн

Мускав ҫывӑхӗнчи Одинцово хулинче СССР спорт мастерӗн Артур Аветисяна халалласа каратэ енӗпе анлӑ турнир иртнӗ. Унта Раҫҫейри 42 регионти 2200 ытла спортсмен хутшӑннӑ.

Чӑваш Енри спортсменсем те вӑй виҫнӗ. Ку кӑна мар, лайӑх кӑтартусемпе те палӑрнӑ. Владимир Шурманов, Георгий Яковлев тата Кирилл Исайкин хӑйсен ӳсӗмӗнчи спортсменсемпе тупӑшса ылтӑн медаль ҫӗнсе илнӗ. Иван Белов тата Руслан Самарин кӗмӗл медальлӗ пулнӑ. Анна Яковлева пӑхӑр медале тивӗҫнӗ. Ксения Никитина 18-20 ҫулсенчи спортсменсен хушшинче чи лайӑххи пулнӑ.

Хыпар ҫӑлкуҫӗ: https://vk.com/wall-194537172_19933
 

Культура
cheb-centr.soc.cap.ru сӑнӳкерчӗкӗ
cheb-centr.soc.cap.ru сӑнӳкерчӗкӗ

Шупашкар хулинчи халӑхӑн социаллӑ ыйтӑвӗсене тивӗҫтерекен комплекслӑ центрта ӗнер Ҫӑварни уявне ирттернӗ. Вӑл Стрелоксен 324-мӗш дивизийӗнче вырнаҫнӑ «Манӑн социаллӑ центр» клубра иртнӗ. Мероприятие Екатерина Ворошилова тата Оксана Николаева специалистсем хатӗрленӗ.

Ҫӑварние пуҫтарӑннисем сӗтел тулли апат-ҫимӗҫ хатӗрленӗ. Тутлӑ икерчӗпе, ытти апат-ҫимӗҫпе сайланнипех ҫырлахман, тӗрлӗ вӑйӑ ирттернӗ, чӑвашла юрласа та ташласа савӑннӑ.

«Паянхи уярра эпӗ ҫамрӑк чухнехи Ҫӑварние аса илтӗм. Чӑвашла юрӑсем шарантарса чуна йӑпатрӑмӑр», — тенӗ тава тивӗҫлӗ канури Галина Деомидова.

 

Культура
"Контактри" сӑн
"Контактри" сӑн

Йӗпреҫ округӗнчи Хурамал ялӗнче ҫӗнӗ клуб хута яраҫҫӗ. Ку ӗҫе Канашри «Строитель» тулли мар общество строителӗсем пурнӑҫлаҫҫӗ.

Хальхи вӑхӑтра стенана хӑпартаҫҫӗ, пушар резервуарӗсене тӑваҫҫӗ, канализаци юхса тухмалли вырӑна, таса шыв резервуарне хатӗрлеҫҫӗ. Подрядчик культура ҫурчӗ таврашӗнчи территорие те хӑтлӑлатӗ.

Клубра 150 ҫын валли вырӑн, сцена, артистсен пӳлӗмӗ, вестюбель-фойе, гардероб тата унта ӗҫлекенсен пӳлӗмӗсем пулӗҫ.

Хыпар ҫӑлкуҫӗ: https://vk.com/wall-163599942_13052
 

Персона
"Контактри" сӑн
"Контактри" сӑн

73 ҫулти Федор Конюхов кимӗпе тӗнче курса ҫӳрет. Унӑн кимми пирӗн патри «Хӗвел» кӑларнӑ хӗвел батарейисемпе ӗҫлет. Вӗсем унта – энерги паракан пӗртер-пӗр ҫӑлкуҫ, электроникӑна, ҫав шутра навигаци тытӑмне те, ӗҫлеме май параҫҫӗ.

Федор тӳрех икӗ океана парӑнтарасшӑн: Атлантика тата Инди. Ҫапла вӑл Кӑнтӑр Америкӑран Автралие ҫитесшӗн. Унӑн Хӗвелтухӑҫ Австралинчи Люин хысак таран ҫитме тата 4200 тинӗс милӗ юлнӑ.

Хыпар ҫӑлкуҫӗ: https://vk.com/wall-194537172_19930
 

Персона
"Про Город" тунӑ сӑн
"Про Город" тунӑ сӑн

Муркаш округӗнчи чӑваш халӑх ӑсти Петр Мазуркин йывҫӑран темӗн те пӗр ӑсталать: савӑт-сапаран пуҫласа музыка инструменчӗсем таранах. Хальччен вӑл 2 пин ытла япала тунӑ.

Хӑй каланӑ тӑрӑх, вӑл яланах йывӑҫран савӑт-сапа касса кӑларма юратнӑ. Ҫапла пуҫланса кайнӑ та унӑн ӗҫӗ. Сӑмах май, унӑн япалисем 100 пин тенкӗ таран тӑраҫҫӗ.

Мӑшӑрӗ Зинаида халӑх костюмӗсене ҫӗлет, пуканесем ӑсталать, тӗрлет. Халӗ вӗсем М-7 ҫул хӗрринче «Мазуркинсен вернисажне» тытса пыраҫҫӗ, экскурсисем, ачасемпе занятисем ирттереҫҫӗ.

Хыпар ҫӑлкуҫӗ: https://vk.com/wall-191629825_75056
 

Культура

К.В. Иванов ячӗллӗ Чӑваш патшалӑх академи драма театрӗ Пӗтӗм тӗнчери хӗрарӑмсен кунне уявлама чӗнет. Пуш уйӑхӗн 8-мӗшӗнче унта «Ҫурхи кулӑш миххи» спектакль-концерт иртӗ.

«Кулленхи ӗҫсене хӑварса кӑмӑл-туйӑмпа илем тӗнчине путӑр. Сирӗн юратнӑ артистсем сцена ҫине илемлӗ юрӑ-ташӑпа, шӳтлӗ халапсемпе тухӗҫ. Кашни юрӑ, кашни ташӑ, кашни ӑшӑ сӑмах ҫак концертра йӑлт сире валли пулӗ», — тесе йыхравланӑ анонсра.

Концерт хыҫҫӑн парнепе савӑнтарма шантараҫҫӗ.

 

Пӑтӑрмахсем
t.me/chuvashia_sledcome сӑнӳкерчӗкӗ
t.me/chuvashia_sledcome сӑнӳкерчӗкӗ

Шупашкарта пурӑнакан пӗр арҫын пӗрле пурӑнакан хӗрарӑма виҫӗ кун хӗненӗ. Чарӑнмасӑр мар пулӗ те.

Ӳсӗрскер хӗрарӑма кӑҫалхи нарӑс уйӑхӗн 17-19-мӗшӗсенче хӗненӗ. Нарӑс уйӑхӗн 20-мӗшӗнче хӗрарӑм куҫне ӗмӗрлӗхе хупнӑ.

Арҫын тӗлӗшпе РФ Пуҫиле кодексӗн 111-мӗш статйин 4-мӗш пайӗпе пуҫиле ӗҫ пуҫарнӑ.

Хыпар ҫӑлкуҫӗ: https://t.me/chuvashia_sledcome/2987
 

Культура

❗️«Варкӑш» литература клубӗнче Олеся Михайловӑн кӗнекине пахаланӑ

«Варкӑш» литература клубӗнче Олеся Михайловӑн «Пӗрремӗш ҫӗнтерӳ» кӗнекине хӑтланӑ. Вӑл – унӑн пӗрремӗш кӗнеки. Кӑларӑм 2024 ҫулта Чӑваш кӗнеке издательствинче пичетленсе тухнӑ.

«Кӗнеке ҫырасси – питӗ йывӑр ӗҫ. Пӗрре ларсах пулмасть. Тен, марафон чупса тухасси ҫӑмӑлрах та пуль», – тенӗ ҫамрӑк ҫыравҫӑ.

Палӑртмалла: Олеся – армрестлинг енӗпе Раҫҫей спорт мастерӗ, Европа чемпионӗ.

Кӗнекене сӳтсе явнӑ чухне автор яка ҫырнине, лайӑх ӳкерчӗксем тума пултарнине палӑртнӑ.

Хыпар ҫӑлкуҫӗ: https://t.me/hyparchuvashia
 

Хулара
gryazoveckij-r19.gosweb.gosuslugi.ru сайтри сӑн
gryazoveckij-r19.gosweb.gosuslugi.ru сайтри сӑн

Шупашкарта 14 ҫулти хӗрача ашшӗ-амӑше пуйма пулӑшас тенӗ те... ултавҫӑсене 170 пин тенкӗ куҫарса панӑ.

Хӗрача мессенджер урлӑ интернет-аукциона хутшӑннӑ. Унта ҫапла пӗлтернӗ: кам укна нумайрах хывать, ҫавӑ нумайрах укҫа илет. Вӑл унӑн ячӗпе уҫнӑ вкладри укҫана, 170 пин тенке, куҫарса панӑ.

Ашшӗ-амӑшӗ хушӑран вклада укҫа хурса тӑнӑ, хӗрне ӑна никама та куҫарса памалли пирки ӑнлантарнӑ. Апла пулсан та ҫапла пулса тухнӑ.

 

Пӑтӑрмахсем

Ҫӗнӗ Шупашкарта пурӑнакан 37 султи хӗрарӑма пуйӑспа пырса ҫапӑннӑшӑн суд тӑвӗҫ. Ун тӗлӗшпӗ РФ Пуҫиле кодексӗн 264-мӗш статйин 3-мӗш пайӗпе ӗс пуҫарнӑ. Хӗрарӑм-водитель ҫул ҫинче асӑрханманнипе пулса иртне инкекре ҫын пурнӑҫӗ татӑлнӑ.

Пӗлтерхи авӑн уйӑхӗн 20-мӗшӗнче вӑл «LADA KALINA» машина рулӗ умӗнче пулнӑ, салонта виҫӗ пассажир ларса пынӑ. Ҫав шутра 2015 ҫулта ҫуралнӑ хӗрача та пулнӑ.

«Кӳкеҫ-Тутаркасси-Ҫӗнӗ Шупашкар» ҫулпа пынӑ чухне Шуршал проездӗнче вӑл пуйас килнине курса тӑрсан та чарӑнман, пуйӑҫпа ҫапӑннӑ. Инкекре салонти пӗр хӗрарӑм вилмеллех аманнӑ.

 

Страницӑсем: 1 ... 260, 261, 262, 263, 264, 265, 266, 267, 268, 269, [270], 271, 272, 273, 274, 275, 276, 277, 278, 279, 280, ... 4109
Orphus

Баннерсем

Шутлавҫӑсем

0 Хурал кӗтесӗ (чат)

Ҫанталӑк

Гороскоп

СурӑхВӑкӑрЙӗкӗрешРакАрӑсланХӗрТарасаСкорпионУхӑҫӑТу качакиШывтӑканПулӑсем
Сурӑх: Ку эрнере сире дипломатилӗх кирлӗ. Ӗҫтешсемпе тата ҫывӑх ҫынсемпе хутшӑннӑ чухне астӑвӑр: пурте сирӗн темпа ырламаҫҫӗ. Эрнекун харпӑр пурнӑҫра кӑмӑллӑ кӗтменлӗх пулӗ тен: ҫывӑх ҫынсенчен пӗри тинех чуна уҫса калаҫма килӗшӗ. Канмалли кунсенче вӑй пухӑр.

Пуш, 03

1839
187
Магницкий Василий Константинович, паллӑ чӑваш ҫутта кӑлараканӗ, историкӗ, этнографӗ ҫуралнӑ.
1940
86
Василий Сипет, чӑваш ҫыравҫи, драматургӗ ҫуралнӑ.
1991
35
Мӗтри Кипек, чӑваш ҫыравҫи ҫут тӗнчерен уйрӑлса кайнӑ.
Пулӑм хуш...Пулӑм хуш...