Сайта кӗр | Регистраци | Сайта кӗрсен унпа туллин усӑ курма пулӗ
 -11.7 °C
Юлташу хӑвӑнтан лайӑхрах пултӑр.
[ваттисен сӑмахӗ]
 

Хыпарсем

Персона
Чӑваш патшалӑх драма театрӗн сайтӗнчи сӑн
Чӑваш патшалӑх драма театрӗн сайтӗнчи сӑн

К.В.иванов ячӗллӗ Чӑваш патшалӑх академи драма театрӗн артисткине Любовь Федорована ӗмӗр тӑршшӗпе уйӑхсерен патшалӑх пособине парса тӑма йышӑннӑ. ЧР Элтеперӗ хушӑва 2025 ҫулхи пушӑн 27-мӗшӗнчи алӑ пуснӑ. Раҫҫей тава тивӗҫлӗ артистки, Чӑваш халӑх артистки ку пособие культурӑна аталантарас ӗҫре палӑрнӑшӑн тивӗҫнӗ.

Любовь Владимировна Чӑваш патшалӑх академи драма театрӗнче 50 ҫул ытла ӗҫлет. Ку таранччен нумай роле калӑпланӑ. Малашне те пысӑк рольсене калӑплама сывлӑх сунатпӑр ӑна!

Хыпар ҫӑлкуҫӗ: https://vk.com/wall-96482380_7652
 

Республикӑра
memleket.com.tr сайтри сӑн
memleket.com.tr сайтри сӑн

Утӑ уйӑхӗнчен пуҫласа Чӑваш Енре пурӑнакансен газшӑн нумайрах тӳлеме тивӗ. Официаллӑ документа влаҫ органӗсен порталӗнче пичетленӗ.

Хальхи вӑхӑтра ҫынсем 1 кубла метршӑн 7,42 тенкӗ тӳлеҫҫӗ. Утӑ уйӑхӗнчен пуҫласа вара ку хак 8,16 тенке ҫитӗ.

Газ счетчикӗсӗр «кӑвак ҫулӑмпа» усӑ куракансен те ытларах тӳлемелле пулӗ: хак 8,88 тенкӗ ӳссе 97,92 тенке ҫитӗ.

 

Республикӑра
"Контактри" сӑн
"Контактри" сӑн

Ҫӗмӗрле хули ҫывӑхӗнче Сӑр урлӑ каҫмалли понтон кӗпере уҫнӑ. Ун тӑрӑх машинӑсем ака уйӑхӗн 1-мӗшӗнчен каҫса ҫӳреме тытӑннӑ.

Кӗпер Ҫӗмӗрле хулине Чулхула облаҫӗнчи Нават ялӗпе ҫыхӑнтарать. Кӗпер тӑршшӗ – 156 метр.

Сӑмах май, пӗлтӗр понтон кӗпере ака уйӑхӗн 29-мӗшӗнче кӑна уҫнӑ.

 

Ҫутҫанталӑк

Синоптиксем пӗлтернӗ тӑрӑх, ака уйӑхӗ нормӑран 1 градус ӑшӑрах пулӗ. Нӳрек те, нарӑс-пуш уйӑхӗсемпе танлаштарсан, ытларах пулӗ. Акан 7-10, 18-21, 26-29-мӗшӗсенче ытларах ҫумӑр ҫума пултарать.

Пӗрремӗш декада вӗҫӗнче тӑрук сивӗтӗ. Иккӗмӗш декадӑра та сивӗ тӑрӗ. Акан 12-14-мӗшӗсенче 4-6 градус таран сивӗтӗ, юр ҫӑвӗ. Виҫҫӗмӗш декадӑра ӑшӑ, анчах ҫумӑрлӑ ҫанталӑк пулӗ. Сывлӑш 15 градус таран ӑшӑнӗ. Ҫӗрлесерен шӑнтма пӑрахӗ.

 

Ҫурт-йӗр

Шупашкарта пурӑнакан нумай ачаллӑ ҫемье ҫурт-йӗр условине лайӑхлатас ӗмӗтпе 2011 ҫултанпа черетре тӑнӑ. 2018 ҫултанпа ҫемье 5 ачаран ытлаллисен списокӗнче черетре пулнӑ. Анчах пӗлтӗр ҫемьене хваттер черетӗнчен кӑларса ҫапнӑ.

Нумай ачаллӑ ҫемьене прокуратура хӳтӗленӗ. Вӑл ҫемьене черете тӑратма хистесе суда тавӑҫпа тухнӑ.

Халӗ хула администрацийӗ ҫемьене 2,5 миллиона яхӑн тенкӗлӗх ҫурт-йӗр сертификачӗ панӑ.

 

Пӑтӑрмахсем

Шупашкар районӗнче патшалӑхӑн ҫул-йӗр хӑрушсӑрлӑх инспекторӗнче ӗҫленӗ икӗ ҫынна суд тунӑ. Вӗсене ӗҫ вырӑнӗпе усӑ курнӑшӑн тата сӗтев илнӗшӗн явап тыттарнӑ.

2024 ҫулхи ҫулла ҫав этемсенчен пӗри 20 тата 40 пин сӗтев илсе инкек пулман ҫӗртех инкек пулнӑҫи туса хутсем шӑрҫаланӑ. Ҫав ӗҫе хӑйӗн ӗҫтешне те явӑҫтарнӑ. Суя документсемпе усӑ курса машина хуҫисем 1 миллиона яхӑн тенкӗ страховка укҫи илнӗ.

Айӑпла инспекторсенчен пӗрне халӗ 1 ҫуллӑха, теприне 3 ҫул та 6 уйӑхлӑха тӗрмене хупса хумасӑр айӑплама йышӑннӑ. 150 пин тенкӗ штраф хурса панӑ.

 

Чӑвашлӑх
"Контактри" сӑн
"Контактри" сӑн

«Хавал» пуҫару ушкӑнӗ тата «Хыпар» Издательство ҫурчӗн «Ҫамрӑксен хаҫачӗ» ака уйӑхӗн 5-мӗшӗнче, ку шӑматкун, Чӑваш ҫамрӑкӗсен форумне чӗнеҫҫӗ. Вӑл Наци библиотекинче 10 сехетре пуҫланать.

Форумра ҫамрӑк спикерсем хӑйсен ӗҫӗ-хӗлӗ, проекчӗсем пирки чӑвашла каласа кӑтартӗҫ. Вӗсем – тӗрлӗ тытӑмра палӑрнӑ яш-хӗр. Форума йыхравлатпӑр!

Хыпар ҫӑлкуҫӗ: https://vk.com/cv_forum
 

Пӑтӑрмахсем

Елчӗк районӗнче пурӑнакан 26 ҫулти хӗр пӗрле эрех ӗҫнӗ хӗр тусӗпе ҫапӑҫма тапранса кайнӑ.

Кӑҫалхи кӑрлач уйӑхӗн 19-мӗшӗнче вӑл Елчӗкри тусӗ патне хӑнана кайнӑ. Унпа тата тусӗн тӑванӗсемпе Кӑшарни ячӗпе шыва кӗме кайса килнӗ. Ҫылӑхран ҫапла майпа тасалнӑ хыҫҫӑн эрех ӗҫнӗ. Унтан туссем вӑрҫӑнса кайнӑ. Хӑна кил хуҫи хӗрне ҫӳҫрен ярса илнӗ.

Халӗ хӑнана РФ Пуҫиле кодексӗн 116.1 статйин 2-мӗш пайӗпе явап тыттарнӑ. 26-ри хӗре ҫавӑн пек ҫапӑҫса ҫӳренӗшӗн унччен те виҫӗ хутчен суд тунӑ иккен.

 

Пӑтӑрмахсем
21.мвд.рф сӑнӳкерчӗкӗ
21.мвд.рф сӑнӳкерчӗкӗ

Ӗнер Шупашкарта банк ӗҫченӗсем ултавҫӑсен капкӑнне ҫакланнӑ хӗрарӑма пулӑшнӑ.

Пӑтӑрмах пирки банк ӗҫченӗсем йӗрке хуралҫисене шӑнкӑравласа пӗлтернӗ. Кредит учрежденине хӗрарӑм машина туянма кредит илесшӗн тесе пырса кӗнӗ.

Банка пыриччен хӗрарам ултавҫӑсене 400 пин тенкӗ ытла куҫарса пама ӗлкӗрнӗ те иккен.

Хӗрарӑм укҫана такамсене куҫарса ан патӑр тесе банк ӗҫченӗсемпе йӗрке хуралҫисем унӑн ывӑлне те чӗнсе илнӗ. Вӑл пырса ҫитсен хӗрарӑм тӗрӗссине каласа кӑтартнӑ.

Маларах ун патне Федерацин хӑрушсӑрлӑх службин ӗҫченӗ текен ҫын шӑнкӑравланӑ иккен. Вӑл ӑна ун счечӗ ҫинчен такамсем укҫана Украинӑна куҫарса панӑ, тӗрмене хупса ан хуччӑр тесен укҫана ятарлӑ счет ҫине куҫармалла тесе ӗнентернӗ. Хӗрарӑм ют ҫынсем каланине пурнӑҫласан та вӗсем унран хӑпман.

 

Хулара

Шупашкар хулинче пурӑнакан пӗр арҫын нумай хваттерлӗ ҫуртри пӗрремӗшпе иккӗмӗш хутсем хушшинче тимӗр карта тытса лартнӑ, унта вӑл япала упрамалли вырӑн туса хунӑ. Кӳршӗ-арша ҫакӑ килӗшмен.

РФ Ҫурт-йӗр кодексӗн 40-мӗш статйин 2-мӗш пайӗнче пӑхса хӑварнӑ тӑрӑх, планировкӑна улӑштарас тесен нумай хваттерлӗ ҫуртра пурӑнакансенчен ирӗк илмелле.

Суд арҫынна тимӗр картана сӳттермелле йышӑну кӑларнӑ. Ҫак ӗҫе унӑн 30 кунта пурнӑҫламалла. Ахальлӗн унӑн кашни куншӑн 2-шер пин тенкӗ неустойка тӳлесе тӑма тивӗ.

 

Страницӑсем: 1 ... 219, 220, 221, 222, 223, 224, 225, 226, 227, 228, [229], 230, 231, 232, 233, 234, 235, 236, 237, 238, 239, ... 4093
Orphus

Баннерсем

Шутлавҫӑсем

0 Хурал кӗтесӗ (чат)

Ҫанталӑк

Гороскоп

СурӑхВӑкӑрЙӗкӗрешРакАрӑсланХӗрТарасаСкорпионУхӑҫӑТу качакиШывтӑканПулӑсем
Сурӑх: Ҫӑлтӑрсем сире сывлӑха тимлӗх уйӑрма сӗнеҫҫӗ. Эндокрин тытӑмӗпе ҫыхӑннӑ кӑлтӑксем сиксе тухма пултараҫҫӗ. Психосоматика симптомӗсем те палӑрӗҫ: стреса е ытлашши ӗҫленине пула мышцӑсем пӗрӗнме пултараҫҫӗ.

Нарӑс, 10

1892
134
Охотников Никифор Михайлович, чӑваш педагокӗ, математикӗ, этнографӗ вилнӗ.
1914
112
Эсхель Аркадий Александрович, чӑваш сӑвӑҫи, ҫыравҫи, драматургӗ, критикӗ ҫуралнӑ.
1929
97
Кенеш Мучи, чӑваш ҫыравҫи, сӑвӑҫи ҫуралнӑ.
1942
84
Фёдоров Георгий Иосифович, чӑваш литературин тӗпчевҫи, хаклавҫи, ҫыравҫӑ, сӑвӑҫ ҫуралнӑ.
1943
83
Романова Зоя Васильевна, тӑлмач ҫуралнӑ.
Пулӑм хуш...Пулӑм хуш...