Ҫул-йӗр
![]() forum.zarulem.ws сайтран илнӗ сӑнӳкерчӗк Шупашкарти «Дорэкс» предприятие ҫула япӑх тасатса тӑнӑшӑн тӑватӑ хутчен явап тыттарса штрафланӑ. Кашнинчех – 100-шер пин тенкӗшер. Асӑннӑ организацие Кӑнтӑр посёлокне япӑх тасатса тӑнӑшӑн кӑна виҫӗ хутчен штрафланӑ. Шупашкар хула администрацийӗн Ҫурт-йӗрпе коммуналлӑ хуҫалӑх управленийӗ нумаях пулмасть Альгешри Вишневӑй урама тӗрӗсленӗ. Унта ҫил-тӑман хыҫҫӑн ҫула виҫӗ талӑк тасатман. Хыпар ҫӑлкуҫӗ:
|
Ҫурт-йӗр
![]() forum.na-svyazi.ru сӑнӳкерчӗкӗ Шупашкарти Арбитраж сучӗн ҫуртне тӗпрен юсасшӑн. Ҫав ҫурт хулари Ленин проспектӗнчи 4-мӗш ҫуртра вырнаҫнӑ. Вӑл республика пӗлтерӗшлӗ культура эткерлӗхӗн объекчӗ шутланать. Реставраципе ҫыхӑннӑ ӗҫсем нумаях пулмасть патшалӑх экспертизи витӗр тухнӑ. Тӑватӑ хутлӑ кирпӗч ҫурта 1954 ҫулта хӑпартнӑ. Малтан ӑна Электроаппаратура завочӗн общежитийӗ тесе тунӑ. Проект авторӗ – паллӑ чӑваш архитекторӗ Феофан Сергеев. Чӑваш Енӗн Арбитраж сучӗ ҫав ҫуртра 1991 ҫултанпа ӗҫлет. Ун валли хӑй вӑхӑтӗнче шалти планировкӑна тата кӗмелли алӑка улӑштарнӑ. Хыпар ҫӑлкуҫӗ:
|
Ҫул-йӗр
![]() t.me/cheb_police сӑнӳкерчӗкӗ Шупашкарта маршрутка ҫине ҫӑмӑл машина пырса кӗнӗ. Шупашкартан Ҫӗнӗ Шупашкара ҫӳрекен 270-мӗш маршрутпа хутлакан общество транспорчӗпе «Шкода Октавия» автомобиль пырса ҫапӑннӑ. Ют ҫӗршывра кӑларнӑ машинӑна 32 ҫулти водитель тытса пынӑ. Микроавтобусри икӗ пассажира тухтӑр пулӑшӑвӗ кирлӗ пулса тухнӑ. Инкек ӗнер, нарӑс уйӑхӗн 12-мӗшӗнче, каҫхи пилӗк сехет хыҫҫӑн Шупашкарти Трактор тӑвакансен проспектӗнче 108-мӗш ҫурт тӗлӗнче пулса иртнӗ. Хыпар ҫӑлкуҫӗ:
|
Республикӑра
![]() ФСБ тунӑ сӑн Сӗнтӗрвӑрри муниципаллӑ округӗнче нарколаборатори йӗркеленӗ 32 ҫулти арҫынна суд тунӑ. Ӑна ҫирӗп режимлӑ колоние 7 ҫул ҫурӑлӑха ӑсатма йышӑннӑ, укҫине патшалӑх валли туртса илнӗ. Вӑл, Мускав арҫынни, пӗлтӗр харпӑр ҫуртра лаборатори йӗркеленӗ. Йӗрке хуралҫисем пӳрте ухтарсан хими оборудованине, наркотик туса кӑлармалли прекурсорсене туртса илнӗ. Ҫавӑн пекех 8 килограмм ытла наркотик тупнӑ. Ку кӑна мар, арҫын наркотик сутса тупӑш тунӑ 1 миллион тенкӗ те йӗрке хуралҫисен куҫӗ тӗлне пулнӑ. Хыпар ҫӑлкуҫӗ:
|
Спорт
![]() Дмитрий Мулендеев фристайлҫӑ авланасшӑн. Вӑл Юратакансен кунӗ умӗн савнине качча тухма ыйтнӑ. Пулас машӑрӗ Полина Смоленцева та – спортсменка. Ку Спартакиадӑра мала тухнӑ спортсменсен чысланӑ чухне пулнӑ. Раҫҫейӗн пӗрлештернӗ командин тренерӗ Дмитрий Мулендеев ҫавӑн чухне Полинӑна качча тухма ыйтнӑ. Хӗр сноубордпа тупӑшать. Палӑртмалла: Дмитрий - Раҫҫейӗн нумай хутчен чемпионӗ. Полина пӗлтӗр Раҫҫейӗн вице-чемпионки пулнӑ, 2022 ҫулта Олимп вӑййисене хутшӑннӑ. Хыпар ҫӑлкуҫӗ:
|
Статистика
![]() Кӗпӗрнаттӑрсен кӑрлач уйӑхӗнчи ӗҫ-хӗлне тишкернӗ хыҫҫӑн «Медиалоги» танлаштарӑм хатӗрленӗ. Чӑваш Ен Элтеперӗ Олег Николаев унта 14 йӗркерен 13-мӗшне йышӑннӑ. Унӑн ятне массӑллӑ информаци хатӗрӗсенче 3473 хутчен асӑннӑ. Танлаштарӑмра малти йӗркесене Пушкӑртстан пуҫлӑхӗ Радий Хабиров, Тутарстан президенчӗ Рустам Минниханов, Сарӑту облаҫӗн кӗпӗрнаттӑрӗ Роман Бусаргин йышӑннӑ. 14-мӗш йӗркере – Мари Эл пуҫлӑхӗ Юрий Зайцев. Хыпар ҫӑлкуҫӗ:
|
Хулара
![]() ШӖМ тунӑ сӑн Шупашкарти Лукин урамӗнчи ҫуртра велосипед ҫухалнӑ. Вӑл тамбурта тӑнӑ. Хуҫисем урама тухса ӑна шыранӑ, анчах тупайман. Ирӗксӗрех полицие кайма тивнӗ. 20 пин тенкӗ тӑракан велосипеда шырама полици прапорщикӗ Иван Сурнаев служба йыттипе, нимӗҫ овчаркипе Зверьпе ҫитнӗ. Йытӑ вӑрӑ йӗрӗ ҫине ӳкнӗ. Ун тӑрӑх кайса вӑл велосипепеда лартса хӑварнӑ вырӑна илсе ҫитернӗ. Икӗ кустӑрмаллӑ транспорта хуҫине тавӑрса панӑ. Хыпар ҫӑлкуҫӗ:
|
Пӑтӑрмахсем
![]() ҪҪХПИ тунӑ сӑн Паян Канаш хули ҫывӑхӗнче хӑрушӑ авари пулнӑ - «Лада Приора» ҫунса кайнӑ. ҪҪХПИ малтанлӑха пӗлтернӗ тӑрӑх, «Приора» водителӗ, 20 ҫулти хӗр, хирӗҫ ҫул ҫине тухнӑ та йывӑр тиевлӗ «Мерседеспа» ҫапӑннӑ. Ҫапӑнсан ҫӑмӑл машина ҫунма тытӑннӑ. Руль умӗнче ларнӑ 20-ри хӗр машинӑра ҫунса кайнӑ. Халӗ ӗҫ-пуҫа йӗрке хуралҫисем уҫӑмлатаҫҫӗ. Хыпар ҫӑлкуҫӗ:
|
Республикӑра
![]() ҪҪХПИ тунӑ сӑн Волгоград облаҫӗнчи водитель Чӑваш Ене ҫитсен йывӑрлӑха лекнӗ. Вӑл М-7 ҫул ҫинче чарӑнса ларнине ҪҪХПИ инспекторӗсем асӑрханӑ. «Газель» хыҫӗнче тӗттӗмре ҫутатакан ҫурӑм ӑшши ҫакӑнса танӑ. Ку вара водителе пулӑшу кирлине пӗлтерет. Водитель Нефтеюганска кайма тухнӑ иккен. Ҫул ҫинче вара бензин пӗтнӗ. Водителӗн заправкӑна хӑй тӗллӗн ҫитме ӑшӑ тум та пулман. Урамра вара самай сивӗ тӑнӑ: 20 градус. Инспекторсем водителе ҫывӑхри заправка таран илсе ҫитернӗ. Хыпар ҫӑлкуҫӗ:
|
Ҫутҫанталӑк
![]() Синоптиксем пӗлтернӗ тӑрӑх, ҫитес талӑкра юр ҫӑвӗ. Ытларах – кӑнтӑр округӗсенче. Унта ыран та юр ҫума чарӑнмӗ. Кайран ҫанталӑк каллех сивӗтӗ. Ытларикун кӑнтӑрла хыҫҫӑн уяртма тытӑнӗ. Кӗҫнерникун тата эрнекун чи сивӗ кунсем пулӗҫ. Шупашкарта термометр 28 градус сивӗ кӑтартӗ. Кӑҫал хӗлле унашкалли пулман-ха: хальччен термометр 27,7 градус кӑна кӑтартнӑ. Ахӑртнех, унашкал сивӗ вара текех пулмӗ. Канмалли кунсенче республика урлӑ ӑшӑ фрончӗ иртӗ: юр ҫӑвӗ, ҫил-тӑман тухӗ, 8-13 градус сивӗ тӑрӗ. Малтанлӑха пӗлтернӗ тӑрӑх, юлашки декадӑра ӑшӑтсах ярӗ. Хыпар ҫӑлкуҫӗ:
|
Шупашкарта ҫывӑх вӑхӑтра (27.02.2025 03:00) тӗтреллӗ ҫанталӑк, атмосфера пусӑмӗ 754 - 756 мм, -4 - -6 градус сивӗ пулӗ, ҫил 2-4 м/ҫ хӑвӑртлӑхпа ҫурҫӗр-хӗвеланӑҫ енчен вӗрӗ.
| Ивник Иван Николаевич, чӑваш сӑвӑҫи, тӑлмачӗ ҫуралнӑ. | ||
| Иван Ивник, чӑваш сӑвӑҫи, ҫыравҫи, тӑлмачӗ ҫуралнӑ. | ||
| Шемекеев Виталий Дмитриевич, чӑваш сӑвӑҫи, ҫыравҫи ҫуралнӑ. | ||
| Архипов Дмитрий Архипович, «Константинопольти чӑвашсем» очерка ҫырнӑ ҫыравҫӑ вилнӗ. | ||
| Ҫитта Хветӗрӗ, чӑваш ҫыравҫи, сӑвӑҫи фронтра пуҫне хунӑ. | ||
| Виктор Рзай, чӑваш сӑвӑҫи, ҫыравҫи, тӑлмачӗ ҫут тӗнчерен уйрӑлнӑ. | ||
![]() | Пулӑм хуш... |