Республикӑра
![]() Следстви комитечӗ тунӑ сӑн Патӑрьел округӗнчи 47 ҫулти арҫын судра явап тытнӑ. Вӑл пӗлӗш хӗрарӑмне вӑрласа кайнӑ та вӗлерессипе хӑратнӑ. Ку кӑҫал ҫу уйӑхӗн 7-мӗшӗнче пулнӑ. Ҫӗнӗ Ахпӳртре пурӑнакан ҫак арҫын хӗрарӑм патне ӗҫне пынӑ. Лешӗ Пӑлакассинчи ФАПра ӗҫленӗ. Арҫын чӳречене ҫӗмӗрсе шала кӗнӗ, хӗрарӑма вӑйпа машинӑна лартнӑ та ӑна хӑйӗн гаражне илсе кайнӑ. Унта бензин сапса чӗртсе ярассипе хӑратнӑ. Юрать-ха, тискер ӗҫне вӗҫлеймен - полицейскисем ҫитнӗ. Вӗсене хӗрарӑмӑн ӗҫтешӗсем чӗннӗ. Хыпар ҫӑлкуҫӗ:
|
Культура
![]() t.me/krasnovd21 сӑнӳкерчӗкӗ Раҫҫейӗн хӑш-пӗр регионӗнче туристсене налук тӳлеттереҫҫӗ. Чӑваш Енре те ку темӑна хускатнӑ. Анчах республикӑн экономкиа аталанӑвӗн министрӗ Дмитрий Краснов ҫав шухӑша ырласах кайманни сисӗнет. Кун пирки вӑл Телеграмри хӑйӗн страницинче пӗлтернӗ. «Хушма налук тени илемлӗ янӑрать. Ҫитменнине тата федераци шайӗнчи ӗҫтешсем ҫав налука регионсенче хӑварса ӑна муниципалитетсенче туризм инфраструктурине аталантарма яма ирӗк парасшӑн. Ҫав вӑхӑтрах хӑш-пӗр тӳнтерлӗх те пур», — тесе шухӑшлать министр. Ҫав налук отельерсемпе кану бази тытакан усалмҫӑсене епле витӗм кӳнипе пӗрлех туристсем епле йышӑнасси пирки те шухӑшласа пӑхмалла тесшӗн Дмитрий Краснов. Тепӗр ҫыншӑн талӑкра тепӗр ҫӗр тенӗ тӳлеме тивни тем мар пек те тепри вара вӑл укҫана хӗрхенӗ те кӳршӗллӗ Мари Элта ҫӗр каҫас тейӗ. «Туризм налукне пирӗн тӗплӗ шухӑшласа йышӑнмалла», — тенӗ министр. Хыпар ҫӑлкуҫӗ:
|
Ҫул-йӗр
![]() forum.na-svyazi.ru сӑнӳкерчӗкӗ Паян, утӑ уйӑхн 29-мӗшӗнче, Мускавран Шупашкара килекен пуйӑс кая юлса ҫитӗ. Кун пирки Горьки чукун ҫулӗ асӑрхаттарнӑ. Мурома состав расписанипе ҫитнӗ, «Арзамас-2» станцие — 56 минут юлса. Канаша вӑл 89 минут кая юлса ҫитнӗ. Ҫавна май Шупашкара та фирма пуйӑсӗ каярах килнӗ. 072Г-мӗш номерлӗ «Мускав – Шупашкар» графикпа килет. Шупашкара вӑл 13 сехет те 10 минутра ҫитӗ. Хыпар ҫӑлкуҫӗ:
|
Республикӑра
![]() www.cap.ru сӑнӳкерчӗкӗ Ӗнер, утӑ уйӑхӗн 28-мӗшӗнче, Тинӗс ҫар флочӗн кунӗнче, Аслӑ Пӑла Тимешре моряксене асӑнса палӑк уҫнӑ. Ӑна Елчӗкри ветеран-моряксен канашӗ пуҫарнипе уҫас тенӗ. Палӑка уҫма Елчӗк муниципаллӑ округӗн пуҫлӑхӗ Леонард Левый, тинӗс-ҫар флочӗн ветеранӗсем, Аслӑ Пӑла Тимешре пурӑнакансем, чӗннӗ хӑнасем хутшӑннӑ. Вӗсем моряксен сумне пысӑка хурса сӑмах каланӑ, уяв ячӗпе саламланӑ. Хыпар ҫӑлкуҫӗ:
|
Пӑтӑрмахсем
![]() 21.мвд.рф сӑнӳкерчӗкӗ Утӑ уйӑхӗн 27-мӗшӗнче Каҫал тӑрӑхӗнче инкек пулса иртнӗ. «Ҫӗрпӳ-Чӗмпӗр» ҫулӑн 78-мӗш километрӗнче 8 сехет те 30 минутра «Мицубиси Лансер» автомобиль груз турттаракан «Рено» машинӑпа ҫапӑннӑ. «Рено» рулӗ умӗнче Дагестан ҫынни пулнӑ. Ҫапӑннӑ хыҫҫӑн машинӑсем ҫул айккине кӗрсе кайнӑ, хыпса илнӗ. Ҫӑмӑл машинӑри 59 ҫулти водитель, Шупашкар арҫынни, инкек вырӑнӗнчех вилнӗ. Малтанласа палӑртнӑ тӑрӑх, инкек сӑлтавӗ ҫӑмӑл машина хирӗҫ килекен ҫул ҫине тухса кайнипе ҫыхӑнма пултарнӑ. Водителе ҫав вӑхӑтра япӑх пулса кайма пултарнӑ. Хыпар ҫӑлкуҫӗ:
|
Ял пурнӑҫӗ
![]() cap.ru сӑнӳкерчӗкӗ Ял хӑй тӗллӗн ӗҫлекенсене хыснаран укҫа парса пулӑшаҫҫӗ. Заявкӑсене ҫурла уйӑхӗн 15-мӗшӗччен йышӑнӗҫ. Заявкӑсене Чӑваш Енӗн Инвестпорталӗнче пухаҫҫӗ. Кун пирки республикӑн ял хуҫалӑх министрӗ Сергей Артамонов хӑйӗн Телеграм-каналӗнче пӗлтернӗ. Федераци шайӗнчи пулӑшӑва илес кӑмӑллисен заявкисене суйласа илсе пӗтернӗ, республикӑри пулӑшупа усӑ курас текенсем кая юлман-ха. 3 пуҫ таран ӗне туянакансене пӗр пуҫшӑн 70 пин тенкӗ таран саплаштарӗҫ, качакасемпе сурӑхсемшӗн — пӗр пуҫшӑн 5 пин тенкӗ. Ӗнене пӗтӗлентернӗшӗн, ял хуҫалӑх культурин вӑрлӑхне тӗрӗсленӗшӗн, техника туяннӑшӑн, минераллӑ удобрени илнӗшӗн те тӑкакӑн пӗр пайне саплаштараҫҫӗ. Хыпар ҫӑлкуҫӗ:
|
Спорт
![]() cap.ru сӑнӳкерчӗкӗ Чӑваш Ен тата Чулхула облаҫӗн чысне ӑмӑртусенче хӳтӗлекен Виктория Максимова «Спорт королевин» тӑххӑрмӗш тапхӑрне хутшӑннӑ. Вӑл унта кӗмӗл медале тивӗҫнӗ. Ӑмӑрту Мускав хуинче иртнӗ. Виктория 200 метрлӑ дистанцие чупса финиша иккӗмӗш ҫитнӗ. Унӑн кӑтартӑвӗ - 23,49 ҫеккунт. Хыпар ҫӑлкуҫӗ:
|
Хулара
![]() ШӖМ тунӑ сӑн ГАЗель водителӗ ӳсӗр пулнине ҫынсем асӑрханӑ. Кун пирки Патшалӑх автоинспекцине шӑнкӑравласа пӗлтернӗ. Водителе Шупашкарти Иван Яковлев проспектӗнчи гаражсем патӗнче тытса чарнӑ. Вӑл ГАЗельпе сӗт юр-варне турттарнӑ. Хайхискер инспекторсене турӑх кӑна ӗҫнине ӗнентерме хӑтланнӑ. Анчах алкотестер суйма паман - водитель эрех сыпнине кӑтартнӑ: сахал та мар, самаях ӗҫни палӑрнӑ. Водитель тӗлӗшпе административлӑ материал ҫырнӑ. Хыпар ҫӑлкуҫӗ:
|
Ял пурнӑҫӗ
![]() Кандинский нейросеть сӑнӳкерчӗкӗ Шупашкар муниципаллӑ округӗнчи Лепетерте йӑлари хытӑ каяша вӑхӑтра турттарса кайман, анчах ял ҫыннисен укҫа илнӗ. Ҫакна прокуратура тупса палӑртнӑ. Йӑлари хытӑ каяша сивӗ чухне виҫӗ талӑкра пӗр хутран кая мар турттарса тӑмалла, сывлӑш температури 5 граудсран ӑшӑрах чухне — талӑкра пӗрре. 2023 ҫулхи раштав тата 2024 ҫулхи кӑрлач уйӑхӗсенче Лепетерти каяша уйӑхра пӗрре ҫеҫ турттарса кайнӑ, 2024 ҫулхи нарӑс-ака уйӑхӗсенче пачах та турттарман. Ҫынсем патне вара квитанцисем килсе выртнӑ. Йӑлари хытӑ каяша турттаракан «Ситиматик Чувашия» предприятин гендиректорне прокуратура коммуналлӑ пулӑшушӑн тӳлеве ҫӗнӗрен шутласа пама хушнӑ. Хыпар ҫӑлкуҫӗ:
|
Пӑтӑрмахсем
![]() ШӖМ тунӑ сӑн Куславкка муниципаллӑ округӗнчи Кӗнер ялӗ патӗнче паян ирхи 3 сехетре каччӑ виллине тупнӑ. Вӑл машина ҫапса кайнӑ хыҫҫӑн вилни палӑрнӑ. Каччӑ 22 ҫулта пулнӑ, ҫак округрах пурӑннӑ. Ӑна ҫапса хӑварнӑ водителе халӗ шыраҫҫӗ. Вӑл вырӑнтан тарса ҫухалнӑ. Каччӑна ҫапса хӑварнӑ саманта кам та пулин курнӑ тӑк ҫак номерсемпе шӑнкӑравлама ыйтаҫҫӗ: 8 (8353) 42-23-43, 8 (8353) 42-15-68. Хыпар ҫӑлкуҫӗ:
|
Шупашкарта ҫывӑх вӑхӑтра (10.06.2025 03:00) уяр ҫанталӑк, атмосфера пусӑмӗ 748 - 750 мм, 21 - 23 градус ӑшӑ пулӗ, ҫил 3-5 м/ҫ хӑвӑртлӑхпа кӑнтӑр енчен вӗрӗ.
| Пӗтӗм чӑваш рабочисемпе хресченсен пӗрремӗш пухӑвӗ (9-15) ӗҫе пуҫӑннӑ. | ||
| Матюшин Владимир Алексеевич, техника ӑслӑлӑхӗсен кандидачӗ, Раҫҫей Правительствин премийӗн лауриачӗ ҫуралнӑ | ||
| Михайлов Евгений Петрович, чӑваш археологӗ ҫуралнӑ. | ||
| Лаврентьев Анатолий Юрьевич, ял хуҫалӑх ӑслӑлӑхӗсен тухтӑрӗ, профессор ҫуралнӑ. | ||
![]() | Пулӑм хуш... |