Культура
![]() culture.cap.ru сайтран илнӗ сӑнӳкерчӗк Раҫҫейре «Мама и дети в национальных костюмах» (чӑв. Амӑшӗ тата ачисем наци тумӗпе) 5-мӗш юбилейлӑ пӗтӗм тӗнчери фотоконкурс иртӗ. Ӑна Федерацин национальноҫсен ӗҫӗпе тӑрӑшакан агентстви йӗркелет. Заявкӑсене кӑрлач уйӑхӗн 5-мӗшӗнчех йышӑнма тытӑннӑ. Ӑна тӗрлӗ халӑхӑн хӑйне евӗрлӗхне упраса хӑварас тӗллевпе ирттереҫҫӗ. Кӑҫал пирӗн ҫӗршывра Ҫемье ҫулталӑкӗ тесе йышӑннӑран конкурс вӑхӑтӗнче йӑлана кӗнӗ ҫемье пахалӑхне те кӑтартӗҫ. Фотоконкурса амӑшӗсемпе ачисем те, ашшӗсемпе аслашшӗ-кукашшӗсем те хутшӑнма пултарӗҫ. Кӑҫал «Тӑван чӗлхепе сӑпка юрри» ҫӗнӗ номинаци те пӑхса хӑварнӑ. Юрӑсене ethno-photo-vocals@yandex.ru электрон почтӑпа йышӑнӗҫ. Хыпар ҫӑлкуҫӗ:
|
Республикӑра
![]() "на связи" сайтри сӑн 2022 ҫулхи ҫу уйӑхӗн 7-мӗшӗнче Росприроднадзора Йӑршшу юханшывне тислӗк юхса тухни пирки пӗлтернӗ. Ведомство тӗрӗсленӗ: Шупашкар округӗнчи Еҫейкасси ялӗнче вырнаҫнӑ фермӑран тислӗк юхнӑ йӗр пулнине палӑртнӑ. Проба илнӗ те шывра нитрит азочӗ тата нефтепрдуктсем нумаййи ҫиеле тухнӑ. Тӑпрана сиен кӳнӗ тӑкак 700 пин тенкӗ те 35 тенкӗпе танлашнӑ. Суд Ленин ячӗллӗ ЯХПКна ҫак укҫана тӳлемелле тунӑ. ЯХПК аппеляци панӑ, анчах Арбитраж сучӗ йышӑнӑва улӑштарман. Хыпар ҫӑлкуҫӗ:
|
Пӑтӑрмахсем
![]() Инкеклӗ лару-тӑру министерстви тунӑ сӑн Нарӑс уйӑхӗн 7-мӗшӗнче ҫӗрле Ишлей станцийӗнче йывӑҫ ҫурт ҫунса кайнӑ. Ҫӑлавҫӑсем ҫулӑма сӳнтерсен 61 ҫулти кил хуҫин тата унпа пӗрле пурӑннӑ 48 ҫулти хӗрарӑмӑн виллисене тупнӑ. Пушар 40 тӑваткал метр ҫинче алхаснӑ. Кӳршӗ хуралтӑсем шар курман. Инкеклӗ лару-тӑру министерстви пӗлтернӗ тӑрӑх, пушар асӑрханмасӑр пирус туртнӑран тухма пултарнӑ. Палӑртмалла: ҫулталӑк пуҫланнӑранпа пирус асӑрханмасӑр туртнӑран 12 пушар пулнӑ. Вӗсенче виҫӗ ҫын вилнӗ. Хыпар ҫӑлкуҫӗ:
|
Культура
![]() t.me/chuvashenkalasat сӑнӳкерчӗкӗ Чӑваш Енри сунар инспекторӗсем тискер чӗрчунсене шутлама пуҫланӑ. Телеграмри «Чӑваш Ен калаҫать» каналта хыпарланӑ тӑрӑх, хӗлле тӗрӗслеве 2 меслетпе ирттереҫҫӗ: йӗрсене тӗпчесе е шавласа. Иккӗмӗш тӗслӗхӗпе спациалистсем юлашки вӑхӑтра анлӑрах усӑ курма пуҫланӑ-мӗн. Инспекторсем лаптӑка малтан юрҫӳренсемпе пӑхса ҫаврӑнаҫҫӗ, унтан вӑрмана кӗрсе шӑв-шав ҫӗклеҫҫӗ иккен. Хӑранӑ чӗрчунсем сасса илтсе ҫынсем патне тухаҫҫӗ. Сунар инспекторӗсем пӑлан, тилӗ, ҫӳлевӗҫ, мулкач йӗррисене курнӑ. Хыпар ҫӑлкуҫӗ:
|
Ҫутҫанталӑк
![]() Чӑваш ЕН ПТРК видеовӗнчен илнӗ сӑнӳкерчӗк Чӑваш наци музейӗнче тӗлӗнмелле курав уҫӑлнӑ. Республикӑра кӑҫал ирттерме йышӑннӑ Экологи культурин ҫулталӑкне халалланӑскер усӑ курнӑ япаларан ҫӗнӗ япаласем ӑсталама май пуррипе паллаштарать. «Шупашкарти пӗр предприятире усӑ курнӑ полиэтилен хутаҫпа пластик савӑт-сапаран картлашкасем кӑларма пуҫланӑ. Продукцие ытти регионсенче те туянаҫҫӗ. Чӑваш Енри кун пек предприятисем пӗр тытӑма пӗрлешнӗ. Вӗсем ӑпӑр-тапӑртан мӗн тума пултарассине те тӗпчеҫҫӗ. Сӑмахран, розетка корпусӗсенчен чавсапа чӗркуҫҫине хӳтӗлекен хатӗр ӑсталаҫҫӗ. Ҫавӑн пекех пластик палассем, шӑвармалли шлангсем, калча ӳстермелли савӑтсем тата ытти нумай усӑллӑ япала туса кӑлараҫҫӗ», — хыпарлать музйери куравпа паллашнӑ хыҫҫӑн Чӑваш Енӗн патшалӑх телерадиокомпанийӗ. Куравра Шупашкарти тата Ҫӗнӗ Шупашкарти «Кванториумсенче» вӗренекенсем шутласа кӑларнӑ япаласене те курма пулать иккен. Сӑмахран, ҫӗр улми хуппинчен хатӗрленӗ чашӑк-тирӗке тата пултӑранран ӑсталанӑ музыка инструменчӗсене. Хыпар ҫӑлкуҫӗ:
|
Республикӑра
![]() "Лиза Алерт" сайтри сӑн Шупашкар муниципаллӑ округӗнче 31 ҫулти арсынна шыраҫҫӗ. Алексей Владимирович Викторов - Малтикас ялӗнчен. Вӑл килтен нарӑс уйӑхӗн 7-мӗшӗнче тухса кайнӑ. Ӑҫталла кайни паллӑ мар. Ҫав кун тӗттӗм хура тӗслӗ куртка, хура шӑлавар, шурӑ-хӗрлӗ кроссовка, сӑрӑ тӗслӗ калпак тӑхӑннӑ. Хӑй 177 сантиметр ҫӳллӗш, туллирех кӗлеткеллӗ, ҫӳҫӗ ҫырӑ тӗслӗ, куҫӗ кӑвак. «Лиза Алерт» шыравпа ҫӑлав нимеҫисем Алексея куракансене ҫак номерсемпе шӑнкӑравлама ыйтаҫҫӗ: 8-800-700-54-52 е 112. Хыпар ҫӑлкуҫӗ:
|
Культура
![]() t.me/nikamran каналтан илнӗ сӑнӳкерчӗк 2000 ҫулсен пуҫламӑшӗнче чапа тухнӑ «Альянс» ушкӑн юррисем кӗҫех ҫӗнӗлле илтӗнме пуҫлӗҫ тесе хыпарланӑ Телеграмри «Пуринчен малтан. Ҫывӑрса юлмасан» каналта. Кун пирки Виталий Осипов соцсетьри страницинче пӗлтернӗ иккен. Ушкӑна йӗркеленӗренпе кӑҫал 27 ҫул ҫитнӗ май Виталий Константин Садюровпа пӗрле видео ӳкернӗ. Вӗсем «Юлашки хут» юрра шӑрантарнӑ. «Альянс. Перезагрузка. Часах», — ҫапла ҫырнӑ Виталий. Ушкӑна йӗркеленӗренпе 27 ҫул ҫитнӗ тата Константин Садюровӑн юбилей пулнӑ май «Альянс» фаначӗсене савӑнтарасшӑн-мӗн. Хыпар ҫӑлкуҫӗ:
|
Персона
![]() cap.ru каналтан илнӗ скриншот Чӑваш Енӗн тӗп хули кӑҫал 555 ҫулхине уявлӗ. Паллӑ датӑна республика сумлӑн уявласшӑн. Ӑна хатӗрленсе ирттерме ӗҫлӗ ушкӑн туса та хунӑ ӗнтӗ. Документа республика ертӳҫи Олег Николаев паян, нарӑс уйӑхӗн 8-мӗшӗнче, алӑ пуснӑ. Ӗҫлӗ ушкӑна Павел Данилов вице-премьер ертсе пырӗ. Хыпар ҫӑлкуҫӗ:
|
Культура
![]() Чӑваш Енӗн Наци вулавӑшӗн сӑнӳкерчӗкӗ Чӑваш Енӗн Наци вулавӑшӗнче Геннадий Айхи (1934-2006) поэт ҫуралнӑранпа 90 ҫул ҫитнине халалласа пысӑк курав уҫӑлӗ. Курав нарӑс уйӑхӗн 10-мӗшӗнче уҫӑлӗ те ака уйӑхӗн 10-мӗшӗччен ӗҫлӗ. Вӑл поэтӑн хамӑр ҫӗршывра тата чикӗ леш енче пичетленнӗ кӑларӑмӗсемпе, поэтӑн пурнӑҫӗпе, пултарулӑхӗпе, кӑсӑклӑ тӗрлӗ фактпа паллаштарӗ. Геннадий Айхин сӑввисене С. Губайдулина, В. Сильвестров, А. Айги тата ыттисем юрра хывнӑ хайлавсемпе, Гюнтер Юккер, Николай Дронников, Александр Маслов, Григорий Молчанов тата ыттисен ӳнер ӗҫӗсем те куравра пулӗҫ. Хыпар ҫӑлкуҫӗ:
|
Раҫҫейре
![]() t.me/bbbreaking каналтан илнӗ сӑнӳкерчӗк «Автостат» агентство эксперчӗсем Раҫҫей ҫыннисем автомобиль историне епле сервиспа тӗрӗслеме кӑмӑлланине палӑртнӑ. Патшалӑх мар сервиссенчен «Автотека» сервис (ку вӑл – «Авито Авто» проекчӗ) пӗрремӗш вырӑн йышӑннӑ. «Автотека» сервиса респондентсенчен 79 проценчӗ пӗлет иккен. Иккӗмӗш вырӑнта – патшалӑхӑн ҫул-йӗр хӑрушсӑрлӑхӗн автоинспекцийӗн сайчӗ (59%), унтан — «Про Авто» (40%), Федерацин суд приставӗсен служби (22%), «Номерограм» (19%) тата «Автокод» (10%). Хыпар ҫӑлкуҫӗ:
|
Шупашкарта ҫывӑх вӑхӑтра (27.02.2025 03:00) тӗтреллӗ ҫанталӑк, атмосфера пусӑмӗ 754 - 756 мм, -4 - -6 градус сивӗ пулӗ, ҫил 2-4 м/ҫ хӑвӑртлӑхпа ҫурҫӗр-хӗвеланӑҫ енчен вӗрӗ.
| Ивник Иван Николаевич, чӑваш сӑвӑҫи, тӑлмачӗ ҫуралнӑ. | ||
| Иван Ивник, чӑваш сӑвӑҫи, ҫыравҫи, тӑлмачӗ ҫуралнӑ. | ||
| Шемекеев Виталий Дмитриевич, чӑваш сӑвӑҫи, ҫыравҫи ҫуралнӑ. | ||
| Архипов Дмитрий Архипович, «Константинопольти чӑвашсем» очерка ҫырнӑ ҫыравҫӑ вилнӗ. | ||
| Ҫитта Хветӗрӗ, чӑваш ҫыравҫи, сӑвӑҫи фронтра пуҫне хунӑ. | ||
| Виктор Рзай, чӑваш сӑвӑҫи, ҫыравҫи, тӑлмачӗ ҫут тӗнчерен уйрӑлнӑ. | ||
![]() | Пулӑм хуш... |