Сутатӑп Уйăхри пăру сутатăп.Хакĕ килĕшсе татăлнипе.
Сутатӑп Чăн-чăн килти хытă чăкăтсем (сырсем) сутатпăр. Вĕсене мăн пыршă (вырăсла сычуг) ...
Сутатӑп Хурăн вутти Муркаш районĕпе тата Шупашкар районĕнчи Ишлей тăрăхĕпе сутатăп. Ха...

Чӳк уйӑхӗн 12-мӗшӗнче Чӑваш патшалӑх гуманитари ӑслӑлӑхӗсен институтӗнче чӑваш литературин паллӑ романисчӗпе Николай Максимов ҫыравҫӑпа тӗл пулу иртнӗ. Кун пирки институт халӑх тетелӗнчи страницинче пӗлтернӗ.
Калаҫӑва институт директорӗ Юрий Исаев, литература пӗлӗвӗн пай ӗҫтешӗсем, «Тӑван Атӑл» журналӑн редакторӗ тата паллӑ чӑваш прозаикӗ Людмила Сачкова хутшӑннӑ.
Унта Н. Максимовӑн 2024 ҫулта Саранск хулин кӗнеке издательствинче пичетленсе тухнӑ «Спасение Европы» тата унӑн маларах пичетленнӗ «Шур акӑш ҫулӗ», «Майра патша парни» историлле романӗсем тавра йӗркеленнӗ. Автор ҫак хайлавсене ҫырнӑ май мӗнле материалсемпе паллашни, хӑйӗн пултарулӑх вӑрттӑнлӑхӗсем пирки каласа панӑ. Писатель ҫавӑн пекех хӑйӗн нумаях пулмасть вырӑсла пичетленсе тухнӑ «Дар императрицы» кӗнекипе тата малалла ҫырма шутласа хунӑ романсен кӗске сюжечӗсемпе паллаштарнӑ.
Agabazar // 1880.55.9505
2025.11.14 17:08 | |
Людмила Сачкова ку тӗлпулӑва ӑнсӑртран мар килсе ҫакланнӑ. Вӑл ҫак асӑннӑ институтрах тӗрмешет пулмалла, унта техникӑлла ӗҫлевҫӗре тӑрать-няк. | |
