Пӑтӑрмахсем
![]() ru.best-wallpaper.net сӑнӳкерчӗкӗ Шупашкар хулинче 9 ҫулти ача хӑйӗн ашшӗ ячӗпе микрозайм илнӗ, ӑна вӑл ултавҫӑсене куҫарса панӑ. Виҫҫӗмӗш класра вӗренекен арҫын ача онлайн-вӑйӑ валли виртуаллӑ валюта туянас тенӗ. Интернет-платформӑсенчен пӗринче вӑл видео пӑхнӑ, ун айӗнче ҫамрӑк вӑйӑҫа илӗртмелле каҫӑ пулнӑ. Ҫавӑнта кӗрсе кайса ача мессенджерсенчен пӗринчи чата лекнӗ. Унта ӑна вӑйӑ валюти туянма сӗннӗ. Каланине итлесе ача хӑйӗн ашшӗ ячӗпе кивҫен укҫа илсе 54 пин тенке ют счет ҫине куҫарса панӑ. Хыпар ҫӑлкуҫӗ:
|
Спорт
![]() cap.ru сӑнӳкерчӗкӗ Нарӑс уйӑхӗн 8-11-мӗшӗсенче Хусанта Атӑлҫи федераци округӗнчи регионсенчи спортсменсен кикбоксинг енӗпе ӑмӑрту иртнӗ. Унта вӗсем «фулл-контакт» тата «К-1» дисциплинӑсенче тупӑшнӑ. Хусанта 680 ытла спортсмен чемпион ятне тивӗҫессишӗн кӗрешнӗ. Чӑваш Ен спортсменӗсем пилӗк медале ҫӗнсе илнӗ. Ылтӑн медале Михаил Сачков (67 килограмчченхи виҫере, «фулл-контакт») тивӗҫнӗ. Иккӗмӗш вырӑна Самад Дадашов (60 килограмчченхи виҫере, «фулл-контакт») тата Фёдор Портнов (86 килограмчченхи виҫере, «фулл-контакт») тухнӑ. Даниил Степанов (54 килограмчченхи виҫере, «фулл-контакт») тата Арина Педюсева таврӑннӑ (48 килограмчченхи виҫере, «фулл-контакт») бронза медальпе таврӑннӑ. Хыпар ҫӑлкуҫӗ:
|
Чӑвашлӑх
![]() culture.cap.ru сӑнӳкерчӗкӗ Нумаях пулмасть Чӑваш патшалӑх юрӑпа ташӑ ансамблӗн пултарулӑх эткерлӗхне сӳтсе явма пуҫтарӑннӑ. Ҫавра сӗтеле коллектива йӗркеленӗренпе 100 ҫул ҫитнине халалланӑ. Мероприяти Чӑваш патшалӑх культурӑпа ӳнер институтӗнче иртнӗ. Ҫавра сӗтеле РСФСР халӑх артисчӗ Юрий Васильев тата РСФСР тата ЧАССР культурӑн тава тивӗҫлӗ ӗҫченӗ Людмила Нянина хушӑннӑ. Чӑваш патшалӑх культурӑпа ӳнер институтӗн ӑслӑлӑх тата хушма пӗлӳ парас енӗпе ӗҫлекен проректорӗ Ольга Михайлова юрӑпа ташӑ ансамблӗ 100 ҫул хушшинче чӑваш культурин уйрӑлми пайӗ пулса тӑнине палӑртса хӑварнӑ. «Паян ансамбль пирӗншӗн – профессионализм тата тӑван культурӑна парӑннин тӗслӗхӗ, коллектив пирки вара эпир Чӑваш Енӗн наци пуянлӑхӗ теме пултаратпӑр», –тенӗ проректор. Хыпар ҫӑлкуҫӗ:
|
Хулара
![]() /www.cheboksary.ru сӑнӳкерчӗкӗ Шупашкар хулинчи 1-мӗш клиника пульницинче йышӑнупа диагностика уйрӑмне юсаса пӗтернӗ. Сывлӑх сиплев учрежденийӗнче пӗлтернӗ тӑрӑх, ҫынсемшӗн пӗлтерӗшлӗ уйрӑм халӗ самана ыйтнине тивӗҫтерет. Чирлисене васкавлӑ пулӑшу кӳме «врач пациент патне» ҫӗнӗ меле ӗҫлеттерсе янӑ. Ун пеккипе усӑ курнин тухӑҫлӑхне тӗп медицина центрӗсенче ҫирӗплетсе панӑ ӗнтӗ. Йышӑну уйрӑмӗ талӑкӗпех ӗҫлет. Кунсерен унта 250-300 ҫынна илсе пыраҫҫӗ. Вӗсем — терапи, хирурги, травматологи енӗпе чирлисем. Йышӑну уйрӑмӗнче тӗплӗн тӗрӗслеҫҫӗ, унтан вӑл е ку ҫынна ӑҫта вырттарассине палӑртаҫҫӗ. Андрей Власов тӗп врач пӗлтернӗ тӑрӑх, чире кура пациентсем валли «хӗрлӗ», «сарӑ», «симӗс» коридорсем пӑхса хӑварнӑ. Чирлисене васкавлӑ тата планпа пынине шута илсе ҫеҫ мар, чир профилӗпе те — терапи тата хирурги — уйӑраҫҫӗ. Йышӑну уйрӑмӗнче администратор должноҫне ҫирӗплетнӗ. Шӑпах вӑл пациентсене ӑҫта ямаллине йӗркелесе тӑрать те. Хыпар ҫӑлкуҫӗ:
|
Хулара
![]() www.cheboksary.ru сӑнӳкерчӗкӗ Шупашкар хули кӑҫал 555 ҫул тултарассине эпир унччен пӗлтернӗччӗ-ха. Аса илтерер: паллӑ куна хатӗрленсе кӗтсе илессипе ӗҫлекен ятарлӑ ушкӑн та туса хунӑ. Кӑҫал хулара 65 объект уҫма палӑртнӑ. Ҫав шутра «Хӗвеллӗ», «Садовӑй», «Университетский-2» микрорайонсенче шкулсем хута ямалла, «Берёзка» уйлӑхра — ҫӗнӗ корпус, Спортӑн хӗллехи тӗсӗсен центрӗнче — йӗлтӗр роллер трасси, футбол енӗпе ӗҫлекен спортшкулта — футбол манежӗ тата футбол уйӗ, Ҫӗнӗ хулара — искусствӑлла пӑртан каток, «Труд» стадион тата ытти те. Хыпар ҫӑлкуҫӗ:
|
Республикӑра
![]() cap.ru сӑнӳкерчӗкӗ Кӑҫал федераци проекчӗпе килӗшӳллӗн Сӗнтӗрвӑрри тата Канаш хулисене хӑтлӑх кӗртӗҫ. Ку тӗллевпе 229,8 миллион тенкӗ уйӑрӗҫ. Канаш хулине 135,5 миллион тенкӗ лекӗ. Ку укҫапа чукун ҫул вокзалӗ тата автовокзал хушшинчи территорие хӑтлӑлатӗҫ. Сӗнтӗрвӑрринче вара Патшалӑх тӑвне тата ун патне илсе ҫитерекен ҫула илем кӳрӗҫ. Кун валли 94,3 миллион тенкӗ уйӑрӗҫ. Хыпар ҫӑлкуҫӗ:
|
Раҫҫейре
![]() "Контактри" сӑн Ҫӗмӗрле муниципаллӑ округӗнчи Егоркино ялӗнче ҫуралса ӳснӗ Илья Сафонов Пӗтӗм Раҫҫей шайӗнче иртнӗ «Сырӑш» конкурсра ҫӗнтернӗ. Экологи конкурсне йывӑҫпа ӗҫлекен 1500 ытла ӑста хутшӑннӑ. Ӑна «Экологи» наци проекчӗн «Таса ҫӗршыв» федераци проекчӗпе килӗшӳллӗн ирттернӗ. Финала 10-шӗ кӑна тухнӑ. Вӗсен йышӗнче - Илья Сафонов та. Вӑл - ЧР Культура министерствин специалисчӗ. Илья юманран пӗр пӑтапа та усӑ курмасӑр сырӑш ӑсталанӑ. Ун ҫине вӑл «Пашалӑх сыхлать» тесе ҫырнӑ. Хыпар ҫӑлкуҫӗ:
|
Хулара
![]() ШӖМ тунӑ сӑн Ӗнер Ҫӗнӗ Шупашкарти кафе умӗнче икӗ арҫын ҫапӑҫса кайнӑ. Палламан арҫын 30-ти арҫынна пуҫӗнчен ҫапнӑ. Лешӗ тӳнсе кайнӑ. Хайхискер унӑн сумкине йӑтса кайнӑ. Унта документсем, банк картти пулнӑ. Шар курнӑ арҫын кун пирки полицие пӗлтернӗ. Палламан ҫыннӑн номерне часах шыраса тупнӑ. Патрульпе пост службин ӗҫченӗ чееленме шутланӑ: ун патне ӳсӗр пӗлӗшӗ пек шӑнкӑравланӑ, тӗл пулма ыйтнӑ. Лешӗ ӑна-кӑна чухламасӑр хӑй ӑҫтине каланӑ. Ҫапла ярса тытнӑ та ӑна. Вӑл ют ҫын карттипе усӑ курма та ӗлкӗрне. Ҫак арҫынна тытса чарнӑ. Ун тӗлӗшпе пуҫиле ӗҫ пуҫарнӑ. Хыпар ҫӑлкуҫӗ:
|
Раҫҫейре
![]() pokayadoma.ru сайтри сӑн «Балтика» компани «Русский император стаут» ятлӑ сӑра туса кӑларнӑ. Ял хуҫалӑх министрӗ Сергей Артамонов пӗлтернӗ тӑрӑх, унта Чӑваш Енре туса илнӗ хӑмлапа, «Подвязный» сортпа, усӑ курнӑ. Ҫак хӑмла Чӑваш Енри чи йӳҫӗ сортсенчен пӗри шутланать. Ҫакна та палӑртмалла: Раҫҫейри селекци ҫитӗнӗвӗсен патшалӑх реестрне хӑмлан ҫӗнӗ икӗ сорчӗ кӗнӗ: «Ароматный» тата «Сувар». Вӗсемпе республикӑра ҫичӗ ҫул ӗҫленӗ. Хыпар ҫӑлкуҫӗ:
|
Культура
![]() Ӳнер музейӗн архивӗнчен Нарӑс уйӑхӗн 16-мӗшӗнче Чӑваш патшалӑх ӳнер музейӗнче «Синяя птица» (чӑв. Кӑвак кайӑк) курав уҫӑлӗ. Ӑна чӑваш халӑх художникӗн Раиса Терюкалован юбилейне халалланӑ. Экспозицире ӳнерҫӗн килӗнче тата музейре упранакан ӗҫсем пулӗҫ. Раиса Фоминична 1939 ҫулхи кӑрлач уйӑхӗн 8-мӗшӗнче Улатӑр районӗнчи Кувакино ялӗнче ҫуралнӑ. Ӳкерессипе хӗрачана ашшӗ кӑсӑклантарса янӑ. Ҫавӑнпа та вӑл пӗчӗкренех художник пулма ӗмӗтленнӗ. 1961 ҫулта Шупашкарти ӳнер училищинчен вӗренсе тухсан пӗлӗвне Ленинградри ӳнерпе промышленность училищинче туптанӑ. Унта вӑл сӗтел-пукан пусмине хитрелетме вӗреннӗ. Алла диплом илсен Раиса Терюкалова Шупашкарти пир-авӑр комбинатӗнче виҫӗ ҫул ытларах тӑрӑшнӑ хыҫҫӑн Ӳнер фондне куҫнӑ, кӑштахран каллех пир-авӑр комбинатне таврӑннӑ. Художник ытларах гобеленпа ӗҫленӗ. Хыпар ҫӑлкуҫӗ:
|
Шупашкарта ҫывӑх вӑхӑтра (27.02.2025 03:00) тӗтреллӗ ҫанталӑк, атмосфера пусӑмӗ 754 - 756 мм, -4 - -6 градус сивӗ пулӗ, ҫил 2-4 м/ҫ хӑвӑртлӑхпа ҫурҫӗр-хӗвеланӑҫ енчен вӗрӗ.
| Ивник Иван Николаевич, чӑваш сӑвӑҫи, тӑлмачӗ ҫуралнӑ. | ||
| Иван Ивник, чӑваш сӑвӑҫи, ҫыравҫи, тӑлмачӗ ҫуралнӑ. | ||
| Шемекеев Виталий Дмитриевич, чӑваш сӑвӑҫи, ҫыравҫи ҫуралнӑ. | ||
| Архипов Дмитрий Архипович, «Константинопольти чӑвашсем» очерка ҫырнӑ ҫыравҫӑ вилнӗ. | ||
| Ҫитта Хветӗрӗ, чӑваш ҫыравҫи, сӑвӑҫи фронтра пуҫне хунӑ. | ||
| Виктор Рзай, чӑваш сӑвӑҫи, ҫыравҫи, тӑлмачӗ ҫут тӗнчерен уйрӑлнӑ. | ||
![]() | Пулӑм хуш... |