Пӑтӑрмахсем
![]() Шупашкар муниципаллӑ округӗнчи Етӗрнекасси патӗнич пӗве патӗнче пӗр ушкӑн канма пуҫтарӑннӑ. Вӗсем патне нимӗҫ овчаркиллӗ хӗрарӑм пынӑ. Вӗсен калаҫу сыпӑнман — хӗрарӑм йытта ушкӑн ҫине вӗслетсе янӑ. Йытӑ хӗрарӑмсенчен пӗрне ҫыртнӑ, шар курнине тухтӑр пулӑшӑвӗ кирлӗ пулса тухнӑ. Йытӑ хуҫине йӗрке хуралҫисем палӑртнӑ. Вӑл 56 ҫулти вырӑнти ял ҫынни пулнӑ. Хӗрарӑм тӗлӗшпе пуҫиле икӗ ӗҫ пуҫарнӑ. Чӑваш Енӗн Шалти ӗҫсен министерствинче пӗлтернӗ тӑрӑх пуҫиле ӗҫсене малалла тӗпчеҫҫӗ. Хыпар ҫӑлкуҫӗ:
|
Культура
![]() Нарӑс уйӑхӗн 27-мӗшӗнче Чӑваш музыка училищин пысӑк концерт залӗнче «Тӑван ҫӗршыв кӗввисем» концерт иртӗ. Ун вӑхӑтӗнче паллӑ чӑваш композиторӗсен Анисим Асламасӑн, Герман Лебедевӑн, Гигорий Хирпӳн, Филипп Лукинӑн, Михаил Алексеевӑн, Лариса Быренкован хайлавӗсем татат чӑваш халӑх юррисем янӑрӗҫ. Сцена ҫине тӗрлӗ пултарулӑх ушкӑнӗ, преподавательсем, студентсем, хӑй вӑхӑтӗнче музыка училищинчен вӗренсе тухнисем тухӗҫ. Концерт 18 сехет те 30 минутра пуҫланӗ. Вӑл тӳлевсӗр пулӗ. Хыпар ҫӑлкуҫӗ:
|
Чӑвашлӑх
![]() Чӑваш наци музейӗн архивӗнчи сӑн Нумайӑшӗ «Мафия» вӑййа пӗлет. Чӑваш наци музейӗ унӑн чӑваш аналогне хута янӑ. Вӑййа 32 ҫынран ытлашши хутшӑнмалла мар, мӗн чухлӗ ҫын пулнине кура вӑл 45-60 минут таран тӑсӑлать. Вӑйӑ авторӗ – ҫамрӑк ӳнерҫӗ Татьяна Андреева. Вӑл ӑна «Вупӑр» чӑваш мифологине тӗпе хурса хатӗрленӗ. Вӑйӑ вырӑсли пекех. Анчах чӑвашлинче – халапсенчи чӑваш сӑнарӗсем. Унта хутшӑнакансем чӑваш ялне «лекеҫҫӗ». Вупӑр ҫынсем ҫине чир-чӗр ярать, тухатӑмӑш вара чӳк тӑвать. Вӗсен хушшинче – конкуренци, иккӗшӗ те пӗр-пӗринчен хӑтӑласшӑн. Усал вӑйсенчен сиплеме тата хӳтӗлеме юмӑҫ кӑна пултарать. Анчах унӑн шар курас мар тесе пытанса пурӑнмалла. Чи кӑткӑсси – кӑнтӑрла вупӑр та, тухатмӑш та ахаль пурнӑҫпа пурӑнаҫҫӗ. Ҫак вӑйӑ урлӑ ҫынсене чӑваш культурипе паллаштарасшӑн. Музей пӗлтернӗ тӑрӑх, вӑл тӳлевлӗ. Хыпар ҫӑлкуҫӗ:
|
Культура
![]() culture.cap.ru сӑнӳкерчӗкӗ Паян, нарӑс уйӑхӗн 27-мӗшӗнче, Чӑваш Енӗн наци вулавӑшӗнче Пермь хулинчи художникпа, дизайнерпа Светлана Панинӑпа онлайн-тӗлпулу иртӗ. Вӑл 11 сехетре пуҫланӗ. Светлана Панина – «Шонди арт» ӳнер мастерскойӗн ертӳҫи, Пермьри тата ҫав тӑрӑхри куравсене хастар хутшӑнать, «Этносӑнар» арт-объектсемпе парков скульптурисен эскизӗсен авторӗ. Художник хӑйӗн пултарулӑхӗпе паллаштарӗ, онлайн-тӗлпу3лӑва хутшӑнакансен ыйтӑвӗсене хуравлӗ. Хыпар ҫӑлкуҫӗ:
|
Персона
![]() сеспель.рф сӑнӳкерчӗкӗ Чӑваш патшалӑх ҫамрӑксен театрӗнче Ҫеҫпӗл Мишшши поэта халалланӑ спектакль хатӗрленине эпир унччен пӗлтернӗччӗ-ха. Аса илтерер: ӗҫе Марина Карягина драматургӑн «Ҫӗн Кун Ачи» пьеси тӑрӑх Борис Манджиев режиссёр лартать. Пӗтӗмпе те 22 ҫул ҫеҫ пурнӑнса ӗлкӗрнӗ Ҫеҫпӗл Мишши тӑван халӑхӗн ҫутӑ пуласлӑхӗ пирки ӗмӗтленнӗ. Театрта пӗлтернӗ тӑрӑх, «Борис Манджиев режиссёр Ҫеҫпӗл пурнӑҫӗпе пултарулӑхӗ ҫинчен театр чӗлхипе каласа кӑтартать. Спектакльти шухӑшсем ҫамрӑксене те, ҫитӗннӗ ҫынсене те ӑнланмалла янӑраҫҫӗ. Спектакле чӑвашла лартнӑ, вырӑсла синхронлӑ куҫару пур». Хыпар ҫӑлкуҫӗ:
|
Персона
![]() cap.ru сӑнӳкерчӗкӗ Елчӗк округӗнчи Таяпа Энтри ялӗнче пурӑнакан Анисия Евдокимова 100 ҫулхи юбилейне паллӑ тунӑ. Ҫулӗсем пур пулсан та вӑл тӑнпах калаҫать, хаҫат-журнал, кӗнеке вулать. Анисия нумай ачаллӑ ҫемьере ҫуралнӑ. Вӑрҫӑ вӑхӑтӗнче 17 ҫулти хӗр Улатӑр районӗнче окоп чавнӑ. 1948 ҫулта Анисия ҫемье ҫавӑрнӑ, тивӗҫлӗ канӑва тухиччен колхозра ӗҫленӗ. Унӑн виҫӗ ача, 8 мӑнук, 12 кӗҫӗн мӑнук. Хыпар ҫӑлкуҫӗ:
|
Персона
![]() Осиповсен архивӗнчи сӑн Шупашкарта пурӑнакан Артем Осипов 7 ҫулта кӑна-ха. Анчах ҫитӗнӗвӗсем унӑн хӑйӗнчен те пысӑк. Артем купӑс каласа юрлама питӗ ӑста. Нумаях пулмась Артема Пӗрремӗш каналпа пыракан «Лучше всех!» кӑларӑма ӳкерӗнме чӗннӗ. Кун пирки унӑн амӑшӗ Лена Осипова «Контактра» халӑх тетелӗнчи страницинче хыпарланӑ. Пӗрремӗш канал редакторӗ амӑшӗ патне мессенджерта ҫыру янӑ, ӳкерӳ пуш уйӑхӗнче, 9-14-мӗшӗсенче, пулассине пӗлтернӗ. Ӳкерӳ икӗ кун пулмалла. Хӑш кун пымаллине редактор каярахпа пӗлтерме шантарнӑ. Хыпар ҫӑлкуҫӗ:
|
Республикӑра
![]() t.me/chuvashenkalasat каналтан илнӗ сӑнӳкерчӗк Комсомольски районне (халӗ муниципаллӑ округ теме тытӑнчӗҫ) йӗркеленӗренпе 85 ҫул ҫитнӗ ятпа ал ӗҫ ӑстисем тӑван тӑрӑхӗн карттине тӗрленӗ. «Карттӑ 12 пайран тӑрать, ӑна 12 территори уйрӑмӗнчи 11 маҫтӑр тӗрленӗ. Унтан пӗр пир ҫинче сыпӑнтарса Комсомольски муниципаллӑ округӗн сӑн-сӑпатне йӗркеленӗ. Тӗрленӗ карттӑн калӑпӑшӗ 140см х 164 см», — тесе хыпарланӑ Телеграмри «Чӑваш Ен калаҫать» каналта. Хыпар ҫӑлкуҫӗ:
|
Ҫул-йӗр
![]() smartik.ru сайтри сӑн Муркаш мниципаллӑ округӗнчи Ҫатракасси ялӗнче 1,5 ҫухрӑм ҫул тума аукцион ирттереҫҫӗ. Ку тӗллевпе регионти хыснаран 109,66 миллион тенкӗ уйӑрма хатӗр. Ҫатракассинче Привольнӑй тата Шкулҫум урамӗсенче асфальт ҫул сарасшӑн. Ӗҫе виҫӗ тапхӑрпа пурнӑҫлӗҫ: кӑҫал ҫӗртме уйӑхӗнче, 2025 ҫулхи ҫӗртме-утӑ уйӑхӗсенче тата 2026 ҫулхи ҫурла уйӑхӗсенче. Халӗ ЧР Транспорт министерствин «Чӑвашупрдор» учреждени ҫул тумашкӑн подрядчик шырать. Хыпар ҫӑлкуҫӗ:
|
Пӑтӑрмахсем
![]() Инкеклӗ ӗҫсе министерствин сӑнӳкерчӗкӗ Паян, нарӑс уйӑхӗн 26-мӗшӗнче, Шупашкарти нумай хваттерлӗ ҫуртсенчен пӗринче пушар алхасма тытӑннӑ. Инкек Мир проспектӗнчи 72-мӗш ҫуртри иккӗмӗш хутра пулнӑ. Хӗрлӗ автан ирхи 5 сехет те 30 минтура алхасма пуҫланӑ. Ҫӑлавҫӑсем уҫӑ ҫулӑма 40 минут хушшинче лӑплантарнӑ. Пушара пӗтӗмпех вара ирхи 8 сехет те 34 минут тӗлне сӳнтерсе пӗтернӗ. Ҫунакан ҫуртран 17 ҫынна, ҫав шутра 2 ачана, эвакуациленӗ. Пушар, малтанласа шухӑшланӑ тӑрӑх, пирус туртнӑ чух асӑрханманран тухма пултарнӑ. Хыпар ҫӑлкуҫӗ:
|
Шупашкарта ҫывӑх вӑхӑтра (27.02.2025 03:00) тӗтреллӗ ҫанталӑк, атмосфера пусӑмӗ 754 - 756 мм, -4 - -6 градус сивӗ пулӗ, ҫил 2-4 м/ҫ хӑвӑртлӑхпа ҫурҫӗр-хӗвеланӑҫ енчен вӗрӗ.
| Ростов Порфирий Матвеевич, «Колхозник ҫулӗпе» хаҫат редакторӗ ҫуралнӑ. | ||
| Эктел Василий Петрович, чӑваш сӑвӑҫи, ҫыравҫи, Чӑваш Республикин тава тивӗҫлӗ культура ӗҫченӗ ҫуралнӑ. | ||
| Петрова Татьяна Николаевна, Чӑваш Енӗн тава тивӗҫлӗ вӗренӳ ӗҫченӗ, профессор ҫуралнӑ. | ||
![]() | Пулӑм хуш... |