Сутатӑп Уйăхри пăру сутатăп.Хакĕ килĕшсе татăлнипе.
Сутатӑп Чăн-чăн килти хытă чăкăтсем (сырсем) сутатпăр. Вĕсене мăн пыршă (вырăсла сычуг) ...
Сутатӑп Хурăн вутти Муркаш районĕпе тата Шупашкар районĕнчи Ишлей тăрăхĕпе сутатăп. Ха...

Паян Шупашкарти Ҫурҫӗр-Хӗвеланӑҫ районӗнчи 68 ҫурт вӗри шывсӑр тата ӑшӑсӑр тӑрса юлнӑ. Ҫавӑн сӑлтавӗ Павлов мичман урамӗнчи коммуналлӑ инкекпе ҫыхӑннӑ.
15 сехет тӗлне нумай хваттерлӗ 68 ҫуртра, 7 ача пахчинче, 3 шкулта, 3 больницӑра тата ача-пӑча пултарулӑхӗн ҫуртӗнче ӑшӑсӑр тата ӑшӑ шывсӑр ларнӑ.
Асӑннӑ ҫуртсем ҫак адрессемпе вырнаҫнӑ:
Павлов мичман урамӗнчи 24, 26, 28, 30, 31, 32, 34, 35, 36, 37, 38, 40, 42, 46, 48, 52, 54, 56, 58, 60, 62, 66, 68; Гузовский урамӗнчи 1, 3, 3/1, 5, 7, 9, 11, 13; Элкер ураиӗнчи 1, 2, 4, 5, 6, 8, 9, 10, 12, 14, 16;
Университет урамӗнчи 9, 9/1, 11, 13, 15, 17, 19, 21, 23, 25, 27, 29, 31, 33, 35; Стрелксен 149-мӗш дивизийӗнчи 4, 6, 8, 10, 13, 16, 18, 20, 22; Ахазов урамӗнчи 2, 6-мӗш ҫуртсем.
